Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Первое условие бессмертия - смерть.
(С.Е.Лец)
 

Аçтахар Плотников: Ҫӗнӗ ҫул уявӗнчи ытла та «хаклӑ» чӑваш сӑмахӗ

Аçтахар Плотников12.12.2016 21:088132 просмотров

Хаклӑ вулаканӑм! Ҫак статьяна тимлӗн вуласа пыратӑн пулсан эп саншӑн савӑнмаллипех савӑнатӑп!

Ҫӗршывра укҫа-тенкӗ ҫитменнине пула пирӗн пуҫлӑхсем тӗрлӗ майпа перекетлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗн тӗлӗнмелли пур? Эсӗ те, хаклӑ вулаканӑмӑр, перекетлетӗн пуль-ха. Санӑн ту тупӑшу ыттисен пекех чакса пырать пуль-ха. Эсӗ те ыттисем пекех йӳнӗрех таварсем ҫине куҫма тӑрӑшатӑн, лавккара йӳнӗреххине суйлатӑн. Ҫак сӑлтавпах ӗнтӗ пирӗн тӳре-шара та чӑваш сӑмахӗсене перекетлет, вӗсемпе сайра хутра усӑ курать. Чӑваш сӑмахӗ ытла та «хаклӑ» мар-и?

Ҫавӑнпа та, хаклӑ вулаканӑмӑр, эпӗ саншӑн хӗпӗртетӗп! Савӑн, ҫак текста эпӗ ҫав тери «хаклӑ» чӑваш сӑмахӗсемпе ҫырса паратӑп, вӗсене вуласа сан чӑваш чуну килентӗр, канлӗх туптӑр! Эпӗ тӳре-шара мар, пуҫлӑх мар. Чӑваш сӑмахӗ «хаклӑ» тесе ӑна перекетлесе тӑмӑп!

Ку тӑрӑхлани пулчӗ ӗнтӗ, сӑмахӗ вара ман Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тата чӑваш чӗлхипе усӑ курасси пирки. Ҫак уява илемлетнӗ чухне чӑваш чӗлхипе сахал хутра ҫеҫ усӑ курни пирки кашни ҫул ҫыраҫҫӗ, анчах ӗҫӗ вырӑнтан ниепле те тапранасшӑн мар. Республика тӳремӗнче пӗлтӗр салам сӑмахӗсене чӑвашла та вырӑсла та ҫырса хунӑ хыҫҫӑн тинех чӑваш чӗлхине хисеплеме пуҫларӗҫ тесе шутланӑччӗ. Анчах ырӑ йӑла нумая пымарӗ, кӑҫал унта яланхи пекех вырӑсла ҫырса хуни кӑна ялтӑртатать.

Ытти лаптӑксем пирки калаҫу та ҫук — ӑҫта пӑхатӑн, йӑлт вырӑс чӗлхи кӑна хуҫаланать. Вӑл салам хӑмисене тахҫанах хатӗрленӗ тесе тӳрре тухма тӑрӑшаҫҫӗ, чӑваш чӗлхин анлӑшне ӳстерес кӑмӑл пурри пӗрре те туйӑнмасть.

Иртнӗ эрнере, эрнекун, «Мастерская Деда Мороза» текен лапама «савӑнӑҫлӑн» уҫнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче сарса хунӑ лаптӑкра вара пӗр чӑваш сӑмахӗ валли те вырӑн тупӑнайман. Те чӑн та чӑваш сӑмахӗ ытла та «хаклӑ» (кризис вӑхӑтӗнче перекетлеме тивнӗ пулинех), те сӑлтавӗ урӑххинче.

Ман шутпа чӑн сӑлтавӗ — пирӗн республикӑра (ҫав шутра тӗп хуламӑрта та) ҫурри ытла чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ пулин те пуҫлӑхсем вӗсем ҫине катӑк халӑх евӗр пӑхаҫҫӗ. Иккӗмӗш сортлӑ халӑх пек хаклаҫҫӗ. Дед Морозӑн (Хӗл Мучин мар ӗнтӗ) лаҫҫи йӗри-тавра пӗр вунӑ минут пек ҫаврӑнтӑм — динамиксем вырӑсла юрӑсем юнӑрарӗҫ, чикӗ леш енчи чӗлхеллӗ юрӑсем. Те вӑхӑтне пӗлмесӗр лекрӗм — чӑвашлисем хӑлхана кӗмерӗҫ. Вӗсем те «хаклӑ» пуль ӗнтӗ, нумай ылтӑн-кӗмӗл тӑкакламалла… Перекетлеҫҫӗ.

Хисеплӗ тӳре-шара! Шупашкар ертӳлӗхӗ! Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗсем! Ҫитӗ пуль пирӗнтен, чӑвашсенчен, мӑшкӑлласа! Эпир те, ыттисем пекех. Ӑспа та кӗлеткепе те вырӑсла калаҫакансенчен катӑк мар! Пирӗн те икӗ алӑ, икӗ ура. Пуҫӗ те пӗрре. Эпир чӑвашла та вырӑсла та пӗлетпӗр тени тем тесен те чӑваш чӗлхине хисеплемелле маррине пӗлтермест! Яланах, кашни ҫулах, «чӑвашла та ҫырӑр-ха!» тесе тархаслама кирлех мар пуль? «Чӗлхесем ҫинчен» саккунпа килӗшӳллӗн икӗ чӗлхепе те хатӗрлеме нивушлӗ май ҫук? Е сирӗн пата кашнинчех ҫыру ярсах тӑмалла?

Ҫӗнӗ ҫул уявӗччен кӑлтӑксене пӗтерессе шанас килет.

...Ҫул урӑ каҫрӑм та театр еннелле ҫаврӑнса пӑхрӑм. Константин Иванов палӑкӗ куҫ тӗлне пулчӗ. «Нарспи» авторӗ ҫак йӗркесӗрлӗх ҫине пӑхнӑ та тӑрать кичеммӗн. Кӑмӑлӗ мӗншӗн хуҫӑлни паллӑ — Чӑваш Республикин тӗп хулинче вӑл юратнӑ чӑваш чӗлхине хисеплеме пӑрахнӑ…

 

Сӑнсем ҫинче: Чӑваш академи драма театрӗ умӗнчи «Дед Мороз лаҫҫи»; Раштав пасарӗ; йӑнӑшпа ҫакӑнса тӑракан чӑвашла баннер; Константин Иванов палӑкӗ Раштав пасарӗ енне пӑхса тӑни. Автор сӑнӳкерчӗкӗсем (раштавӑн 12-мӗшӗнче ҫапнӑ)

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики