Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Познавать - это радость для того, в ком воля льва.
(Ф.Ницше)
 

Agabazar: Эх, мӑнтарӑн чӑваш!..

Agabazar07.08.2016 19:415344 просмотров

Яшка. Ку ӳкерчӗке илнӗ вырӑн.

 

Чӑваш йышӗ тӗнчере ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа чакса пырать (1).

Чӑвашла калаҫакансен, чӑваш чӗлхипе хӑйсен пурнӑҫӗнче куллен усӑ куракансен йышӗ тата хӑвӑртрах чакать (2).

Чӑваш тӳре-шари пур. Чӑваш Наци Конгресӗ пур. Мӗн шутлаҫҫӗ, мӗн палӑртаҫҫӗ вӗсем чӑваш халӑхӗн хальхи аталанӑвӗн тӑрӑмне шута илсе?

 

Ку тӗлӗшпе мӗн каланисене унтан-кунтан хӑлхана чикнӗ май, куҫ умне акӑ мӗн тухса тӑрать. Влаҫ тытӑмӗсен ним те тумалла мар имӗш. Ытти пӗрлӗхлӗ тытӑмсен те ним те тумалла мар. Енчен те чӑваш халӑхӗн аталанӑвӗ ҫакнашкалах начар пулсан, уншӑн ... чӑваш хӑй айӑплӑ имӗш. Миккульсем, Маттӗрнесем, Михаласем, Хветлесем, Юруксем, Хветутсем айӑплӑ. Ну, паллах, тата Акапасарсем ӗнтӗ... Айӑплӑ пулсан — тӗсӗ кирлӗ вӗсене! Ҫавӑ — кирлӗ!

Вӑт ҫавнашкал "идеологи" пекки ку ыйту тӗлӗшпе паян кун.... Мӗн тумалла-ши асӑннӑ ҫынсен хӑйсем ҫине капланакан "айӑпа" сирес тесен? Кашнийӗн юмахри пек Улӑп-Паттӑр пулса тӑмалла-и? Пурин те мӗнпур ӗҫе пултаракан гени шайне ҫӗкленмелле-и? Анчах та ун пек пулмасть. Кашни чӑваш (е, калӑпӑр, кашни вуннӑмӑшӗ) пирки ҫеҫ мар, уйрӑм "хастарсем" тӗлӗшпе те эпӗр апла калама пултараймастпӑр. Тӗрӗссипе, ҫакӑ вӑл питӗ йӗркеллӗ япала.

Паллӑ ӗнтӗ, чӑваш начар пулсан, ҫав начар япала пӗтнӗшӗн савӑнса ҫеҫ тӑмалла пек пулса тухать, ачсемри!

Чӑннипе вара харпӑр чӑвашӑн "айӑпӗ" пӗрре ҫеҫ: шутсӑр хӑватлӑ супермен е супер-вумен пулайманнинче, кунне-ҫӗрне "ахаль ҫын" шайӗнче кӑна ирттернинче. Анчах та унран урӑхла пулмашкӑн ыйтма сирӗн нимле право та ҫук.

Патшалӑх тытӑмӗ хӑват памасӑрах ҫӗкленмелле текенсен чун-чӗринче мӗскер ларать-ши?

Ну, лартрӑр тейӗпӗр хӑвӑр умӑра кунашкал лозунг. Вара малалла мӗн?

Вара сирӗн ҫав лозунга илтсе Хӑмписем, Сухвисем, Ҫӳпписем, Анахвиссем, Праккасем "хавхаланса кайӗҫ" тетӗр-и? Мӗн сӑлтавпа? Мӗн хавхалантарӗ вӗсене? Пулмасть ун пек.

Халӑх политикӑран аякра, халӑх политикӑпа кӑсӑкланмасть теме юрататпӑр эпӗр. Чӑннипе вара хайхи "хура халӑх" текенни политика ӑҫталла капашнине ҫав тери аван сисет! Ку тӗлӗшпе пӗртте ан иккӗлленӗр!

 

Юлашки карччынкка ҫинче — Марий-Эл Республикинчи Чӑваш Утарӗнчи чӑвашсен ушкӑнӗ. (Е вӑл яла пынӑ "артистсем" ҫеҫ-ши? Кун пирки ятарласа палӑртман...)

Хӑшпӗр самантсене пайӑррӑн пӑхса тухар. "Ял пурӑнсан, чӑваш пӗтмест", — темешкӗн юратаҫҫӗ пиртен хӑшӗсем. Чӑнах та ҫапла-ши? Трак, Каҫал, Кӳкеҫ, Тӗрлемес, Шӑхасан, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш чӑн-чӑн чӑваш ялӗсем пулнӑ. Халь вӗсенче мӗскер куратпӑр?

Ҫулталӑкӑн хуть те хӑш вӑхӑтӗнче хуть те мӗнле чӑн-чӑн чӑваш ялӗпе ирт — пур ҫӗрте те вырӑсла калаҫакан ача-пӑчана куратпӑр. Хуларан яла "канма" килнисен ачи-пӑчи ҫакнашкал "мода" кӑларать. Мӗн тума пулать ҫакнашкал туртӑмпа? Мӗн шутлаҫҫӗ чӑваш правительствин тата ЧНК текеннин "теоретикӗсем" тата практикӗсем ку тӗлӗшпе? Эктор Алос-и-Фонт Хоспочынсӑр пуҫне урӑх никам та ҫук вӗт чӑн сӑмаха калаканни! Каллех черетлӗ "хитре" лозунг кӑларса тӑратнипех ҫырлахасшӑн-и?

Анчах та чӑвашлӑха таптасси хуларан килекеннисемпе ҫеҫ мар ҫыхӑннӑ ҫав. Хутӑш килйышсенех илер. Чӑваш ялне теплерен пӗр-пӗр "майра" килсе ҫакланчӗ-тӗк, кӗтсех тӑр, ун таврашӗнчи чӑваш чӗлхи хӗртнӗ тимӗр лекмесӗрех ҫунса кӗлленме пуҫлать. Ӗлӗк апла пулман вӗт!

Чӑвашсем яланах тӗнчери чи шултра халӑхсенчен пӗри пулнӑ. Халӗ те тӗппипех йӑшса пӗтмен-ха вӑл, халӗ те самаях капмар. Анчах та тӗп тренд паллӑ, пурте пирӗн куҫ умӗнче.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики