Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Супружество - это пристань в бурю, нередко также буря впристани.
(Ж. Пети-Сан)
 

Agabazar: Атнер тени мӗн тени?

Agabazar22.08.2018 14:1914905 просмотров

"Тилли кӑна Тилли тееҫҫӗ, Тилли камне пӗлмеҫҫӗ..." (Петӗр Хусанкай, "Тилли юррисем").

А.П.Хусанкай ҫынсем умӗнче калаҫни. Чӑваш наци конгресӗн I Пухӑвӗ. Унпа юнашар — Э.А. Кубарев, В.Н. Викторов

29, август, 1991-мӗш ҫул. Чӑваш ССР Аслӑ Канашӗ ытларах сасӑпа – 171 сасӑ 200-тен – Чӑваш республикин президенчӗн постне туса хунӑ.

8, декабрь, 1991-мӗш ҫул: Чӑваш республикин Президентне суйлани: суйлавҫӑсен 58,6% хутшӑннӑ. 22, декабрь, 1991-мӗш ҫул. Иккӗмӗш сасӑлав: хутшӑннӑ электорат 56,7%. Пуринчен ытларах сасӑ пухни — А.П. Хусанкай. Анчах та вӑл пурпӗрех Президент пулса тӑрайман. Сӑлтавӗ — ун чухнехи саккун хӑйевӗрлӗхӗ. Урӑхла каласан, енчен те саккун кӑшт урӑхларах пулнӑ пулсан, Атнер Петрович Чӑваш республикин пӗрремӗш Президенче пулса тӑратчӗ.

Ҫак пулӑм хыҫҫӑн президентлӑх институчӗ пирки пӗр вӑхӑт шавлама пӑрахнӑ (мораторий). Ҫапах та тепӗр ҫулталӑкран Чӑваш Ен Президенчӗн суйлавӗ ҫӗнӗрен пулса иртнӗ-иртнех. Н.В.Фёдоров ҫӗнтернӗ.

А.П.Хусанкай.

Мӗнлерех хаклама пуллать-ха ҫак пулӑмсене паянхи кун ҫӳллӗшенчен?

Енчен те А.П.Хусанкай чӑнласах Президент пулса тӑнӑ пулсан, ҫакӑ пирӗн пурнӑҫра мӗнлерех витӗм хӑварма пултаратчӗ?

Ман шутпа, нумаях тытӑнса тӑраймастчӗ пуль. "Ҫисех" яратчӗҫ пулмалла ӑна юлашкинчен. Апла пулин те, чӑваш историйӗнче ку тӗлӗшпе тивӗҫлӗ йӗр юлатчӗ. Тен, хӑшпӗр питӗ кирлӗ ӗҫсем туса юлма ӗлкӗретчӗ пулӗ. Ҫапах та йӗр тени пурпӗрех юлнӑ. Вӑт ҫав йӗрсем пирки калаҫни халӗ питӗ вырӑнлӑ пек.

Чӑн малтанах ҫакна каламалла. Ҫынсем А.П. Хусанкай кам иккенне ун чухнех питӗ лайӑх пӗлнӗ. Никам та ку тӗлӗшпе пӑтрашӑнман. Туссем те, тӑшмансем те. Чӑваш халӑхӗн аталанӑвӗшӗн чӑнласах тӑрӑшакан ҫын. Эппин, ҫынни унашкал пулсан, унӑн политикӑлла программи те ҫавӑн пекех ӗнтӗ! Курӑр-ха, ҫавӑн пек ҫыншӑн сасӑлама ун чухнехи чӑвашсем пачах та хӑраман! Вӑт ҫакӑ пулать те ӗнтӗ хайхи суйлавӑн тӗп урокӗ.

Чӑн та, тепӗр ҫулхи пулса иртнӗ Чӑваш Президенчӗн суйлавӗнче Атнер Петрович Хусанкай нумай сасӑ пухайман. Ку та — ҫав тери пысӑк, ылттӑнран та хаклӑрах урок! Мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫ улшӑнса пынӑ май чӑвашсем А.П.Хусанкай программинчен хӑрама пуҫланине пӗлтерет. (Хӑйсен унчченхи суйлавӗнчен хӑйсем хӑраса ӳкнӗ...) Ҫын вӑл, — чи "ахалли", чи айванни пулсан та, — пурнӑҫ еплерех улшӑнса пынине пит аван сисет ҫав. Ҫил ӑҫталла вӗрни яланах питӗ паллӑ. Вӑт ҫапларах пирӗн интерпретаци.

Тивӗҫлӗ чухлӗ сасӑ пухаймасса пӗле тӑркач суйлава тухма кирлӗ пулнӑ-ши? "Кирлӗ пулман," — теҫҫӗ хӑшӗсем. Эп апла шутламастӑп. Хайхи ку суйлавра тупнӑ асӑннӑ иккӗмӗш урокшӑн та пулин тухмаллах пулнӑ суйлава! Тӗрӗс тунӑ!

Ку пӗчӗк хыпарта эпӗр А.П.Хусанкай Чӑваш наци конгресӗн Пӗрремӗш Президенчӗ чухне хӑйне еплерех кӑтартни пирки нимех те каламарӑмӑр-ха халлӗхе.

Хальхи вӑхӑтра унӑн "Чӑваш наци конгресӗн Хисеплӗ Президенчӗ" текен статус е титул пур. Ку статус ӑна нименле пайта та кӳмест. Ачах та вӑл кӑштах та пулин чӑваш халӑх ячӗпе те калаҫма, сӑмах хушса хума май парать. Паллах, Атнер Петровичӑн хӑйӗн кӑмӑлӗ пур пулсан.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Dfcbkbq // 4184.33.6236
2018.10.31 13:04
...Катемпи - пугало, жупел - прямо в яблочко!
Agabazar // 6370.6.7018
2018.10.31 13:23
Agabazar
вова // 1314.89.7907
2018-10-31 06:47
Атнер Петрович хӑйте ҫав ыйтусемпех муритленет пулас-ха.
=============================================
Муритленмест. Мĕн пулнине пĕтĕмпех тĕрĕс тесе шутлать. — http://chgtrk.ru/programms/view/3563
вова // 1328.72.8776
2018.10.31 17:18
Агапасара. Хусанкая асӑнса апин?
Узейко // 1517.8.0591
2018.11.04 19:15
Кам вал? Эп илтмен.
вова // 1353.98.6942
2018.11.06 18:14
Петӗр Хусанкай! Ку ята илтмен чӑваш ачи- чӑваш ачи мар!
Agabazar // 3564.33.9770
2018.11.11 19:27
Agabazar
Атнер Петрович Хусанкайран 70 çул тултарнă май илнĕ интервью — https://www.idelreal.org/a/29583308.html#comments
Узейко // 2532.54.5605
2018.11.14 22:26
Вова, Атнер пирки калап.
Agabazar // 3530.76.9239
2018.11.15 12:13
Agabazar
Путин пирки илтнĕ-и? Влвдимир Владимирович Путин. Çавăн пирки илтнĕ-и?
Микула // 9259.3.8429
2018.11.17 13:40
Тĕп "урокне" халлĕхе кунта уçса паман. Тĕп урок вăл парăнмалла мар,ывăнмалла мар,алăсене усмалла мар тата пысăк ĕç вак -тĕвек ĕçсенчен те тăрать. Пĕрре çыхлансан вĕçертмелле мар,вĕçертес пулсан çыхланмалла та мар.
Agabazar // 3081.12.7690
2018.11.17 15:47
Agabazar
1980-мĕш, 1990-мĕш çулсенче чăвашсен хутне кĕрсе "çыхланма" пултаракан çын Атнер Петрович Хусанкайсăр пуçне урăх пулман.

Телее, вăл сиксе тухнă! Йăтăнса аннă!

Çавнашкал телей килсе тухнăшăн савăнас пулать.

Тепĕр хут: 1980-мĕш, 1990-мĕш çулсенче чăвашсен хутне кĕрсе "çыхланма" пултаракан çын Атнер Петрович Хусанкайсăр пуçне урăх пулман.

Страницăсем: 1, [2], 3, 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики