Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Цель оправдывает средства.
(Н. Маккиавели)
 

Таисия Ташней: Кулер туян та... шкула кай

Таисия Ташней24.12.2015 19:385160 просмотров

«Эрех ӗҫме ҫынсен ӑҫтан укҫа тупӑнать кӑна тульккӑш? Манӑн хӗрӗме ыран шкула парса яма 100 тенкӗ ҫук», — кӑмӑлӗ пӑсӑккине кура чунне уҫрӗ пӗлӗшӗм. Виҫӗ ача амӑшӗ вӑл. Аслисем шкула ҫӳреҫҫӗ, кӗҫӗнни кӑҫал ача пахчине кайма пуҫларӗ.

Шкул валли укҫа пухни йӗркеллӗ пулӑм мар тесе вӗренӳ тытӑмӗнчи пур пуҫлӑх та калать-тӗр. Ун пек фактсем пирки пӗлтерме ытйаҫҫӗ вӗсем. Вӗренӳ кӗнеки илме, классене юсама ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухмалла маррине ӗнентереҫҫӗ. Пурнӑҫра вара пачах урӑхла пулса пырать. Манӑн пӗлӗшӗм каланӑ тӑрӑх, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн вӗсем шкула 2-шер пин тенкӗ пухса панӑ. «Кӗнекесене илмелле мар темеҫҫӗ-и вара?» — шалт аптӑрарӑм пӗлӗшӗм кӑмӑлсӑрланса пӗлтернине кура. «Вӗренӳ тетрачӗсем илме», — хуравларӗ виҫӗ ача амӑшӗ. «Икӗ пин тенкӗлӗх вӗренӳ тетрачӗсем мӗнле хутран вара?» — ӑнланаймасӑр тӗпчетӗп малалла.

Тетрадь туянса йӑлтах пӗтермен иккен-ха. Юлнӑ укҫапа куллер туянмалла тет. Ачасем шыв ӗҫесшӗн аптӑраҫҫӗ имӗш. Ахаль-махаль шыв ӗҫмеҫҫӗ пулать. Эпир ӳснӗ чух ҫӗрулми пуҫтарма аннесемпе хире ана ҫинчи кӳлленчӗкренех е тата кӳршӗ яла лавккана кайсан таврӑннӑ чух ҫырмари шыва тутӑр витӗр сӑрӑхтарса ӗҫеттӗмӗр те 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫуралнисем, ав, кранран юхаканнине те тиркеҫҫӗ. Сывӑрах пулаҫҫӗ пулинех. Тепӗр тесен, эпир те, кӳлленчӗкри шыва тутӑр витӗр сӑрӑхтарса ӗҫнисем вар пӑсӑлнипе аптӑранине астумастӑп. Ӑш ыратать-и е пуҫ-и, кукамай тӳрех темле курӑк шывӗ вӗретсе ӗҫтеретчӗ те, тен, ҫав пулӑшнӑ-ши?

21-мӗш ӗмӗрти ачасем кулертан шыв ӗҫеҫҫӗ кӑна мар, вӗсем ахаль чӳрече карриллӗ класра те вӗренесшӗн мар пулмалла. Тепӗр тесен, хӑйсем, пӗрремӗш класа каякансем, каламан-ха кун пирки. Паҫӑрхи пӗлӗшӗм пӗлтернӗ тӑрӑх, класс ертӳҫи хушнӑ. Ытти класра пурин те жалюзи ҫакӑнса тӑрать-мӗн те уннӑ та вӗсенчен кая юлмасть иккен. Вӑт, ун валли ашшӗ-амӑшӗн укҫа пухса памалла.

«Кирлӗ ҫӗре мӗншӗн ҫӑхавламастӑн?» — хуравӗ епле пулассине пӗлсе тӑрсах ыйтатӑп пӗлӗшӗмрен. Эсир те тӗрӗсех тавҫӑртӑр: ачан ҫав шкултах вӗренмелле-ҫке...

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3772.48.0255
2015.12.30 17:34
Agabazar

Эпир вӗреннӗ чухне шкулти коридорта вӗретсе сивӗтнӗ шыв тултарнӑ пысӑк бак ларатчӗ. Ҫиелтен таса пусмапа сӑрнӑ. Ҫакна йӗркелесе пырассишӗн техничка яваплӑ пулнӑ.


Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики