Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Каждому свое, а иным и чужое.
(Э. Кроткий)
 

Таисия Ташней: Пуҫ ҫаврӑнни амак мар

Таисия Ташней26.02.2016 18:294929 просмотров

Шурӑ халатлисен ӗҫне эпир питӗ пархатарлӑ тесе сума сӑватпӑр. Хам та ҫавӑн пекех шухӑшлатӑп мар-и? Ҫавӑн пек шухӑшланӑранах вӗсенчен пулӑшу ыйтма васкатпӑр. Е чим-ха, васкасах каймастпӑр. Амакӗ аптӑратса ҫитерсен кӑна пулӑшу ыйтса тӗмсӗлетпӗр. Ытти чухне хамӑр валли ниепле те вӑхӑт тупаймастпӑр мар-и ҫав...

Нумаях пулмасть тусӑм каласа панӑ тӗслӗхсене илтсен шурӑ халатлисем пирки ним калама шалт аптӑрамалла. Пӗррехинче тусӑм кӗтмен-туман ҫӗртен пуҫ ҫаврӑннипе аптӑрама тытӑнчӗ. Урамра чипер утса пынӑ ҫӗртех тӳнсе каятчӗ тупата! Юрать, иксӗмӗр пӗрлеччӗ те тытса чарма ӗлкӗртӗм. Ӗҫ пӳлӗмне ҫитсен те ку амак хӑпмарӗ-ха унран: куҫӗ хуралса килнипе темиҫе хут та сӗтел ҫине кайса сулӑнчӗ. Юн пусӑмне те виҫсе пӑхрӑмӑр апӑршанне: халь тесен халь качча памалли хӗрӗн пек чипер. Тухтӑр мар та, диагноз лартаймӑпӑр, нимӗн те ӑнланмастпӑр. Кӑритура тухсан та ӳсӗр ҫын пек сулланнине кура васкавлӑ пулӑшу чӗнме тиврӗ. Чи кӑсӑкли вара шӑпах пульницӑра пулса иртнӗ.

Пӗрремӗшӗнчен, тухтӑрсем пӗр-пӗринчен сиксе чӗтрени тусӑма тӗлӗнтернӗ. Васкавлӑ пулӑшу машининчисем тусӑма хӑш пульницӑна илсе кайсан аван-ши тесе пуҫ ватнӑ. Юрӗ, Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне ӑсатнӑ. Унта васкавлӑ пулӑшурин мӗншӗн шӑп та лӑп вӗсем патне илсе пынине тӗплӗн ӑнлантарса пама тивнӗ. Кайран терапевт тусӑма мӗншӗн пульницӑна каҫ енне кӑна пынине тӗпченӗ. Лешӗ тунман, йӑлт ӑнлантарнӑ: «Ара, амакӑм халь-халь иртет пуль терӗм те... Ниепле те ҫӑмӑлланса пыманнине кура васкавлӑ пулӑшуран пулӑшу ыйтасах терӗм ҫав», — айӑпа кӗнӗн пуплесе ларнӑ вӑл. Терапевт итлесе пӑхнӑ, юн тата ытти анализ илнӗ, юн пусӑмне виҫнӗ, электрокардиограмма туса пӑхнӑ. Кайран вӑл хӑра-хӑра невролог патне шӑнкӑравласа: «Ҫапла-ҫапла пациент, хӑйне ҫапла-ҫапла туяканскер килчӗ. Ман енчен чиперех. Эсир пӑхмӑр-ши?» — тӗмсӗлнӗн ыйтнӑ хайхинчен.

Пӗр каҫ пульницӑра капельница айӗнче ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн тусӑма ирхине хӑй пурӑнакан пульницӑна сипленме кайма сӗннӗ. Ӳсӗр ҫын пек тухса сулланнӑ вӑл унта. Лере тухтӑр кӑнтӑрлахи стационара направлени панӑ. Анчах стационара ҫитсен каллех тӗлӗнмелли тупӑннӑ. Пӗрремӗшӗнчен, тухтӑрсем тусӑма вӑхӑтра пульницӑна килместӗн тесе ятлама тытӑннӑ. «Вӑхӑтра хӑҫан килмелле пулнӑ вара?» – шалт аптӑранӑ тусӑм. «Ураран ӳкес патне ҫитиччен ҫӳретӗр», — лӑпланман шурӑ халатлисенчен пӗри. «Ӗнер ирпе хама чиперех туяттӑм. Кӑнтӑрла енне кӑна халсӑрлантӑм», — ӑнлантарма пӑхнӑ тусӑм. Пӗрре ыратни кансӗрленипе, тепре тухтӑрӗсем мӑкӑртатнипе йӗрсех янӑ вӑл. Пульницӑра, сӑмах май, кирлӗ эмел те пулман. Таблетка кӑна-мӗн. Анчах эмел ӗҫессишӗн кӑна кӑнтӑрлахи стационарта камӑн выртас килтӗр. «Хӑвӑра пит пулӑшас килсен ҫав-ҫав эмеле туянма сӗнетӗп», — тенӗ тухтӑр. Мӗн тӑвас тетӗн — туяннӑ вӑл.

Сывалса пӗтсен хайхискер пульницӑн тӗп тухтӑрӗпе ҫыхӑннӑ, эмел илме ҫав териех кӑткӑс лару-тӑру-им тесе кӑсӑкланнӑ. Лешӗ каланӑ тӑрӑх, йывӑрлӑх ҫук. Кирлӗ эмел туянаҫҫӗ. Тӗп тухтӑр каланине ӗненес тӗк тусӑм хӑй кӑмӑлӗпе, никам хушмасӑр-тумасӑр туяннӑ пулса тухать. «Урамра ытларах уҫӑлса ҫӳремелле. Уҫӑ сывлӑш ҫитменнипе те, ывӑнсан та куҫ хуралса килет», — «лӑплантарнӑ» тусӑма пульницӑн тӗп тухтӑрӗ. Тата тусӑма пуҫ ҫаврӑннӑ пек туйӑнма пултарнӑ имӗш. «Пӗрле урампа утса пыракан ҫын та эп ӳкме туйӑннипе тытса чарчӗ-шим вара мана?» — аптӑрасах кайнӑ тусӑм.

«Пульницӑна кайиччен кайманни», — ҫӗтӗлсе ларчӗ пуҫлӑх пуканне йышӑнакан шур халатлӑ ҫынпа калаҫнӑ хыҫҫӑн тусӑм. Чӑн та, кайиччен кайманни. Унччен: «Профилактика», — теҫҫӗ. Тухтӑрсен кӑнттамлӑхне итлесе тарӑхиччен килте ларниех паха.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики