Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Что такое любовь? Это - зубная боль в сердце.
(Г. Гейне)
 

Софья Савнеш: Фармацевт ӳсӗр ҫынна спирт настойкине мӗнле совеҫпе сутать-ши?

Софья Савнеш15.01.2017 13:263657 просмотров

«Фанфурик» ыйтӑвӗ юлашки вӑхӑтра ҫивӗчленчӗ. Халӗ ӑна РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев хушнипе 30 кунлӑха сутма чарнӑ. Анчах ку ӗҫкӗҫсен йышне чакарма пулӑшӗ-и?

«Фанфурика» унччен те хӑш-пӗр аптека сутмастчӗ. Терисем вара пӗчӗк кӗленчесене сутса тупӑш тӑватчӗҫ. Вокзал ҫывӑхӗнче аптека нумай. Ҫавсенчен пӗринче «фанфурик» сутнине хам та курнӑччӗ. Ирхине пулчӗ ку. Аптекӑна эмел илме кӗтӗм. Шалалла иртсенех сӑмсана эрех, мухмӑр шӑрши ҫапрӗ. Ман умӗн пӗр арҫын, мухӑрласкер, кӗрсе кайрӗ те черете тӑчӗ. Хайхискер сутуҫа темиҫе тенкӗ тӑсса пачӗ, лешӗ пӗр сӑмах та каламарӗ – пӗчӗк кӗленче туртса кӑларчӗ те арҫынна вӑрттӑн тыттарчӗ. Лешӗ вара, аран утаканскер, ӑна хул хушшине хӗстерсе тухса кайрӗ. Унашкал тӗслӗхе ҫав аптекӑра тата курма тӳр килчӗ. Унта сутуҫӑпа ӗҫкӗҫсем пӗр-пӗрне сӑмахсӑрах ӑнланаҫҫӗ. Эппин, спирт настойкине туянма ҫав ҫынсемех пыраҫҫӗ.

Паллах, спирт кирлӗ. Укол тумалла чухне, тӗслӗхрен. Пӗррехинче аптекӑра ыйтрӑм – памарӗҫ. Укол тунӑ чухне мӗнпе усӑ курмалла вара? Тепӗр аптекӑра вара ҫӑмӑллӑнах кӑларса пачӗҫ. Фармацевт умне ӳсӗр е мухмӑрла арҫын, хӗрарӑм пырса тӑрсан вӗсем спирт настойкине мӗнле совеҫпе кӑларса тыттараҫҫӗ-ши? Вӗсем ӑна сипленме мар, ӗҫме илнине курсах тӑраҫҫӗ-ҫке-ха. Нимӗн те каламастӑп, халӗ аптекӑсен конкуренци пысӑк. Кашни утӑмра тенӗ пекех вӗсем ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа пек ӳссе ларнӑ. Анчах ӗҫкӗҫсене спирт настойки сутнипе пуяйӑн-и? Халӑх аптекӑна сывлас, сывлӑхне ҫирӗплетес тӗллевпе утать-ҫке-ха. Вӗсем вара ҫынна пӗтересшӗн.

Спирт настойки тенӗрен. Пирӗн ялти райпо лавккинче «Тройной» одеколон сутаҫҫӗ. Чӑннипе каласан, ӗлӗкхи ҫав шӗвекпе халӗ тӗллевлӗн усӑ куракан та ҫук пуль. Кам сӗртӗр-ха ҫав шӑршлӑскере? Халӗ чаплисем нумай вӗт. Ӑна ялти лавккара мӗнле тӗллевпе сутнине каламасӑрах паллӑ. Йӳнӗ вӑл. Ӗҫке путнӑ, кирек мӗнле шӗвеке те ӑша яма хатӗр ҫынсем туянаҫҫӗ ӑна. Кайран пушӑ кӗленчесем урам варринче йӑваланса выртаҫҫӗ. Ырри патне илсе ҫитерместех ку.

«Фанфурик» ыйтӑвне Раҫҫей шайӗнче татса памалла. Иркутск облаҫӗнче ҫынсем спирт настойки ӗҫсе вилнӗ хыҫҫӑн ӑна вӑхӑтлӑха сутма чарчӗҫ. Анчах кӗҫех 30 кун иртӗ. Кун хыҫҫӑн каллех «фанфурик» сутма пуҫлӗҫ ахӑртнех. Ӑна ӗҫсе пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсене, вӗсен ҫемйи шар курнине манӗҫ-ши вара?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики