Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Идея это не голая абстракция, а скорее побуждение к действию.
(Ален)
 

Виталий Станьял: Максим Ястран

Виталий Станьял02.10.2019 02:157391 просмотров

*Таврапӗлӳҫӗ типтерӗнчен

1916 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкас Юнтапа ҫуралса ӳснӗ Максим Ястран 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, колхоз председателӗнче тӑрӑшакан арӑмӗпе пӗчӗк ачисене хӑварса, «Чӑваш коммуни» хаҫат редакцийӗнчен салтака тухса кайнӑ та, авӑнӑн (сентябрӗн) 11-мӗшӗнче Сталинградшӑн пынӑ ҫапӑҫура пуҫне хунӗ. Ку кунсене эпӗ манмастӑп: манӑн атте те ҫара Канашран 42-мӗш ҫулхи мартра хӑпӑл-хапӑл тухса кайнӑ, ҫур ҫултан, авӑн 11-мӗшӗнче, Калуга патӗнче танксемпе ҫапӑҫса «хыпарсӑр» ҫухалнӑ. Сталинград фронтӗнче те, Хӗвеланӑҫ фронтӗнче те хаяр тытӑҫусем йӗп вӗҫӗнчи пек пынӑ. Ку Хӗрлӗ Ҫаршӑн пысӑк та йывӑр ҫухатусен вӑхӑчӗ пулнӑ.

Орелпа Калуга патӗнчен Гудерианӑн танк дивизийӗсене Атӑл ҫине (Паульс ҫарне пулӑшма) куҫарассине пӗлсен, пирӗн салтаксен пур-ҫук вӑйпа Жиздра хӗрринче ҫапӑҫӑва тухма тивнӗ. Хаяр та тан мар вӑйсен ҫапӑҫӑвӗнче пирӗн икӗ дивизи пӗтнӗ, ҫапах та вӗсем фашистсен тимӗр лашисене тӑлласа лартма пултарнӑ. Юнлӑ фронтсем пӗр сывлӑшпа сывланӑ, ҫапӑҫури салтаксене пӗр йывӑр шӑпа тивнӗ.

Талантлӑ сӑвӑҫ Максим Ястран 26 ҫулта ҫапӑҫура шӑрпӑк пек ҫунса кайнӑ. Эпӗ поэт тесе хаҫат ӗҫӗнче пытанса юлман вӑл — мала, пӑшал тытса, Владимир Бараев, Андрей Петтоки, Алексей Воробьев, Вениамин Туртуш, Иван Викторов, Кӑтра Мишша тантӑшӗсемпе пӗрле вута сикнӗ.

Эпӗ Максим Григорьевич питӗ ӗҫчен те пултаруллӑ журналист пулнинчен, пӗлӳшӗн ҫуннинчен, поэзие чунтан юратнинчен пӗрре мар тӗлӗннӗ. Вӑл 1930-мӗш ҫулсенче Парнас ҫине Тукташпа, Ухсайпа тан хӑпарса пынӑ.

Университет студенчӗсене вӗрентнӗ чухне ҫилҫутнатҫӑсене фронтра пуҫ хунӑ чӑваш ҫыравҫисен йӗрӗпе ҫӳретме тӑрӑшрӑм. Маттур пулчӗҫ ҫав студентсем. Пайтах ҫӗннине пӗлме пултарчӗҫ. Кӗнекесем кӑларчӗҫ.

Халӗ Вӗрентӳ институтӗнче ӗҫлекен литература меслетҫи Надежда Иванова хӑйӗн ентеш поэчӗн кил-йышӗпе тӗл пулчӗ, ывӑлӗпе — Ҫамрӑксен театрӗнчи паллӑ артистпа Максим Ястранпа калаҫрӗ, кайран кӗнеке кӑларчӗ (Максим Ястран. Сӑвӑсем. 1986). Ку поэтӑн тӑваттӑмӗш кӗнеки пулчӗ. Иккӗшне вӑл хӑй кӑларма ӗлкӗрнӗ («Хӗрлӗ ҫӑлтӑр», «Ҫӗнтерӳ ялавӗ»), тепӗрне кайран кӑларнӑ: «Лирика», 1964.

Ястран тантӑшне лайӑх пӗлнӗ хаҫатҫӑ Михаил Юрьев библиограф палӑртнӑ тӑрӑх, кӗнекесенчи сӑвӑсем М. Ястран пултарулӑхне пур енчен те туллин кӑтартса параҫҫӗ теме ҫук-мӗн. Тӗрӗсех каланӑ, ҫуррине те кӑтартаймаҫҫӗ вӗсем.

Хаҫат-журналта пичетленнӗ сӑввисемпе тӗрленчӗкӗсем, поэмисем, сӑвӑллӑ юмахӗсем, алҫыру халлӗн выртакан хайлавӗсем пӗрле пухӑнман, вӗсене никам та тӗпчемен. Манӑн архивра Максим Григорьевич Ястран сӑвӑҫӑн «1940, январь–февраль. Тетрадь первая» алҫырӑвӗ упранать. Унти хӑшпӗр сӑвӑсем кӗнекесене кӗнӗ, вӗсене суйласа илнӗ чухне Илле Тукташ тӳрлетнӗ вырӑнсем пур.

Вулакансене М.Г.Ястран сӑнӗсене сӗнетӗп. Вӗсене мана Борис Чиндыков 1985 ҫулхи июлӗн 31-мӗшӗнче тупса панӑччӗ. Пӗрремӗш сӑна М.Ястран 1935 ҫулхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче ӳкерӗннӗ. Теприне 1941 ҫулхи мартӑн 23-мӗшӗнче алӑ пусса ачисене ярса панӑ. Кил-йышпа хӑҫан ҫапӑнни паллӑ мар. Ахӑртнех, фронта тухса каяс умӗн арӑмӗпе Софийӑпа, ывӑлӗсемпе — Юрипе тата пӗчӗк Максимпа — ӳкерӗннӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3728.7.7989
2019.10.02 05:06
Agabazar
Варринчи фотографие реставрацилеме май çук-им?
Акхайхи // 4150.40.3211
2019.10.02 11:49
Писательсен союзĕ, тĕпчев институчĕ, етешлĕхсем, райадмнистрацисем пĕрле пулса, вăрçăра вилнĕ псательсен кĕнекисене Çĕнтерÿ 75 çулĕ тĕлне пĕр цикл туса кăлармалла.
-=Укçа çук-и?
-=Намăс çук!
Вот и // 1663.53.4584
2019.10.03 16:34
пойми вас:"Варринчи фотографие..." или варринчи фотографине? А может быть и вовсе ВАРРИНЧИ СĂНÿКЕРЧĔКЕ... Ну, чăвашсем мĕнле шукăшлатăр? Ку ыйту сире анатенчи (от лугвого) чăвашран.
Туенчирен // 1626.6.2570
2019.10.03 20:35
Эп вот и ҫампак шокӑшлап: варнчи хвотаграфие или питӳкерчӗке тесен пральнӑ пать.
Перн иккӗн те пуҫламӑш школ краматтӗкне пӑхмала мар=и=ке, ваҫка тосӑм!

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики