Ҫак кунсенче Канаш районӗнчи Пукӑртан ялне чаплӑ машинӑсемпе палламан каччӑсен ушкӑнӗ пырса кӗнӗ.
— Эпир Шупашкартан, Гуманитари институтӗнчи ахеологсем, ӑҫта сирӗн кивӗ масар, киремет вырӑнӗ, — тенӗ вӗсем чӑваш сӑмахӗсене хуҫкаласа.
«Ӑсчахсем» темле картӑпа усӑ курса Йӗрӗх варӗ текен вырӑна пырса кӗнӗ, металл шыракан хатӗрпе ун-кун уткаланӑ, кӗреҫепе тӑрӑн шӑтӑксем чакаланӑ.
Ял ҫыннисем чӗнмен хӑнасем мӗн шыранине пӗлесшӗн пулнӑ, вӗсен автомашинисен номерӗсене кӗсъе телефонӗпе ӳкере-ӳкере илнӗ. Ҫакна курсан «ӑсчахсем» тусан кӑларса ялтан тухса тарнӑ.
Саккуна пӑсса археологи палӑкӗсене салатакансем (вӗсене «черные копатели» теҫҫӗ) ку тӑрӑха пӗрремӗш хут килмеҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла вӗсем Анаткас Татмӑш ялӗ патӗнчи Улӑп тӑприне чакаласа пӗтернӗччӗ. Кунти археологи палӑкне 1927 ҫулта Мускавран килнӗ экспедици (П.П. Ефименко, Г.Ф. Дебец, Н.Н. Чернягин) пӑхса хакланӑ, К.В. Элле, Н.А. Архангельский, В.Ф. Каховский хӑйсен тӗпчевӗҫсенче тӑтӑшах асӑннӑ. Улӑп тӑприне Е.П. Михайлов археолог та килсе тӗрӗсленӗ.
— Металл шырамалли хатӗрсене халь кирек-кам та туянма пултарать, — пӗлтерчӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн наука сотрудникӗ Е.П. Михайлов. — Тӗрлӗрен коллекционерсем, «аваллӑха юратакансем» вӗсемпе тӑтӑш усӑ курма пуҫларӗҫ. Сӑмахран, пӗлтӗр археологи экспедицийӗпе Вӑрнар районӗнче ӗҫленӗ чухне ҫавнашкал ҫамрӑксене тӗл пултӑмӑр, нумизматсем иккен, кивӗ укҫа шырама тухнӑ. Вӗсене тытса чарса полицине ӑсатма тиврӗ. Кун пек тӗслӗхсем тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ. Мӗн тумалла-ха археологи палӑкне хурах пек ҫӗмӗрнине курсан. Ҫакӑн ҫинчен тӳрех вырӑнти администрацине е полицине пӗлтермелле. Тивӗҫлӗ органсем ирӗк памасӑр вӗсене «тӗрӗсленӗшӗн» саккунпа хытӑ айӑплаҫҫӗ.
В. Алексин.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.