Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Гений - это бессмертный вариант простого человека.
(С. Довлатов)
 

Agabazar: Ҫӑваҫсем

Agabazar17.12.2016 16:166683 просмотров

Ҫӑваҫсем — Вӑтам ӗмӗрсенче Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑннӑ пуль тесе шутланакан гипотезӑлла авалхи халӑх е социум. Чӑваш халӑхӗн ҫав ятпа ҫӳренӗ тӑрӑмӗ (ку каллех гипотеза шайӗнче).Ҫавӑнпа пӗрлех ку концепцие гипотеза шайӗнчен пӗтӗмӗшле йышӑннӑ чӑнлӑх шайнелле хӑпарать темешкӗн те май пур[1]. Ҫак сӑмах ислам тӗнне куҫмасӑр авалхи йӑласемпе пурнакан пӑлхарсене пӗлтернӗ, бесерман текен ӑнлава хирӗҫле (оппозицире) тӑнӑ.

Ҫӑлкуҫсенче шӑпах ҫак ятпа тата ҫак пӗлтерӗшпе ниҫта та асӑнман. Анчах та 1927-мӗш ҫулччен Ҫӗтӗк Ҫӑваҫ ятлӑ ял пулнӑ[2]. Кунсӑр пуҫне Н.И.Ашмарин сӑмахсарӗнче ҫу чӑваш тата ҫу ҫармӑс ӑнлавсем пуррине асӑнмалла[3]. Ҫав тӗлтех Ҫу ҫырма текен топонима та асӑннӑ. Ҫӑв чӑваш форма та пулнӑ иккен[4]. Ҫакнашкал пӗлтерӗшлӗ "ҫу" сӑмаха асӑнни каярахри словарьсенче те пур[5]. Эппин, ку ӑнлава пач ҫук тени те йӑнӑш пулнӑ пулӗччӗ. Пӗтӗм проблема та ку сӑмах XIV тата XV ӗмӗрсенчи документсенче тупӑнманни ҫеҫ. Анчах та, — ун вырӑнне тенешкел, — "Ҫӗтӗк Ҫӑваҫ" майлашупа корреляциленекен "худые болгары" тени пур[6]. Ҫармӑс чӗлхинче "суас" сӑмах пурри те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

"Тезаврус Лингве Чувашорум" словарьти "Ҫу" ("Ҫӑв") сӑмахӑн малтанхи кӑк пӗлтерӗшӗ глагол сӗмӗллӗ пулсан, унран аффикссем пулӑшнипе иккӗмӗшле-виҫҫӗмӗшле сӑмахсем ҫуралма пултараҫҫӗ: Ҫӑв > Ҫӑва > Ҫӑваҫ. Танлаштарса пӑхар: Пӑр- "крутить, бурить" > Пӑра "бур, буравчик" ; Ҫыр- "писать" > Ҫыра "плотницкий инструмент, приспособление для оставления меток на дереве"; Вӗр- "дуть" > Вӗре "страстный". Ку тӗслӗхсенче аффикс майӗпе глаголтан япала ячӗ пулнӑ (субстантиваци урлӑ теме пулать).

СССР Ӑслав академийӗн пайташ-корреспонденчӗ Н.И.Ашмарин профессор, "чӑваш" сӑмахӑн маларахри пулма пултарас формисем пирки шута кайса, ҫапла каланӑ:

Мӗнпурӗ пире ак мӗн патне илсе пырать: "чӑваш" сӑмаха ӗлӗк чӑвашсем хальхинчен урӑхларах, — черетлесе тухакан формӑсенчен пӗринпе, — каланӑ: ćуаć, ćуаз, ćы̆ваć или ćы̆вас [ҫуаҫ, ҫуас, ҫӑваҫ, ҫӑвас]; асӑннӑ хапасенчен тахӑшӗнчен ӑна ҫармӑссем хӑйсен чувашизмсемпе пуян чӗлхине йышӑннӑ

Кун пиркиех Ашмарин 1925-мӗш ҫулта М.П.Петров (Тинехпи) патне янӑ ҫырура та калать[8]. Ҫапла вара, паллӑ тӗпчевҫӗ "ҫӑваҫ" сӑмаха, фонетикӑлла тӗшмӗртӳ ҫинче никӗсленсе, тавҫӑрса илнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл, авӑ, ҫармӑссем хӑйсен халӗ тутарсене палӑртакан "суас" сӑмахне те ҫак "ҫӑваҫ" формӑранах илнине те кӑтартать. Юлашки тезиса (ҫармӑссен "суас" сӑмахӗ "ҫаваҫ" формӑран тухнӑ пирки) Н.И.Егоров профессор та ҫирӗплетет:

Мари чӗлхинчи суас (сӳ'ӓ'с, ш'́'ӓ'ш'́', 'с'ӓ'с) этноним — чӑваш чӗлхинчен илнӗскер. Ҫак мари этнонимӗн диалектла формисем куҫкӗрет унӑн кивӗ янравне кӑтартаҫҫӗ: ҫӑваҫ "язычник" — авалхи тӗрӗк чӗлхинчи йагъычи «жертвоприноситель», йагъ- «приносить жертву». Ку сӑмаха авалхи тӗрӗк чӗлхинчи йогъчи («участник поминального обряда, плакальщик», йогь- «поминальный обряд») сӑмахпа пӑтраштарма кирлӗ мар, унтан чӑваш чӗлхинчи ҫӑва «могила» сӑмах пырать. Ылтӑн Урта тапхӑрӗнче Вӑтам Атӑл тӑрӑхне этнос тата чӗлхе тӗлӗшӗнчен ула-чӑла халӑх килсе тулнӑ (монголсем, тӗрӗк-кыпчаксем, тӗрӗк-огузсем, иран чӗлхиллӗ перссем тата таджиксем, армянсем, славянсем, финн-угорсем ...), вӗсенчен ытларах пайӗ исламланнӑ. Вырӑнти яллӑ тӗлсенчи пӑлхар-чӑваш халӑхӗ, традицилле ыр-хаяр ӗненӗвӗсене тытса пыраканскер, хӑйне ҫӑваҫ тенӗ

Малалла вӑл ҫапла калать:

ҫапла вара, 14-мӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурри тӗлне тӗн вырӑнти пӑлхар-чӑвашсене тата килсе ернӗ Ылттӑн Урта ҫыннисене уйӑракан тӗп паллӑ пулса тӑнӑ. Ҫак паллӑпа килӗшӳллӗн вырӑнти пӑлхар-чӑвашсене ҫӑваҫ тенӗ те ҫармӑссем ҫакна этноним пек йышӑннӑ. Ылттӑн Урта тымарӗллисем — бесермен (араб чӗлхинчи муслиман тенинчен). Чӑваш этноним Хусан ханлахӗ вӑхӑтӗнче ҫирӗпленсе ҫитет.14-мӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче Вӑтам Атӑлҫие килнӗ кыпчаксем "ҫӑваҫ" (чӳклевҫӗ) термина каллех этноним пек йышӑннӑ, вара кыпчак (тутар) фонетикин ҫеммипе "чӑваш" теме пуҫланӑ. Ӗнтӗ унтан чӑвашсемпе ыттисем те ҫапла калама пуҫланӑ

Икӗ ӑславҫӑ каланисече чӑннипе пӗртен-пӗр уйрӑмлӑх ҫеҫ. Н.И. Егоров "ҫӑваҫ"-ран "чӑваш" пулса тӑма кыпчаксен витӗмӗ кирлӗ пулнӑ тесе шутлать пулсан, Н.И.Ашмарин вара ку кирлех те пулман тет. Н.И.Егоров филологи ӑславӗсен кандидачӗпе А.П.Хусанкайпа пӗрле мӗн каланипе паллашар тата:

Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр енче, Атӑл ҫумӗнче, Хусан таврашӗнче, Кама ҫумӗнче Атӑлҫи Пӑлхар варринчен ирӗксӗр тарса килнисем ҫӗнӗ этноса — чӑваш халӑхне — консолидациленеҫҫӗ. Пӑлхар-чӑваш чӗлхин тӑвӑмла шайӗсен материалла уйрӑмлӑхӗсем Ылттӑн Урта тапхӑрӗнче пӑлхарсем, кыпчаксем тата ытти компонентсем пӗрлешнине, тӗн уйрӑмлӑхӗсем сыхланнине кӑтартаҫҫӗ (чӑваш "чӳклевҫӗ" тата бесермян "мӑссӑльман" этнонимсене танлаштарӑр)

"Ҫӑваҫ" ыйтӑвне малалла аталантаракансем хушшинче ҫавӑн пекех — филологи ӑславӗсен докторӗ В.Г.Родионов:

Пӑлхарсен пӗр пайӗ Хусан еннелле, тепӗр пайӗ Сӗве тӑрӑх анаталла вӑрмансене тарса хӑтӑлаҫҫӗ. Ҫав тапхӑртан пуҫласа "пӑлхар" сӑмах ерипен манӑҫа тухать. Ислам тӗнне йышӑннӑ пӑлхарсем "пӗсӗрмен", йышӑнманнисем "чӑваш" ("ҫӑваҫ") ятпа ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ[12].

Вырӑс ҫӑлкуҫӗсенче (ҫырсапыравӗсенче) "худые болгары" тата "бесерман" ӑнлавсем пурри тата Анчӑккассин 1927-мӗш ҫулчченхи Ҫӗтӗк Ҫӑваҫ ячӗпе удмуртсен йышӗнчи бесермансем те сӑмах пулӑвӗн никӗслевӗсен шутнех кӗреҫҫӗ.

Чӑваш кинематографисчӗсен ертӳҫи О.М.Цыпленков:

Истори ыйтӑвӗсене ҫутатакан кӗнекесенче чӑвашсем мӗнле пулса кайни пирки тӗрлӗрен вулама пулать. Эпир сӑварсен‚ пӑлхарсен‚ гунсен йӑхӗсем. Мӗншӗн юлашки 300-400 ҫул ҫеҫ чӑваш тенине тӗл пулатпӑр? Хуравӗ‚ ман шутпа‚ ҫакӑнта: чӑваш тени хӑй вӑхӑтӗнче халӑх ячӗ пулман. Вӑл – халӑхӑн тӗн палли. Авалхи асаттемӗрсен пӗр пайӗ ислам тӗнне йышӑнсан йӑла-йӗркесем те улшӑннӑ. Вӗсене ӗлӗкхи пек ҫӑвана пытарма пултарайман. Ҫапла мусульман халӑхӗн йӗркипе масарсем йӗркеленнӗ. Ӗлӗкхи тӗнпех пурӑнакансене ҫӑваҫсем теме пуҫланӑ. Кайран чӑвашсем пулса кайнӑ. Ҫапла тӗн палли халӑх ячӗ пулса тӑнӑ[13].

Ултияр (Олег Михайлович) каланинче пӗр саманта асӑрхас пулать. Мӗншӗн тесен (Н.И.Егоров сӑмахӗсене аса илӗр) "ҫӑваҫ" тенине, тулаш енчен пӗр пек пулсан та, чӑннипе "ҫӑва" сӑмахпах ҫыхӑннӑ тесе ҫирӗплетмех май ҫук. "Ҫӑва" тата "ҫӑваҫ" авлхи тӗрӗк чӗлхинчи тӗрлӗ тымарсенчен йӗрленсе пыма пултараҫҫӗ.

"Экспедицисене тухса ҫӳресе ҫӑваҫ пулса тӑтӑм", тет тата И.А.Дмитриев (Трер)[14]

Малалла — "Ҫӑваҫ" концепцине критиклеме хӑтланни пирки.

Истори ӑславӗсен докторӗ В.Д.Димитриев мӗн каланине итлесе пӑхар:

Ӗнтӗ каплӑ пулса тӑнӑ чӑваш филологӗсем те чӑваш сӑмах унпа пӗр янравлӑ тата чӳклевҫӗне имӗш пӗлтерекен ҫӑва "могила" сӑмахран тухнӑ теме пуҫларӗҫ

Кунта нихӑш филолога та ятран асӑнман. Енчен те филологи ӑславӗсен докторне Н.И.Егорова илес пулсан, вӑл, куртӑмӑр ӗнтӗ, "ҫӑва" тата "ҫӑваҫ" сӑмахсене тӳррӗн ҫыхӑнтармасть — хӑяккӑн ҫеҫ. "Ҫӑва" сӑмах хӑй тӗллӗн чӳклевҫӗне пӗлтерме пултараймасть, — вӑл аффикс хушӑнсан ҫеҫ ҫав пӗлтерӗше йышӑнать.

Кӑштах "альтернативлӑ" текен версисем пирки.

Чӑннипе каласан альтернативлӑ текен версисем валли вырӑн сахаллансах пырать. Мӗншӗн тесен чараксем пур. Калӑпӑр, унашкал версисем ҫармӑс чӗлхинче "суас" сӑмах тата унӑн фонетикӑлла варианчӗсем пуррине, ытти факторсене шута илмешкӗн тивӗҫ. "Ҫӑваҫ" концепцийӗ авалхи тӗрӗк чӗлхинчи йагъ- "чӳклес" тымартан шӑтса тухать терӗмӗр. Ҫавна май халлӗхе асӑннӑ тымарпа ҫывӑх, анчах ҫапах та кӑшт урӑхларах тымарсемпе ҫыхӑннӑ версисене (Г.В.Юсупов[17], М.Р.Федотов[18], М.Фасмер[19], И.Н.Юркин каланисене) асра тытма пулать. Анчах вӗсенче те темӗн чухлӗ кӑлтӑк пур.

Материала пӗтӗмпех Чӑвашла Википедири ҫӗнӗ статьяран илнӗ.

 

Тӗрӗссипе каласан, "Ҫӑваҫ" концепцине чылайӑшӗ пӗлекен Владимир Алмантай та йышӑнать:

Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн халӑхӗпе килсе кӗнӗ Урта йӑхӗсене пӗр-пӗринпе пӑтраштармасӑр уйӑрса тӑракан тӗп паллӑ вӑл — тӗн. Этнотӗне тытса пыракансене ҫӑваҫсем тенӗ. Тепӗр майлӑ каласан, чӳклекенсем, Киремете парне кӳрекенсем пӗлтерӗшпе. Хӑшпӗр тӗпчевҫӗсен шучӗпе кӑпчаксем «ҫӑваҫ» тенине халӑх ячӗ пек йышӑннӑ, хӑйсен кӑпчак (тутар) чӗлхи манер «чӑваш» тесерех каланӑ пулать, ылтӑн уртаҫӑсене—«пӑсӑрман» (бесермен) (арабла — «муслимин»).

Чӑн та, малалла вӑл, — юнаса тенӗ пек, — ҫапла хушса хурать: "Анчах та «чӳклекен» тени этноним пулма пултараймасть." Епле пулма пултараймасть пултӑр? "Бесерман" тени этноним (субэтноним) шайне ҫӗкленнӗ вӗт! Ҫавӑн пекех "крестьянин" сӑмах "христианин" тенинчен тухса кайни те паллӑ.

Асӑннӑ тӗлтех Алмантай ҫапла ҫырать: "Тепӗр авторсем «чӑваш» термин «ҫӑва» сӑмахран пулса кайнӑ теме те пӑхаҫҫӗ."

Ҫапла калани ултав евӗрлӗ япала иккенне ҫӳлерех ӑнлантарса патӑмӑр ӗнтӗ. Тепӗр тесен, хӑй те йышӑнать вӗт-ха ара ҫӑваҫсем ӑнлав чӑнах та пулнине. "Ловлю на слове", — теҫҫӗ кун пек чухне вырӑсла калаҫакансем шахвӑртса.

Тата эпӗ ырӑ ҫыннӑмӑрсене вырӑс чӗлхинчи "пога́ный" сӑмахӑн этимологийӗпе те паллашма е ӑна тепӗр хут аса илме сӗнетӗп.

Кӑсӑклӑ статья: Как правильно: бисеровцы или басурманы? Авторӗ: Александр Михайлович Молодцов (Киров хули).

________________________________________

Пӗрремӗш ӳкерчӗкре : Н.К.Сверчковӑн "Киремете пуҫҫапни" карччынӗ (1938). — эскиз, урӑхла каласан, малтанхи вариант.

Иккӗмӗш ӳкерчӗкре: Н.К.Сверчковӑн: "Чӑваш сӑваплӑхӗ" карччынӗ (1940 е 1946).

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики