Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Не раскрывайте случайных книг.
(Агни-Йога)
 

Юрий Яковлев: Поэт пулса пурӑнать Александр Мефодьев (Сантӑр Аксар) ҫӗр ҫинче

Юрий Яковлев24.12.2018 23:136441 просмотров

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)

 

«Хампа пӗрле тӑрса юрлакана / Ҫур чунӑма ҫурса парӑттӑм», – тенӗ чӑваш (Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ. 4 том. Юрӑсем. Шупашкар, 1979. 149 с.).

«Ӑнланма пултарни – этеме этем тӑвакан пахалӑхсенчен тӗпри, – теҫҫӗ философсем. – Хӑйне ӑнланнине, ӑнланакана кӗтни – этем чунӗ мӗн ыйтнисен йышӗнче чи вӑйлисенчен пӗри».

А.И. Мефодьева – Сантӑр Аксара – эпир ӑнланман-ха. Ӑнланасси патне, тӗрӗссипе, пыман та. Ҫынна ӑнланма ҫур пӑт тӑвар ҫимелле теҫҫӗ. Александр Ивановича тахҫантанпа пӗлекенсем те темшӗн ӑнланас йӗр ҫине ӳкмен. «Поэт мар ӗнтӗ вӑл», – терӗ Ю.М. Артемьев (2018, чӳк, 28). А.С. Смолин – Сантӑр Аксара вырӑсла куҫараканӗ. Анчах вӑл та темшӗн Сантӑр Аксарта унра ҫуккине шырать. «Тӗссемпе туйӑмсен алхасӑвӗ» тесе ят панӑ вӑл «Сандор Аксар. Сильбийский родник. Стихи и песни, поэма» кӗнеке (Чебоксары, 2006) умсӑмахне: «Поэзи пулмалла айвантарах та», – тенӗ хӑй вӑхӑтӗнче А.С. Пушкин. Паллах ӗнтӗ, вӑл поэзи ӑссӑр та ниме юрӑхсӑр япала пулмлла темен, пачах та урӑхла – Александр Сергеевич сӑвӑсен урӑм-сурӑм хӑватне, урӑхла каласан, туйӑмсен ирӗклӗхпе шухӑшсен алхасӑвне, вӗсемсӗр поэзи пулма та пултарайманнине шута илнӗ. Вырӑссен аслӑ ҫыравҫи каланине эпир кӑштах улӑштарасшӑн, хальхи сӗм парасшӑн: «Поэзи – вӑл пуҫтахлӑхпа иртӗхӳлӗхӗн уйрӑм тӗсӗ». Ҫак шухӑш Пушкӑртстан халӑх поэтне Мустай Карима та килӗшнӗччӗ. Александр Мефодьевӑн – Сантӑр Аксарӑн (сӑмах май, вӑл та Александр!) сӑввисемпе паллашнӑ май, – вӗсенче шӑпах ҫав сӑрӑсемпе туйӑмсен алхасӑвне асӑрхатӑн. Пӗрре пӑхма Александр Ивановичӑн (манӑн вӗрентекенӗмӗн тата ҫав тери ырӑ ҫыннӑн) поэзийӗ нимӗнпех те уйрӑлса тӑмасть темелле (калӑпӑр, Г.Айхинни пек мар), анчах та шӑпах чӑвашла, тинкеререх пӑхсан, унӑн ансат йӗркисенче маларах курӑнсах кайман пӗрчӗсемпе тӗпренчӗксене те асӑрхатӑн. Ҫакӑ пулать те ӗнтӗ, пирӗн шутпа, Поэзи сипечӗ».

Пуҫтахлӑхпа иртӗхӳлӗх мар – сӑпайлӑхпа чаруллӑх йӗркелесе тытса тӑраҫҫӗ А.И. Мефодьевӑн пурнӑҫӗпе пултарӑвне. Кун пирки «Тӑван Атӑлта» (2013, 11 №, 101-103 с.) тухнӑ манӑн «Йӗрке ачи (Александр Мефодьев метафизики)» тӗрленчӗке вулӑр. Александр Мефодьев – идеалист. Идеалистран та ытларах вӑл – идеолог. Вӑл мӗне хирӗҫ тӑнине, мӗнпе тавлашӑва кӗнине, мӗнле хаклӑхсене хӳтӗленине шута хумасӑр Александр Мефодьева тӗрӗс тата туллин ӑнланма ҫук. (А.Г. Дугин деконструкци пирки: «…любое высказывание для его точного и правильного понимания должно быть приведено к тому контексту, откуда оно изначально взято. Затем необходимо проанализировать его содержание не абстрактно, а применительно к той среде, где оно возникло и сложилось, проследить его связь теми высказываниями, наряду с которыми оно делалось, – особо уточнить его полемический смысл (т.е. против кого или за кого оно было ориентированно), на что оно косвенно (или прямо) намекало и, в принципе, зачем оно было сделано».).

Кӗрешер эппин: чӑваш ан пӗттӗр

Ҫак асамлӑ ҫутӑ тӗнчере.

Ҫӗр ҫинчен чӑваш сасси ан ҫӗттӗр –

Турӑмӑр, эс пулӑшчӗ пире!

Ҫак йӗркесемпе вӗҫленет Н.А. Енилина, чӑвашлӑхӑ хӳтӗлес тата аталантарас ӗҫри паттӑра, халалланӑ «Неҫҫе Кулине. Чӑваш халӑх художникне» (2014) сӑвӑ.

Мартин Хайдеггер идеализм пирки ҫырнӑ чухне: «Бытие отыскивается в идее, в идейном и идеальном», – тет (Хайдеггер М. Время и бытие. М., 1993. С. 384.).

Паянхи чӑваш Александр Мефодьева кӑмӑлсӑрлантарать, кӑмӑлне хуҫать:

Чӑваша мӗн ҫитмест?

Пӗтӗҫӳ, пӗрлешӳ.

Ҫураҫу, мирлешӳ…

Ҫавна пар чӑваша, Ҫӗнӗ ҫул!

 

Чӑваша мӗн ҫитмест?

Тӑван йӑхшӑн ҫунни,

Чӗлхине ыр сунни…

Ҫавна сӗн чӑваша, Ҫӗнӗ ҫул!

 

Чӑваша мӗн ҫитмест?

«Эпӗ те ҫын!» тени…

«Эпӗ – халӑх!» тени…

Ҫавна сун чӑваша, Ҫӗнӗ ҫул!

 

Чӑваша мӗн ҫиет?

Кӳлешӳ, хирӗҫӳ,

Вӗчӗхӳ, кӗвӗҫӳ…

Ҫавна пӑр чӑвашран, Ҫӗнӗ ҫул!

 

Чӑваша мӗн хуҫать?

Пӗр-пӗрне таптани,

Ҫӑхавпа варлани…

Ҫавна тарт чӑвашран, Ҫӗнӗ ҫул!

 

Чӑваша мӗн хӑртать?

Тымарне хӑй ватни,

Туратне хӑй татни…

Ҫавна сир чӑвашран, Ҫӗнӗ ҫул!

(«Чӑваша мӗн ҫитмест? (Ҫӗнӗ ҫулхи кӑмӑл)»)

Хайдеггер асӑрхаттарнӑ пекех, Александр Мефодьев пурнӑҫ тупсӑмӗ-пӗлтерӗшне идейӑра, идейӑллӑ япала-пулӑмра, идеалра шырать, тупать…

Ҫутӑ сӑнлӑ пӗлӗше курсан

Тӗксӗм сӑнӑм йӑлтӑр ҫуталать,

Питӗмре йӑл кулӑ ҫуралать.

 

Ӑшӑ чунлӑ тантӑша курсан

Шӑннӑ чун сасартӑк ӑшӑнать,

Шӑмшака хӗрӳ вӑй хушӑнать.

 

Савӑк кӑмӑллӑ ҫынна курсан

Пӑсӑк камӑл хӑвӑрт ҫухалать,

Умӑмра малашлӑх уҫӑлать.

(«Ҫутӑ сӑнлӑ пӗлӗше курсан…»)

Чӑваша та, чӑвашлӑха та сӑвӑҫ ҫутӑ сӑнпа, ӑша чунпа, савӑк кӑмӑлпа ҫыхать, пиелет…

Тӑван чӗлхе чечек пек селӗм,

Ҫемҫе те, ҫепӗҫ те ачаш…

Ҫиҫет ӑш-пиллӗн те хӗвеллӗн

Ун тӗнчинче кашни чӑваш.

 

Чӗлхемӗрте – вӑрман кашлавӗ,

Хӑна-вӗрле, кил-йыш сасси,

Мӑн Атӑл хумӗсенӗн шавӗ,

Ӑрша вӑййиллӗ тыр пусси.

 

Унта – чӑваш ҫыннин тивлечӗ,

Телей сунан чӗре ӑшши,

Кӗлпук кулли, Нарспи тевечӗ,

Сентти лаши, Тилли ташши.

 

Тӑван чӗлхе – атте йӑмрийӗ,

Сар ҫимӗкри уяв юрри,

Хӗрсен эрешӗпе тӗррийӗ,

Чӑвашӑн тарават турри.

 

Ӑна пӗр вӗҫсӗр савӑнмалӑх

Пире пилленӗ несӗлсем.

Ун кӗввинче – манми аваллӑх,

Хавас кунсем, салху сӑнсем…

 

Нумай хутчен хӗҫпе хӑмсарчӗ

Чӗлхемӗре ылханнӑ ют.

Кашнийӗнчех пуҫне пытарчӗ

Ярсассӑн халӑх ҫупкӑм-вут.

 

Паян каллех хускалчӗ тӑвӑл,

Татасшӑн пирӗн тымара.

Анчах тем пек урсассӑн та вӑл

Пӗтме памастпӑр хамӑра.

 

Кашни чӑваш хӗмпе ҫунсассӑн

Ҫук, вилместех тӑван чӗлхе.

Унпа, поэт пек каласассӑн,

Кӑкарӑннӑ ӗмӗрлӗхе.

(«Тӑван чӗлхе»)

Александр Мефодьев сӑвви-юррипе ҫывӑхрах паллашнӑ ҫемӗн ирӗксӗрех Хайдеггер калани аса килет: «Поэт пулса пурӑнать этем ҫӗр ҫинче».

Сар чечек вӗлле хуртне

Ҫупӑрлать ачашшӑн,

Хӑйӗн пыллӑ сӗткенне

Йышӑнма ыйтасшӑн.

 

Эпӗ – ҫав пыл хурчӗ пек,

Эсӗ – сар чечек.

Юрату ытамӗнче

Эпӗр – пӗр тӗнче.

 

Йӑлтӑр сывлӑм ҫӗр питне

Чуптавать йӑвашшӑн,

Ӳстерме ун пулӑхне

Савса пулӑшасшӑн.

 

Эп – ҫав йӑлтӑр сывлӑм пек

Эс – ҫӗр пичӗ пек.

Юрату ытамнче

Эпӗр – пӗр тӗнче.

 

Сарӑ хӗвел ҫӑл шывне

Ыталать хавассӑн,

Хӑйӗн симлӗ асамне

Ыр сунса парасшӑн.

 

Эп – ҫав сарӑ хӗвел пек,

Эс – ҫӑл шывӗ пек.

Юрату ытамӗнче

Эпӗр – пӗр тӗнче.

(«Санпа эпӗр пӗр тӗнче»)

Александр Мефодьев хӑй тӗнчине чӑн чӑваш тӗнчи пек ҫавӑрать. Юмахри пек, ҫӑтмахри пек тӗнче. Ытарма ҫук тӗнче. Ҫавӑн пек тӗнче ҫавӑрса Александр Мефодьев чӑн поэт тивӗҫне пурнӑҫлать.

1946 ҫулта Мартин Хайдеггер «Поэт вара мӗн-ма?» ҫырать. (Нимӗҫлерен вырӑсла А.Г. Дугин куҫарнӑ. Хайдеггер ӗҫне вӑл «К чему поэты?» тесе ят панӑ.). Турӑсем таврӑнччӑр тата чунсем килччӗр тесен вӗсем валли вырӑн хатӗрлемелле. Ҫутӑ, сӑваплӑ сӑн кӗмелле вӗсем килес вырӑна… Ҫыннисен хӑйсен те тасалмалла…

Пӑлан пек юртать ҫӗнӗ самана,

Ырлӑхне сӗнмест, чӗнмест хӑнана.

Пурпӗр юрамасть пуҫсене усма,

Чарма юрамасть кӳммене кусма.

 

Тӑтӑрах хӗвел ӑшшине парса,

Пурнар пӗр-пӗрне юратса-савса.

Сывлӑхпа чунлӑх пулччӑр ӗмӗрех,

Пӗрлӗх-килӗшӳ патӑр вӑй пире.

 

Ҫӗрпеле вӑрман – пирӗн ӑраскал,

Кар тӑрса тухсан – ӗҫ пырать кал-кал.

Пуҫ тайса ӗмӗр атте-аннене

Упрӑпӑр куҫ пек тӑван чӗлхене.

 

Ҫӗттӗр кӗвӗҫӳ, пӗттӗр кӳлешӳ,

Ҫыхтӑр пӗр тӗвве аслӑ кӗрешӳ.

Хунава сарса ҫӳлелле ярар,

Чӑрмава ҫӗнсе малалла каяр.

(«Самана юрри»)

 

Чӑваш пулса ҫак ҫӗр ҫине

Эпир авал яланлӑх килнӗ.

Чӑваш тенчийен уҫҫине

Турӑранах сӑваплӑн илнӗ.

 

Несӗлсене пуҫа тайса

Эпир малашлӑха утатпӑр.

Тӑван йӑха аслӑлатса

Пыма чунпа тупа тӑватпӑр.

 

Хавшак мар эпӗр ӑс-пуҫран.

Пӳпе – кӗрнек, тумпа – ятуллӑ.

Хӑватлӑ, ҫирӗп вӑй-халран,

Ӑна пире пилленӗ Улӑп.

 

Хӑюллӑн утӑмлать чӑваш

Хуҫа пулса ҫӗрпе шыв ҫийӗн.

Ҫул хыврӗ уҫлӑха вӑш-ваш,

Тен, Марс ҫине те, акӑ, ҫитӗ.

 

Кӑмӑлпала эпир пуян,

Тӗп мул – сӑмах та юрӑ, тӗрӗ.

Хӑй йалине упрать паян

Хастарлӑ йӑхӑн ывӑл-хӗрӗ.

 

Акатуйра ӑмӑртмалла

Янрать кӗсле те купӑс, шӑпӑр,

Хӗрсем шӑваҫҫӗ акӑшла,

Яшсем сикеҫҫӗ тӑпӑр-тӑпӑр.

 

Ӗҫчен чӑваш ӑш-пиллӗхне

Этемлӗхе савса паратпӑр.

Тӗнчен тулли илемлӗхне

Пур халӑхпа пӗрле тӑватпӑр.

(«Чӑн чӑваш юрри»)

 

Йӗрке ачи

(Александр Мефодьев метафизики)

«Тӑван Атӑл», 2013, 11 №, 101-103 с.

 

«Шыв юхтармасть, – теҫҫӗ Александр Иванович пирки вӗренекенӗсем. – Ялан ӗҫ пирки калаҫать. Кирлӗ-кирлӗ мара калаҫмасть».

«Йӗркене пёсмалла мар тетчӗ ялан, – аса илеҫҫӗ Чёваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен литературӑпа фольклористика пайӗн ӗҫтешӗсем Ольга Терентьева тата Татьяна Кириллова-Семенова Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑта. – Ҫак сӑмахсене вӑл сылтӑм аллипе касса татнӑ пек хӑй умӗнче сулласа калатчӗ. Саккун йӗркине пӑхӑнатчӗ».

Йӗрке, йӗркелӗх – А.И. Мефодьев феноменне, вӑртённе тӗшмӗртме май паракан ӑнлав. Ӑнлав кӑна та мар. «Йӗрке ачи» тенӗ пулӗччӗ ӑна ахӑртнех Митта Ваҫлейӗ. Стихия вӑл – «чупкӑн вӑй, чараксӑр кӑмӑл» (Ҫил ачи), «каскӑн вӑй, амаклӑ кӑмӑл» (Вут ачи), «аскӑн вӑй, хум-шавлӑ кӑмӑл» (Шыв ачи) кӑна мар. Йӗркелӗх те вӑл – стихия. Ҫак хӑват пурӑнать Мефодьев чунӗнче: тытса тӑрать ун тӗнчине. Йӗрке – ун метафизика никӗсӗ.

«Сӑрт-сӑрт урлӑ тӳрӗ урамсем

Тӑсӑлаҫ ҫип ҫапнӑ пек инҫе».

«Шупашкар» юрӑри ӳкерчӗкре йӗркелӗх сӑнланнӑ. Геометри, геометрилӗх – Мефодьевӑн пурнӑҫӗнчи тата пултарӑвӗнчи стиль хӑйне евӗрлӗхӗ. «Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын» теҫҫӗ ун пирки. «Ҫип ҫапнӑ пек» пурӑнма тӑрӑшнӑ вӑл. Утса тухнё кун-ҫул йӗрӗ те ун авкаланчӑк мар. Шухӑш-кӑмӑла вылятакансене вӑл юратмасть. Вылянчӑк ӑслисене, вылянчӑклӑн калаҫакансене картмасть. «Ан ситрелсем, кӑмӑл-сипет» тесе ят панӑ вӑл «Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв» кӗнекери (2003) пӗр тӗрленчӗке. Сӑмахпа ҫеҫ мар, пурнӑҫӗпе те Александр Иванович ҫакна калать. «Ӗҫе питӗ тӗплӗ тӑвать: - тет Вера Никифорова тӗпчевҫӗ. – Тӗплӗ, тӳрӗ чунпа пурнӑҫлать. Панӑ сӑмаха тытать». Шанчӑклӑ ҫип сӑнчӑртан та ҫирӗпрех. Каларӑшӑн пӗлтерӗшне, вӑйӑмне Мефодьев шалтан ӑнланать. Пурнӑҫ принципӗ вырӑнне хурать. 2008 ҫулхи чӳк уйёхӗн 22-мӗшӗнче калаҫнинчен: «Арҫынӑн сахалтарах калаҫмалла. Ҫирӗп пулмалла. Сӑмаха тытма пултаракан ҫын пулмалла. Пурнӑҫлама пултаракан ҫын пулмалла. Шухӑшпа ӗҫ килӗшӳре, ҫураҫура пултӑрччӗ. Вӑйлӑ пулмалла. Хӳтӗлеме пултартӑр. Хута кӗме, пулӑшма хатӗр пултӑр».

Тӗнче кукрине тӳрлетсе пӗтереймӗн теҫҫӗ. Алла устаракан, тӗрӗслӗхшӗн кӗрешес кӑмӑла хуҫакан ҫак чӑнлӑха Мефодьев пӗлет. Анчах вӑл, утмӑлмӗш ҫулсен ачи, хӑй ӑшӗнчи ҫав вӑхӑтӑн романтика ҫутине усал тӗнче сӗмлӗхне хуплама памасть. «Ҫӗннине, лайӑххине сарма тӑрӑшнӑ, япӑххине пӗтерес тесе кӗрешнӗ», – ҫырать вӑл «Утмӑлмӗш ҫулсен ҫути» (2001) статьяра. «Тӳрех хыпса каймастӑп, – тет вӑл хӑй пирки. – Тӗрӗсмарлӑх япали пулсан – хӗрсе каясси пулать. Ҫапӑҫса ҫӳремен. Анчах чунпа эпӗ кӗрешӳҫӗ. Йӗркене пӑснине асёрхаттаратӑп… Ҫеҫпӗл тӗслӗхӗ мана ҫунатлантарать».

«Тӗнче пуриншӗн те пӗрре» кӗнекере (2005) Мефодьев тӗрӗссӗрлӗх-тӗрӗсмарлӑхсемпе килӗшменни, вӑй тата май ҫитнӗ таран вӗсене хирӗҫ епле тӑни йӗрленет. Курнине курмӑш пулмасть вӑл. Ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре те, шанса панӑ ӗҫре те, кулленхи пурнӑҫра та – таҫта та-таҫта та – вӑл йӗркесӗрлӗхе асӑрхать. Ҫӳлтисем, влаҫрисем патне, халӑх патне чунне, ӑсне канӑҫ паман кукӑр-макӑрсене епле пӗтерме кирли пирки хӑй шухӑшне ҫитерме тӑрӑшать. КПСС Чӑваш обкомӗн культура пайӗн инструкторӗ пулса Мефодьев 13 ҫул ӗҫлет. «Ку ӗҫ йӑлт типӗтсе ячӗ мана», – тет вӑл. Хаҫатҫӑ-журналист ӗҫӗ те ҫынна типӗтет (Александр Иванович Йӗпреҫпе Патӑрьел райхаҫатӗсенче, «Хатӗр пул» журналта вӑй хунӑ). Гоголь Белинский патне ҫырнине аса илер-ха. Мефодьев хӑйӗн пурнӑҫне, шалти пурнӑҫне ӳнерпе, чӑвашлӑхпа ҫыхма тӑрӑшни вӑл – сӳрӗклӗхе парӑнас теменни. Темле ачалла кӑмӑл, тӗнчетуйӑм систерет (сисӗнет мар – систерет: Александр Ивановичшӑн вӗрентесси, чӑвашла вӗрентесси, воспитани парасси яланах малта) хӑй пирки вӑл ҫырнисенче. Хытнӑ чуншӑн Мефодьев айван пек курӑнӗ. «Пыран ҫын тӳрех шӑнкӑртатса юхакан асамлё шыв патне туртӑнать, – вулатпӑр «Ивановпа Ухсай ҫӗр-шывӗнче» тӗрленчӗкре (1992). – Эпир те пытӑмӑр, пӗр хушӑ куҫ илмесӗр пӑхса тӑтӑмӑр. Юнашарах шыв курки. Анчах манӑн темшӗн унпа усӑ курас килмерӗ, Силпин тап-таса ҫветтуй шывне ывӑҫласа ӗҫнине ним те ҫитмен пек туйӑнчӗ. Темиҫе хутчен алӑсем ҫине ярса ӗҫрӗм ӑна: тарӑн та уҫӑ, таса та техӗмлӗ шыва. Килениччен, ӑш каниччен, кӑмӑл туличчен».

«Иван Яковлевичён куҫӗсем шывланчӗҫ…» тесе ят панӑ вӑл Варвара Павловна Горшкова аса илӗвне (1998). Мефодьевӑн та куҫӗсене час-часах куҫҫуль капланса килет. Куҫҫуль витӗр пӑхать вӑл тӗнчене. Ҫакна туякана кӑна ун хӑпартланӑвӗн (сӑвӑҫсен тата хӗр пӗрчисен пулать вӑл ытларах) тупсӑмӗ, чӑн илемӗ уҫӑлать:

Хӗвел савса ҫупӑрлать:

Кӑнтӑр ҫилӗ ачашлать,

Ӑшӑ ҫумӑр чашлатать

Ҫуркунне.

Ырлӑх акать ҫӗр ҫине

Ҫуркунне?

Ҫук, чиновник ӗҫӗнче чунӗпе хытман Александр Иванович… Акӑ, тӗслӗхрен, педагогика институтӗнче ӗҫлеме пуҫлани ӑна «ҫунса-ялкӑшса тӑракан ҫамрӑклӑхӑн асамлӑ тӗнчине лекнӗн» туйӑнать. 2003 ҫулта ҫырнӑ «Ӗненӳпе кӳренӳ хутлӑхӗнче» хайлавра вӑл «Ялав» журнал унра, тӑххӑрмӗш класс ачинче, епле кӑмӑл-туйӑм вӑратнине аса илет: «Краска шӑршиллӗ ҫӗнӗ журнала антӑхса та хыпӑнса алла илтӗм, васкаса уҫкалама тытӑнтӑм. Маншӑн, сӑвӑ сипечӗпе пуҫа ҫавӑрма пуланӑ ҫамрӑкшӑн, унти кашни пуплев, кашни сӑмах калама ҫук хаклӑччӗ, асамлӑн курӑнатчӗ. Хальхинче уйрӑмах Альпӑрт Канашӑн ҫулӑмлӑ сӑввисем тата Митта Ваҫлейӗ ун ҫинчен ҫырнӑ хӳхӗм йӗркисем тыткӑна илчӗҫ. Вӗсене пӗр хутчен вуланӑ хыҫҫӑн текст тӑрӑх куҫсемпе тепре чупса тухрӑм, унтан тата тепре… Яш чӗремре темӗнле ӑнланмалла мар ҫепӗҫ туйӑм хускалчӗ, тӗлӗнмелле ӑнтӑлу, хавхалану, ҫунатлӑ ҫӗкленӳ ҫуралчӗ».

Ҫакӑн пек ҫыру хавалӗ теприне – Мефодьева чунпа ют ҫынна – пушӑ эреш пек курӑнӗ? Тӗрӗссипе вара, ҫавӑн пек сӑмах шереписене эрешлекенӗ вӑл – ҫыраканӑн ҫемҫе чунӗ, унӑн куҫҫулленнӗ куҫӗ… «Юхан шыв ҫӑлкуҫсенчен пуҫланать» – ҫапла янӑрать пӗр тӗрленчӗк. Ан тив, ку вӑл пурне те паллӑ. Анчах ансат пуплевӗн тупсӑмӗ, илемӗ мӗн каланинче мар – мӗнле каланинче, мӗн калаННинче? «Чӗмпӗр шкулне пӗтернисем пурте тӑван халӑха ырӑ тӑвас, унӑн ӳнерне ҫӗклес тесе вӗресе-ҫунса тӑнӑ? Пултарулӑх ӗҫне хӑйсем те хастар хутшӑннӑ: ял-йыша та анлӑн явӑҫтарнӑ. (…) Юлашки ҫулсенче литературӑна хӗрсем ытларах туртӑнни кӗретех сисӗнет. Вӗсем хӑйсемпе пӗрле унта илӗртӳллӗ илем, ҫепӗҫлӗхпе ачашлӑх, ырӑлӑхпа ҫутӑлӑх, тасалӑхпа юрату, ӑшӑ кӗвӗсем илсе килеҫҫӗ». Кӑна Александр Иванович хёй пирки каланӑнах туйӑнать? «Таса лирика килӗшет мана, – тет вӑл. – Философланни, ҫӑрса тултарнисем: кукӑр-макӑрсем килӗшмеҫҫӗ. Ӳнерте ҫутҫанталӑк, пейзаж килӗшет. Авангардистсем килӗшмеҫҫӗ».

Ҫӗн йӗркелӳпе (перестройкёпа) килнӗ курнӑҫ-пӑрӑнӑҫсенчен, лапра-ҫӗпререн, тӗттӗмлӗх-культурӑлӑхсӑртан… эпир ывӑнтӑмӑр. Тӗнче ҫаврӑнать. Ҫакна пурсӑмӑр та туятпёр. Йӗркелӗх, тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗх хӗвелӗ еннелле питпе ҫаврёнать… Ҫӗн йӗрке килет… Мефодьевӑн ырӑ кӑмӑлӗ те ҫӗн кун ҫутипе пӗр кӗвӗллӗ пулассӑн туйӑнать...

 

28.12.2008

Анатолий Розов ӳкерчӗкӗ. Юрий Яковлев сӑнӳкерчӗкӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики