Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Манеры выказывают нравы, подобно тому как платье обнаруживает талию.
(Ф. Бэкон)
 

Софья Савнеш: Мультфильм ачана сиен кӳрет-и?

Софья Савнеш29.10.2016 19:254643 просмотров

Чылай ача телевизор умӗнче нумай вӑхӑт ирттерет. Тепӗр тесен, ку ашшӗ-амӑшӗшӗн меллӗ: ача ан чӑрмантартӑр тесе телевизор ярса параҫҫӗ те хӑйсен ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Анчах ку пӗчӗкскерӗн психикине витӗм кӳни пирки шухӑшламаҫҫӗ.

Аслисем мультфильмсем ачашӑн сиенлӗ пулни пирки пачах пӗлмеҫҫӗ теме ҫук. Анчах ку мӗн тери хӑрушӑ пулнине специалистсем ҫеҫ лайӑх чухлаҫҫӗ. Ачасем картинка юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа кирек мӗнле мультика та вӗсем хаваспах пӑхаҫҫӗ. Чӑннипе, шӑпӑрлан ун чухне канмасть, унӑн пуҫ мими вӑйлӑ ӗҫлет. Психологсем каланӑ тӑрӑх, тӗслӗ картинкӑсем хӑвӑрт ылмашӑнни шӑпӑрлана сиен кӳрет. Вӗсем 3 ҫул тултарман ачасене хура-шурӑллӑ мультфильмсем кӑтартма сӗнеҫҫӗ.

Эпир пӗчӗк чухне Совет Союзӗнче кӑларнӑ мультфильмсене пӑхма кӑмӑллаттӑмӑр. Ун чухне вӗсене кунне пӗр-икӗ хутчен кӑтартатчӗҫ. Халӗ вара мӗн чухлӗ пӑхас килет – тархасшӑн. АПШра кӑларнӑ мультфильмсем анлӑ сарӑлнӑ. Раҫҫейри психологсем сӑнав тунӑ: ют ҫӗршывра кӑларнӑ мультиксем чӑнах та сиен кӳреҫҫӗ-и? Вӗсем «Шрек», «Алладин», «Красавица и Чудовище», «Гуффи и друзья», «Дональд Дак», «Дятел Вуди», «Золушка» тата ыттине пӑхнӑ. Пӗтӗмлетӗвӗ лӑплантармасть: вӗсенчен чылайӑшӗ амӑшӗн туйӑмне урӑхларах ҫутатса параҫҫӗ. Ҫак мультиксем ҫемье ҫавӑрас, ӑрӑва тӑсас туйӑма хирӗҫлеҫҫӗ. Америка мультфильмӗсенчи чиперккесем хӑйсене хӗр пек тытмаҫҫӗ: ҫапӑҫаҫҫӗ, арҫын ӗҫне ним мар тӑваҫҫӗ, хӑйсен вӑйне кӑтартаҫҫӗ. Ҫавна пула ачасене хӗрарӑмӑн тата арҫыннӑн мӗнле пулмаллине тӗрӗс мар ӑнланаҫҫӗ.

Хӗвеланӑҫ мультфильмӗсенче ачасен умне пурнӑҫ урӑхла тухса тӑрать: вӑл вӑйӑ пек. Ҫавӑнпа шӑпӑрлансем ӳссен яваплӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ, йывӑрлӑхсен умӗнче ҫухалса каяҫҫӗ. Мультфильмсем ачасене сиен кӳнине тӗпченӗ психологсем акӑ мӗн тӗпчесе пӗлнӗ: АПШра вӗсемпе ача ҫураласлӑхне пӗчӗклетес тесе усӑ курнӑ.

Апла пулсан мӗнле асӑрханмалла? Аслисен мультфильмӑн содержанине пӗлмелле. Енчен те ашшӗ-амӑшӗ мультфильма пӗрле пӑхсан кирек мӗнле сиенлӗ мультфильм та ачашӑн япӑх пулмӗ. Вӗсем мӗнле хаклани шӑпӑрлана йӑлтах ӑнланма пулӑшать. Амӑшӗн ачине мӗне те пулин вӗрентекен мультфильм кӑтартмалла. Тӗслӗхрен, «Трое из Простоквашино», «Ну, погоди!», «38 попугаев», «Поросёнок Фунтик», «Мама для мамонтёнка», «Чебурашка». Хальхи мультиксен йышӗнче те лайӑххисем пур: «Лунтик», «Уроки тётушки Совы», «Фиксики», «Барбоскины». Анчах яланах асра тытмалла: ача ашшӗ-амӑшӗпе хутшӑннинчен пахи нимӗн те ҫук.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики