Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Блажен тот,кто ничего не знает: он не рискует быть непонятым.
(Конфуций)
 

Аçтахар Плотников: «Кумаляк» тӗпчеме хистет

Аçтахар Плотников13.02.2018 16:449206 просмотров

Тинех пулчӗ! «Пятерочка» лавкка чӑвашланчӗ. Ку куҫарусене гуманитари институтӗнче ҫулталӑк каяллах хатӗрлесе панӑччӗ. Вӑхӑт иртсе пынӑ май (саккаслаканӗ — ҫав лавккасем валли пӳлӗмсене хатӗрлекен организаци) сайт ятӗнчен ҫыру та ҫырасшӑнччӗ — вӗсене хатӗрлесе панӑ куҫарусемпе хӑҫан усӑ курӗҫ-ши тесе ыйтасшӑнччӗ. Куҫарусемпе районта уҫакан лавккасенче кӑна усӑ курасси те шиклентеретчӗ. Ак халӗ вара, ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн, чӑвашла куҫарусем тинех пурнӑҫа кӗнӗ иккен.

Савӑнмалла кӑна. «Пятерочка» хуҫисене ырӑ сӑмахпа асӑнмалла, мухтамалла. Кам та пулин ҫак ӗҫе тӑваех пуль тетӗп. Унсӑрӑн хамӑра хисеплеме те кирлӗ мар.

Халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнсем ҫине «Пӑтӑ, кумаляк» ҫырни лекнӗ. Шӑп ҫак сӑн самай калаҫу пуҫарчӗ те. Пурне те «кумаляк» сӑмах мӗне пӗлтерни кӑсӑклантара пуҫларӗ. «Кумаляк» маншӑн тутарла пек илтӗнет», — текенни те тупӑнчӗ. Ку сӑмах чылайӑшне интереслентерсе янӑран ун пирки пӗчӗк тӗпчев ирттерес терӗм.

«Хлопья» тенӗ чухне, паллах, сӑмах «овсяные хлопья» пирки пырать. Ун куҫарӑвӗ М.И.Скворцов редакциленӗ чӑвашла-вырӑсла сӑмахсарта та пур: «сӗлӗ ирӗшӗ». Анчах «сӗлӗ ирӗшӗ» вӑл ҫимелли япала мар, ҫӳп-ҫап, авӑртнӑ чухне ҫилпе вӗҫсе каяканскер. «Ирӗш» сӑмахӗ хӑй вара «ир» ӗҫхӗлтен пулнӑ. Вӑл «нимӗр ту, тӳ, тапта, лапчӑт, вӗтет» синонимсемпе пӗр килет. «Ирӗш» сӑмахӑн синонимӗсем — «сӑсӑл», «хывӑх», «арпа». Анчах тепӗр хут асӑрхаттарар: ку япала вӑл ҫӳп-ҫап шутланать; «отруби»-пе пӗр тан. Хаҫат-журналсенче те ку сӑмахпа выльӑха тӑрантарни пирки ҫырнӑ чухне кӑна усӑ курнӑ.

«Хлопья» сӑмах валли тепӗр сӑмах пур — «хӑрпӑк». «Куҫ хӑрпӑкӗ», «юр хӑрпӑкӗ»… Анчах куҫарнӑ чухне унпа усӑ курма май килмен. Сӑлтавӗсем: илемсӗр илтӗнни, хайхи апат-ҫимӗҫпе пӗр килменни, «шӑрпӑкпа» та пӑтраштарма май пурри. Сӑмах май, «хлопья» сӑмаха куҫарнӑ чухне чылай хаҫат-журнал «хӑрпӑк»-па усӑ курать. Тӗслӗхсене илсе кӑтартмӑпӑр, Google шыравҫӑран ыйтсан вӑл сире пӗтӗмпех тупса парӗ.

Куҫару ӗҫӗнче хӑйӗн уйрӑмлӑхӗсем пур. Вырӑсларан чӑвашла тӑлмачланӑ чухне куҫаруҫӑн япалана тӑван чӗлхепе сӑнласа пама тӑрӑшмалла. Вырӑс куҫӗпе мар, тӑван халӑхӗннипе пӑхмалла. «Ирӗш» сӑмах пур-ха, анчах ӑна выльӑха параҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ сутакан лавккара усӑ курма майсӑр. «Хӑрпӑк»-ӑн ҫитменлӗхӗсене маларах асӑннӑччӗ. Ҫапла май вара юрӑхлӑрах сӑмах кирли пулса тухать. Нейтраллӑскер. Куҫаруҫӑ вара унашкал сӑмах шутӗнче «кумаляк» тупнӑ.

Мӗн-ха вӑл «кумаляк»? Паллах, нимӗнле тутар сӑмахӗ те мар вӑл. Хамӑр чӗлхере усӑ курӑнать пулсан — вӑл чӑваш сӑмахех. Ашмаринӑн сӑмах пуххинче те пур. «Кумаляк», «комаляк», «кумолек», «кумаля», «комалюк» варианчӗсене илсе панӑ. Мӗне пӗлтерет-ха вӑл? Авалхи пӗлтерӗшӗ — пӑтӑ пӗҫернӗ чухне пулакан чӑмаккасем, кумккасем. Леш, хайхи, ирӗлсе пӗтеймен, чӑмарккаланнӑ пӑтӑ пайӗсем. Ҫиелтен пӑхсан «комок» сӑмахран пулнӑ пек туйӑнать, анчах темле иккеленӳллӗ. Тӗслӗхсене Чӑвашри тӗрлӗ тӑрӑхра ҫырса илнине кура пушшех те иккеленӳллӗ. Егоровӑн этимологи сӑмахсарне уҫса пӑхсан вара вӑл чӑн-чӑн чӑваш сӑмахӗ пулнине куратпӑр:

КУМАЛЯК, КУМАЛЯ «комочек», «неразмешанные комочки муки» (в киселе, в тесте), «шарик», «катышек»; азерб. кома «комья», «куча»; уйг. домулак; узб. думалок, юмалок, к. карп. думалак, ног. тымалак, казах. домалак, томалак, башк. тумалак «круглый», «шарообразный»; «клубок», «комок», «шарик»; кирг., казах. кумалак «катышек»; «шарик овечьего или верблюжьего помёта»; ср. ст. слав. «гомоля», др. русск. гомола «ком», «катышек».

Пирӗн чӗлхере тухса ӳкнӗ сӑмахсем туллиех. Вӗсене ҫӗнӗ пурнӑҫ парсан пирӗн чӗлхе пуянланса пырӗ. Апла-тӑк, «кумаляк» сӑмаха ҫӗнӗ пӗлтерӗш парсан вӑл чӗлхешӗн усӑллӑ кӑна пулӗ, кивелнӗ сӑмах ҫӗнӗ вӑй илсе паянхи чӗлхене кӗрсе кайӗ.

 

Сӑмах май, лавккари куҫарусен лайӑхлатнӑ тулли варианчӗсене «Тӑван чӗлхе культури» кӗнекере тупма пулать. Вӑл ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче пичетленсе тухмалла.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Илле // 3054.37.7746
2018.02.14 09:55
Тав! Питĕ лайăх хыпар. Вулама кăмăллă.
2018.07.29 13:54
Тĕрĕс ĕнтĕ. Патшалăх Думинче миçе çул каярах йышăнчĕç саккун: лавкка ячĕсене вырăс чĕлхипе çеç палăртмалла тесе, урапи вара паян та çав вырăнтах Кирлĕ-ши вара çавăн шши ун йышăнакансем? Енчен те эсĕ саккуна йышăнтăн, пурнăçла, пурнăçламасан тытăнасси те çук. Горбачёв "перестройка, перестройка тесе сÿпĕлтетсех вырăнĕпе сывпуллашрĕ. Ку паянхи лару-тăрупа питĕ те килĕшÿллĕ: эпĕ хам сăмахăн хуçи - эпĕ патăм, эпĕ кутăн тавăртăм. Апла кил-картишĕнчен инçе каяс çук. Чăваш Енре пачах лавкка ячĕсене чăвашла çырсан питĕ вырăнлă пуласси çкĕрет курăнса тăрать. Китайра вĕт, иероглифсемпе çыраççĕ, тĕрĕс-и?
Agabazar // 2126.50.7868
2018.07.29 15:56
Agabazar
Епле чеен çаптараççĕ Аскольдсем!

Саккун кăларать — парламентарий.
Саккуна пурнăçлать — пурнăçлав (ĕç тăвакан) влаçĕ.
Šyravşă 32 // 4182.68.4835
2018.07.30 12:27
Институт ку ыйтăва тарăнрах тĕпчеме тивĕçлĕ. Хальхи чăвашла калаçакан çынсем килĕсенче пĕр-пĕринпе хутшăннă чухне ку япалана мĕн теççĕ? Ку япалан историйĕ мĕнле, малтанхи ячĕ мĕнле? Куçарăва çиелтен тишкерсен те, институт çак ыйтусенчен пăрăннă пек курăнать. Америкăра 1894-мĕш çулта шухăшласа кăларнă çак япалан малтанхи ячĕ cornflakes (granose та тенĕ, анчах cornflakes халăхра сарăлнă): Corn - тырă/куккурус, flakes - пĕрчĕк, тĕпренчĕк... Snowflake - юр пĕрчисем, flaked paint - хытса тĕпреннĕ сăрă. Пĕçернĕ тырă хытса кайсан ăна вальцевать туса тĕпретнипе пулнă çак çимĕçĕн пĕрчĕкĕсем лапчăк, лапташка пулнă пирки вĕсене flakes тенĕ. Flake căмахăн ĕлĕкренех килекен пĕлтерĕшĕ - лапка. Юр çунă чухне те чăвашсем - лапка-лапка юр çăвать теççĕ. Чăвашла та, акăлчанла та, вырăсла та (хлоп!) пĕр пек илтĕнекен сăмах ку, ономатопея майĕпе çирĕпленнĕскер... Кумаляк тени вара чăмăркка, чăмак, çăмахсене аса илтерет. Тен, халăх килĕштерĕ, тен йышăнĕ? Мана ку сăмах ытти искусственнăй сăмахсем пекех лăкса ларĕ, е ăна хаçатсенче скобкăра вырăсла сăмахпа ăнлантарса çырас пек - "кумаляк (хлопья)" - туйăнать.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики