Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Музыка - универсальный язык человечества.
(Г. Лонгфелло)
 

Стекольщиков : Шапашкӑра

Стекольщиков 17.03.2016 21:503551 просмотров

Саратовра!

 

Сентябрьте Саратовра

Ӗҫлерӗмӗр ,,шапашкӑра",

Тимлерӗмӗр НПЗра

Шутра тӑрса ,,Промфинстройра".

 

Асран каймасть нихҫан та Чарли,

Кун ҫулӗ ун асаплӑ тертлӗ.

Халап ҫапать вӑл пӗр сехет,

Самахӗ ун чуна тивет.

 

,,ТБ" кунта хаяр. кӑра,

Ӗҫлен ҫаплах хӑра-хӑра.

Мӗн пур ыйту ҫине хурав:

,,Йӗркене пӑсрӑн - тӳлӗн штраф".

 

Пӗр виҫе кун вӗртерчӗҫ ,.трубка",

Мухмӑрлине шырарӗҫ - ҫукка...

,,Проходнойра" ыйтаҫҫӗ пропуск,

Ӗс пуҫламашкӑн кирлӗ допуск.

 

Пуҫлатӑн ҫеҫ ҫӑрма раствор

Ӗҫе чарать ,,Гостехнадзор".

Ҫур кун ӗҫлен - цемент пӗтет,

Шывне тупсан кирпӗч ,,ҫӗтет".

 

Стена хума ҫӳле ҫеҫ тӑрӑр,

Тӑхӑнтартаҫ пӑявпа сӑнчӑр.

Пӗрле ялан противогаз

/Ку сӗну мар, ку вӑл - приказ/.

 

Тӑхӑнмасассӑн хӑвӑрт куҫлӑх.

Штраф туянӑн, тӑваймӑн пурлӑх.

Пушарнӑй та йӗрлет ялан,

Контрольсӑр кун пачах курман.

 

Аркатрӗҫ, ҫукка туалет,

Ӗҫре туртаймӑн сигарет.

Асра юлать пирте ку ,,Вахта" -

,,Ҫемҫе" режимлӑ .,гауптвахта".

 

Кунти прораб Лапшин Никита

Бригадӑпа туслашрӗ хытӑ.

Значок та илнӗ /ун телей/

,,За подготовку чувашей".

 

Ертӳҫӗ пирӗн - Владислав

Куллен туртать пит йывар лав.

Тивӗҫтерет пире ӗҫпе,

Чарать каҫпа эрех ӗҫме.

 

,,Иванч" тесен, туссем, ан манӑр,

Хӑех прораб, хӑех вӑл маҫтӑр.

Чи пысӑкки вара - Иван.

,,Шур каскӑна" курать малтан.

 

Олегӑн пур хӑват та тӳсӗм,

Ӗҫре тӑвать ялан вӑл ӳсем.

Олег тепри, ҫулпа асли,

Ӗҫре маттур, халап асти.

 

Канаш парать Вениамин,

Тӳрех туятӑн - ӑслӑ ҫын.

ӖҪ пуҫличчен шутлать вӑл тарӑн.

Кайран ӗҫлет Петров хастаррӑн.

 

Лара-тӑра пӗлмест Андрей

Килте ун халӗ ,,всё о"кей!"

Яшка, ,,рожки" пӗҫересси -

,,Завхоз" Генукшӑн чун уҫҫи.

 

Сергей пит тавҫӑрулла ҫын,

Пӗлет ӑҫта, хӑш магазин.

Ӳнер ҫынни Бурмистров Юра

Портрет ҫырать, чӑн ҫӗнӗ юрӑ.

 

Душран тухсан Володя сывӑ,

Чейне ӗҫсен хайлать вӑл сӑвӑ.

Ҫапла эпир вун иккӗн тан

Пӗрле ӗҫлерӗмӗр чунтан.

 

Чӑваш Ене ҫитетпӗр, паллӑ,

Руль умӗнче Андрюша Павлов.

Сан умӑнта ҫук, Чарли, парӑм,

Кӗтет килте юратнӑ арӑм.

 

СТЕКОЛЬЩИКОВ ВЛАДИМИР

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики