Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Поистине ловок тот, кто умеет скрывать свою ловкость.
(Ф. Ларошфуко)
 

Виталий Станьял: «Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...»

Виталий Станьял12.10.2019 09:406215 просмотров

«Артист пурнӑҫӗ витӗр чӑваш театрӗн историне сӑнлани» тенӗ кӗнекен хуплашки ҫинчех. Ҫавӑнпа эпӗ ку хулӑн кӗнекене (Надежда Кириллова. Ман поэзи театрӗ — Мой театр поэзии. Чебоксары 2018. Вырӑсла, чӑвашла. — 560 с.) ҫав курӑм витӗрех вуласа тухрӑм.

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче виҫӗ теҫетке ҫул (1983–2013) выляса, Надежда Кириллова халӑх юратакан тава тивӗҫнӗ артистка, Митта Ваҫлей премийӗн лауреачӗ, режиссер, театровед пулса тӑчӗ. Чӑваш хумсасӗпе (радиопа), инҫекурӑмпа (телевиденипе) тата вун-вун шилӗк ҫинче сӑвӑ ӑста каланипе палӑрчӗ вӑл. Чӑваш поэзийӗн театрне турӗ, тӑван сӑмах илемӗпе янӑравлӑхне халӑх киленмелӗх кӑтартма пултарчӗ.

Эпир ача чухне сӑвӑ-юрӑ ушкӑнӗсем кашни лайӑх шкултах ӗҫлетчӗҫ, сӑвӑ пӑхмасӑр каласа уявсенче ӑмӑртман ача юлманпа пӗрехчӗ. Халӗ те нумай вӗсем. Вӑтанманраххисем вара «литература кружокӗ» тенипе ҫырлахмаҫҫӗ, хӑйсене «поэзи театрӗ» теҫҫӗ. Маншӑн поэзин чӑн-чӑн театрӗ пекех туйӑнатчӗ Ираклий Андронников вилӗмсӗр Лермонтовпа ун сӑввисем ҫинчен тӗлӗнмелле каласа пани тата хальхи саманара Питӗр хулинчи Светлана Крючкова артистка кӑтартакан вырӑс поэзийӗн концерчӗсем. «Ҫилҫунатра» сӑвӑ сӑвӑрма юратакан маттур ачасем савӑнтаратчӗҫ. Ҫемен Петти, Анатолий Смолин, Валери Туркай концертсенче пӑхмасӑр хӑйсен, вырӑспа чӑваш поэчӗсен сӑввисене сехечӗпе чарӑнмасӑр калатчӗҫ. Чӑваш артисчӗсенчен сӑвӑ саманчӗсемпе палӑрнӑ Кӗлпук Мучие (Ефим Никитина), Вера Кузьминапа Надежда Кирилловӑна пӗлетпӗр. Надежда Мефодьевна ку енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлерӗ — чӑн-чӑн поэзи театрне йӗркелесе тытса пычӗ. Чӑваш культурин пурнӑҫӗнче вӑл расна хӑюллӑ пусӑм турӗ, хӑй ятне театр историне ҫухалми ҫырса хӑварчӗ. Кам мӗн каласан та — ку вӑл унӑн пуҫаруллӑ паттӑрлӑхӗ, пултарулӑх каҫалӑкӗ.

Поэзи театрӗ ҫинчен — тӗрӗссипе хӑйӗн кун-ҫулӗпе тантӑшӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен — калакан кӑларӑма селӗм калӑпланӑ, паха хутпа пичетленӗ, ӳнер кӗнекисен виҫине чакарас теменни тӳрех сисӗнет. Сӑнӳкерчӗксемпе пуян, вӗсем те тирпейлӗ тухнӑ. Хуплашки ҫинчи сӳречӗ (портречӗ) куҫа илӗртет, унта республикӑн тавне-мухтавне тивӗҫнӗ артистка Надежда Мефодьевна Кириллова мар, ҫут тӗнчене савса тинкерекен ҫап-ҫамрӑк Шанӑҫпи хӗрупраҫ ларать.

Хуппи ытарма ҫук лайӑх, тӗшши вара мӗнле. Тӗшши те темлӗ, тӗшши те хӑтлӑ! Чӑваш театрне, шилӗк ӑсталӑхне, сӑвӑ сӑнарӗпе кӗввине савакансем кунта нумай-нумай япала тупма пултараҫҫӗ.

Мӗн-мӗн пур кӗнекере. Поэзи каҫӗсен мешехисем (сценарисем) ыттисене тӗслӗх вырӑнне усӑллӑ пуласси пирки иккеленместӗп. «О матерях можно рассказывать бесконечно» (Максим Горькипе Чингиз Айтматов хайлавӗсем), «ХХ ӗмӗрти чӑваш поэзийӗ каҫӗ (Кӗҫтентин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Павӑл Хӗветӗрӗ, Петӗр Хусанкай, Митта Ваҫлейӗ, Ираида Нарс, Геннадий Айхи, Марина Карягина, Любовь Мартьянова, Светлана Асамат сӑввисем), «Хальхи самана е 1908 ҫулхи октябрӗн 28-мӗшне», «Митта поэзийӗн уявӗ», «Вӑхӑт ҫитӗ... (Ҫеҫпӗле халалласа). Музыкӑпа литература, поэзири чӑваш халӑх пуянлӑхӗ», Петӗр Хусанкай 100 ҫулне тата Геннадий Волков ӑсчах 80 ҫулне халалланӑ чыславсем», «Язык ты мой — звенящая струна» программӑсемпе мешехесем капла халлӗн вулама та кӑсӑк. Ҫак пуян та пиҫӗ шырав чӑваш уявхӳшӗнче малашне мӗнле ҫулпа аталанса кайӗ-ши? — тесе те шухӑшлама тивет.

Театр мӗнтелӗпе (темипе) тӗпчевсем тума пуҫланӑ хыҫҫӑн Н.М.Кириллова вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ упӑшкин Кирилл Кирилловӑн «Чун кирлӗ, чун» кӗнекине пухса кӑларчӗ, «Щепкин шкулӗ» хроникине пичетлерӗ, вӗсен хӑтлавӗсене йӗркелерӗ. Тантӑшӗсем калаччӑр: лайӑх-и ку е япӑх. Эпӗ калатӑп: Чыслӑ!

Журналистсемпе ирттернӗ «Мир, нарисованный словами», «Надежда Кириллова выбирает любовь», «Шанчӑк ҫулӑмӗ, хӗмлен!», «Надежда Кириллова пурнӑҫӗнчи виҫӗ «А», «Япӑх ҫырас килмест, лайӑххи вара пулмасть», «Ҫав тери интереслӗ — пурте экзамен тытатпӑр», «Хӑйне уйрӑм тӗнчере», «Театр шурлӑх ҫеҫ мар, океан та...» калаҫусенче (интервьюсенче), грантсем илме тӑратнӑ проектсенче, хаҫат-журналта тухнӑ статьясенче, сӑвӑ каҫӗсене хакланисенче артисткӑн пурнӑҫӗ, академи театрӗпе поэзи театрӗн хутшӑнӑвӗ, илеме, тивӗҫе, тӗллеве, пурнӑҫа мӗнле ӑнланни аван курӑнса пырать.

Тӗп театр ертӳлӗхӗпе артистка поэзи каҫӗсем ирттерме тунӑ килӗшӳсем, сӑвӑ-юрӑ каҫӗсем валли директорсенчен, илемлӗх ертӳҫинчен ирӗк ыйтнӑ хутсем чухлакан ҫынна нумай япала ҫинчен каласа параҫҫӗ. Концерт курма ҫӳрекен ҫынна ҫавсене пӗлме кирлӗ те мар ӗнтӗ, анчах таса та ҫутӑ ӳнер хура та пылчӑклӑ ӗҫре ҫуралнине пӗлмесен вӑл театр мӗнне ӑнланмасӑрах юлать.

Чӑваш хумсасӗпе, Чӑваш инҫекуравӗпе тухнӑ йышлӑ кӑларӑмсем кӗнекере ӗмӗрлӗх вырӑн тупнӑ. Ахаллӗн вӗсене тахҫанах манса кайнӑ ӗнтӗ, халӗ вара ҫӗнӗрен вуласа йӑлт аса илме май пур. Ҫакӑ лайӑх-и. Лайӑх!

Килти архиври тӗрлӗ хутсем, хаклавсем, тавсем, тынӑксем (дипломсем), евтӳсем, сӗнӳсем, чӗнӳсем, ыйтусем, тархаслусем, хуравсем, ирӗксемпе чарусем, чӑннисем, суйнисем... Вӗсене шутласах панӑ — 85. Кирлӗ-и кулленхи ӑпӑр-тапӑр хута кӗнекене кӗртме? — тейӗ вулакан. Эпӗ вара кирлӗ тесе шутларӑм. Вӑл ҫеҫ те мар, хӑш-пӗр сӗмсӗр пуҫлӑхсен суя хуравӗсене комментари парса та хӑварас килчӗ. Сӗлӗхсене сӑмах чӗнмесӗр чӑтса пурӑннӑран вӗсем пуҫ ҫине хӑпарсах ташлаҫҫӗ. Пирӗнте Тойтерякпа Тутимӗр, Охатер Томеев, Ҫеҫпӗл, Митта, Хусанкайпа Ухсай хӑюлӑхӗ пӗтрӗ. Апла пулсан, архив хучӗсем те пулин тӗрӗсне калаччӑр. Упрӑр, пичетлӗр вӑл хутсене кирек кам та! Кирлӗ кунта вӗсем кирлӗ пулаҫҫӗ.

Кӗнеке хыҫӗ малти умсӑмаха тимлӗ вулама хистерӗ. Вуласа пӑхӑр ӑна эсир те. Вара поэзи театрӗ мӗн тутӑ каланине те, ҫӗнӗ пусӑм тӑвас тесен урари миҫе тӑлла касса татма, ҫул ҫине тухмалли нушаллӑ сукмаксене шырама тивнине те ӑнланса илӗпӗр.

Ҫӗнтерӳҫӗ кӑмӑлӗпе, Валентин Гафт сӑввипе тӑрӑхласа вӗҫлет Шанӑҫпи умсӑмаха: «Усал кӳнишӗн тав сире, Ман уҫӑ кӑмӑла хуҫнишӗн, Мана кансӗрленишӗн тав! Эсир пулман пулсан, атьсемӗр, Ырри ҫутатмӗччӗ ун пек!». Вырӑнлӑ каланӑ.

Кӗнекере Надежда Кириллова хӑйӗн ӗҫтешӗсене, ырӑ суннӑ, пулӑшнӑ ҫынсене чӗререн тав тӑвать. Эпӗ вӗсен хушамачӗсене те, тӑшманла йӗрӗхӗсене те асӑнмӑп — вӗсем пирӗн хушӑрах, пирӗнпе пӗрлех, каламасӑрах паллӑ. Хӑйне тивӗҫлине вулакан хӑй туйса илӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Арлан // 3723.55.9067
2019.10.12 10:17






Эпĕ те лайăх тетĕп.Маттур, Шанăçпи!











э

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики