Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Невозможно быть хозяином Времени, но не надо быть его рабом.
(Илья Шевелев)
 

А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова: Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар

А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова26.02.2017 22:213704 просмотровИзменить Удалить

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шурут вӑтам шкулӗнче «ФГОСа куҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литературине ҫӗнӗ мелсемпе килӗшӳллӗн вӗрентесси» темӑпа регион шайӗнчи семинар иртрӗ. Унта Комсомольски районӗнчи тата Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗн шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ.

Чи малтанах Шурут вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Тарасова Л.Н. тата Лукина А.В. йӗркеленӗ «Литературӑллӑ Каҫал ен» литературӑпа музыка композицине кӑтартрӗҫ.

Питӗ илемлӗ, пуян содержаниллӗ, тарӑн шухӑшлӑ пулчӗ концерт. Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкне тата нарӑс уйӑхӗнче Комсомольски районне туса хунӑранпа 78 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ ҫак уява. Тӑван ен историне, паллӑ ҫынсене аса илмесӗр хӑвармарӗҫ, хамӑр ентешӗмӗрсен В.Туркайӑн, В. Шемекеевӑн, Л.Таллеровӑн, Г.Чаржовӑн, Х.Агиверӗн тата ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене ҫав тери ӑста вуларӗҫ ачасем. Каҫал юрри-ташшипе паллаштарчӗҫ. Хӑйсен пултарулӑхӗн пӗрремӗш утӑмӗсене те кӑтартса хӑварчӗҫ: атте-аннене халалласа хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене вуларӗҫ. Вӗрентекенсем концерта пысӑк хак пачӗҫ.

Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ тӗл пулура районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвне ертсе пыракан Индюкова С.Г. тухса калаҫрӗ, пӗрлешӗвӗн ӗҫӗ- хӗлне кӑтартса паракан презентаципе паллаштарчӗ.

Чӑвашлӑха упраса хӑварас тата аталантарас ӗҫре пӗрлешӳ сулмаклӑ утамсем тӑвать. ФГОСпа килӗшӳллӗн вӗрентӳ ӗҫенче ҫӗнӗ мелсемпе меслетсем усӑ курса чӑваш чӗлхипе литератури урокӗсем тухӑҫлӑ иртеҫҫӗ. Ҫакна район, республика тата регионсем хушшинче иртекен семинарсенче, фестивальсенче, конкурссенче, мастер-классенче, уҫӑ уроксем, класс тулашӗнчи ӗҫсем ҫӳллӗ шайра иртни уҫҫӑнах кӑтартса парать. Вӗрентӳ пахалӑхӗ те ҫулсерен ӳсет. Пирӗн вӗренекенсем республика шайӗнче ҫеҫ мар, пӗтӗм Раҫҫейре иртекен конкурссемпе олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑчӗҫ.

Вӗрентекенсем кулленех хӑйсен ӑсталӑхне туптаҫҫӗ, тавра курӑмне аталантараҫҫӗ. Тӗрлӗ районсемпе туслӑ ҫыхӑнусем тытса ӗҫлӗ канашлусем ирттерни, паллӑ вырӑнсене экскурсипе тухса ҫӳрени, уяв каҫӗсенче хутшӑнни, палах, кӑмӑл-туйӑма хӑпартлантарать, ӗҫре вӑй-хал кӳрет.

Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗн Ҫӗнӗ Упи тӗп шкулӗнче тата Хурӑнвар Шӑхаль вӑтам шкулӗнче ӗҫлекен Ярухина Людмила Александровна тата Сандиярова Галина Николаевна хӑйсен ӗҫӗнче усӑ куракан ҫӗнӗ йышши вӗренӳ меслечӗсемпе паллаштарчӗҫ. Тутарстанра анлӑ сарӑлнӑ Сингапурти вӗренӳ методики вӗренекенсене шухӑшлама тата тӗрлӗ кӑсӑклӑ ыйтусене татса пама вӗрентет. Тутарстанри ӗҫтешсем ҫавӑн пекех хӑйсен ӗҫ результачӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.

Шурут вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Лукина А.В. Петӗр Хусанкай поэзийӗн асамлӑ ҫути 21- мӗш ӗмӗрте татах та ытларах ялкӑшнине, вӑл чӑваш халӑхӗшӗн вырӑссен Пушкинӗпе танлашнине палӑртса хӑварчӗ. «Хусанкая пӗлмесӗр, унӑн пултарулӑхне вӗренмесӗр хамӑра чӑн чӑваш тесе калама чӗлхе ҫаврӑнмасть. Мӗншӗн-ха пирӗн, аслӑ вырӑс халӑхӗн уттипе танлашнӑ чӑвашсен, ҫамрӑк ӑрӑва Пушкин пултарулӑхне 5-мӗш класранах тӗплӗн тишкерсе вӗрентнӗ евӗр, Хусанкайпа паллаштармалла мар?» - ҫакнашкал ыйту лартрӗ вӗрентекен. «Хусанкай пултарулӑхне шкул сакки ҫинче лирика енчен ҫеҫ тишкерни пулас ӑрушӑн ҫителӗксӗр. Хусанкай вӑл историк та, этнограф та, критик та, чӗлхеҫӗ те, публицист та, тӑлмачӑ та».

Асӑннӑ семинарта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем П.Хусанкайӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне тишкерчӗҫ, поэт сӑввисене чуна тивмелле вуларӗҫ.

Семинар ҫав тери тухӑҫлӑ иртрӗ.

Ҫакӑн пек ӗҫлӗ канашлусем ирттерме пулӑшнӑшӑн Шурут вӑтам шкул коллективне тав туса ӑнӑҫу сунатпӑр.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики