Паян Мускав ҫитесси пулмарӗ. Тепле хатӗрленнӗ пулсан та... Пӗрле ӗҫлекенрен саппас аккумулятор илтӗм, ытти япаласене хатӗрлерӗм, анчах та кӑлӑхах хатӗрленни пулчӗ.
Те Пирӗштийӗ ямарӗ... те ытти сӑлтавсене пула.
6:20 вӑхӑтра тухакан пуйӑспа малтан темиҫе хут та Мускава кайсаччӗ, яланах вокзала ҫитмелли вӑхӑтран пӗр ҫур сехет маларах тухсаччӗ... Паян вара ҫитеймерӗм. Транспорт ҫук. Тӗрӗссипе каласан укҫана шеллесе тӑмасӑр такси тытса каймаллаччӗ пулӗ, ҫав-ҫавах билета каялла тавӑрса мӗн чухлӗ укҫа пӗтрӗ. Тата унсӑр пуҫне ирхине хырӑм ырата пуҫларӗ /Ӗнер темӗскер юраманни ҫинӗ пулас.../.
Юрать, теприпе кайсан, хуть те кӑшт юлса пулин те ҫитетӗп пулӗ терӗм... Анчах укҫа килте манса хӑварнӑ иккен. Каллех каялла, килелле, вӗҫтермелле пулчӗ. Тепӗр хуть вӗҫтерсе ҫитрӗм вокзала — вырӑн ҫук. Тата пӗри такси пулать терӗ, 13 сехетре Мускавра пулатпӑр терӗ... Вӑл та пулин пулмарӗ...
Ҫапла вара Мускав ҫитесси паян пулмарӗ. :(
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.