Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Даже вся Вселенная - всего лишь искра вечности.
(Р.П.Блаватская)
 

Таисия Ташней: «Хыпар» пирки тавлашнине итленӗ хыҫҫӑнхи ҫичӗ шухӑш

Таисия Ташней22.01.2017 18:496656 просмотров

«Хыпар» хаҫат пуласлӑхӗпе ҫыхӑннӑ видеотавлашӑва пухӑннисем (ӑна Чӑваш халӑх сайчӗ, Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ тата «Сӑвар ТВ» телеканал йӗркеленӗ) наци кӑларӑмӗн кулленхи йывӑрлӑхӗ, хаҫат тиражӗ, ӑна пысӑклатма мӗн кансӗрлени пирки сӳтсе явнине эпӗ те кӑсӑклансах итлерӗм.

Калаҫӑва «Хыпара» нумай ҫул ертсе пынӑ Алексей Леонтьев, хаҫатра ӗҫленӗ Арсений Тарасовпа (ӑна ҫынсем ҫыравҫӑ тата драматург пек ытларах пӗлеҫҫӗ пулӗ) Владислав Николаев (вӑл «Тантӑш» редакторӗ пулнӑччӗ, редакцирен кайнӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт хӑй тӗллӗн хаҫат та кӑларса пӑхрӗ), чӑвашлӑх хастарӗ Тимӗр Тяпкин, Станислав Убасси паллӑ блогер тата Чӑвашпичечӗн пуҫлӑхӗ, Александр Белов журналист, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн — тӗп редакторӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Дмитрий Моисеев тата Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Николай Плотников хутшӑнчӗҫ.

Видеотавлашӑва итленӗ хыҫҫӑн асӑмра юлнӑ шухӑшӑм ҫапларах. Пӗрремӗшӗнчен, пултарулӑх коллективӗнче патшасемпе тарҫӑсем пулмалла мар. Мӗншӗн апла шухӑшлани патне статья вӗҫӗнче таврӑнӑп-ха. Иккӗмӗшӗнчен, кунсерен тухса тӑман хаҫат ҫӗнӗ хыпарсемпе тивӗҫтерсе ӗлкӗреймест, темиҫе кунтан ҫитерекен хыпар кивелсе ӗлкӗрет. Виҫҫӗмӗшӗнчен, ытлашши вак-тӗвеклениччен (кунта «Хыпар» хаҫатӑн йышлӑ ачи-пӑчи пирки) пӗр хаҫата кӑсӑклӑрах тумалла. Тӑваттӑмӗшӗнчен, кирек епле ҫын та, ҫав шутра журналист та, ӗҫе чунтан парӑнтӑр тесен ӑна тивӗҫлӗ шалу тӳлемелле тата ӗҫре йӗркеллӗ атмосфера пулмалла. Пиллӗкмӗшӗнчен, тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсене татти-сыпписӗр ырлакан, вӗсен сӑнӗпе чыхӑнтаракан МИХа ҫынсем йышӑнасси иккӗленӳллӗ. Улттӑмӗшӗнчен, пӗр-пӗрин шухӑшне кӳренмесӗр итлесе, ырӑ шухӑша ӑша хывса малалла тапаҫланмалла. Ҫиччӗмӗшӗнчен, ӗлӗкхилле шухӑшлавпа паян мала каяймӑн.

Патшасемпе тарҫӑсем патне тепӗр хутчен таврӑнма пултӑм та сӑмахӑма тытам. Нумаях пулмасть пӗр тутарпа, ӑнӑҫлӑ тутарпа, мал ӗмӗтлӗ те ҫиччӗ виҫсе пӗрре касакан тутарпа, калаҫма тивнӗччӗ. Тем пирки те сӑмахларӑмӑр унпа. Ун сӑмахӗнче пуринчен ытла асра юлни — хурлакансен ҫӑварне хупламалла мар тени. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, критиксем питех те кирлӗ, вӗсене тӑнламалла, усӑллине ҫур сӑмах каласан та ӑна ӑша илмелле, ҫавӑ аталанма пулӑшать. Ку вӑл патшине те, тарҫине те пырса тивме тивӗҫ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики