Алра дневник тытса ларатӑп,
Аса илсе шкул вӑхӑтне.
Тетрадьсем уҫса пӑхатӑп,
Епле эп хам вӗреннине.
Вун ҫул та иртрӗ унтанпа,
Ҫавах асра ҫав самантсем.
Утаттӑм аслӑ урампа,
Кӗтеҫҫӗ-ҫке учительсем.
Тӑхӑрвун тваттӑмӗщ ҫулта
Лартӑм парта хушшине.
Ӑс-тӑн пуҫтартӑм эп шкулта-
Ҫырма вӗрентрӗҫ хут ҫине.
Калас килет тав сӑмахне ,
Манӑн сире учительсем.
Ал парӑттаӑ кашнине
Тунӑшӑн пиртен ҫынсем.
Манаймӑп эпӗ нихӑҫан та
Пӗрремӗш класс ертӳҫине.
Пулнӑ Аркадьевна Анна,
Маншӑн иккӗмӗш анне.
Аслӑ класра ертсе пыма
Килӗшет Надежда Иванна.
Пурнӑҫ ҫулӗпе утма,
Парать пире хӑйӗн пилне.
Вун пӗр класс пӗтернӗ вуннӑн-
Сакӑр хӗрпе икӗ яш.
Вӗренсе ялан хастаррӑн,
Сывламан нихщан та хаш.
Халь саланна кам ӑщта,
Ҫӗр-шывӑн тӗрлӗ кӗтесне.
Кирлӗ ҫын халь пурнӑҫра,
Алла илсен профессине.
Шель паллах, шкулне халь хупнӑ,
Лараймӑн парта хушшине.
Тӑван шкулта пулса курасчӗ,
Татах та сирӗнпе пӗрле..
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.