Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Наше сердце - это клад; растрате его сразу, и вы нищий.
(Бальзак)
 

Виталий Станьял: Сутнӑ ӗне сӗчӗ тутлӑччӗ...

Виталий Станьял24.11.2016 22:037224 просмотров

(Арсений Тарасов калавӗсем пирки)

 

Арсений Тарасова чӑваш халӑхӗ инҫекурӑмра (телевиденире) ӗҫленӗ чухне палласа юлчӗ. Вӑл хатӗрленӗ кӑларӑмсене («Хоппасем», «Тавсси», «Кӑлтӑрмач-шав») ватти-вӗтти юратса пӑхатчӗ. Чӑваш академи драма театрӗнче унӑн хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ «Инҫет телей ҫути», «Мунча ӑшши» спектакльсене юратсах йышӑнчӗҫ. Шилӗк историне чухлакансем ӑста дарматурга «Чӑваш Вампиловӗ» теҫҫӗ. Каярахпа журналист «Тӑван Атӑл» журнал тӗременлӗхӗнче, «Хыпар» хаҫатра ӗҫлерӗ. Халӗ ӗнтӗ, ҫулсем хӑваланипе, «тивӗҫлӗ канӑва» тухнӑ. Ҫыравҫӑшӑн шалуллӑ ҫӗрте ӗҫленӗ чухне те «кану» тени ҫулталӑкӗпех тӑсӑлма пултарать, канма тухсан та пуҫ ҫӗклемесӗр хавхаланса ӗҫлени тем чухлех пулать...

Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» (1991) тата «Чӑваш кӗпи» (2014) кӗнекесем хыҫҫӑн Арсений Тарасов пӑраснаҫӑн (прозаикӑн) «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» (2016) кӗнеки тухрӗ. «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» калав пичетленнӗ хыҫҫӑн вулакансемпе критиксем самаях хавхаланса кайнӑччӗ — вӗсене чӑваш сӑмахлӑхне ӑшӑ та тунсӑх туйӑмлӑ, таса та ҫыпӑҫу чӗлхеллӗ, пурнӑҫ тӗшши пирки шухӑшлакан ҫыравҫӑ килни савӑнтарнӑччӗ.

Хӑйӗн чун еккине пӑраснаҫӑ ку хутӗнче те улӑштарман. Унӑн лирикӑлла тунсӑх калавӗсемпе халайӗсем (повеҫӗсем) ҫӗнӗ кӗнекере те малтанхи пекех тасан вуланаҫҫӗ, ҫыру мелӗ Тургеневпа Бунин, Уярпа Артемьев кӗвви-ҫемминне ҫывӑххине аса илтерет.

Кӗнекере 13 хайлав. Ҫапкаланчӑк Бобикпа Джимми йытӑсем ҫинчен ҫырни («Таврӑнни»), Захар мучи панулми патне кӗрекен Гришкана ырӑ сӑмахпах тӑна кӗртни («Хамӑр ҫын») — ача-пӑча валли хывнӑ кӗске калавсем. Кушака сӑнарлакан «Икӗ карчӑк» тата «Кантюк мучипе кушакӗ» калавсене те ачасем валлиех пичетлемелле. Анчах, ман шутпа, вӗсене самаях уҫӑмлатма тивет. Ҫыравҫӑн кукӑр-макӑр философине ачасем мар, мӑн ҫынсем те ӑнкарса илеймессӗн туйӑнать.

Кӗнекере ытларах — юхӑнса, хупӑнса, ватӑлса пыракан ял сӑн-сӑпачӗ. Картсемпе карчӑксем, хулана пӑрахса кайнӑ яш-кӗрӗм, йывӑр пурнӑҫ асилӗвӗсем. Ку ӳкерчӗке Арсений Тарасов «Сутнӑ пӳртӗнчех» пит ӑнӑҫлӑ сӑрласа панӑччӗ. Асра юлакан, чӑваш литературине пуянлатакан сӑнарсен шутне тӳррӗн касма юратакан Макҫӑм мучи («Тӑван ялӑм, хваттере яр»), ял тӑршшипе чӗриклетекен шӑрчӑк шыраса ҫӳрекен Митӳк мучи («Шӑрчӑк»), хамӑр ялсем Карачӑм («Иисус Христос») сӑнарӗсене кӗртетӗп, ку калавсем ХХ ӗмӗр вӗҫӗнчи кутӑнла вӑхӑта, яла, чыса, хисепе ӗҫе таптакан саманана тӗп-тӗрӗс кӑтартаҫҫӗ. Юратса сӑнлать арканакан яла пӑраснаҫӑ. «Вилнӗ ӗне сӗчӗ тутлӑччӗ» тесе мар, хальччен сывлӑхлӑ пурӑннӑ ял ырлӑхне пӗтме парас мар тесе. «Сутнӑ пӳртри» пӑшӑрхантаракан ыйтусене тарӑнлатса пычӗ вӑл. Чӗрӗлме пуҫланӑ яла кӑтартать тесе шутланӑ «Саккӑрла ҫаптарнӑ ташӑ» калав та (тӗп сӑнарӗ — пилӗк ывӑл ашшӗ, платник, хуткупӑсҫӑ та ташӑ ӑсти, ял ӗмӗрне тӑсма ҫирӗп тӑракан Матви) хурлӑх ҫӑмхинчен тухаймасӑрах вӗҫленет.

Кӗнеке «Парнеле мана Париж» калавпа уҫӑлать. Тата мӗн. Янкӑс Парижпа тӗтреллӗ Лондон ҫитмест-им-ха чӑваш ҫыравҫисене. Мана тӳрех Татьяна Воронцован Париж ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑ ярӑмӗ аса килчӗ: «Подари мне Париж и «Фиалку Монмартра». Вуланӑҫемӗн вара «Сны о Париже», «Ты знаешь, пахнет чем Париж». «Не проси рассказать о Париже — никому не узнать тайных грез...» Ку каснӑ-лартнӑ Арсений Тарасов ӗнерлекен кӗвӗ пекех.

«Парнеле мана Париж» калаври (тӗрӗссипе вӑл новеллӑлла кӗске халай) вӑрттӑнлӑхсене ват ҫынна ӑнкарса пӗтерме йывӑр. Яш чухнехи юрату вылянӑвӗ манӑҫса пӗтнӗ пулӗ-и е хальхи хутшӑнусем пирӗн вӑхӑтринчен хытӑ улшӑннӑ-ши. Тата пурте ырлакан Париж-ҫке-ха! Ирӗк юратупа уҫӑ сывлӑш хулине мухтаман ҫулҫӳревҫӗ текех юлман та пулӗ ӗнтӗ. Чӑваш ҫыравҫи те Эйфель тӑрнашки айӗнче пуҫ ҫаврӑнса каичченех ташласа курчӗ.

Шупашкартан Францие автобус кайса килчӗ. Ҫав автобуспа Сергей Владимирович журналист арӑмне мар, тахҫан ӗлӗк тӑван шкулта савни шутланнӑ чиперккене Лиза экономиста илсе каять. «Темӗнле тунсӑх ярса илчӗ, темӗн таҫта йыхӑрчӗ, чӗнчӗ, астарчӗ». Парижра Ҫерушпа Лизук пӗр урамсемпе ҫӳреймеҫҫӗ — кама мӗн кӑсӑкки вӗт! Лизук Борис Евгеньевич пайтаҫӑна ҫывӑх тӑвать, Сергей Владимировича «мемме» тесех хурлать.

Вӗттӗн-вӗттӗн, шӑши чуппи пек йӑлт пӗр сиктермесӗр ҫырса кӑтартать журналистӑн Парижри кунӗсене ҫыравҫӑ. Калаҫусем астарса тӑмасан кашни кунӗ-сехечӗ ҫинчен вуласах та килмӗччӗ. Арсений Тарасов ахальтен мар маттур драматург. Унӑн калавӗ-халайӗ тӑршшипех чӗрӗ калаҫусенчен тӑрать. Калаҫӑвах чи вичкӗн тапхӑра — Парижри юлашки каҫа илсе ҫитерет. Ку каҫхине кам кама Париж парнелет — Сергей Владимирович французла аван калаҫакан Элена-и е Парижри французран тупӑнса Шупашкарта ҫуралнӑ ҫамрӑк Элен-и ӗнтӗ ҫӳҫӗ шурала пуҫланӑ Сергей Владимировича. Вӗсем иккӗшӗ каҫхине юрату хули тӑрӑх ҫӳрени — автор калашле — чӑн-чӑн юмах, ҫап-ҫутӑ тӗлӗк. Ӗненме юрать, чӗвӗлтетсех ҫырнӑ. Икӗ чун пӗр-пӗрне юратса пӑрахнӑ самантсене Шупашкар урамӗсенче те Парижринчен кая мар кӑтартма пулать те — автор килтисем ятласран хӑранӑ пулинех.

Тӑван ҫӗршыва таврӑннӑ чухне Эленпа Сергей киле ҫитичченех автобусран анса юлаҫҫӗ Вӗсен ҫӑлтӑрлӑ тӳпе айӗнче кӑвайт хурса лармалла — чул палӑк пуличчен. «Кайран, эпир чул палӑк пулса ларсан, юратуллӑ чунсем пирӗн пата сукмак хывӗҫ, пирӗнпе пӗрле ҫӑлтӑрсене пӑхса киленӗҫ. Эпир ҫынсене ҫӑлтӑрсене курма вӗрентӗпӗр».

Ҫапла, яшлӑхри романтика витӗмӗ Арсений Тарасовран паян та хӑпман. Эй, ҫаврӑнать пӑтранса чун хушӑкӗнчи туйӑмсемпе, тейӗ кам та пулин.— Герой кирлӗ пире, герой, тейӗ.

Ҫын туйӑмӗсемпе шухӑшӗсем ҫинчен ҫырмасан тата мӗн ҫинчен ҫырмалла-ха «чун инженерӗсен». «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» кӗнекери тӗп геройсем — таса ҫынсем, ӗҫчен, чӑтӑмлӑ, тивӗҫе тытса пурӑнакан хресченсемпе хулана куҫнӑ ял ачисем. Вӗсен чӑвашла талайне ҫыравҫӑ аванах кӑтартса панӑ. Паллах, Тарасов калавӗсенче Михаил Ульянов выляса кӑтартмалли председательсем е ҫар пуҫӗсем тупӑнмаҫҫӗ. Вӗсем пирӗн таврашра пире тӗл пулман. Шукшинӑнни пек «пӗчӗк ҫынсемех» хамӑршӑн питӗ паха.

Мексикӑн кӑпӑк сериалӗсенчилле вылянчӑклӑ пуҫланать «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» халай. Виктор Серов студент — Хуан дон Карлосла хӑтланаканскер — институтра пӗрле вӗренекен Наташӑна — донна Натальяна ашшӗн килӗнче кӗтсе илет те кил-йыш ҫинчен, пурнӑҫ шкулӗ текен «шӑршлӑ общагӑ» ҫинчен калаҫса каяҫҫӗ. Капӑр хӗр самантсерен вылянса тӑнине ҫыравҫӑ питех те вичкӗн сӑнласа тухнӑ, ҫавӑнпа килӗштерсе пӑхас чухнех ку хӗр шанчӑклӑ марри шиклентерсе пырать.

Ӑслӑ та чее вӑл. «Манӑн пӗрре те пӗр каҫра вуласа тухакан пӗчӗк те ҫӳхе кӗнеке пулас килмест». Нумай пулмасть кӑна Виктор уншӑн чи хаклӑ ҫынччӗ. Халӗ сапасра кӑна, мӗншӗн тесен умра паха кӗрӗк туянса пама пултаракан пуян ҫын тупӑнчӗ — Леонид Борисович. Викторпа Федя (пӗр пӳлӗмре пурӑнакан тусӗ) — шанчӑк паракан спортсменсем. Анчах вӗлтӗркке донна Наталишӗнех Серов юлташӗнчен татӑлса юлма пуҫлать, хӑй чухӑннишӗн вӗтеленсе асапланать. Пӗрремӗш е пӗрремӗш ҫурӑ хут юратакан студентсен ҫилне-хумне калавҫӑ кунта та ним сиктермесӗр явса пырать, кӗвӗҫӳпе юрату, тӳррипе ултавли хушшинчи варкӑшсене енчен енне вӗркӗштерет кӑна.

Арҫынпа хӗрарӑм хутшӑнвӗ ҫинчен юрату виҫкӗтеслӗхӗсӗр ҫырма пулать-и вара. Кунта та тепӗр чипер те тивӗҫлӗ хӗр тупӑнать — Лида. Виктор хӑйне чике тӑршшӗ лартакан, ӗҫке те юххана тухса кайнӑ Наташӑран уйрӑлайманнине курсан вӑл танлӑн кӑна пӑрӑнса ҫухалать. Калав ӗртине (сюжетне) ҫивӗч ҫавӑрса пынӑ. Укҫашӑн тесе Виктор услапсен тарҫи пулса тӑрать, вӗсем вӗскӗртсе янипе Лидан ашшӗне — депутата, хисеплӗ ҫынна — килӗ умӗнче ҫапса ӳкерет те, лешсем выртакан ҫынна тӳпкеме пуҫлаҫҫӗ. Ҫак тискерлӗхе тӳсейменнипе студент хурахсене хӑйсене аяккалла тытса ывӑтать. Лида амӑшӗ упӑшкине вилӗмрен ҫак ҫын хӑтарчӗ тесе шутлать, анчах палласа юлаймасть. Кама ҫапса ӳкернине пӗлнӗ хыҫҫӑн ӑнман студентӑн намӑсӗ-ҫылӑхӗ ҫиеле тапса тухать: «Таҫта шалта йӑшӑлтатма пуҫланӑ пӗр пӗчӗк шуҫлак шухӑш ӑна юманӑн пӗр туратти ҫӳлтех маррине пӑшӑлтатрӗ...». Шутла вулакан: ку студентӑн тепӗр утӑмӗ мӗнле пулса тухӗ-ши.

Ҫыравҫӑ ӗмӗр тӑршшипех хӑйӗн пӗртен-пӗр кӗнекине ҫырать теҫҫӗ Тӗрӗсех те пулӗ. Арсений Тарасов ҫырнисенче тӑршшипех лирикӑллӑ, тунсӑхлӑ, тӗлӗклӗ-ӗмӗтлӗ философийӗпе йывӑр пурнӑҫ сӑнланса пырать. Эпӗ Арсений Алексеевича пӗлетӗп те, хайлавсен тӗп сӑнарӗ тесе ӑна хӑйне картатӑп.

Калавсенче хӑй пурнӑҫӗн пайрӑмӗсем тӑтӑшах курӑнса пыраҫҫӗ. «Пӗрремӗш ҫулҫӳревӗ Сергей Есенин ялне, Рязань тӑрӑхӗнчи Константиновӑна, пулнӑччӗ. Каярахпа Лев Толстойӑн Ясная Поляна, Иван Тургеневӑн Тула облаҫӗнчи Спасское-Лутовиново ялӗсенче пулса курчӗ. Ватӑ Крым хулине ҫитсе «Кӗрен парӑссем» феери авторӗн Александр Гринӑн вилтӑприне пуҫ тайни те пулнӑ» (5 ен, Парнеле мана Париж). Е тата: «Ларать чакаланса хӑйӗн хучӗсемпе. Калавсем ҫырать пулать. Такама кирлӗ-тӗр ҫырнисем.» (272 ен, Икӗ карчӑк).

Ҫырни чӑваш литературине кирлӗ. Вулакансене, тӑван халӑх шӑпи ҫинчен шухӑшлакансене кирлӗ. Ан тив, самана улшӑнӗ, чӑваш ялӗ ҫӗнелӗ — илемлӗ те пиҫӗ хайлавсем кайран та кирлӗ пулӗҫ. Иван Тургеневӑн «Дворян йӑви» романӗ, Антон Чеховӑн «Виҫӗ хӗр» драми пӗрре те кивелмен пекех.

 

Сӑн ҫинче: Виталий Станьялпа Арсений Тарасов.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики