Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Таинственные вещи еще нельзя называть чудесами.
(В. Гете)
 

Галина Никитина: Кил-ҫурта хӑтлӑх кӗртмелли ансат меслетсем

Галина Никитина14.01.2017 16:253109 просмотров

Канмалли кунсене тепӗр кил хуҫи хӗрарӑмӗсем пӳрт-ҫурта тирпейлесе ирттереҫҫӗ. Ку ӗҫе кӑткӑслатмасӑр пурнӑҫламалли ансат темиҫе меслетпе паллашар

 

Кран тасатма

Хром кран ӑвӑс хутпа ҫӑмӑллӑн ҫуталать.

Ҫӗтӗк вырӑнне

Урай ҫумалли швабра ҫӗтӗкӗ япӑхса пӗтнӗ пулсан ҫӗннине шыраса лавккана чупмасан та юрать. Ун валли мамӑклӑ нуски каять.

Пӗҫермелли формӑна тасатма

Пӗҫермелли формӑна апат тӑварӗпе сӑтӑрмалла та хут салфеткӑпа тасатмалла. Юлнӑ чуста капла тусан ҫӑмӑллӑн илӗнет.

Плита ҫуталӗ

Тутӑхман тимӗртен тунӑ газ е ҫутӑ плити ҫинчи йӗрсем. пӑнчӑсем олива ҫӑвӗпе аван тасалаҫҫӗ. Кайран ӑна таса пусмапа сӑтӑрмалла.

Диван ҫинчи пӑнчӑран

Ҫемҫе сӗтел-пукан ҫине пӑнчӑ лексен вӗри шыва 1 апат кашӑкӗ сода, 1/3 стакан уксус, 1 апат кашӑкӗ кӗпе ҫумалли порошок ярса хутӑш хатӗрлемелле. Унпа пӑнчӑна ҫуса илнӗ хыҫҫӑн ҫав вырӑна сода сапмалла. Темиҫе сехет иртсен ӑна пылесоспа тасатса илмелле.

Ҫунса ларнӑ ҫатма валли

Ҫунса ларнӑ ҫатма е кастрюль тӗпне шыв тата 1 чей курки уксус ярса вӗретме кӗртмелле. Унтан ҫулӑм ҫинчен илмелле те сода ямалла. Шыв пӑшлатма чарӑнсан шыва тӑкмалла. Таса мар вырӑн юлсан кастрюль е ҫатма тӗпне содӑпа тасатмалла.

Кантӑк савӑт-сапа валли

Бокалсене тата рюмкӑсене ҫутатма уксус янӑ шывра чӳхемелле е тӑварпа сӑтӑрмалла та шывпа чӳхенӗ хыҫҫӑн типӗтмесӗрех ӳпӗнтерсе лартмалла.

Кофе вӗретмелли варалансан

Кофе вӗретмелли савӑт варалансан вӗретме режима лартмалла. Ҫурма ярӑма ҫитсен уксуспа шыв пӗр пек виҫепе хушмалла. Кайран тепре чӗртмелле. Ҫур ярӑма ҫитсен каллех сӳнтермелле. Унтан таса шывпа 2 хутчен тулли ярӑмпа ӗҫлеттерсе илмелле.

Тусанран

Ҫӳлӗк ҫине тусан ытлашши ларасран ӑна тасатнӑ чух пусмана кӗпе ҫума яракан кондиционерпа йӗпетмелле.

Курка тасалать

Чей е кофе ӗҫнӗ куркана уксус янӑ шывпа тасатмалла. Ку хутӑша куркара сехете яхӑн тытмалла. Кайран вӑл губкӑпа ҫӑмӑллӑн тасалӗ.

Якатмӑш валли

Якатмӑша тасатма йывӑҫ ывӑс илмелле, ун ҫине пергамент хут самалла та тӑвар сапмалла. Якатмӑш хӗрсен тӑварлӑ хута пӗр минут якатмалла.

Кӑмӑскаран

Ваннӑй пӳлӗмре кӑмӑска ересрен 5 литр шыва 1 таблетка фурацилин ярса стенасене ҫумалла. Ерн8 кӑмӑскана тасатма 1 таблетка фурацилина 1 литр шывра ирӗлтермелле.

Пӑрӑх тасатма

Пӑрӑха тасатма содӑпа тӑвара пӗр пек виҫепе хутӑштармалла ӑна пӑрӑха ямалла, кайран — уксус. 15 минут иртсен пӑрӑха вӗрекен шыв ямалла.

Ваннӑна шуратма

Ваннӑна шуратма 2 апат кашӑкӗ кальци соди, 2 апат кашӑкӗ апат соди илмелле те ваннӑна ҫав хутӑшпа сӗрмелле. 10 минутран 50 г уксуспа шуратмалли хатӗре 50 г илме малтанхи сий ҫине сӗрмелле. Ҫур сехетрен ваннӑна шывпа чӳхемелле.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики