Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Где есть человек, там есть и случай сделать ему добро.
(Сенека)
 

Лидия Афанасьева: Хаклӑ Чӑваш Ен тата ун хаклӑ ҫыннисем

Лидия Афанасьева06.08.2017 15:085433 просмотровИзменить Удалить

Пӗр хаҫатра нимӗҫ халӑхӗн паллӑ врачӗ ҫинчен интереслӗ информаци пичетленчӗ. Гомотоксикологи никӗслевҫи Ганс Рекович врач 1955 ҫултах организм шлаксемпе тулса ларнин теорине хатӗрленӗ иккен. Вӑл ҫав пулӑмӑн ултӑ стадине кӑларнӑ: 1-мӗш стади — хӑвна вӗҫӗмсӗр е час-часах ывӑннӑ пек туйни; 2-мӗш стади — пуҫ тата сыпӑсем ыраткаланине туйни; 3-мӗш стади — инфекци чирӗсем сырӑнма пуҫлани, час-часах шӑнса чирлени, дисбактериоз, артритсем, простатит тата ыт. те; 4-мӗш стади — ӳт ҫине ӳссе ларнӑ хӑрушӑ мар япаласем: паппиломӑсем, кератомӑсем, кистасем, полипсем, аденомӑсем; 5-мӗш стади — эндокрин тата нерв тытӑмӗсен ӗҫӗ пӑсӑлни, катаракта, глаукома, инфарктсем, инсультсем; 6-мӗш стади — иммунитет вӑйлӑ чакни, усал шыҫӑсем. Пысӑк шайлӑ врачсем шухӑшӗпе кашни чирӗн мӗнле те пулин сӑлтав пур иккен тата нумай чирсен сӑлтавӗ — организм шлаксемпе вараланни, тулса ларни. Анчах организма сиенлӗ япаласенчен тасатас вырӑнне хӑшпӗр ҫынсем таблеткӑсем нумай ӗҫеҫҫӗ пулас — хӑвӑрт сывалмӑпӑр-ши тесе.

Ку шухӑшсене мӗншӗн илсе кӑтартрӑм-ха?

Юлашки вӑхӑтра паллӑ чӑвашсемпе сывлӑх ҫинчен нумай калаҫрӑм. Ватӑраххисемпе те, вӑтам ҫулхисемпе те. Чылайӑшӗ хӑйсен сывлӑхӗ йӗркеллех маррине палӑртрӗҫ. Пуҫ тӗлӗшӗнчен (инсульт; юн пусӑмӗ ӳсни; юн пусӑмӗ пӗрре ҫӳле, тепре аялалла сикни) аптракансем пайтах. Куҫсем тӗлӗшӗнчен (глаукома, катаракта, сетчатка хытӑ пӑсӑлни, хӑрах куҫ курманпа пӗреххи) аптракансем те пур. Урасем тӗлӗшӗнчен аптракансем те пур.

Чӑваш писателӗсем ҫинчен тӗлӗнсе итлерӗм: «чутах вилеттӗмччӗ, инсульт»; «сывлӑхӑм сахалрах пуль, инсульт»; «ҫӳрет-ха, анчах ун инсульт»; «аллине татнӑ»; «куҫӗ курманпа пӗрех, мӗлкесене ҫеҫ уйӑрать»; «чӗре самаях чирлӗ куҫсем те асаплӑ»; «вилес умӗн ура тӗлӗшӗнчен хытӑ асапланнӑ, унӑн сахӑр диабечӗ пулнӑ»; «ҫав икӗ паллӑ ҫыравҫа ҫакӑнса вилнӗ»; «ҫав ҫыравҫӑ ҫӳлтен сиксе вилнӗ»; «ҫав поэт йывӑҫ ҫинчен ӳкме пултарнӑ, инвалид пулас»; «ҫав виҫӗ ҫыравҫа сасартӑк вилме пултарнӑ, ватӑлмасӑрах»; «ҫав икӗ поэт пуҫ чирӗпе аптраман-ши?»; «ҫав паллӑ поэт йывӑр чир хыҫҫӑн вилнӗ». Паллах, хӑш-пӗр чухне сас-хура тӗрӗс мар та пулма пултарать. Анчах чӑваш писателӗсен шӑпине, пурнӑҫне, хуйхи-суйхине патшалӑх, республика шайӗпе тӗпчесен те аванччӗ пуль, мӗншӗн тесен пӗр 20–30 ҫул каялла ҫеҫ лару-тӑру кунашкал марччӗ пулас.

Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш уйрӑмӗнче ӗҫленӗ преподавательсен шӑпи те шухӑшлаттарать: «уксахласа ҫӳренӗ, темиҫе инсульт хыҫҫӑн ватӑлмасӑрах вилнӗ»; «уксахласа ҫӳренӗ, инсульт хыҫҫӑн йывӑр вирлӗ»; «инсульта пула вилме пултарнӑ»; «ҫӳрет-ха, анчах ун инсульт»; «ҫӳлтен ӳксе вилме пултарнӑ»; «сасартӑк вилме пултарнӑ, самаях ҫамрӑкла»; «ӗҫкӗ-ҫикӗ пек нумай пулӑм хыҫҫӑн темле сӑлтава пула вилме пултарнӑ»; «темле йывӑр хуйхӑ тӳсейменнипе вилмерӗ-ши ватӑлмасӑрах?». Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул каялла преподавательсем хушшинче асаплӑ ҫынсем ҫавӑн чухлӗ марччӗ пек туйӑнать.

Чӑваш халӑхӗн элити шутне кӗрекен ҫынсемпе трагедисем те пӑшӑрхану туйӑмӗ ҫуратаҫҫӗ: «иккӗмӗш хутра ӳксе вилме пултарнӑ»; «поезд ҫинче пынӑ чухне сывлӑшӗ пӳлӗннипе вилме пултарнӑ»; «мӑшӑрӗ темле сӑлтава пула вӑхӑтсӑр вилнишӗн хурланса хытӑ хуҫӑлнӑ, ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен аптрама пуҫланӑ, кравать ҫинчен ӳксе урине хуҫнӑ, самаях кӑткӑс операци витӗр тухма пултарнӑ, вилес умӗн самаях асапланнӑ»; «йывӑҫ ҫинчен ӳксе вилнӗ»; «ҫав паллӑ журналист тата ҫав паллӑ искусствовед ҫухалнӑ, вӗсене тупайман»; «ҫав пысӑк шайлӑ пуҫлӑх мӗнле вилни уҫӑмлах мар пуль».

Енчен те эпир, чӑвашсем, хамӑра халӑх пек хисеплетпӗр пулсассӑн, ку пулӑмсене хак памаллах пулас. Мӗн чӑрмантарать пире хамӑра тӗплӗн, лӑпкӑн ку ыйтӑва пӑхса тухма? Сас-хура вӑл ҫапах та сас-хура, мӗншӗн-ха ку ыйтӑва чӑваш халӑхӗн паллӑ политикӗсен, врачӗсен, журналисчӗсен тӑрӑшса тишкермелле мар? «Ҫаврака сӗтелсем» е «парламент итлевӗ» йӗркелесен аванччӗ.

Сывлӑхсем япӑхраххи е хавшани ҫинчен тӗрлӗрен шухӑшлакансем пур: хӑш-пӗрисем экологи ыйтӑвӗсем валли тивӗҫлӗ тимлӗх уйӑрманни пуль теҫҫӗ, теприсем апат-ҫимӗҫ пахалӑхӗ айӑплӑ мар-ши теҫҫӗ, стрессем айӑплӑ пуль теҫҫӗ хӑшӗсем. Чылайӑшне ку ыйту хумхантарать иккен.

Чӑвашсен пӗр паллӑ, опытлӑ политикӗ вара ҫапла та каларӗ: «Енчен те темле вӑйсем Раҫҫее салатас, ун территорине ҫӗмӗрес тесе вӑйлӑ программӑсем хатӗрлеҫҫӗ-тӗк, пирӗн ҫӗршыв ҫав программӑсене хирӗҫ тӑмалли майсем шырамасть-тӑк, эпир пӗтме те пултаратпӑр пуль». Шухӑшламалӑх пур ҫав.

 

Лидия Афанасьева

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики