Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Неустрашимых людей нет между теми, которым есть что терять.
(Наполеон I)
 

Agabazar: Аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ, тет

Agabazar18.08.2016 13:547933 просмотров

"Аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ", — тет чӑваш.

Кӑвакал сӑнне илнӗ вырӑн.

Чӑваш наци телекуравӗ ятарлӑ пӗчӗк клип кӑларнӑ.

"Спасём чувашский язык" ятлӑ вӑл.

Тӗнчере ултӑ пин чӗлхе, вӗсенчен кашни ҫирӗм пилӗкӗшӗ кашни ҫул вилсе пырать иккен. Мӗнле "хавахалану" кӳме пултараҫҫӗ ҫак сӑмахсем?

Ҫын (чӑваш) тӳрех ҫапла шутласа илет: "Аха, вилсе пыраканнисем эпир ҫеҫ мар иккен-ха, эппин, мӗншӗн пит хурланас; вилекен япала вилтӗрех эппин!".

Урӑхла нимле шухӑш та ҫуратма пултараймаҫҫӗ клипри пуҫламӑш сӑмахсем. "Вилсе пыракан чӗлхе" тенипе ҫеҫ никама та, шел пулин те, хӑратса ӳкерме, хыпса ҫунмашкӑн хистеме май ҫук.

Кашни ҫул вилсе пыракан чӗлхесен йышне палӑртни те ӑнланмаллах мар. Епле-ха капла? Вилнӗ чӗлхе ПӖЛТӖР пулнӑ та КӐҪАЛ "ҫук" пулса тӑнӑ-им? Мӗне пӗлтерет ку? Ҫавнашкалах ансат-ши ҫак уҫлӑхра пулса пыракан процессем?

"Пиртен кашниех чӑваш чӗлхине упраса хӑварма пултарать" тени те ӑнланмаллах мар.

Ӗнтӗ Крымра та "акатуйсем" ирттерме пуҫларӑмӑр. Малалла тата мӗскер кӗтет-ши?

"Вӗренӳ стандартӗнчен" "наци компоненчӗ" текеннине кӑларсах пӑрахнӑ теҫҫӗ. Чӑнах-ши?

Чӑнахах пек туйӑнать.

Чӑваш чӗлхине шкулсенче мӗншӗн вӗреннин тӗллевӗсем уҫӑмлах мар. Тӗллевсене уҫӑмлӑн палӑртман пулсан, мотиваци тӗлӗшпе те йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Паллах, унашкал лару-тӑрура ӑна "ытлашши ҫӗклем" евӗр туяҫҫех ӗнтӗ ҫынсем. Ҫапла туйтарма хистекен сӑлтавсем пур. Унччен ҫынсене чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи пулса тӑрасси хавхалантарнӑ, мотивациленӗ.

Чӗлхене ячӗшӗн мар, чӑнласах упраса хӑварас тетпӗр пулсан, уйрӑм ҫынсем пирки мар, УШКӐНСЕМ пирки шутлас пулать. Мӗншӗн тесен чӗлхе, хутшӑну хатӗрӗ пулнӑ май, ушкӑнсенче ҫеҫ упранса юлма пултарать. Уйрӑм ҫын чӑвашла "пӗлнинчен" усси сахал. Енчен те хӑвӑн ачуна пысӑк хӗнпе те пулин чӑвашла калаҫма вӗрентейрен пулсан, ҫакӑнпа ытлашши ан каппайлан. Мӗншӗн тесен "один в поле не воин".*

Эппин, чӑваш чӗлхине упрас текенсем, шутлар: хӑш ушкӑнсенче эпир ӑна (чӑваш чӗлхине) упраса хӑварас тетпӗр? Вӑт, калӑпӑр, пур Канаш районӗнче Шӑхасан ялӗ. Унти чӑваш чӗлхине туллин упраса хӑварас кӑмӑлсем пур-и? Е ҫук-и? Упрасах тесен мӗн тумалла? Нивушлӗ халӑха пӗрре клуба пухса ушкӑнпа хайхи клипа кӑтартни те ҫителӗклӗ?

Ҫӗнӗ Шупашкар хули нумаях та пулмасть ҫеҫ-ха чӑваш ялӗсен вырӑнӗнче ҫӗкленнӗ. Эппин пулмалла-и е пулмалла мар ҫав хулара чӑваш чӗлхине сыхласа, упраса хӑварас ыйту?

Ыйтӑвӗ пур пулсан ӑна епле пурнӑҫа кӗртмелле?

Куратпӑр ӗнтӗ, ыйтӑвӗсем кусем абстрактлӑн тӑраканскерсем мар: чӑваш чӗлхине конкретлӑ вӑхӑтра тата конкретлӑ вырӑнсенче сыхласа хӑвармалла.

Паллах, кунта Шӑхасана та, Ҫӗнӗ Шупашкара та тӗслӗх шучӗпе ҫеҫ илнӗ. Вӗсен вырӑнне асӑнма пулать Вӗт-Ура-Кассине, Касмантуртапуҫне, Шӑхале, Анаткаса....

Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас ("спасти чувашский язык") тесе конкретлӑн тата официаллӑ майпа тӗллев лартмалла. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлас тесе конкретлӑ ӗҫсем тумалла.

______________________________________________

*Уйри уйрӑм ҫын — ҫарҫӑ мар (выр.)

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики