Agabazar // 9749-4061
2018.02.21 21:09 | |
Ĕнтĕ кунта чăвашла статьясем çыраканнисем те пĕртен-пĕр Астахар Хоспочын çеç юлчĕ пулмалла. Ыттисем, Станьялтан пуçласа NN таран, пурте вырăсла шарлантараççĕ. Ну, Станьялăн чăвашла çырнисем те пур ĕнтĕ. | |
Agabazar // 9749-4061
2018.02.21 21:12 | |
"Пурте чăвашла пĕлмеççĕ" тенине иккĕлле ăнланма пулать.
Апла ан пултăр тесен "Чăвашла пурте мар пĕлеççĕ" тесен аван. Урăхларах вариантсем те пур. | |
Тимĕр Акташ // 2581.93.5174
2018.02.21 22:29 | |
Астахарпа килешмеллех. Елек (мана 1958-1968) Шупашкарти шкулсенче ачасене вырасла кана верентрес. Пухусем те вырасла кана ирттерчес. Шупашкарти хулари сынсем чавашсене йекелтерес. Перестройка чух (1988-1991) кана шупашкарти чавашесем пуссене секлерес. Чавашсен пухусенче, урамра, транспортра таван челхепе каласма пусларес. Эпир хаюлларах пулма пуслармар. Словарьсем, курссем, хасат-журнал, радиопа ТВ тарах, йахташсемпе каласса, таван челхене веренме пусларамар...
Анчах, нумай хулари чавашесем чавашла пелмессе. Весене чертме малтан вырас челхе уса курса та чавашлаха явастарас тивет... Паллах, чаваш челхе уса курса, таван халах челхе патне майепен сывхартса... | |
Таисия Ташней // 1454.81.7914
2018.02.22 04:40 | |
Тăван ывăл-хĕрĕпе чăваш ашшĕ-амăшĕ тата мĕн тесе вырăсла калаçать-ши? Хула шкулне е садикне çÿреме кирлĕ тесе вĕрентчĕр-ха вырăс чĕлхине, анчах вĕренсе çитнĕ хыççăн мĕн ячĕпе вĕсемпе килте тата урамра вырăсла пуплемелле-ши? Е ун пеккисем хăйсен ачисем ытла та тăмсай, ăша ик чĕлхе харăс илмелĕх ăсĕ те вĕсен çук тесе шухăшлаççĕ-ши?
<br> Хамăртан, хамăр килте епле тытнинчен нумай килет. Мирун Тольлисемпе Аçтахар Плотников пеккисем чăваш чĕлхи хыçне пĕркенсе вăрттăн-хыттăн никама та çыртмаççĕ, митинга та тухмаççĕ, хăйсен ĕçне шăппăн, çынна усал тумасăр тăваççĕ. Чăваш юнĕллĕ мĕнпур этем çапла пурăнсан çеç тăван чĕлхемĕре упраса хăварма тата аталантарма май килĕ тесе шухăшлатăп эпĕ. <br> "Чăвашла калаçасчĕ", - тесе çынна каласа ларса хамăр ачамăрсене тăван чĕлхене вĕрентменни, вĕсемпе ют чĕлхепе пакăлтатни демагоги çеç. | |
Agabazar // 1085.33.0125
2018.02.22 08:28 | |
Ашшĕ-амăшĕ тăван ывăлĕ-хĕрĕпе вырăсла калаçма тăрăшни — паян-ĕнер пуçланнă япала мар. Кунашкал стереотип тахçанах çирĕпленнĕ. Çапла пултăр тесе патшалăхпа çыхăннă мĕнпÿр тытăмсем те тар кăларса ĕçленĕ. Çав стереотипа аркатма ай-хай çăмăл мар.
Паллă ĕнтĕ, ниме пăхмасăр çĕнĕ çул-йĕрпе пырас пулать. Урăхла май çук. Урăхла çул-йĕр тамăк патнелле çеç илсе пыма пултарать. "Обиды не страшась, не требуя венца..." © Ыйту кунта ансат. Çав тери ансат! Вĕлерсе ярасла ансат! Калаçсан — чăваш чĕлхи пур. Калаçмасан — çук. <br> | |
Аçтахар Плотников // 1634.73.5494
2018.02.22 10:55 | |
Ман пӗр юлташ чӗлхе проблеми пирки калаҫу пуҫлансан ҫапла калать: чӑваш чӗлхи пирки мар калаҫас пулать, чӑваш чӗлхипе усӑ курас пулать. | |
Agabazar // 1085.33.0125
2018.02.22 15:47 | |
Калаçмалла. Анчах пĕччен тăпсакайĕнче калаçнипе çеç усси сахал.
Нумайăн тата нумай калаçмалла. Мĕн чухлĕ нумайрах — çавăн чухлĕ лайăхрах. Лайăххин вара вĕçĕ-хĕрри çук. Халăх çинче калаçмалла. Çынсем хушшинче калаçмала. Ирĕклĕн калаçмалла. Çапла пултăр тесен, паллах, малсăлтавсем, умсăлтавсем кирлĕ. Хăйне хай нимĕн те пулмасть. Хамăртан пиçмест, хамăр начар текелесе ларни — ĕç мар. | |
Атнер // 1726.84.3785
2018.02.26 14:46 | |
Тӗрӗс.Пустуй ачасемпе килте калаҫса лармалла мар.Ҫуралсанах вӗсене вырӑсла кӑна вӗрентмелле.Чӑвашла вара кайран садикре вӗрентчӗр чиновниксем.Каярахпа шкултан ыйтма пулать.а килте ухмах та вӗрентме пултарать. | |
Agabazar // 1702.75.3746
2018.02.27 14:31 | |
Атнер Хоспочын,
кунта юри провокацилесе ан лар. Калăн, эсĕ, Шупашкарта пурăнсах, пĕр кĕтÿ куллен чăвашла калаçса çÿрекен ача-пăчă ÿстернĕ! Акă челевисăрпа (823-мĕш кнопка) Елена Османован концертне куртăм. Сцена çине ăна саламлама мăнукĕ тухрĕ. Шарлантарса вырăсла саламлама тытăнчĕ. Вара эсĕр, Атнер, мĕн каласшăн кунпа? Чăвашла калаçма пултарайман мăнук çитĕнтернĕшĕн Елена Османована персе пăрахмалла тесшĕн-и? Мĕншĕн-ха кун пек пулса пырать? Çамрăк ача сцена çине тухса калаçни пирки кунта. Кулленхи калаçу пирки мар. Анчах та сцена çине тухса ячĕшен те пулин пĕр-ик сăмах чăвашла калайман çын, паллах, кулленхи пурнăçра та çаплах. Ку — айвана та паллă. |