Пирӗн ялта пӗр ветеран та юлмарӗ. Шел питӗ… Пӗчченех пурӑнатчӗ вӑл. Арӑмӗ вилчӗ. Ачи-пӑчи пур-ха, анчах ватӑскере, ӑспа кӑштах арпашӑнма пуҫланӑскере нихӑшӗ те пӑхмарӗ. Пачах пӑхмарӗҫ теме ҫук-ха. Хамӑр ялтах пурӑнакан ывӑлӗн ҫемйи кашни кун пырса ҫӳретчӗ, апат пӗҫерсе паратчӗ. Анчах ватӑ ҫын пӗчӗк ача пекех-ҫке-ха вӑл, унран пӗр самантлӑха та куҫ вӗҫертмелле мар. Пенси самаях илетчӗ. Пенси валеҫмелли кун ҫитсен ачи-пӑчи «чӗрӗлсе» тӑрать. Пурне те укҫа кирлӗ. Пӗр мӑнукӗ килсе макӑрать: «Пирӗн кредит тӳлемелле, укҫа ҫитмест». Тепри пырса йӑлӑнать. Ҫапла ватӑскерӗн укҫине пайласа пӗтеретчӗҫ.
90-ран иртнӗ ветеранӑн пурӑнмаллачӗ-ха та… Анчах сарӑмсӑр вилчӗ. Пӗррехинче ватӑскер килте кӑмака ҫывӑхӗнче тӑрӑнса кайнӑ, пуҫне ҫурса пӑрахнӑ. Хайхискер реанимацире сывлама пӑрахнӑ. Вӑрҫӑран хӑраман, вӑрманта шӑнса вилмен ветеранӑн вилӗмӗ ҫапла айванла пулчӗ. Юнашар ҫывӑх ҫыннисем пулнӑ тӑк, тен, капла килсе тухмӗччӗ. Ватӑ ҫынна ача пекех сӑнаса тӑмалла-ҫке-ха.
Атте-анне ватӑлать… Ачисене вӗсене пӑхмалла. Эпир пӗчӗк чухне вӗсем пире ҫӗр ҫывӑрмасӑр утьӑкка сиктернӗ-ҫке, ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын тӑвассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Паллах, вырӑнпах выртакан ҫынна пӑхма ҫӑмӑл мар. Анчах манас марччӗ: вӗсем пире пӑхнӑ, ватӑлсан пирӗн вӗсене пӑхма вӑхӑт ҫитет.
Ветерансене тӑванӗсен куҫ пек упрамалла. Унӑн укҫине ҫеҫ хапсӑнмалла мар. Ветерана хваттер парсан ачи-пӑчи ӗмӗрлӗхех ҫапӑҫса кайнӑ тӗслӗх миҫе пулнӑ? Кунашкалли кашни ялта тенӗ пекех пур. Ҫав хваттере парса тӑвансене ҫапӑҫтараҫҫӗ. Пӗрремӗш вырӑнта мул, укҫа мар, тӑванлӑх туйӑмӗ пулмалла.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.