Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Легче привязаться к женщине, чем отвязаться от нее.
(А. Ратнер)
 

Таисия Ташней: Юратнипе хӗнет...

Таисия Ташней25.11.2016 15:056283 просмотров

Хӗрарӑмсене килте пусмӑрлани, вӗсене хӗнени пирки маларах та калаҫатчӗҫ. Юлашки ҫур ҫулта ку тема тата ҫивӗчленчӗ темелле: РФ Пуҫиле кодексне апла та улшӑну кӗртмелле терӗҫ, капла та. Саккуна ҫыракансем ҫапӑҫакан этеме малтанласа штрафласан та ҫитет тесшӗн те пулчӗҫ.

Малтанласа штрафласан та тени, ман шутпа, питех те айванла пуҫару. Ҫӗршыври е пирӗн республикӑри вӑтам ҫемьене илсен, ӑна пуян тееймӗн. Нумайӑшӗ пӗр ӗҫ укҫинчен теприччен саплаштаркаласа-ҫитеркелесе пырать. Паян чылайӑшӗ ипотекӑпа пурӑннӑран укҫан сумлӑ пайӗ унта тухса каять. Ҫапӑҫакан ҫемьери арҫынна штрафлаҫҫӗ тейӗпӗр. «Кӗмӗл» килтен (ачасене илсе парас пылак ҫимӗҫрен, шкулти е пахчинчи тӑкак валли тесе уйӑрас укҫаран, тепӗр уйӑх ӗҫ укҫиччен ҫӑнӑх-кӗрпе туянса хурассинчен) кайнине хӗрарӑм аван ӑнланать. Ҫакна шута илсе те вӑл йӗрке хуралҫисене пӗлтериччен ҫиччӗ виҫсе пӑхӗ.

Халӗ вара статистикӑна илсе кӑтартар. «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» Алина Изман журналист ҫапларах цифрӑсем илсе кӑтартнӑ: «Раҫҫейре кашни сехетре пӗр хӗрарӑм упӑшки е пӗрле пурӑнакан арҫын хӗненӗрен вилет. Ҫӗршывра ҫулсеренех 10 пин ытла хӗрарӑм пурнӑҫпа ҫапла сывпуллашать. Килти пусмӑрҫӑран Раҫҫейри кашни тӑваттӑмӗш ҫемьери хӗрарӑм шар курать».

Ҫапла, цифрӑсем хӑрушла. Паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Время покажет» (Вӑхӑт кӑтартӗ) информаципе аналитика программинче килти пусмӑрҫӑсем пирки калаҫнӑ чух статистикӑна юри пысӑклатса кӑтартаҫҫӗ теме пӑхакан эксперт та тупӑнчӗ. Ҫав хӗрарӑм цифрӑсемшӗн яваплӑ статистика органӗ Америкӑпа ҫыхӑннӑ организацисемпе пӗр шухӑшлӑрах тенипе сӑлтавлама пӑхрӗ. Ну, юрӗ, пирӗн пурнӑҫа йӑлтах Америка пӑсать тейӗпӗр. Арҫыннисене килте арҫуриленме Америка хӗтӗртет тейӗпӗр. Анчах килте шар куракан хӗрарӑмсем пуррине хирӗҫлеймӗпӗр.

Такамран та нушаланать хӗрарӑм: саккунлӑ упӑшкаран та, гражданла мӑшӑр текеннинчен те, темлерен пӗрре тӗл пулкалаканнинчен те. Чӗлхи вӑрӑммине пула патак ҫиет тес — кӗске чӗлхеллӗ хӗрарӑмсем сахал пек туйӑнать. Патакӗ, эп асӑрханӑ тӑрӑх, чӗмсӗррисене, арҫынна Турӑ вырӑнне хураканнисене лекет те. Лешсем, вӑрӑм чӗлхеллисем, парӑнсах ларасшӑн мар-ха. Вӗсене пӳрнепе тӗкӗнсе пӑх-ха — йӗрке хуралҫисем патне час вӗҫтереҫҫӗ. «Апла та капла. Хӗнерӗ», — тесе йӗре-йӗре ӗнентереҫҫӗ.

Эпӗ вара йӗрке хуралҫисемпе ҫыхланма тӑхтакансем пирки чарӑнса тӑрасшӑн. Камсем-ха вӗсем? Сӑнанӑ тӑрӑх, лайӑх вырӑнта ӗҫлекен, чылай ҫын хӑйсене паллакан хӗрарӑмсем. Ҫын сӑмахӗ шиклентерет вӗсене. Калаҫтарас килменни, килти ҫӳп-ҫапа урама кӑларас теменни. Пӗр ҫур ҫул каялла Кӳкеҫ урамӗнче тахҫанхи пӗлӗшӗме куртӑм. Ним пулман пек яланхиллех йӑл кулса пуплерӗ хӑй. Питне пудрӑпа вӑйлӑ сӑрланӑ пулин те юнӑхса ларнӑ вырӑнӗ пӗрех курӑнать. Хам тӗлӗннине ӑна лайӑх пӗлекен тепӗр ҫынна каласа патӑм. «Упӑшки вӗҫӗмех хӗнет ӑна. Айккинче ҫамрӑк хӗрарӑм тупнӑ та, ку ӳпкелемесӗр чӑтаймасть. Ҫавӑншӑн патак ҫиет», — тӳнтерсе яратчӗ хайхи. Ӗненетӗр-и е ҫук-и: шар куракан арӑмӑн упӑшки питех те сумлӑ вырӑнта ӗҫлет.

Нумаях пулмасть вара пӗр паллаканӑма юлашки ҫула ӑстарӗҫ. Унӑн тус-тӑванӗ инкек сӑлтавне тем пек пытарма тӑрӑшрӗ пулин те ялта пӗрех сӑмах тухрӗ: тахҫан та пӗрре тӗлпулакан арҫынӗ (лешӗ икӗ ачаллӑ, арӑмлӑ этем) кӗвӗҫнипе хӗненӗ иккен. Алӑ ҫӗклет тенине темиҫе ҫул каяллах илтнӗччӗ-ха.

Ҫапла, шарламасӑр пурӑнать-пурӑнать те хӗрарӑм леш тӗнчене ӑсанать... Хӗнет пулсан юратать тесе лар та пӗр-пӗр илемлӗ кун ӗмӗрлӗхе куҫ хупӑн.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики