Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Пресыщение - чудовище, пожирающее самую пламенную любовь.
(Оноре де'Бальзак)
 

Аçтахар Плотников: Пурне те ӑнланмалла е хамӑрла?

Аçтахар Плотников21.02.2018 18:2812760 просмотров

Паян, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне уявлать.

Кунталӑкра (календарьте) ҫакнашкал уяв пуррине халӑх пӗлсех каймастчӗ. Чӑваш чӗлхин уявӗ тесен акан 25-мӗшне аса илетчӗҫ. Чӗлхе пирки калаҫма, унӑн йывӑрлӑхӗсене сӳтсе явма халӑхӑн ҫав кун кӑначчӗ. Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунӗ те пурри пирки пӗлсех каймастчӗҫ.

Ҫавах та юлашки ҫулсенче ку уяв пӗлтерӗшӗ ӳссе те ӳссе пырать. Ҫулран ҫул ӑна анлӑрах та анлӑрах паллӑ тӑваҫҫӗ. Гуманитари институчӗпе вӗренӳ заведенийӗсенче уява халалласа тӗрлӗ мероприятисем ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Тепӗр май каласан, пирӗн тӑван чӗлхен шӑпи халӑха вӑйлӑрах та вӑйлӑрах пӑшӑрхантарма пуҫлани курӑнать.

Паллах, Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫак куна хӑйне май палӑртмасӑр ирттерсе яма пултараймасть. Ҫавӑнпа та эпир паян пӗр ыйту ҫӗклесшӗн. Вӑл вырӑсла калаҫассипе, тӗрлӗ мероприятисенче сӑмах каланӑ чухне вырӑс чӗлхи ҫине куҫнипе ҫыхӑннӑ. Ытларах чухне вӗсем ҫакна «пурне те ӑнланма пултӑр» тенипе сӑлтавлаҫҫӗ. Вырӑсла куҫнӑ чухне те малтан кун пирки асӑнса та хӑвараҫҫӗ.

Ман шутпа ҫакӑ чӑваш халӑх культурин, уйрӑмах унӑн чӗлхин, чи хӑрушӑ чирӗсенчен пӗри. Сире аса илтерме те кирлӗ мар, халӑхра ҫапла пулӑм анлӑ сарӑлнӑ: вунӑ чӑваш пухӑннӑ вырӑна пӗр вырӑс килсе тӑрсан пурте вырӑс чӗлхи ҫине куҫаҫҫӗ. Мӗншӗн? Ара, мӗн калаҫнине пурте ӑнланччӑр теҫҫӗ…

Ку япала йӗркеллӗ-и? Лайӑх пек. Ара, пурте ӑнланмалла калаҫсан ҫакӑ пурне те хисеплени пек пулса тухмасть-и? Пурте калаҫӑва хутшӑнайраҫҫӗ, пурте мӗн каланине ӑнланайраҫҫӗ. Вырӑсӗ, чӑвашла пӗлменскер, хӑйне ухмах пек туймасть.

Анчах ку тепӗр пысӑк ыйту ҫуратать. Пурте ӑнланччӑр тесе вырӑсла кӑна калаҫас пулсан хӑҫан вара чӑвашла пуплемелле? Республика пирӗн пӗчӗк пулсан та, кунта нумай-нумай халӑх пурӑнать. Чӑвашӗсем йышӗпе утмӑл ытла процент йышӑнаҫҫӗ тейӗпӗр, анчах та чӑваш маррисен йышӗ те пӗчӗк мар. Вунӑ ҫын хушшинче сахалтан та пӗр виҫӗ ҫын урӑх халӑх ҫынни пулатех. Тепӗр май каласан — калаҫакансен йышӗнче чӑвашсем кӑна пуласси сайра хутра кӑна пулма пултарать. Ку принципа тӗпе хурсан ытларах чухне вырӑсла ҫеҫ калаҫма тивӗ.

Чӑвашла вара... Ҫӳлерех асӑннӑ тӗслӗхре леш, хайхи, вырӑсне кутран тапса хӑваласа ярсан кӑна май пур. Сӑмах май, ку ҫулпа чеченсем кайрӗҫ пулас. Вӗсен республикинче халь вырӑссен пайӗ питӗ сахал, ҫавна май чӗлхе проблеми те ҫук темелле. Пирӗн вара мӗн тумалла? Вырӑса тухмалла-шим? Ялан вырӑсла кӑна калаҫа-калаҫа, тӑван чӗлхепе усӑ курас майӗ хутран-ситрен кӑна лекнӗ чухне, паллах, вырӑса тухатӑн, тӑван халӑх чӗлхине манса каятӑн. Кӑна эпир паянхи кун питӗ лайӑх куратпӑр. Вырӑсланса пынин тӗп сӑлтавӗ «чӑвашран тарасчӗ» текенни мар, «пурте вырӑсла-тӑк, хам ачана та вырӑсла ӳстерӗп» текенни.

Паллах, вырӑс чӗлхи кирлӗ. Енчен те ытти патшалӑхсемшӗн «тӗнчене тухма» май паракан чӗлхе акӑлчан чӗлхи пулса тӑрать пулсан, Раҫҫей Федерацийӗн лаптӑкӗнче пурӑнакансемшӗн унашкалли — вырӑс чӗлхи. Хамӑр культурӑна тӗнче шайне кӑларас тесен калӑпӑр, тӗпчевсене чӑвашла кӑна мар, вырӑсла та хатӗрлемелле. Ҫак тӗллевпех ӗнтӗ «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмпа тухакан кӗнекесене малашне икӗ чӗлхепе кӑларма пуҫлӗҫ. Чи малтан салтак юррисене ҫапла хатӗрлӗҫ. Чӑваш юррисемпе чӑвашла ҫеҫ мар, тӳрех вырӑсла та паллашма май пулӗ. Чӑвашӗсем кӑна мар, вырӑсла пӗлекен ытти халӑхсем те пирӗн культурӑна «тутанса» пӑхма пултарӗҫ.

Чӑвашла та вырӑсла та пӗр тан усӑ курма май пур-ши? Ман шутпа, паллах, пулать. Пирӗн республикӑра та, тулашра та, чӑвашсемпе ытти халӑхсем хутӑш пурӑнакан вырӑнсем ҫук мар. Хӑш-пӗр ялсенче чӑвашӗсемпе ирҫисем, чӑвашӗсемпе тутарӗсем ҫумма ҫуммӑнах пурӑнаҫҫӗ. Чӑвашӗ тутарла пӗлет, тутарӗ — чӑвашла. Чӑвашӗ ирҫелле пӗлет, ирҫи — чӑвашла. Ҫавна май унашкал ялсемпе тӑрӑхсенче мӗнле чӗлхепе калаҫас текен ыйту та тӑмасть. Чӑвашӗ патне ирҫи хӑнана килсен чӑвашла калаҫать, чӑвашӗ ун патне кайсан — ирҫелле. Икӗ чӗлхи те пӗр тан. Нихӑшӗ те тепӗрне «ҫисе» ямасть, нихӑшӗ те тепӗрне пӗтермест. Мӗншӗн? Сӑлтавӗ кунта — кашни халӑхӗ тепӗрне хисепленинче. Иккӗшӗ те пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ пулсан вӗсенчен нихӑшӗ те хӑйне мӑнна хурса «эп хам чӗлхене кӑна пӗлетӗп» тесе хӑйӗн чӗлхипе кӑна калаҫтармасть.

Паллах, пӗри хӑйне мӑнна хурать пулсан вӗсен хушшинчи пӗртанлӑх тепри те хӑйне мӑнна хурсан кӑна пулайрать. Пӗри «эп хам чӗлхепе кӑна калаҫатӑп» тет пулсан, тепри те ӑна ҫавнашкалах хуравласан калаҫу йӗркелеме вӗсен ҫавах пӗр-пӗрин чӗлхине вӗренесех пулать. Апла-тӑк, паянхи пирӗн пурнӑҫра вырӑс чӗлхи хуҫаланнинче хамӑр айӑп та пур — эпир хамӑра тивӗҫлӗн кӑтартайманни курӑнать: вунӑ чӑваш хушшинче пӗр вырӑс кӗрсе тӑрсан «эпир те санашкал ҫынсемех, сана пула кӑна вырӑс чӗлхи ҫине куҫмастпӑр. Ӑнланас килсен — вӗрен» тесе калама хӑюлӑх ҫитерейместпӗр.

Пӗтӗмлетсен ҫапла калӑп: халӑх пек сыхланса юлас тесен, тӑван чӗлхене упраса хӑварас тесен пухусемпе мероприятисенче пирӗн тем тесен та хамӑрла калаҫма тӑрӑшмалла, хамӑр тӑван чӗлхепе. «Пурне те ӑнланмалла пултӑр» текен принципран пӑрӑнма вӑхӑт тахҫанах ҫитнӗ. Калаҫу мӗн пирки пынине пӗлес текенни вӑл вӗренӗ. Вӗренме унӑн сӑлтавӗ те пулӗ.

Тепӗр тесен пирӗн культура ытти халӑхсемшӗн кӑсӑклӑ пулсан кӑна интереслентерме пултарӗ. Кӑсӑклӑ пулсан вырӑсла е акӑлчанла куҫарса памасӑрах тӗпчеме пуҫлӗҫ. Турккӑсем чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланаҫҫӗ-ҫке. Вӗсен кӑсӑкланӑвӗ тем тесен те вырӑсла куҫарса панинчен мар пуҫланнӑ.

Ҫавӑнпа та вӑйлӑ пулар! Хамӑра ытти халӑхсенчен катӑкрах тесе шухӑшлама пӑрахар!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Атнер // 1726.84.3785
2018.02.28 11:18
Акапасарпа килӗшетӗп.Лукиянов,Илле ИвановБалтай пирки кунта пӗрмай аса илеҫҫӗ.Ухмахсем вӗсем.Тытнӑ та садике каичченех ачисене тӑван чӗлхепе калаҫма вӗрентнӗ.Хӑть Акапасар калашле,персе пӑрах вӗсене.Каланӑ вӗсене кун пек пулма пултараймасть тесе.Садик тата шкулӑн тивӗҫӗ ку тесе.Вӗсене кура ыттисем те, турӑ ан хуштӑр,ҫуралсанах атте-анне теме вӗрентӗҫ.Ӑнланатӑр-и мӗн патне килсе тухӑпӑр?.То тӑ.Пурте,йӗркеллӗ чӑвашсем,папа-мама,а кусем халӑхран уйрӑласшӑн.ЮРАМАСТЬ !
.
Agabazar // 2991.81.3279
2018.02.28 15:21
Agabazar
Калаçма вĕрентни калаçакансен уçлăхне туса хунине пĕлтермест.
Тапсакайĕнче çеç чăвашла калаçнинчен усси сахал.
Санăн Палттайусем нимĕнле революци туса та тĕлĕнтермен-ха.
Вĕсене тĕрĕссипе никамах та курман, илтмен.
Эс ху та Атнер, чăннипе хулара вырăсла калаçса пурăнан. Кунта, ку сайта, килкелесе çеç хăвна "чăн чăваш" пек кăтартам пекки тăван. Тĕрĕссипе сан петĕм пурнăçу вырăсла пулса пырать. Чăвашлăх валли унта сан 1% теничен те каярах.

Вăт, хăвна ху персе пăрахас тетне? Ан хăтлан ун пек, мĕншĕн тесен кунта санăн айăпу çук!
Санăн айăпу урăххинче. Чăваш тăшманĕсен юррине юрлатăн — акă ăçта санăн айăп.
Атнер // 1726.84.3785
2018.03.02 10:52
Акапасар чӑваш тӑшманӗ.Хӑраса вилет Лукияновпа Илле ивановпа балтайсем хыҫҫӑн эпир те хамӑр ачасене атте-анне теме вӗретесрен.Хӑй дедушка тата папа пулнӑран.прахфиссӑр тупӑннӑ.
Agabazar // 4241.28.6803
2018.03.02 13:38
Agabazar
Аха, хăрать тит çав Акапасар. Атнер хăйĕн ачисене чăвашла вĕрентме пуçласран питĕ хăрать тит.

Атнер текен тролль вара хайĕн ачисем ăнсăртран темле майпа шарлантарса чăвашла çеç калаçма пуçласран пачах та хăрамасть тит.
2018.04.06 20:43
Чăвашла кирлĕ пулсан такам та калаçма вĕренме пултарать, куна нимĕнле ятарлă программа та кирлĕ мар. Енчен те чăваш ачисем салтакран таврăнсан эпĕ чăвашла мантăм, тесе каласан мĕн тăвас? Акапасар, пĕлнĕ пĕр юрра юптарать, мĕншĕн армян халăхĕ хăйсен хушшинче çеç мар, урăх халăх çыннине те тивекен ыйтусене хăй чĕлхипе сÿтсе явать? Вĕсем пирĕн халăха ним вырăнне хуманни çакă. Ку ĕмĕртен ĕмĕре пыракан пулăм, çавах та чăвашлăха хамăр пытарса çÿретпĕр, сахал-и-мĕн чăвашсем хăйсен нацине уçмашкăн вăтанаççĕ? Кунта вара кам айăпл?
Agabazar // 3879.8.5005
2018.04.06 21:07
Agabazar
Умна "Эпĕ — айăплă!" текен Щит çакса яр та кунĕн-çĕрен çапла сулланса çÿре!
2018.04.06 21:25
Акапасар, мĕншĕн кавказ каччисем салтакра хăйсене хĕстерме памастчĕç? Вĕсем тусларан. Пирĕн вара вырттарса тулама хатĕр пĕр-пĕрне чĕрĕлле, каккуй унта туслă пулма
Agabazar // 2110.99.6183
2018.04.07 11:53
Agabazar
Эс Тимĕрпе туслă вĕт, Пичет Министăрлăхĕнчисемпе туслă. Тата мĕн кирлĕ?

Эппин çурăм хыçне çакса яр "Эп-Туслă!" тесе çырнă тепĕр Щит.

Умран — пĕр щит, хыçалтан — тепĕр Щит... Çÿре çавнашкал гамбургер пек
2018.04.07 13:48
Акапасар, кеĕвĕçсе мĕскер тупасшăн эсир Е çавнашкал хăтланупа çÿлелле çĕкленес тетĕр-и? Енчен те вакă çын çÿллĕ çын курнине курмасть, ăнă çÿлли айăплă мар. Розенбаумăн юрринче çакăн пек йĕркесем пур: казалось бы, наоборот, от щедрости щедреют, но удивительный народ, чем больше Гулливер даёт, тем лилипуты злее. Ман çине мĕнле тапăнсан та эпĕ хамăн чыса çухатса çынна кÿрентермен. Министерствăра вара манăн, ĕç çыннин ăçтан пулчăр туссем? Мăнăн уна валли вăхăчĕ те çукпа пĕр.
2018.04.07 13:51
Тата манăн икĕ щит пулсан, сирĕн вара пур енчен те: умра - эпир угорсем, хыçра- перссем, Икĕ енчен тата икĕ тĕрлĕ, камсем-ши вара эпир чăннипе те? Тен пĕрер-пĕрер планета çинчен килсе ернĕ-ши?

Страницăсем: [1], 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики