Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Разумный человек думает больше о жизни, чем о смерти.
(Спиноза)
 

Софья Савнеш: Вӑрӑм тунасене «ҫитерни», е Хӑйне евӗр сӑнавсем пирки

Софья Савнеш29.05.2016 22:326297 просмотров

Тем хӑтланакан та пур. Ҫак кунсенче Шупашкар ҫынни вӑрӑм тунасемпе сӑнав ирттернӗ. Вӗсем ҫыртнине хӑй мӗнле чӑтса ирттернине пӗлесшӗн пулнӑ вӑл. Хайхискер Атӑл леш енче вӑрӑм тунасене «ҫитернӗ».

Евгений Столяров хӑйне вӑрманта ҫыхса хуртарнӑ. Вӑрӑм тунасем ӑна тӳрех тапӑннӑ. Вӗсем кӗлеткипех ҫыртсан мӗн пулать? Ҫакна пӗлесшӗн ҫуннӑ вӑл.

Вӑрмана вӑл юлташӗпе кайнӑ. Пилӗкӗ таран хывӑннӑскер вӑрӑм тунасене мӗн чухлӗ вӑхӑт «тӑрантарнӑ»? Евгений 19 минут ҫеҫ чӑтайнӑ.

Хӑй вӑл слесарь. Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӗҫре чӗркуҫҫине амантнӑ. Унтанпа унта-кунта ҫеҫ ӗҫлесе ҫӳрет. Пушӑ вӑхӑчӗ нумай. Ҫавӑнпа вӑл сӑнав ирттерме шухӑшланӑ та.

Кун хыҫҫӑн Евгенин хулпуҫҫи, ҫурӑмӗ, алли хӑпарса тухнӑ, хӗрелнӗ, кӑвакарнӑ. Тепӗр талӑкран та кӗлетки ыратнӑ унӑн. Сӑнава видео ӳкерсе тӗнче тетелне лартнӑ. Мӗн ку: сӑнав-и е эпатаж-и?

Тепӗр тесен, тӗнчере хӑйне евер сӑнавсем унччен те тунӑ. Исаак Ньютон ача чухне чирленӗ, тантӑшӗсенчен юлса аталаннӑ. Пӗррехинче ҫиллӗ ҫанталӑкра ачасем вӑрӑмӑшне сикессипе ӑмӑрту ирттернӗ. Исаак ҫиле май сикме ҫӑмӑлраххине ӑнланнӑ. Ҫапла вӑл тантӑшӗсенчен ирттернӗ. Ньютон ҫакна хӑйӗн пӗрремӗш ӑслӑлӑх сӑнавӗ тесе шухӑшланӑ.

Аслӑ Британи ӑсчахӗ Джон Дальтон хӑй вилнӗ хыҫҫӑн куҫне кӑларса тӗрӗслеме хушса хӑварнӑ. 1995 ҫулта Дальтонӑн ДНКинче дальтонизм генӗсене тупнӑ.

Америкӑри биологсем Люэлла тата Уинтроп Келлогсем Маугли пирки юмах вуласан ҫемйине упӑте ҫурине илме, ӑна воспитани пама шухӑшланӑ. Вӑл кашӑкпа ҫиме, ҫын каланине ӑнланма тытӑннӑ. Анчах Келлогсен ывӑлӗ ҫулталӑкра виҫӗ сӑмах ҫеҫ калама вӗреннӗ.

Америкӑри ботаник У.Дж.Бил 1879 ҫулта анлӑ сарӑлнӑ ҫумкурӑксен вӑррисене 20 кӗленчене хурса тӑпра айне пытарнӑ. Унтанпа ӑсчахсем кашни 5, кайран — 10, тата кайран — 20 ҫултан кӗленчесене чавса кӑларнӑ та унӑн шӑтаслӑхне тӗрӗсленӗ. Хӑш-пӗр ҫумкурӑк халӗ те шӑтать. Тепӗр кӗленчене 2020 ҫулта кӑларса тӗрӗслемелле.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики