Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Случай - это самая древняя аристократия мира.
(Заратустра)
 

Софья Савнеш: Мӗнпе палӑрнӑ «хисеплӗ ҫын»?

Софья Савнеш14.08.2016 22:176304 просмотров

Нумаях пулмасть «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫессишӗн тӑватӑ ҫын кӗрешрӗҫ. Пӗтӗмлетӳ шухӑша ячӗ. Кандидатсен йышӗнче «Эйм-инвест» АУО директорӗ Анатолий Леонтьев, тӗнче, Европа чемпионки Майя Костина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Алексей Яковлев, РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Григорьев пулчӗҫ. Хисеплӗ ята икӗ ҫынна панӑ: Анатолий Леонтьева тата Николай Григорьева.

Малтанах сасӑлав тӗнче тетелӗнче иртнӗ. Унта сасӑлав мӗнле иртнине ӑнлантарма кирлӗ мар. Кадидатсем мала тухас тесе ҫынсем патне ссылкӑсем яраҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшмансемпе ҫапӑҫнӑ ветеран тӗнче тетелӗ пирки мӗн пӗлтӗр-ха? Майя Костина та ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Вӗсем компьютер тытса курнӑ-ши? Паллӑ ӗнтӗ: тӗнче тетелӗнче вӗсем хӑйсемшӗн сасӑ сахал пухаҫҫӗ.

«Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннине» палӑртнӑ хыҫҫӑн «Ҫыхӑнура» канашлура ҫакна сӳтсе явнӑ. «Тус патшалӑх органӗнче ӗҫлет. Ун патне тӗнче тетелӗнче ҫакнашкал хыпар килнӗ: «Сасӑлава хутшӑнма ыйтатпӑр. Юлашкинчен калани: хуравламалли шпаргалка: Леонтьев Анатолий Афанасьевич». «Кандидатсенчен пӗри хулари ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ, сипленӗ, тепри — тӑшманран хӳтӗленӗ, виҫҫӗмӗшӗ хулана тӗнче шайне кӑларнӑ. Тӑваттӑмӗшӗ мӗн тунӑ? Хула ҫыннисем ҫинче пуйнӑ-и? Ҫакӑншӑн ӑна хисеплӗ ҫын ятне парасшӑн-и?» — пӑшӑрханса ҫырнӑ тепри. «Халӑх тетелӗнче пӗр ҫын юлташсен йышне кӗресшӗн тапаҫланчӗ, генеральнӑй директоршӑн сасӑлама ыйтрӗ. Эпӗ ветераншӑн сасӑларӑм», — ҫапла ҫырнӑ тепӗр ҫын. Вӑт ҫапла иртнӗ тӗнче тетелӗнчи сасӑлав. Паллах, ветеран халӑх тетелӗнче ҫапла хӑтланса ларайман. Хӑйне халӗ мӗнле туять-ши вӑл? Вӑрҫӑра пире хӗвеллӗ малашлӑх парнелессишӗн вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑни те хисеплӗ ята илмешкӗн ҫителӗксӗр-ши? Спортсменкӑн чунӗ те хуҫӑлчӗ-тӗр. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Шупашкар ятне тӗнче шайне ҫӗкленӗ. Вӗсем мала тухайманшӑн чун хурланчӗ. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлава кайран депутатсем пӑхса тухнӑ-ха. Анчах вӗсем те кандидатсене сасӑлаври пекех палӑртнӑ. Килӗшес килмест кунпа. Манӑн шухӑшпа, урамри ахаль ҫынсенчен ыйтса пӗлмелле.

Канашлура пӗр ҫын Алексей Яковлев ветерана ҫак ята партарассишӗн петици те хатӗрленӗ. Вӑл алӑ пуснисене пухать. Хальлӗхе унта 13 сасӑланӑ. Ветераншӑн сасӑлас тесен ҫак каҫӑпа каймалла: http://www.onlinepetition.ru.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики