Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Музыка - народная потребность.
(В. Бетховен)
 

Аçтахар Плотников: Шупашкар картисем: мӗнле пулмалла, хӑшӗ хитререх?

Аçтахар Плотников09.08.2017 12:517407 просмотров

Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ хуласенчен пирӗн Шупашкар уйрӑм вырӑн йышӑнать. «Хӑш хула хитререх?» тесен, паллах, кашни хӑйӗн хули пирки хурав парӗ. Ҫавӑнпа та эпир Шупашкара вӑл енчен пӑхмӑпӑр. Ҫавах та Чӑваш Республикин тӗп хули пулнӑ май унӑн хӑйнеевӗрлӗхӗ палӑратех. Кӑна ман пата ытти хуласенчен килнӗ хӑнасем те сахал мар асӑрханӑччӗ. Пире, кунта пурӑнакансене, тен, хӑш-пӗр япаласем сисӗнмеҫҫӗ те пуль, анчах аякран килнисем вӗсене хӑвӑрт кураҫҫӗ. Сӑмахӑм Шупашкарти картасем пирки пырать. Ытти хуласенче те вӗсем хитре-ха, анчах пирӗннисенче чӑваш эрешӗсем пурри ҫакӑ хӑнасене тӳрех кӑсӑклантарса ярать — пирӗн картасене ӳкерсе илнине хам куҫпа сахал мар курса.

Ҫакна шута илсе Шупашкарти картасен пуххине хатӗрлес терӗм. Чи малтанах статья ятне «Шупашкарти чи илемлӗ 10 карта» тесе ят парас тенӗччӗ, унта вара вунӑ картана суйласа 1–10-мӗш вырӑн парса тухасшӑнччӗ. Анчах ӗнер, ҫак картасене ӳкерсе ҫӳренӗ май, вуннӑшне кӑна кӑтартни ҫителӗксӗр пуль терӗм. Тата хитрелӗхне те кашни хӑйне май курать. Вара ҫапла шут тытрӑм: эп сире картисене кӑтартӑп, хӑшӗ хитрине вара эсир хӑвӑрах суйлатӑр.

«Карта» сӑмах «кар» ӗҫхӗлтен пулнӑ (кар+та). Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки ӑна ҫапла ӑнлантарса парать: «пӳл, пӳлсе хур, пӳлсе уйӑр; тытса ҫавӑр». «Карта» сӑмахӑн ӑнлантарӑвӗ: «пӗр-пӗр лаптӑка пӳлсе тӑракан хӳме». Василий Егоровӑн этимологи словарӗ «карта» сӑмах пирӗн чӑваш чӗлхинчен тухни пирки пӗлтерет. Кавказ тӑрӑхӗнче те, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи финн-угор халӑхӗсен чӗлхисенче те ҫак сӑмах анлӑ сарӑлнӑ иккен — эрменсен те пур, грузинсен те, ханты-мансисен те, финсен те. Тӗрӗк чӗлхисене илес пулсан М. Федотовӑн этимологи словарӗ ку сӑмах тутарсемпе пушкӑртсен кӑна пуррине кӑтартать. Ман шутпа ҫак сӑмах чӑваш чӗлхинчи авалхи сӑмахсенчен пӗри — финн-угор чӗлхисене вӑл тем тесен те ӗлӗк-авалах кӗрсе кайнӑ, чӑвашсен мӑн аслашшӗсем Атӑлҫи тӑрӑхне килсе вырнаҫичченех.

Карта пӗлтерӗшӗ тӗрлӗрен. Ӗлӗк-авал вӑл пӗр-пӗр лаптӑка пӳлсе тӑнӑ пулсан паянхи кунра унӑн тивӗҫӗ самай анлӑланнӑ. Карта мӗн тума кирлӗ? Чи малтан, паллах, лаптӑка карса хума, хӳтӗлеме. Ку енчен вӑл виҫӗ-тӑватӑ тӗрлӗ пулать. Пӗри, сӑмахран, пӗр-пӗр хуҫалӑха ют ҫынсене ямасть (ҫурт-йӗр хӑпартнӑ вырӑна ют ҫын лексен суранланма та пултарать [20,26]). Теприне пурлӑха хӳтӗлеме караҫҫӗ. Тепӗр май каласан мӗн те пулин пӗр-пӗр лаптӑкран йӑкӑртса тухасран пӳлсе хураҫҫӗ [12,41]. Вӑл картасем пысӑк, ҫӳллӗ, ун урлӑ ан каҫччӑр тесе тӗрлӗ йӗплӗ пралук та карма [38] пултараҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшне лаптӑка карса хума тӑваҫҫӗ. Кусен йышне, сӑмахран, чечек анисене [6,31] хӳтӗлекен ҫӳллех мар картасене кӗртме пулать. Ҫынсене ӳкесрен сыхлакан картасене (кӗперсем ҫинче [39], ҫырма-ҫатра хӗррипе иртекен сукмаксем таврашӗнче, шӑтӑксем тавра), ҫул-йӗрти хӑрушсӑрлӑх валли [4] карнисене те (сӑмахран, пӑтӑрмах сиксе тухсан машина хирӗҫ ҫул ҫине ан кӗрсе кайтӑр тесе тытнӑскер) илсе кӑтартма пулать.

Хальхи вӑхӑтри картан тепӗр тивӗҫӗ — илем кӳресси. Ҫавна пулах хулари картасене май ҫитнӗ таран илемлӗрех тума тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта вара кам мӗнле пӗлет, ҫапла ӑсталать. Паллах, Шупашкар пирӗн республикӑн тӗп хули пулнӑ май, капӑрлатнӑ чухне чӑвашлӑх паллисемпе усӑ курсан питӗ лайӑх пулӗччӗ. Шел те, тимӗр-тӑмӑрпа ӗҫлекенсен хушшинче чӑвашсем сахал пулнӑран тимӗртен тунӑ туптанӑ картасенче (выр. кованные заборы и решетки) чӑваш эрешӗсем сахал тӗл пулаҫҫӗ. Туптанӑ картасем пирӗн пата Кавказ тӑрӑхӗнчен килнине шута илнӗ май вӗсенче ытларах ӳсен-тӑран эрешӗсем тӗл пулаҫҫӗ. Вырӑссен ҫӑлкуҫӗсем туптаса карта тӑвассине славянсем тахҫанах алла илнӗ тесе ҫыраҫҫӗ пулсан та хальхи эрешсем вырӑссен пулманни ҫакна лайӑх ҫирӗплетсе парать.

Карта тунӑ чухне тӗрлӗ материалпа усӑ кураҫҫӗ. Хӑмапа та, тимӗрпе те, кирпӗч-чулпа та. Промышленность лаптӑкне пӳлнӗ чухне, паллах, ытларах тимӗр-бетонран [41, 38] тунӑ е кирпӗч хурса [12,21] хӑпартнӑ картасене тӗл пулма пулать. Илемлӗх енчен вӗсем, паллах, капӑрах мар. Ҫавах та Шупашкарти ЧЭАЗ савучӗ вӑхӑтӗнчен юлнӑ картан пӗр пайне [21] тӗслӗх пек илсе кӑтартма пулать — совет саманинче тӑррине чӑваш эрешӗсемпе илемлетме май тупнӑ. Вӑхӑтлӑх карта тунӑ чухне (сӑмахран, ҫурт-йӗр хӑпартнӑ чухне), ытларах йӳнӗ материалсемпе усӑ кураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра кунта профнастил пысӑк вырӑн [26] йышӑнать. Илемлӗ карта тунӑ чухне, паллах, тимӗрпе усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ — йывӑҫпа е чулпа танлаштарсан нумай вӑхӑта чӑтать. Чул та нумайлӑха та-ха та, анчах хакӗ тӗлӗшпе пирӗн патра вӑл хакла ларать. Каларӑмӑр ӗнтӗ, илемлӗ тимӗр картасене хальхи вӑхӑтра туптаса тӑваҫҫӗ [10,15,28]. Кӑшт маларах вара, уйрӑмах агрегат савучӗ лайӑх ӗҫленӗ вӑхӑтра, ҫав картасем валли ятарлӑ хурмӑсемпе усӑ курса, шӑратса тунисем [7,29,39] анлӑ сарӑлнӑччӗ. Шупашкарта вӗсене халӗ те курма пулать, ҫурт-йӗр картишӗсенче, кӗперсем ҫинче сыхланса юлнӑ.

Картасене сӑнанӑ май вӗсен вӑхӑт тӗлӗшӗнчи историне те курма пулать. Ак, сӑмахран, Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче вырнаҫнӑ пуҫламӑш шкул-ача пахчин [42] (кунта малтан 42-мӗш шкул пулсаччӗ) е Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн картине [5] Шупашкарти 5-мӗш гимназийӗннипе [19] танлаштарма пулать. Ҫӗнӗ Лапсарти шкул картине совет саманинче тунӑ — ахаль карта пулин те вӗренӳ паллисемпе усӑ курса хатӗрленӗ. 5-мӗш гимназийӗн картинче те вӗренӳ паллисем пур, анчах ӑна туптаса ӑсталанӑ. Ҫурт-йӗр таврашӗнчи картасенче те совет саманинчех тунисем тӗл пулаҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра вӗсене ытларах пӳлес тата картлас тӗллевпе тунине пула илемлӗх енчен вӗсен шайӗ [30] пӗчӗкрех ҫав. Анчах тимӗртен тунӑран паянхи кунччен те вӗсем упранса юлнӑ.

Картасенче чӑваш эрешӗсемпе ытларах усӑ курмалли пирки тепре чарӑнса тӑрас килет. Ку тӗлӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтепер администрацийӗ вырнаҫнӑ ҫурт тавра [16] карнӑ картана тӗслӗх пек илсе кӑтартма пулать. Ман шутпа Пётр Егоров Питӗрте тытнӑ картаран вӑл нимӗн чухлӗ те катӑкрах мар. Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн ҫурчӗ тавра карнӑскерӗн [17,18] те карти илемлӗ. Сӑмах май, 5-мӗш гимназин картине [19] те ҫав дизайнпах тунӑ теме пулать, ҫавна май Президент бульварӗнче вӗсем пӗр ансамбль евӗр курӑнаҫҫӗ. Унашкал дизайна эп тата М.Горький проспектӗнчи бизнес центрӑн картинче [3] те асӑрхарӑм — Ҫӗнӗ Сала автостанцийӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑскерӗнче. Сӑмах май, картана чӑвашлӑх сӗмне кӗртме нумай та кирлӗ мар. Пӗр пӗчӗк эреш вырнаҫтарсанах туптаса тунӑ карта ҫӗнӗлле сӑн илет. Кана эпир Кивӗ автовокзалӑн картинче [36], Президент бульварӗнчи 4-мӗш номерлӗ ҫурт ҫывӑхӗнчинче [14] те лайӑх куратпӑр.

Картасем пирки сӑмах пуҫланӑ май Мускав кӗперӗн ҫӗнӗ карти [13] ҫинчен те пӗр-ик сӑмах калам. Ӑна чӑвашла тума тӑрӑшнӑ пулин те чӑвашлӑх сӗмӗ темшӗн туйӑнмасть. Ман шутпа сӑлтавӗ кунта ун дизайнне чӑвашсем мар тунинче. Темшӗн ҫӑлтӑрӗсене мӑшӑрлӑ вырнаҫтарнӑ. Чӑваш культуринче вара мӑшӑрсӑр туни килӗшӳллӗ. Тӗрӗсрех каласан, пӗр элеменчӗ варринче пулмалла. Ку ман шутпа чӑваш йывӑҫне аса илтерекен паллӑ пулса тӑрать. Тепӗр енчен, варринче тӑракан Шупашкар гербӗ вӑл тивӗҫе пурнӑҫлать-ха. Анчах ҫавах темскер ҫитмест.

Вӑт ҫапларах Шупашкарти картасем. Вӗсен пуххипе туллин уйрӑм фотоальбомра паллашма май пур.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики