Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Никогда не говори вещей, в которых позже придется раскаиваться.
(Сервантес)
 

Софья Савнеш: Ял халӑхне сӗт хакӗ калаҫтарать

Софья Савнеш20.03.2016 21:565723 просмотров

Ял халӑхне мӗн пӑшӑрхантарать? Сӗт хакӗ. Ара, тупӑш тумалли тӗп мелсенчен пӗри-ҫке вӑл. Ял ҫынни сӗт сутса та пулин газшӑн, ҫутӑшӑн тӳлемеллех укҫа тӑвать.

Анчах хак ял ҫыннине калаҫтарма пӑрахмасть. Лавккасенче сӗт хакӗ йӳнелни курӑнмасть. Пачах тепӗр май — ӳсет ҫеҫ. Сӗт туянакансен вара хакӗ йӳнелсех пырать. Чылайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хаксем пӗлтӗрхинчен пӗчӗкрех пулнӑ. Ун чухне 20 тенкӗрен иртнӗ, кӑҫал вара — пӗчӗкрех.

ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗ тӗлне чылай районта сӗте 15–16 тенкӗпе пухнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта 17–18 тенкӗпе пухакан пулнӑ. Анчах ку та ял халӑхӗшӗн, манӑн шухӑшпа, ҫителӗксӗр. Сӗт туса илессишӗн мӗн чухлӗ тӑрӑшмалла? Выльӑх-чӗрлӗх пӑхасси — шӳт мар. Утӑ хатӗрлес тесен ҫӑвӗпех тар тӑкмалла. 1 ӗне усракансене те йывӑр. 2–3 ӗне тытакан пирки каламалла та мар ӗнтӗ.

Манӑн пӗлӗш икӗ ӗне усрать. Кунне 25 литр сӗт сутать. Халӗ пӗр литрне 15 тенкӗпе пухаҫҫӗ. Ҫапла 375 тенкӗ тупӑш тӑвать вӑл кунне. Хальхи пурнӑҫпа танлаштарсан, ку пысӑк укҫа мар. Лайӑх кӑлпасси те 1 килограмӗ ун чухлӗ тӑмасть. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара нихӑш районта та сӗт хакӗ 20 тенке ҫитмен. Танлаштарӑр-ха: ҫур литрлӑ минераллӑ шыв халӗ 20 тенкӗ ытла тӑрать. Ӑна таҫтан тултарса килеҫҫӗ. Кунашкал шыв йышӗнче «подделка» нумаййи пирки кашниех илтнӗ-тӗр. Вӑл сӗтрен те хаклӑрах пулни пӑшӑрхантарать.

Ҫынна пӗр уйӑхра пурӑнмашкӑн кирлӗ укҫа виҫине (выр. прожиточный минимум) шута илсен унӑн миҫе пуҫ усрамалла? 1 литр сӗт вӑтамран 20 тенкӗпе каять пулсан ҫулталӑкне 60 пин тенкӗ укҫа тума пулать (пӗр ӗне ҫулталӑкне вӑтамран 3000 литр сӗт парать). Ку вара пӗр ҫынна ҫеҫ саплаштаркаласа пурӑнмалӑх ҫитет.

Усламҫӑсене кӑмӑлсӑрлантаракан ҫак самант пирки пӗрре мар илтнӗ. Чылай ҫын хӑймине пуҫтарса илет те сӗте шыв хушать. Ку та, паллах, тӗрӗс мар. Ку енчен усламҫӑсене ӑнланма пулать. Тен, унашкаллисене сахалрах тӳлемелле? Ыттисене вара, пахалӑхлӑ сӗт паракансене, укҫа хушмалла.

Ҫу енне, паллӑ ӗнтӗ, сӗт хакӗ йӳнелет. Пуш уйӑхӗнче ӑна 15–16 тенкӗпе туяннӑ пулсан ҫулла мӗнле пулӗ? Ун чухне вӑл пушшех те йӳнелесрен хӑрать ял халӑхӗ. Ара, утӑ туса илес тесен мӗн чухлӗ укҫа тӑкмалла? Ҫултарма — укҫалла, тиесе килмелле — каллех кӗсьерен кӑлармалла.

Ял халӑхӗ кӑштах та пулин тупӑш курассишӗн тӑрӑшать пулин те паянхи пурнӑҫра унӑн кӗсьине нухран нумай лекмест ҫав.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики