Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Хороший брак покоится на таланте и дружбе.
(Фридрих Ницше)
 

Софья Савнеш: Клуб ӗҫкӗҫсен «йӑви» ан пултӑр

Софья Савнеш01.10.2016 19:535249 просмотров

Чылай ялта пулма тӳр килет. Шел те, нумайӑшӗнче клубсем хупӑнаҫҫӗ. Сӑлтавӗ пӗрре – ӑна тытса тӑмашкӑн хыснара укҫа ҫук. Ял халӑхӗ куншӑн пӑшӑрханать-и? Тен, аслӑ ӳсӗмрисем кулянаҫҫӗ пуль, ҫамрӑккисем вара — пачах ҫук. Вӗсем тахҫанах клуба тухма пӑрахнӑ ӗнтӗ, телефон, компьютер ӑшне путнӑ.

Ҫапах, манӑн шухӑшпа, ялта клуб пулмаллах. Вӑл — культура вучахӗ. Халӑхӑн пӗрле пухӑнмалла, концерт курмалла-ҫке-ха. Тепӗр енчен, ялта клуб пулсан та ҫынсем унта тухмаҫҫӗ. Концерт лартаҫҫӗ-и, спектакль килет-и — ҫын сахал пухӑнать. Пурин те килте телевизор пур-ҫке-ха. Кунашкал ӳкерчӗке чылай ялта курма пулать. Хӑш-пӗр ялта вара халӑх питӗ хастар.

Пирӗн ялта клуб пур. Пысӑк вӑл. Пӗлтӗр ӑна юсарӗҫ, сӑрларӗҫ, пластик чӳречесем лартрӗҫ. Йӑлтӑртатса кӑна ларать ял варринче. Шел те, аппаратура хальлӗхе туянса памарӗҫ. Вӑл вара питӗ кирлӗ. Унсӑрӑн ҫынсем пӗрле пухӑнсан юрласа ташлаймӗҫ.

Культура тенӗрен. Клуба юсаман чухне вӑл питӗ япӑх лару-тӑрураччӗ. Алӑкӗ те йӗркеллӗ питӗрӗнместчӗ. Вӑл ун чухне ӗҫкӗҫсен «йӑвиччӗ». Канмалли кун-и, уяв-и — килсе ларатчӗҫ ялти ӗҫкеҫсӗм. Сӗтел ҫинче яланах эрех ларатчӗ, унта кӗрсенех сӑмсана пирус шӑрши ҫуратчӗ. Анне клубра ӗҫлет те, вӗсемпе мӗн чухлӗ ҫапӑҫман-ши? Уйрӑмах — Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче. Арҫынсем клуба уҫтарассишӗн темӗн те пӗр каласа хӑртма пултаратчӗҫ. «Вӑл эрех ӗҫмелли вырӑн мар. Тата пирус мӑкӑрлантаратӑр. Сирӗн хыҫҫӑн тасатса ҫӳремелле-им?» — тесен те ӑнланмастчӗҫ, хӗрсе кайнӑ автан пек сикетчӗҫ. Алӑ ҫӗклеменни кӑна.

Клуба юсанӑ хыҫҫӑн ун пек курнӑҫланмаҫҫӗ. Шалта таса та тирпейлӗ халӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те хута кӗрет халь. Пӗтрӗ ӗнтӗ ӗҫкеҫсен «йӑви». Ара, ӗмӗрӗпех эртелӗпе клубра ларса эрех ӗҫме хӑнӑхнӑскерсем аран ӑнланчӗҫ.

Кун пек лару-тӑру пирӗн клубра ҫеҫ пулнӑ тетӗр-и? Чылай ялта ҫапла. Ял ҫыннисене клуб хӗллехи сивӗре кӗрсе эрех ӗҫме, пирус мӑкӑрлантарма ҫеҫ кирлӗ-ши вара?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики