Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Как басня, так и жизнь цениться не за длину, но за содержание.
(Сенека)
 

Аçтахар Плотников: Ултавҫӑсем

Аçтахар Плотников30.08.2007 12:524545 просмотров
Малтанхи вырсарникун мана йӑмӑкӑн телефон сасси вӑратрӗ. 9 сехет ирхиччӗ ун чухне... (ҫапла, эпӗ нумай ҫварма юрататӑп). Пӗр 20 минут калаҫрӗ пулас... Хулха патӗнчех калаҫать те калаҫса пӗтернӗ хыҫҫӑн "Кампа ун чухлӗ нумай калаҫрӑн вара?" — тесе ыйтрӑм. Йӑмӑк чӑх пек савӑннӑ тӑрать — "Эльдорадо" лавккинче вӑл ноутбук выляса илнӗ иккен, парнене илмешкӗн вара 600 тенкӗлӗх телефон карточкине илсе унти кода каламалла вӗсене. Ачамкӑн пуҫне пушшех те пӑтратса янӑ — паспорт номерне, тата ытти япалане те пӗлнӗ пек каланӑ ("Сирӗн паспорт номерӗ ХХХ-ХХ ХХХХХХ вӗть-ха?" тесе ӗнтӗ?). Укҫине вара, парнене чӑнахах та илес килет пулсан — телефон картине халех (ҫур сехет хушшинче) кайса илмелле иккен.
Юрать хам килте пултӑм — ку ултав пулнӑ пирки пӗлтертӗм:
* "Эльдорадо" ун пек хӑтланмасть;
* 9 сехет ирхине унта никам та ӗслемест те пулӗ;
* Парне илмешкӗн никам та укҫа тӑкаклама хушмасть.

Тата илтсе ӗнтӗ ун пек ултавсем пурри пирки.

Мӗн каласшӑн ӗнтӗ? Асӑрханӑр! Ултавҫӑсен аллине темӗнле база лекнӗ пулас. Ман йӑмӑк пеккисем Шупашкарта нумай пулӗ /вӗсем тата ман шутпа хӗрсем патне шӑнкаравлаҫҫӗ — вӗсем ухрахрах тесе ӗнтӗ/.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2007.09.01 03:20
тусăмсем пĕлеççĕ
Çакă Çулхулара та пур-и? Мана кашни кун çаксем шăнкăравлаççĕ, упăтесем... Эхх. "Саламлатăп, эсир 1 милион выляса илтĕр!" тесе илĕртсе тăрăшаççĕ... Эпĕ: Danke, kein Interesse! тесе хуравласа телефон кепçине хуратăп... Пĕлешсемпе коллегăсем те ун çинчен каласа параççĕ... Пур çын ăна пĕлет. Анчах ĕнер Heiligenhafen хулинчи пĕр хĕрарăм çакна ĕненнĕ... Эпĕ паян радиора илтрĕм... Пĕр "Испани лоттерей компани" тесе улталакан çын ăна шăнкăравланă та "эсир 500 000 евро выляса илтĕр" тесе савăнтарнă.. "Анчах 1000 евро хушмалла" тенĕ ултавçă. Вăл ĕненнĕ те "кирлĕ" 1000 евро хушса тӳленĕ... Вĕсем часах çухалчĕç...
2007.09.01 11:51
Аçтахар Плотников
Эпĕ Шупашкар пирки калаçатăп ĕнтĕ...
Анонимла // 2051.65.3138
2007.09.06 13:09
Лоттерей тесен лицензиĕ туянмалла,вăсĕм викторина е публичный конкурс теççĕ (: . Çырусем те:-"Эсир машина выляса илнĕ" тесĕ çыраççĕ ватă çынсене.Кайран çыраççĕ:"Нужен залог для оформления документов 10 тыс.р" (: .

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики