Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Душа человека - лампа, у которой наука - пламя, а знания - масло.
(Ибн Сина)
 

Таисия Ташней: Шупашкарта кинемисене урамран хӑвалаҫҫӗ

Таисия Ташней06.11.2016 14:304373 просмотров

Шупашкар хула влаҫӗсем кинемисене урамран хӑваласа кӗртме йышӑннӑ. Ку ыйтӑва тӳре-шара чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫавра сӗтеле пухӑнса сӳтсе явнӑ.

Турра шӗкӗр, республикӑн тӗп хулинчи портфельлӗ ҫынсем урама уҫӑлма тухнӑ ватӑсене хӑваласшӑн мар-ха. Вӗсем хула урамӗсенче суту-илӳ тӑвакансемпе йӗрке тӑвасшӑн. Урамра сутса лараканӗсем, иртсе ҫӳренӗ чух асӑрханӑ тӑрӑх, чылай чухне — ҫулланнӑ ҫынсем.

Ятарласа ирӗк паман вырӑнта сутакансемпе мӗн тумаллине сӳтсе явма пакунлисем те — Шупашкар хулинчи ШӖМӗн управленийӗн полици пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Филиппов, ЧР Патшалӑхӑн ветеринари службин аслӑ инспекторӗ Алексей Семёнов, Шупашкар хулин тӗп ветеринарӗ Андрей Сидоренко — пуҫтарӑннӑ. Канашлӑва ҫавӑн пекех хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата унӑн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Михаил Жирнов хутшӑннӑ.

Ирӗк паман вырӑнсенче суту-илӳ тума, шучӗпе, юрамасть. Апла пулин те урамра сутакансене унта та, кунта та асӑрхама пулать. Шупашкарти Тӗп пасара Гагарин палӑкӗ енчен пырса кӗнӗ чухне те, «Детский мир» магазин енчен утнӑ чухне те вӗсене асӑрхама тивет. Гагарин урамӗнче, пасара хирӗҫ чарӑну патӗнче те вӗсем йышлӑн ларса тухнӑ. Кинемисем кӑна мар, вӑйпитти инкесем те тем те пӗр сӗнеҫҫӗ: сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта...

Хула влаҫӗсем урамри продукци пирки пахалӑх сертификачӗ тата экспертиза тухнине ӗнентерекен хутсем ҫук тесе калаҫҫӗ. Чӑн та, ялти кинемисем пахалӑх сертификачӗ тата экспертиза сӑмахсене пуҫласа илтеҫҫӗ пулӗ. «Апат-ҫимӗҫе санитарипе килӗшсе тӑман условисенче — ешчӗксемпе хаҫатсем ҫине сарса хурса сутаҫҫӗ», — тиркенӗ, сӑмахран, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Михаил Жирнов.

Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук. Чӑнах та, ешчӗк тупма пултарни вӑл хӑех телей-ха. Ахальлӗн хаҫат ҫине сарса хума тивӗ. Темиҫе ҫул каялла ҫырла йӑтса хам кайса курнӑччӗ те, ятарлӑ вырӑнӗнче ман пеккисем валли ларса тӑма вырӑн ҫук: пирӗн йышшисенчен йӳнӗрехпе туянса хаклӑрахпа ярӑнтараканнисем сарӑлса ларнӑ.

Ветеринарсем ялтисен ҫимӗҫне хурланӑ май сӗте шывпа хутӑштарнине, вар-хырӑм микробӗллине, савӑт-сапи таса маррине палӑртнӑ. Пулӗ. Пур ҫын та пӗрех мар-ҫке.

Хулари тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, саккуна пӑсмасӑр ӑҫта сутма май пуррине пӗлтерекен хутсене, вӗсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ иккен, валеҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Ҫапла, ҫӑпатан кантри пур, япалан — йӗрки. Сутма ирӗк вырӑнта сутма юраманни пирки тупӑшаймӑпӑр. Анчах ялта кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлесе тунӑ апат-ҫимӗҫе сутса кӑштах та пулин тупӑш курас текенсене ҫакӑ тӳнтерле ҫаврӑнса тухмӗ-ши? Урамра сутакансенчен самайӑшӗ, Михаил Жирнов шучӗпе, ял хуҫалӑх таварне туса илекенсем мар. Ирӗк паман вырӑнсенче суту-илӳ тӑвакансене Михаил Игнатьев Элтепер те тӗрӗслесе тӑнине пӗлтереҫҫӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики