Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Истина - единственный источник мужества.
(Агни)
 

Agabazar: Гипотезӑсен пуххи — истори мар

Agabazar17.02.2016 01:244042 просмотров

Чӑваш аваллӑхне вӗрентетпӗр текелеҫҫӗ. Мӗнех, вӗрентмелле. Анчах та чӑн-чӑннине. Халлапсене мар.

(Паллах, халлапсене те вӗрентме пулать. Анчах та ун пек чухне те тӗрӗссине калӑр: кусем халлапсем, сире халлапсене вӗрентетпӗр, тейӗр. Историе вӗрентетпӗр тесе, тархасшӑн, ан суйӑр. Халлап та кӑсӑклӑ япала, мӗншӗн тесен этем мӗн таран минресе кайма пултарнине ӑнкарма май парать).

Ӗнтӗ эпир ҫав-ҫавах авал чӑннипе мӗн пулнине пӗлесшӗн ҫунатпӑр.

Чӑнлӑхӗ вара пӗрре ҫеҫ, темиҫе мар!

Пурне те тӑруках пӗлсе пӗтерме ҫук. Пӗлмен япала пирки тӳрех: "Пӗлместпӗр!" — темелле. Чӑнлавсем вырӑнне темтепӗрсем шутласа кӑларма кирлӗ мар. Пирӗн вара "гипотеза", "верси" пеккисем пуҫран шутласа кӑлараҫҫӗ те ҫавна "истори" тесе вӗрентме хӑтланаҫҫӗ. Анчах та кунашкал пулма пултараймасть. Ним ӳркенмесӗрех тепӗр хут калатӑп: Чӑнлӑх пӗрре ҫеҫ!

Уни-кунисем шутласа кӑтартма юратакансен тӳрре тухмалли сӑмахӗсем те пур. Чӑваш историне ӗретлӗ тӗпчемен те, ҫавна кура ирӗксӗрех версисемпе гипотезӑсем шутласа кӑларма тивет имӗш. Ку вара пачах та тӗрӗс мар!

Чӑннипе вара чӑваш историне нимрен те лайӑхрах тӗпченӗ!

Вӗрен! Шӗкӗлче! Ӑша хыв! Велосипед шутласа кӑларма кирлӗ мар кунта. Ку енӗпе чӑваш питӗ телейлӗ теме пулать. Сайра халӑхӑн историне ҫавнашкал чаплӑн тӗпченӗ! Ыттисем пире ку енӗпе ӑмсанса ҫеҫ пӑхса тӑма пултараҫҫӗ. Шел, ҫавнашкал мулпа эпир начар усӑ куратпӑр. Ҫынсен пуҫӗсене минретес тӗллевпе "гипотезӑсемпе" "версисем" шутласа кӑларам пекки тунине те ҫав инкексен шутнех кӗртмелле.

Чӑнлӑхӗ чат паллӑ пулсан, нимӗнле гипотеза та кирлӗ мар!

Историе вӗреннӗ чухне пӗр кӑсӑк ен пур: Хальхинчен майӗпен аваллӑхалла куҫса вӗренмелле. Малтан ҫирӗммӗш ӗмӗре алла ил, унтан — вунтӑххармӗшне. Малалла — 18, 17, 16, 15, 14, 13, 12, ... Тепченӗ чухне те, тӗпрен илсен, ҫавнашкалах пулса пырать. Анкӑ-минкӗленсе кайса тӳрех "шумерсемпе" "египетсем" патне чӑмни ниме те пӗлтермест.

Вӑт ҫав майпа вӗренсе пырсан Чӑваш Историйӗ тӳрех Атӑлҫи Пӑлхар патнелле пырса тухать. Урӑх ниҫталла та мар. Ку — пирӗн вӑта юпа. Ҫавна "гипотеза" теекен ҫын, паллах, куҫкӗрет суять. Е вӑл тӗрлерен пропагандистсен серепине лекнӗ. Унашкаллисене, май килсен, ҫавнашкал сереперен хӑтарма тӑрӑшмалла.

Статья ҫумне хушнӑ карччынккана илнӗ вырӑн.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики