Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Сделать из любовника мужа так же трудно,как из мужа любовника.
(Бальзак)
 

Юрий Яковлев: «Выляман вӑл. Унӑн тӗнчи ҫавӑн пек пулнӑ»

Юрий Яковлев14.09.2016 19:085637 просмотров

(Кирилл Кириллов кайнӑранпа 20 ҫул ҫитнине асӑнса)

 

«Эс хӑвна епле тытнине ӑнланас тесен сан хӑвӑнти программӑсене (эс хӑв хывман, санран килмен программӑсене) уҫса пӑхмалла», – тетчӗ В.Г. Мурашковский. «Ученому и собеседнику» тесе алӑ пусса парнелерӗ вӑл мана П.В. Денисовӑн «Религиозные верования чуваш» кӗнекине (1959). Хӑй пирки вӑл «ватӑ еврей» тетчӗ, эп ун патне хӑнана пырсан вӑл манпа калаҫнӑ чухне пуҫне еврейсен ҫӗлӗкне – кипа – тӑхӑнатчӗ. Чӑваш культуринче эп 30 ҫул – Владимир Григорьевичсӑр пуҫне программӑсем пирки никам та сӑмах хускатман. Аслӑ юлташӑма программӑсен шайӗнче шухӑшлама еврей юнӗ, чунӗ, чӗмӗ (дух) хистенӗ пулӗ. Ватӑ еврей манри программӑсене аванах куратчӗ, манри комплекссем пирки те уҫҫӑнах калатчӗ. Эп «шалти чӑвашпа», «программӑсемпе» кӑсӑкланнинче В.Г. Мурашковскин, еврей вӑрттӑнӗн витӗмӗ-вӑйӑмӗ те пурах (ҫавӑнпа ватӑ еврее тата ватӑ еврей культурине тав сӑмахӗ каласшӑн).

 

Кирилл Демьянович Кириллова (1962 – 1996), ун пурнӑҫпа пултарӑвӗн тупсӑмне ӑнлантӑмӑр теме иртерех-ха. «Чун кирлӗ, чун!..» кӗнекипе кӑна (2006) паллашни ҫителӗксӗр. «Мӗнех пур вара унта», – хӑй ӑнланманнине пытармарӗ, сӑмахран, Римма Прокопьева. Ӑнланас ӗҫре ҫӗнӗ май-меслетсем усӑ курмалла. Пултарура тата пурнӑҫра хӑйне епле тытнине тишкерни (стратегии творческого и жизненного поведения) пире чӑнлӑх патне ҫывхартассӑн туйӑнать.

Кирилл Кириллов маншӑн паянхи кун епле пурӑннине, янранине ӑнланма пӗр тӗслӗх илсе парам. Дачӑран таврӑнатӑп. Сасӑларӑм та – автобус чарӑнчӗ. Салонра хӑтлӑ, таса. Вӑхӑта ирттерме чылай пысӑк видео ҫакса панӑ. Алексей Московский экран ҫинчен каймарӗ. «Юрат мана, камӑлла мана, туян мана» теме пулать юрӑҫ хӑйне епле тытнине палӑртас пулсан. «Мармелад» тенӗ пулӗччӗ Николай Теветкел. Ҫав кун эп темиҫе хут та «В Питере – пить» клип пӑхрӑм. Миллион куракана Сергей Шнуров мӗнпе илет-ха тесе. Видеоклипа тӗлӗнмелле ӑста тунӑ – клип мар, кӗске фильм пулса тухнӑ. Темиҫе хут пӑхсан та клипӑн ҫӗввине курмарӑм. Клип ман эстетика туйӑмӗсене тивӗҫтерчӗ. Система паян халӑха тӑват уран тӑратасшӑн пулнине кура «Пошел на …» тени мана вырӑнлӑ пек туйӑнчӗ (искусствӑн мӗн ӗмӗрхи тӗллевӗ – ҫитменнине ҫитересси). Ойкасран килекен автобусра эп Ойкас хӗрӗпе юнашар ларса пытӑм. Япшар, яка чӑваш юрӑҫне куҫран вӗҫертмерӗ хӗр. Чӑтаймарӑм – ыйтрӑм:

– Килӗшет-и?

– Килӗшет, – терӗҫ мармелад астарӑвне ҫакланнӑ куҫсем.

Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем ҫуталакан вырӑнсене, Ехрем хуҫан ҫурчӗ ҫине (наци конгресӗ ытларах шоу-бизнеспа ӗҫлет) ҫакмалли кивелмен слоган, плакат сӗнетӗп: «Попробуй муа-муа, попробуй джага-джага, // Попробуй у-у, мне это надо, надо».

Чӑваш муа-муайӗсем, у-уйӗсем пирки шухашласа кӗрсе кайсан ирексӗрех Кирилл Кириловпа эпир иксӗмер чӑваш пурнӑҫӗн сцени ҫинчи сӑнсене шӗкӗлчени аса килчӗ. «Пошел на …» шырарӑмӑр эпир сӑнсенче, анчах тупаймарӑмӑр. Атнер Хусанкайӑн сӑнӗ тивӗҫтернӗччӗ пире. Шалти епле тулашра палӑрни пирки калаҫнисем халь те асӑмрах.

Шнур хӑй ҫумне аванах ҫыхать иккен. Кирилӑн «Пошел на …»-ӗсем аса килчӗҫ. Юлташӑмӑр Шнур ҫумӗнче хулпуҫҫипе кӑвак пӗлӗте перӗнчӗ. «Хулле эс мана хӑратан… Эп хам паттӑр» тетчӗ Кирилл Виталий Петрович Станьяла. «Нобель лауреачӗ пекех калаҫнӑ-ҫке» тетӗп хам ӑшра.

– Гение эсир епле палӑртнӑ пулӑттӑр, мӗнле формула панӑ пулӑттӑр? – тесе ыйтнӑ Иосиф Бродскирен.

– Хулле бояться.

«Гений и буйство две вещи нераздельные», – тет Борис Парамонов философ.

Кирилл вӑл – Ҫеҫпӗл ачи. Гение тата пӑлхавҫа палӑртакан йеркесем: «Только бы удрать, – ҫырать вӑл Анастасия Петровна Червякова патне (10 мая 1921). – Я, наверно, такой глупый. Так я не терплю рамок, принятостей, каких-либо ограничений. Сколько раз я слышал от великих мира сего, что я не корректен, не дорожу общественным мнением. Держи карман! Буду я дорожить мнением чиновников! Возьму да и уеду вот завтра».

Кирилл Кириллов Ҫеҫпӗл чӗри кӗтнине, халӑх чӗри кӗтнине («Кӑвар чӗрем — пин ҫын чӗри. //Эп пӗр ҫын мар — эп хам пин-пин, // Эп пин чӑваш, эп пин-пин ҫын! // Чёрем юрри — пин ҫын юрри») пурнӑҫлаканӗ:

 

Тӑван чӑваш хӑюллине,

Вӑл вӑйлине курасчӗ ман.

Чӑваш!..

Ҫӗклен те ҫунатлан!

Куҫна тӗлле хӗвел ҫине.

(Ҫеҫпӗл Мишши. Чӑваш! Чӑваш!.. 1921).

 

Хӑюллӑ тата вӑйлӑ Кирилл Кириллова сӑнарлакан штрихсем:

«Лашапа ҫӳреме юрататчӗ вӑл, утланса, – аса илет Кирилл шӑллӗ Герман. – Пирӗн аттен кӑвак лаша пурччӗ (унпа 20 ҫул ӗҫлерӗ фермӑра скотник пулса). Вара ҫав шурӑ кӑвак лашапа (лаши питӗ лайӑх чупатчӗ, йӑваш мар) ял тавра ҫаврӑнатчӗ. Хӑть мӗн ҫине те кӗрсе кайма пултаратчӗ. Йывӑҫсем ҫине, кирек ӑҫта та хӑпарса кайма пултаратчӗ. Чупасса та питӗ вӑйлӑ чупатчӗ. Метр ҫӳлӗш выртакан пӗренесем урлӑ сиктерме юрататчӗ. Кӗтӗве кайсан яланах юрататчӗ вӑл хӑвӑрт ҫӳреме. Хӑй те хӑвӑрт ҫӳренӗ вӑл».

«Кунта пурӑнакан чӑвашсем мӗскӗнрех, эпир лӑпкӑ пурӑнма хӑнӑхнӑ. Пушкӑртра унта пурнӑҫӗ те ирӗкрех те, вӑл ҫав ирӗке юрататчӗ» (Н.И. Егоров, 10.09.1996).

«Хаклӑран та хаклӑ Кирилл, эс – пысӑк чӑваш тӗнчи пулӑмӗ пулнӑ Пушкӑрт ҫӗрӗнчен килнӗ чӑваш – кунта пире те нумай япаласене хӑвӑн ирӗклӗх туйӑмӗпе, хӗрӳлӗхпе вӗренсе хӑвартӑн» (А.П. Хусанкай, 10.09.1996).

«Театрсем ҫинчен питӗ ҫивӗч ҫырса рецензисем пичетлерӗ, артистсен пултарулӑхне тишкерчӗ. Кам ун пек ҫыракан пур халӗ? Ҫивӗч чӗреллӗ, ҫивӗч чӗлхеллӗ критик, театровед питӗ ҫитмест ӗнтӗ малашне» (Г.Я.Хлебников, 10.09.1996).

«Кирилл яланах телӗнтерме пултаратчӗ. Чи сумли ун – вӑл тӗлӗнтерме пултарни» (П.С. Краснов, 09.09.1997).

«Ҫеҫпӗл те пирӗн Кирилл пек ҫапла пулнӑ. Ытла чунӗпе уҫӑ пулнӑ. Ытла ачалла пулнӑ» (Г.Н. Айхи, 09.09.1999).

«Мещенлӗх умӗнче хӑраса тӑман этем. Шукшин, Вампилов, ыттисем пирки каҫса кайса каласа паратчӗ» (Г.И. Федоров, 09.09.1999).

«Пирӗн факультетра стендсем нумай. Унта Кирилл сӑнӗсем пур.Чӑрсӑрлӑх, чарусӑрлӑх пулман пулсан пулмастчӗ пулӗ Кирилл» (В.А. Абрамов, 09.09.1999).

«Кирилл нимле картана шӑнӑҫайман ҫын. Крута ачаччӗ» (А.К. Салмин, 09.09.1999).

«Кирилӑн актер ӑсталӑхӗ пирки калаҫҫӗ, вылянӑ тесе. Тепӑр енчен, вӑл ҫут ҫанталӑк ачи пулнӑ, питӗ килӗшӳллӗ ҫут ҫанталӑкпа. Выляман вӑл. Унӑн тӗнчи ҫавӑн пек пулнӑ. Вӑл пӗрре каласа панӑччӗ: Борис Чиндыковпа вӗсем калаҫса ларнӑ-ларнӑ та, кайран Борис Чиндыкова ӑсатма тухнӑ. Чарӑнӑва ҫитсен тин асӑрхана вӑл тапочкисемпе тухнине. Калаҫса ларнӑ, хавхаланнӑ, ҫав тӗнчене путнӑ. Манса кайса, мӗнпе пулнӑ (тапочкипе-мӗнпе), ҫаплах тухнӑ» (Г.А. Дегтярев, 07.09.2001).

«Кирила кам пӗлнӗ, кам пӗрле пулса курнӑ – кашнин самантсем аса илмеллисем пур. Эп Мускава аспирантурӑна кӗтӗм, вӑл вӗренсе пӗтерет – юлашки ҫул. 18 хутлӑ общежитире темиҫе пин аспирант пурӑнать. Хушаматран, ятран унта пӗр-пӗрне пӗлсе пӗтерейместӗн. «Кирилл Кириллов» тесен пӗлмеҫҫӗ, «ҫара уран чупаканни» тесен пурте пӗлеҫҫӗ. (Пӑртак сыпкаласан – общежити тӑрӑх ҫара уран чупатчӗ.) Вьетнамецӗ те, сириецӗ те, ыттисем те – «вӑл ҫавӑ». Ятарласа тӑваймастӑн ӗнтӗ. Пӗрре выляма пулать, тепре выляма пулать. Чунӗнче пулмасан – ун пек пултараймасть нихҫан та» (А.Н. Тимуков, 07.09.2001).

«Хӑйне манерлӗ йӑлтӑрти сӑнарлӑ. Ун пекки халь никама та калама пултараймастпӑр. Пултарулӑх енӗпе илсессӗн те, хӑйне тыткаларӑш енӗпе илсессӗн те. Тӗлӗнмелле «яркий талант» тетпӗр. Асра юлтӑр яланах» (П.А. Ялкир, 07.09.2001).

 

Юрий ЯКОВЛЕВ.

Анатолий РОЗОВ ӳкерчӗкӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики