Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Конечно, обдумывай "что", но еще больше обдумывай "как"!
(И. Гете)
 

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1741773 просмотров

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Малай // 3325.24.4437
2019.05.27 22:42
Ку темăпа "Хыпар" хаçатра е "Тăван Атăл" журналта "Çавра сĕтел" ирттерсен те юрăхсăр пулмасть.
Алексин // 2126.90.8507
2019.05.29 17:51
Малай, ачам, вараланмалли сӑмахсемпе ан калаҫ, "варвитти" сӑмаха капла ҫырнӑшӑн Юсаевпа Виноградов сана тӑн кӗртсе илеҫҫӗ-ак!
Алибасов // 2126.90.8507
2019.06.03 14:32
"Тӑван Атӑлта" (1919, 5№, 92 стр.) "Аншарли... чун илли" сӑвӑ пичетленнӗ. Орфографи мыскари-ши ку? Тен, кӑна Эльвира Иванова корректор (Иллен арӑмӗ) никам куриччен тӳрлетсе янӑ?
Малай // 2470.79.4983
2019.06.03 22:39
Чăнласах та укçашăн çапла касса, вакласа пĕтерчĕç-ши чăваш чĕлхине çавăн чухне Андреев, Виноградов, Хузангай, Леонтьев?Чăннипех укça илнē пулсан таçта темле архивра вĕсем укçа илни çинчен алă пуснă ведомосчĕ упранмаллах эппин.Кам та пулин журналист çавна туртса кăларма пултараять-ши?
Туркай // 3230.03.6332
2019.06.10 17:02
ЙӖРКЕЛЛӖ орфографие пӑснӑ-ҫӗмӗрнӗ ТӐВАТӐ АЙВАН та МӐНКӐМӐЛЛӐ "чӑваш" пирки МАЛАЙ текенскер питӗ тӗрӗс каланӑ - Андреев, Виноградов, Хузангай, Леонтьев!
Вӗсене ҪАК Киревсӗр усал ӗҫшӗн чӑваш халӑхӗ нихҫан та каҫармасть!
Орфографи - АЧА ВӐЙЙИ мар!
Валери Туркай 8-927-855-54-80
Варык // 3000.76.3861
2019.06.11 16:03
Воробьв юлташ Хусанкая ан тӗкӗн
ТУРКАЙ // 3230.03.6332
2019.06.14 19:54
"ВАРЫК" текенскере (йӗркеллӗ хушмаят та тумайман, мӑнтарӑн!): эп Хусанкая тӗкӗнме пуҫламан-ха. Чӑнласа тӗкӗнсен, ҫав ЧӐНАХ ТА АСЛӐ АШШӖН ӑнман ывӑлӗнчен ЙӖПЕ ВЫРӐН кӑна юлать!
Ан иккӗлен, аноним-варык! Пӗртте ан иккӗлен!
Валери Туркай. 8-927-855-54-80. Шӑнкӑравла, "вырык"!
Базиль Кириллов // 3720.66.3865
2019.06.16 19:33
Туркай юлашки ҫырӑвӗсене ӳсӗрле ҫырать, ҫакӑ хытӑ сисӗнет.
ТУРКАЙ // 1761.7.7084
2019.06.17 12:27
Эс, мӗн, "Базиль", КУ ТӖЛӖШПЕ эксперт-им?
Базиль Кириллов // 1729.90.1496
2019.06.17 20:21
Эксперт! Таҫтанах шӑршӑ перет, ГАИсем пулсан сана штраф лекетчӗ.
Пӗлетӗп сана Шӑхасанти "уявранпах"? Арӑмна ҫакна пӗлтерместӗп...

Страницăсем: 1, ... 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики