Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Никогда не говори вещей, в которых позже придется раскаиваться.
(Сервантес)
 

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1741772 просмотров

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Ялтан // 1729.90.1496
2019.06.17 20:34
Владик сана лайӑх пӗлет, вӑл ахальтен каламасть.
Валери Туркай // 1761.7.7084
2019.06.18 16:02
Мӗн, ӑмсанатӑн-им, Базилио, Туркая?
Ӑмсан, ӑмсан, аноним-"паттӑр"!
Эп айӑплӑ мар сана ТУРКАЙ пулма паманшӑн!
Ман арӑм патне САН ПЕК ЙӖКСӖКСЕМ пайтах шӑнкӑравланӑ.
Ҫиех хӑвӑн хӑймуна! Е ман пата кил - ярса паратӑп!
Ман яланах пур _ коньяк та, виски те, кӑрчама та!..
ГАИрен ан хӑра - пулӑшатӑп!
Валери ТУРКАЙ. 8-927-855-54-80.
Базиль Кириллов // 2127.59.0507
2019.06.18 21:54
Каллех лӗрккесе ларать.
Кузьмич // 8022.7.6110
2019.06.19 03:44
Знай, Тургай, почему Варык так сильно беспокоится о Хусанкае, он-то знает, что А.П.Х - искусственно созданный для простого народа во времена перестройки некий образ национального патриотизма, лишь пиарпродукт - мыльный пузырь, чуть заденешь - лопнет и пипец будет вашему современному чувашскому мифу.
Валери Туркай // 1761.7.7084
2019.06.19 12:43
Базилио кушак аҫи каллех Туркая ӑмсанать!
Кил, ара, пӗрле лӗрккетпӗр!..
Тепӗр тесен, САН ПЕККИПЕ лӗрккиччен, Трамппа пӗрле лӗрккеп!
Чӑваш халӑх поэчӗ, Комсомольски районӗн хисеплӗ гражданинӗ (кӑҫалхи майӑн 21-мӗшӗнче пачӗҫ) Валери Воробьев-Туркай 8-927-855-54-80. Шупашкар варри.
"Паҫилио", ЭС хӑш нӳхрепӗн хисеплӗ гражданинӗ?
2019.06.19 19:21
Кузьмич, чăваш чĕлхи вăл Хусанкай çеç мар, вăл Иванов, вăл Яковлев. Е эсĕ те кÿштетĕн чăваш чĕлхи çĕтменрен?
2019.06.20 09:25
Валерий Туркай, çывăха ан илĕр кунта сайт çинче çырнине. Кунта чылайăшĕ халăх çине уççăн тухса калама вăтанаканскерсем ник хыçне пытанса çыраççĕ.Чăн ятне те пĕлтерме шик ленеççĕ, мĕскер калаçмалли пур вĕсемпе
Валери Туркай // 1761.7.7084
2019.06.20 11:01
Тавах, Аскольд!
Ӑнланатӑп, пӗтӗмпех ӑнланатӑп, анчах та ытла та нӗрсӗр-ҫке вӗсем!
Базиль Кириллов // 4227.95.5826
2019.06.20 15:53
Туссем! Кӑштах та пулин кулӑш туйӑмне пуҫтарса хамӑр ҫине пӑхса илер. Нимех те пулса иртмест-ҫке, пирӗн пӗве шурлӑхланса пынине сисместӗр-им?
Ялтан // 2336.21.3344
2019.06.20 22:23
Мӗншӗн вилсе кайса хӳтӗлет Ю. Исаев Вино Градова? "Диссертацине" кам ҫырни паллӑ пулать вӑл кӳренсен. Пуҫланать вара...

Страницăсем: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики