Как басня, так и жизнь цениться не за длину, но за содержание. (Сенека)
Атнер Хусанкай: Патшалӑх суверенитечӗ тата чӑваш наци чӗрӗлӗвӗ
Атнер Хусанкай09.12.2015 22:083965 просмотров
Раштавӑн 8-мӗшӗнче Атнер Петрович Хусанкай вуласа панӑ доклад тексчӗ. Автор ӑна суверенитет пирки калакан декларацине йышӑннӑранпа 5 ҫул ҫитнӗ тӗле хатӗрленӗ. Тин кӑна тенӗ пек иртнӗ ҫавра сӗтелте вӑл ҫак доклада пӗчӗк улшӑнусем кӗртсе вуласа пачӗ. Ку вӑл — 20 ҫул иртсен те ҫак доклад хӑйӗн актуаллӑхне ҫухатманнине палӑртни. Ҫавӑнпа та сире эпир унӑн оригиналӗпе паллаштарма шутларӑмӑр. //«пиллӗк» вырӑнне «ҫирӗм пиллӗк» тесе вуласан, чечен вӑрҫи тавра ҫырнине кӑларса илсен — раштавӑн 8-мӗшӗнче вуланӑ доклад пулать.
Совет тапхӑрне илес пулсассӑн Чӑваш патшалӑх аталанӑвӗнче икӗ тапхӑра курма пулать. Пӗрремӗшӗ — 20-мӗш ҫуясем. Малтан — автономи облаҫӗ (1920 ҫ.), кайран — автономиллӗ Республика (1925 ҫ.) пулса тӑтӑмӑр. Ҫав тапхӑрти Чӑваш чӗлхипе усӑ курсассӑн, кӗскетсе унӑн официаллӑ ячӗ ҫапла пулнӑ: КСЧР — Канаш Социализмлӑ Чӑваш Республики. Н.И. Ашмаринӑн, паллӑ чӑваш тӗпчевҫӗн ӖТТК (Ӗҫ тӑвакан Тӗп комитечӗн) член билетӗнче ҫакна куртӑм. Иккӗмӗшӗ — «ҫӗнйӗркелӳ» (перестройка) тапхӑрӗ. Шӑпамӑр тата малашӑхӑмӑр пирки ҫӗнӗлле шухӑшлама пуҫларӑмӑр.
Чӑваш наци (чӗрӗлӳ) юхӑмӗн аталанӑвне те виҫӗ тапхӑра уйӑрма пулать:
1. Культурӑпа ҫутта кӑларас ӗҫ вӑхӑчӗ (19-мӗш ӗмӗрӗн 2-мӗш ҫурри — 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗ). Вӑл тивӗҫлипе пирӗн аслӑран та аслӑ ҫыннӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев ячӗпе ҫыхӑннӑ. Чӑваш чӗлхине шкулсене, чиркӳсене кӗртме пултарнӑ вӑл, пире ҫӗнӗ Чӑваш ҫырулӑхне парнелесе хӑварнӑ, христианлӑхӑн сӑваплӑ ҫырӑвӗсене — Кивӗ тата Ҫӗнӗ Халала — чӑвашла куҫарнӑ. Тӗрӗссипе каласан, Чӑваш интеллигенцийӗн малтанхи ӳсӗмне И.Я.Яковлев пӑхса ӳстернӗ тесен йӑнӑш пулмӗ.
2. 1905–1920 ҫҫ. Ҫав вахӑтря Чӑваш хушшинче тӗрлӗ политика пӗрлӗхӗсем йӗркеленсе каяҫҫӗ — наци-демократи шухӑшӗсем, социалист-революционерсен йыхравӗсемпе программисем хура халӑха тапратаҫҫӗ. Сав шухӑшсенех каярахпа, 1917 ҫул хыҫҫӑн, большевиксем ярса илнӗ. 1906 ҫулта, уйрӑмах 1917 ҫулта пӗтӗм чӑваш наци пухӑвӗсем пулса иртеҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗ чӑннипех вӑранать, чӑмӑртанать. Чӑваш патшалӑхне тӑвас ыйтӑва сӳтсе явать, ирӗклӗх сывлӑшне хӑнӑхать, демократи йӗркине алла илме тӑрӑшать. Ҫав вӑхӑтра чӑваш халӑхӗн чӑн-чӑн ҫулпуҫӗсем вӑй илеҫҫӗ, халӑх хушшинче паллӑ пулаҫҫӗ: Г.Алюнов, Т.Хури, Мӗтри Юман, С.Николаев, Г.Титов, Г.Комиссаров-Вантер, Н.В.Никольский.
Эпир Чӑваш Республикин Патшалӑх суверенитетне йышӑннӑранпа пилӗк ҫул ҫитнине пӑллӑ тӑватпӑр. 1990 ҫулта хамӑр суверенитет ҫинчен пӗлтерни, Чӑваш Ҫӗршывӗнче Чӑваш Республикин сӑккунӗсен тата Конституци (Тӗп Саккунӗ) пуринчен те аслӑрах пулса тӑнине ҫирӗплетни, Чӑваш Республики суверенлӑ патшалӑх тата пӗтӗм чӑваш халӑхӗн пӗртен-пӗр наци-патшалӑх пӗрлӗхӗ пулни ҫинчен палӑртни, ҫав вӑхӑтрах Совет Союзӗн тата Раҫҫей Федерацийӗн тулли праваллӑ субъекчӗ пулса тӑни пысӑк пӗлтерӗшӗ пулнӑччӗ. Ҫав утӑма туса эпир хамӑр чӑваш патшалӑхне ҫӗнӗ шая ҫӗклес тата аталантарас анлӑ ҫул ҫине тухрӑмӑр. Пӗрремӗш утӑм хыҫҫӑн ҫӗнелнӗ вӑйпа, ӑс-хакӑл вӑйӗпе виҫсе, тӑван халӑхӗн хӑйтӗллӗнлӗх правине тӗпе хурса пирӗн татах никама пӑхӑнман, чӑваш ҫулӗпе малалла утса каймаллаччӗ. Анчах, шел пулин те, эпир хамӑр вӑя шанмарӑмӑр, халӑхӑмӑрӑн аталану ҫул-йӗрне суверенитет ӑнлавӗпе татӑлмасла ҫыхӑнтарма пӗлеймерӗмӗр пулас. Суверенитет шухӑшне малалла тӑсмарӑмӑр. Суверенитет никӗсӗ ҫитсе пӗтӗм чӑваш халӑхне пӗтӗҫтерекен ҫӗнӗ политика философийӗ ҫуралма тивӗҫлӗччӗ.
Мӗн вӑл суверенитет? Нумай ҫыншӑн 90-мӗш ҫулта, халӗ те ҫак политикӑна право ӑнлавӗн пӗлтерӗшӗ уҫӑмлӑ пулмарӗ. 1990 ҫулта ЧР Суверенитет ҫинчен калакан Декларацине йышӑннӑ Аслӑ Совет депутачӗсемшӗн те вӑл ҫӗнӗ ӑнлав пулчӗ. Тӗнче правипе килӗшӳллӗн чи малтан кунта ҫак документсене асӑнса хӑвармалла: Тӗнчери экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ тата культура тӗлӗшӗнчи правасем ҫинчен калакан пакт, Тӗнчери Граждан прависемпе политика прависем ҫинчен калакан пакт (1966 ҫ.), Европӑри ҫӗршывсен хӑрушсӑрлӑхӗн пӗршухӑшлӑх енӗпе ирттернӗ канашлӑвӗ (ОБСЕ) юлашкинчен йышӑннӑ акт (1975 ҫ.), Аталану прави ҫинчен калакан Деклараци тата ытти документсем. Суверенитет чи малтан халӑхсен хӑйтӗллӗнлӗх (самоопределени) правипе ҫыхӑнать. Ӑна ҫапла палӑртаҫҫӗ: «...политико-правовое свойство нации (народа) путем свободного волеизьявления самостоятельно определять свой политический статус и осуществлять свое экономическое, социальное и культурное развитие на основе неотьемлемого права каждого народа на самоопределение, вплоть до отделения и образования национального государства, равно как и свободы обьединения с другими нациями на добровольных и равноправных началах в любых государственных формах...». Урӑхла каласан :кашни халӑх хӑйӗн аталану ҫулне хӑй суйласа илет, хӑйӗн тӑван ҫӗршывӑн — патшалӑхӑн политика статусне хӑех палӑртать, хӑех ҫӗнсе илет. Шел пулин те, 90 ҫулта эпир хамӑрӑн, Чӑваш Республикин политика статусне вӗҫне ҫитиех, уҫӑмлӑн палӑртаймарӑмӑр. Пирӗн ӗмӗрӗн чи аслӑ демокрачӗ Андрей Дмитриевич Сахаров ҫапла ҫырнӑччӗ: «… надо начинать с демонтажа имперской структуры государства». Ҫак пысӑк ӗҫе эпир пуҫӑнтӑмӑр, анчах чӑн чӑвашла каласан — те мехел ҫитмен е хамӑрӑн шалти вӑй, тапрану вӑйӗ ҫителӗклӗ пулманнипе, эпир демократизациленнӗ Совет Союзӗн, кайран ҫӗнӗ Раҫҫей тытамӗнче хамӑр вырӑна халӗ те тупаймарӑмӑр пек туйӑнать мана. Мӗнрен килет вӑл? Ун чухнехи Республика ертӳҫисен (кунта сӑмах Аслӑ Совет пуҫлӑхӗ Э.А.Кубарев тата Министрсен Советне ертсе пыракан В.В.Викторов пирки пырать) хӑюсӑрлӑхне пула хамӑр ҫӗршывшӑн, халӑхшӑн ҫӗнӗ политика статусне ҫӗнсе илеймерӗмӗр. Ҫак икӗ ҫынна ҫак шухӑшах эпӗ куҫран та, пӗтӗм халӑх умӗнче те темиҫе хут та каланӑ. 1990-91-мӗш ҫулсенче центрти пресса «суверенитет» ӑнлавне пӑсса, йӗкӗлтесе Раҫҫейри халӑхсен ирӗклӗх ҫулӗ ҫине тӑнине «суверенитетсен парачӗ» тесе ят панӑччӗ. Вӗсем манса кайнӑ пулас ҫак тапрану чи малтан Балти ҫӗршывӗсенчен, кайран Раҫҫейре хӑйӗнче 90-мӗш ҫулта пуҫланнине. Июнь уйӑхӗн 12-мӗшӗнче РСФСР Суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине Раҫҫейри халӑх депутачӗсен 1-мӗш Сьезчӗ йышӑннӑччӗ (халӗ ӗнтӗ-ҫак куна Раҫҫей никампӑхӑнманлӑхӗн Кунӗ, уявӗ пек паллӑ тӑваҫҫӗ). Ҫав Декларацире ҫавӑн пек йӗркесем пур: «Государственный суверенитет РСФСР провозглашается во имя высших целей — обеспечения каждому человеку неотьемлемого права на достойную жизнь, свободное развитие и пользование родным языком, а каждому народу — на самоопределение в избранных ими национально-государственных и национально-культурных формах» (4 ст.) тата урӑх ҫӗрте: «РСФСР заявляет о своей приверженности общепризнанным иринципам международного права и готовности принимать все меры к недопущению конфронтации в международных, можреспубликанских и межнациональных отношениях, отстаивания при этом интересы народов России» (14 ст.). Анчах паян эпир уҫҫӑн калама пултаратпӑр хальхи Раҫҫей влаҫӗ — Президентпа Федераци Пухӑвӗ суялӑх никӗсӗ ҫинче тӑракан влаҫ. Вӑл Конституцие пӗтӗм саккун йӗркине пӑсса Чечен Республики-Ичкерие хирӗҫ, ирӗклӗ чечен халӑхне хирӗҫ агресси пуҫарса яни хӑй мӗне тӑрать. Унта пинӗ-пинӗпе ҫын вилнӗ, вӗсен шутӗнчӗ Раҫҫей салтакӗсем те, Чӑваш ҫамрӑкӗсем те. Ҫак этемлӗхе хирӗҫ тунӑ преступление, тискер ӗҫе эпир чӑтатпӑр, малтан кӑштах шав ҫӗклерӗмӗр-лӑплантӑмӑр. Паянхи Раҫҫейри влаҫ тытӑмӗ пире пурне те юнпа варалать.
«Суверенитет» текен ӑнлав «ирӗклӗх» ӑнлавпа та пач ҫыхӑннӑ. Ирӗклӗ ҫын пулма ҫӑмӑл мар. Йрӗклӗ халӑх пулма тата йывӑртарах пулӗ. Ирӗклӗхшӗн кӗрешмелле, ӑна политикӑпа право, экономикӑпа пӗлӳ шайӗнче ҫӗнсе илмелле. Чӑваш Республикинче влаҫ тытӑмне тытса пыракансене те ку енӗпе вӗрентмелле. Енчен те эпир хамӑрӑн суверенитет Декларацине ҫавӑн пек шухӑш ҫырса хутӑмӑр: «Суверенитет тытса тӑракан тата патшалӗх влаҫӗн ҫӑлкуҫӗ республикӑра пурӑнакан халӑх пулса тӑрать» (2 стю), пирӗн влаҫ халӑхран ютшӑнма пултараймасть. Влаҫӑн халӑхпа тӑван чӗлхепе — чӑвашла — калаҫмалла, саккунсене чӑвашла йышӑнмалла, чӑваш историпе культури, ӳнерпе литератури, аталану ҫул-йӗрне те пӗлсе тӑмалла. Халӗ кашни шкул ачин «история и культура родного края» предмета, чӑваш чӗлхине вӗренмелле, ҫак предметсене пирӗн патшалӑх чиновникӗсене вӗрентесчӗ. Вӗсемшӗн усӑллӑ пулӗччӗ. Экзамен та йышӑнмалла вӗсенчен. Атту ӑҫта каян? — лараҫҫӗ саркаланса — нимӗн те пӗлмеҫҫӗ, пӗлесшӗн те мар — таҫти пӗлӗтрен чӑваш ҫӗрӗ ҫине персе аннӑ катемписем пек.
Чӑваш Республикинче тата унӑн Гражданлӑхне йышӑнма хамӑр ҫынсем умӗнче ҫӗнӗ шухӑшлав йӗркине, ҫӗнӗ политика философине, Чӑваш патшалӑхӗ, унӑн саккун кӑларакан, ӗҫ тӑвакан, Президент тата суд влаҫӗсен тытӑмӗсем пурнӑҫа кӗртес тесе чи малтан тӑрӑшмалла пек. Хӑюлӑх ҫитереймерӗҫ, Чӑваш ятне ҫӗклеймерӗҫ, суверенитет тенине экономикӑпа укҫа-тенкӗ тӗлӗшпе, пурлӑхпа ҫӗнӗ бюджет йӗркипе ҫирӗплетме пултараймарӗҫ.
Пилӗк ҫул сисмесӗрех иртсе кайрӗ. Ҫак пысӑках мар тапхӑрта эпир тем те куртӑмӑр, тем те тӳссе ирттертӗмӗр. Ҫапах, паянхи кун та тӗп ыйтусенчен пӗри ҫакӑ пулса тӑрать. Совет хыҫҫӑнхи саманара чи малтан Патшалӑхӑмӑрӑн — суверенлӑ Чӑваш Республикин — политика статусне палӑртмалла. Ирӗклӗх кирлӗ-и пире, тӗнче правиг субъекчӗ пулма вӑй-хал ҫитет-ши пирӗн е эпир ирӗклӗ мар халӑх, хамӑр ирӗкшӗн яваплӑха хамӑр ҫине илме пултараймастпӑр? Чӑвашлӑха, чӗлхемӗре, наци малашлӑхне, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн кӑмӑлне шута илмесӗр Чӑваш Патшалӑхӗ ирӗклӗ экономика, суверенитет тата культура ҫулӗпе малалла каяймӗ.
Сак шухӑша асра тытсах ӗҫлесчӗ пирӗн паян. 2000 ҫулччен тепӗр пилӗк ҫул анчах юлчӗ. Кирлӗ мар шалти хирӗҫӗве кӗмесӗр, пӗтӗм вӑя пухса пулас ӑрусем валли Чӑваш Килӗн никӗсне хывасчӗ. Ҫӗнӗ ӗмере, Чӑваш ятпах кӗресчӗ. Ҫапла пултӑр!
Усӑ курнӑ литература:
1. К вопросу о расширении территории Чувашской Автономной области и преобразования ее в Автономную Чувашскую Социалистическую Советскую Республику. Чебоксары (Издание облисполкома АЧО), 1924 — 135 с.
2. Хузангай А.П. Тяжба о России // «СЧ», 13,14 ноября 1991 г.
3. Чӑваш чӗлхине чӗртес тата аталантарас ыйтусем. Чӑваш Республикин Аслӑ Совечӗпе Президиумӗ йышӑннӑ законсемпе постановленисем. Шупашкар, ЧР Аслӑ Совет Президиумӗ, 1993. — 73 с.
4. Хузангай А.П. Третье возрождение Чувашсого народа // «Чӑваш ЕН», 19 (118) №.
5. Чӑваш наци конгресӗ. Документсемпе материалсен пуххи. Шупашкар («Аван-и» издательство ушкӑнӗ), 1994. — 200 с.
6. Хузангай А.П. Народы и власть // «СЧ», 15 сентября 1995 г.
7. Права и свободы народов в современных источниках международного права. Сборник документов. Сост. Проф. Р.А. Тузмухамедов. Казань, Книжный дом, 1995. — 232 с.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Ҫак сӑмахсене ҫапла ӑнланмалла пулса тухать эппин: "...чи малтан Патшалӑхӑмӑрӑн — суверенлӑ Чӑваш Республикин — политика статусне палӑртмалла. Ирӗклӗх кирлӗ-и пире, тӗнче правиг субъекчӗ пулма вӑй-хал ҫитет-ши пирӗн е эпир ирӗклӗ мар халӑх, хамӑр ирӗкшӗн яваплӑха хамӑр ҫине илме пултараймастпӑр? Чӑвашлӑха, чӗлхемӗре, наци малашлӑхне, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн кӑмӑлне шута илмесӗр Чӑваш Патшалӑхӗ ирӗклӗ экономика, суверенитет тата культура ҫулӗпе малалла каяймӗ"- 1) Чӑваш Республики (ЧР) никама пӑхӑнман хӑй тӗллӗн тытӑнса тӑракан ҫӗршыв 2) ЧРин хӑйӗн чӑваш халӑх ҫарӗ (армия) 3) ЧРин хӑйӗн чикӗсем (границы) 4) ЧРин хӑйӗн укҫи (денежная система. Ҫапла вӗт, Атнер Петрович?