Ҫак юрра Освальд Шпенглер пӗлес пулсан, тен, «Европа вилӗмӗ» (Der Untergang des Abendlandes, 1918, 1922) кӗнекен эпиграфӗ тунӑ пулӗччӗ. Нимӗҫ философӗ шучӗпе, истори пулӑмӗсем ҫут ҫанталӑкри пулӑмсем пекех. Культурӑсем пӗр-пӗринчен хӑйсен эрешӗпе уйрӑлса тараҫҫӗ. «Ӑс-тӑн тӗрри» тет Шпенглер. Тӗнче, кун-ҫул тӗрри, ҫиелтен пӑхсан, тӗрлӗ, анчах та вӑл, ун уҫҫине тӗшмӗртсен (хатӗр, янтӑ уҫӑ ҫук – сӗмленӳ, тавҫӑру ӑна тупма май парать), аванах вуланать.
Чӑваш пурнӑҫӗ пирки ҫыракансем — «ялтан тухнӑ» (халӑхпа ҫыхакан чун, чӗм (дух) тымарӗсене вӗсем татнӑ), Шпенглера тӗпчемен, ҫавӑнпа: «Ку мӗне пӗлтерет-ши? А ку тата мӗн символӗ-ши?» — тесе хӑйсене те, вулакансене те аптратмаҫҫӗ. «Хӗвел пӑхать, ҫил вӗрет, ҫулҫӑ ешерет, юхан шыв юхать… Мӗн курап – ҫавӑн пирки юрлап…»
Халӑх тӗшмӗртӗвӗ тата Шпенглер меслечӗ уйрӑм фактсем урлӑ пӗтӗм культура пирки пӗтӗмлетӳсем тума май парать.
Калинин урамӗнче Сергий Радонежский ячӗллӗ чиркӳ хӑпарать. Тӑршшӗ ун 40 метр пулмалла. Чиркӳ ӳнер музейӗпе юнашар вырнаҫнине тата ӑна ҫӗклекенни Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Федорович Угаслов пулнине Шпенглер епле ӑнлантарнӑ пулӗччӗ-ши? Чиркӳпе конгресс президенчӗ тӗрлекен эреш-мерешре мӗн каласа ҫырнӑ-ши?
Музее эпир ӳнер (искусство) храмӗ теме хӑнӑхнӑ. Чиркӗвӗн те, ӳнер храмӗн те хӑйӗн ҫирӗпленнӗ пӗлтерӗш, хӑйӗн семиосфери. Наци конгресс президенчӗ текен ятӑн та семиотика ани анлӑ. «Мӗн каласа ҫырнӑ-ши?» тата «Мӗн каласа юлӗҫ-ши?» текенсемшӗн ку вырӑнӑн пӗлтерӗшесем тем чухлех. Ӑс-тӑнна ӗҫлеттер, вылят кӑна.
Ӳнер музейӗнчи ӗҫсенче чӑваш чунӗ, чӗмӗ (дух) упранать. (Пирӗн художниксем, ҫыравҫӑсемпе танлаштарсан, чӑвашлӑха туллирех тата тӗрӗсрех кӑтартнӑ, официаллӑ идеологипе (православи, коммунизм) сахалтарах айкашнӑ. Ку шухӑшпа А.П. Хусанкай та килӗшет.)
«Чиркӳ, иудео-христианство чӑваш чунне пусса тӑрать. Наци конгресс президенчӗ чиркӗве хӑпартни чӑваш хӑйне хӑй пӗтересшӗн пулнине пӗлтерет». Шпенглер чиркӗвӗн 40 метрӗнче те, Угаслов хушаматра та символла пӗлтерӗш тупнӑ пулӗччӗ. Чиркӳ тӑршшӗ мана тӗнче пӗтес умӗнхи паллӑсенчен пӗрне аса илтерет: «Пӗлӗте тимӗр эрешмен карти карӗ. Уйри чечек ҫын ҫине куҫӗ. Ҫынсем тимер сӑмсаллӑ, тимӗр ураллӑ пулӗҫ. Ҫӑкӑр валеҫсе парӗҫ те – ҫӑкри пӑх пулӗ. Каллех чиркӳсем уҫӗҫ. Ҫынсене чиркӗве хӑваласа кӗртӗҫ. Таврара чан сасси янраса тӑрӗ…Чӑваш пӗтӗ… Вара тӗнче пӗтӗ…»
Юрий ЯКОВЛЕВ
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.