Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
В жизне нет ничего лучше собственного оппыта.
(В. Скотт)
 

Agabazar: Атнер тени мӗн тени?

Agabazar22.08.2018 14:1914904 просмотров

"Тилли кӑна Тилли тееҫҫӗ, Тилли камне пӗлмеҫҫӗ..." (Петӗр Хусанкай, "Тилли юррисем").

А.П.Хусанкай ҫынсем умӗнче калаҫни. Чӑваш наци конгресӗн I Пухӑвӗ. Унпа юнашар — Э.А. Кубарев, В.Н. Викторов

29, август, 1991-мӗш ҫул. Чӑваш ССР Аслӑ Канашӗ ытларах сасӑпа – 171 сасӑ 200-тен – Чӑваш республикин президенчӗн постне туса хунӑ.

8, декабрь, 1991-мӗш ҫул: Чӑваш республикин Президентне суйлани: суйлавҫӑсен 58,6% хутшӑннӑ. 22, декабрь, 1991-мӗш ҫул. Иккӗмӗш сасӑлав: хутшӑннӑ электорат 56,7%. Пуринчен ытларах сасӑ пухни — А.П. Хусанкай. Анчах та вӑл пурпӗрех Президент пулса тӑрайман. Сӑлтавӗ — ун чухнехи саккун хӑйевӗрлӗхӗ. Урӑхла каласан, енчен те саккун кӑшт урӑхларах пулнӑ пулсан, Атнер Петрович Чӑваш республикин пӗрремӗш Президенче пулса тӑратчӗ.

Ҫак пулӑм хыҫҫӑн президентлӑх институчӗ пирки пӗр вӑхӑт шавлама пӑрахнӑ (мораторий). Ҫапах та тепӗр ҫулталӑкран Чӑваш Ен Президенчӗн суйлавӗ ҫӗнӗрен пулса иртнӗ-иртнех. Н.В.Фёдоров ҫӗнтернӗ.

А.П.Хусанкай.

Мӗнлерех хаклама пуллать-ха ҫак пулӑмсене паянхи кун ҫӳллӗшенчен?

Енчен те А.П.Хусанкай чӑнласах Президент пулса тӑнӑ пулсан, ҫакӑ пирӗн пурнӑҫра мӗнлерех витӗм хӑварма пултаратчӗ?

Ман шутпа, нумаях тытӑнса тӑраймастчӗ пуль. "Ҫисех" яратчӗҫ пулмалла ӑна юлашкинчен. Апла пулин те, чӑваш историйӗнче ку тӗлӗшпе тивӗҫлӗ йӗр юлатчӗ. Тен, хӑшпӗр питӗ кирлӗ ӗҫсем туса юлма ӗлкӗретчӗ пулӗ. Ҫапах та йӗр тени пурпӗрех юлнӑ. Вӑт ҫав йӗрсем пирки калаҫни халӗ питӗ вырӑнлӑ пек.

Чӑн малтанах ҫакна каламалла. Ҫынсем А.П. Хусанкай кам иккенне ун чухнех питӗ лайӑх пӗлнӗ. Никам та ку тӗлӗшпе пӑтрашӑнман. Туссем те, тӑшмансем те. Чӑваш халӑхӗн аталанӑвӗшӗн чӑнласах тӑрӑшакан ҫын. Эппин, ҫынни унашкал пулсан, унӑн политикӑлла программи те ҫавӑн пекех ӗнтӗ! Курӑр-ха, ҫавӑн пек ҫыншӑн сасӑлама ун чухнехи чӑвашсем пачах та хӑраман! Вӑт ҫакӑ пулать те ӗнтӗ хайхи суйлавӑн тӗп урокӗ.

Чӑн та, тепӗр ҫулхи пулса иртнӗ Чӑваш Президенчӗн суйлавӗнче Атнер Петрович Хусанкай нумай сасӑ пухайман. Ку та — ҫав тери пысӑк, ылттӑнран та хаклӑрах урок! Мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫ улшӑнса пынӑ май чӑвашсем А.П.Хусанкай программинчен хӑрама пуҫланине пӗлтерет. (Хӑйсен унчченхи суйлавӗнчен хӑйсем хӑраса ӳкнӗ...) Ҫын вӑл, — чи "ахалли", чи айванни пулсан та, — пурнӑҫ еплерех улшӑнса пынине пит аван сисет ҫав. Ҫил ӑҫталла вӗрни яланах питӗ паллӑ. Вӑт ҫапларах пирӗн интерпретаци.

Тивӗҫлӗ чухлӗ сасӑ пухаймасса пӗле тӑркач суйлава тухма кирлӗ пулнӑ-ши? "Кирлӗ пулман," — теҫҫӗ хӑшӗсем. Эп апла шутламастӑп. Хайхи ку суйлавра тупнӑ асӑннӑ иккӗмӗш урокшӑн та пулин тухмаллах пулнӑ суйлава! Тӗрӗс тунӑ!

Ку пӗчӗк хыпарта эпӗр А.П.Хусанкай Чӑваш наци конгресӗн Пӗрремӗш Президенчӗ чухне хӑйне еплерех кӑтартни пирки нимех те каламарӑмӑр-ха халлӗхе.

Хальхи вӑхӑтра унӑн "Чӑваш наци конгресӗн Хисеплӗ Президенчӗ" текен статус е титул пур. Ку статус ӑна нименле пайта та кӳмест. Ачах та вӑл кӑштах та пулин чӑваш халӑх ячӗпе те калаҫма, сӑмах хушса хума май парать. Паллах, Атнер Петровичӑн хӑйӗн кӑмӑлӗ пур пулсан.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Конми // 2451.40.6245
2018.08.22 23:23
Пурнӑҫ арканса пуҫхӗрлӗ тӑрнӑ чух пӗччен Атнер мӗнех тӑвайӗ?
Ун тавраллисем кайран кам тавра хӗвӗшрӗҫ? ЧНКра та хӑйсене еплерех кӑтартрӗҫ? Халь вӗсем ӑҫта?.
Agabazar // 7801.1.1419
2018.08.23 21:31
Agabazar
Кăçал, 2018-мĕш çулта, политика, патшалăх тата пĕрлĕх ĕçлевçи, Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш Президенчĕ, Чăваш наци конгресĕн Хисеплĕ Президенчĕ, филолог, чĕлхеçĕ, илемлĕх тишкерÿçи Атнер Петрович Хусанкай 70 çул тултарать.
Микула // 9259.3.8429
2018.08.23 21:33
Мĕншĕн Атнер пĕччен ? Мĕншĕн тесен малтан идеологи пулмалла. Идеологи никĕсĕ историнче. Паян кун та чăваш кам пулнине тăна кĕрейместĕр пулсан ытти халăхсем хушнине тусан та çитет ? Совет саманинче чăвашла вĕренме "хушнă",паян чăвашла вĕренме "хушакан" çук,вырăсла вĕренме кăна хушакансем пур.
Agabazar // 7801.1.1419
2018.08.23 23:43
Agabazar
Кам вăл пулать сашăн çав "Атнер", Микула? Санăн тусу-и вăл? Ачаран унпа пĕрле выляса ÿснĕ-и эс?

"Идеологи" пирки сăмах хускатрăн пулсан, нушникре кирлĕ ĕçе тунă хыççăн епле йĕм хăпартасси пирки шута кай. Çавăн пирки, антарнă йĕммÿне каялла еплерех хăпартасси тĕлĕшпе, "идеологи" ăстала.
Микула // 9259.3.8429
2018.08.24 05:59
Катемпи вырăнче пулас кунта Акапасар ? Суйлав пирки çыран,суйлав мĕнне пĕльместĕн. "Тепĕр çулччен" халăх шухăшĕ улшăнма пултарайман. Суйлав ирттерекеннисем кăна улшăннă.Çĕнĕ технологсем,çĕнĕ технологипе усă курса кирек кама та кирлĕ пек суйлаттарма пултарнă. Халăх шанăçпе кирлĕ пек усă курайманнисем пирĕн туллиех.
Микула // 9259.3.8429
2018.08.24 06:13
Тĕп урок пирки те суян, Акапасар. Тĕп уроксем историнче туллиех. Çумра укçашăн тата "привелегишĕн" сутас текеннисем яланах пулассине пĕльсе тăмалла пулнă. Пĕтĕм шутласа хунине пурне те каламалла мар пулнă. Çумри командăна пĕлсе пухмалла пулнă. Шаймиев пултарнă, Атнер пултарайман. Мускавпа калаçса татăлма пултарайман.
Agabazar // 2102.24.0552
2018.08.24 07:11
Agabazar
Матттуркка, пыр, кай та — калаçса татăл мускавсемпе. Пăркала лешсене хăвна кирлĕ пек. Анчах та кунта шăршлантарса çÿреме кирлĕ мар.
Микула // 9259.3.8429
2018.08.24 10:41
Кунта- ăçта ? Сан патра? Дикийланса ан кай,çынсемсĕр тата. Тен малтан чăннине каламалла? Утопия сарма тăрăшмалла мар.

Страницăсем: 1, 2, 3, [4]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики