Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Истина - единственный источник мужества.
(Агни)
 

Галина Никитина: Пӑру-сысна пусатпӑр, йытӑ-кушак пурӑнтӑр

Галина Никитина06.11.2016 14:155958 просмотров

Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти В.И. Чапаев скверне йытӑ-кушака хӳтӗлекенсем пухӑннӑ. Вӗсем Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 245-мӗш статйине хытарма, тӗнче тетелӗнче вырнаҫнӑ петицисенче алӑ пусма ыйтнӑ. «Эпир ҫакна тивӗҫ мар», «Пирӗн те пурӑнас килет» йышши лозунгсемпе пӗрлех ҫакскерсем Хабаровскра чӗрчунсене шар кӑтартакан икӗ хӗре пуҫиле майпа айӑпламалли йышши плакатсем ҫырса тухнӑ.

Йытӑ-кушак пусса ҫиекенсем пирки Пӗрремӗш каналпа темиҫе кӑларӑм кун ҫутти курнӑччӗ. Ун пек кӑларӑмсене пырса сурчӑк сирпӗтсе лараканнисенчен хӑшӗсем ахаль чухне, кӳршӗ-аршӑ пусса ҫиеҫҫӗ тенине илтмӗш пулса пурӑннӑскерсемех. Кайран кӑна, хӑйсен чӗрчунӗ ҫухалсан, пыр шӑтӑкӗ ҫурӑласла кӑшкӑрашма тытӑнаҫҫӗ.

Йытӑ (кушакӗ пиркиех илтсех кайман та) пусса ҫиекенсем ӗлӗкех пулнӑ. Туберкулезран сиплет тенӗрен ҫапла тунӑ хӑшӗсем. Хальхи вӑхӑтра тухтӑрсем ку шухӑша пачах ырламаҫҫӗ, пустуй сӑмах тесе ҫирӗплетеҫҫӗ.

Чӑн та, РФ Пуҫиле кодексӗн 245-мӗш статйи чӗрчунсемпе тискеррӗн тытакансене явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ. Статьяна ӑнлантарса панинче тискерлӗх мӗнне ӑнлантарнӑ: ури, хӳрине татса илни, тирне сӳни тата ҫавӑн йышши хӑш-пӗр хӑтланкаларӑш. Ку вӑл, чӑнахах та, тискерлӗх. Тата ача-пӑча умӗнче ҫавӑн пек хӑтланни пушшех те ырӑ япала мар.

Анчах пуснӑ та ҫисе янӑ пулсан? Вьетнамра, Китайра,ав, кушаксене ҫиеҫҫӗ. Корейӑра йытӑ какайне кӑмӑллаҫҫӗ. Эпир, сӑмахран, хамӑр ачашласа ӳстернӗ пӑрӑвах пусатпӑр. Миҫе ҫул суса усранӑ хыҫҫӑн ӗнене какая ӑсататпӑр. Чӑххи-чӗппи те хӑйсене пусаҫҫӗ тесе шутламасть пулӗ. Сысни те хӑйне юратнипех самӑрлатаҫҫӗ тесе рехетленет-тӗр. Анчах кӗрхи пӗр кун хур-кӑвакалне, тӑват ураллӑ ытти чӗрчуна пусатпӑр та кайран ҫатма ҫине хурса ӑшаласа алӑ тӑрӑх ҫу юхтарса ҫисе ларатпӑр. Апла пулсан йытӑ-кушак ашне те ҫавӑн пекех юратса ҫиекене мӗншӗн хурламалла? Унтан та ытларах — хӑш-пӗр религи пирӗн рационти тепӗр ҫимӗҫе тиркет. Сӑмахран, иудаизмра кашрут текен ӑнлав пур, исламра — харам (юраман апат), макрух (ҫиме сӗнмен апат) тата халяль (юраканни). Джайнизм вегетеринла апатпа пурӑнма сӗнет. Пирӗн тухтӑрсем вара ун пеккисене хурлаҫҫӗ, ӳсекен организама белок кирлӗ теҫҫӗ, гемоглобин пултарма хӗрлӗ какай ҫиме хушаҫҫӗ.

Религи ӑнлавӗсӗр пуҫне выҫлӑхпа ҫыхӑннӑ самант та пур. Хамӑр ҫӗршыврах, ав, иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенче теприсем хӑйсен кӑкӑр ачисене ҫисе янӑ. Ҫапла, тискерлӗх. Анчах пӗрне ҫисе теприсене ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫавӑнпа та йытӑ-кушака хӗрхенсе митингсем ирттернине ӑнланмастӑп. Хамӑр, ав, хамӑр ӳстернӗ выльӑх-чӗрлӗхе: куҫран пӑхакан сурӑха е пӑрӑва — пусатпӑр. Урамра чупса ҫӳрекен йытӑ-кушакшӑн куляннӑҫи пулатпӑр.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики