Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Когда у меня нет новых и новых идей для обработки, я точно больной.
(И. Гете)
 

Аркадий Русаков: Диагноз лартӑнчӗ, чӗрӗлмелле...

Аркадий Русаков08.12.2019 11:246739 просмотров

Виҫҫӗ-тӑваттӑри ывӑлӗпе вырӑсла калаҫса тӑракан чӑваш хӗрарӑмӗнчен, ма вӑл ачипе чӑвашла калаҫманни ҫинчен ыйтрӑм та вӑл мана ҫапла хуравларӗ:

— Ывӑл манпа вырӑсла калаҫнӑран, эпӗ унпа темшӗн элле чӑвашла калаҫаймастӑп ҫав: чӗлхе ҫаврӑнмасть. Именетӗп-ши вырӑсла калаҫакан хамӑн ачапах чӑвашла калаҫма, е урӑх сӑлтавӗ ҫакӑн, анчах ҫакна ниепле те ӑнлантараймастӑп. Шалти тормоз чарать, пӗр сӑмахпа.

Тепрехинче ҫамрӑкранпах пӗрне-пӗри пӗлекен юлташ, калаҫӑва чӗлхе проблемисем ҫинчен хускатсан, хӑйӗн сӑмахӗсене пӗртен-пӗр тӗрӗс чӑнлӑх вырӑнне хурса, татӑклӑн тата уҫҫӑн ҫапла каласа хучӗ:

— Эпир — чӑвашсем, пирӗн хушша пӗр-пӗр вырӑс е урӑх халӑх ҫынни пырса кӗрсенех, пурте ҫав самантрах вырӑсла калаҫма пуҫламалла. Ҫакӑ вӑл эпир ҫӳллӗ шайри культурӑллӑ ҫынсем пулнине кӑтартать. Эпир ҫак ҫын умӗнче вырӑсла калаҫманни эпир ӑна хисеплеменнине пӗлтерет.

— Эпир шутпа нумайраххине курса, пире хисеп туса, ҫак ҫын пирӗнпе чӑвашла калаҫма тӑрӑшмалла мар-шим? — тесе ыйтасшӑнччӗ унран, анчах ӗлкӗреймерӗм: вӑл хӑйӗн ӗҫӗпе айккинелле пӑрӑнса кайрӗ.

Хамӑрӑн чӑвашсемех ҫапла калаҫни тата уйлани пуҫра ҫапла ыйту ҫуратать. Мӗншӗн-ха паянхи чӑваш ялӗсенчи ачасем чӑвашла калаҫма вӗренмесӗр ӳсеҫҫӗ тата, чӑваш ялне пӗр-пӗр вырӑс ҫынни пурӑнма килсен, ял ҫав самантрах «вырӑслана» пуҫлать, ял ҫыннисем вырӑсла калаҫма пикенеҫҫӗ? Уйласа пӑхар. Ҫуралнӑ-ҫуралманах хальхи чӑваш ачи вырӑс чӗлхин ярӑмне кӗрсе ӳкнине пурте куратпӑр ӗнтӗ. Телекурӑмри мультиксем, радио, планшетсем-компьютерсем, «ӑслӑ» ача теттисем..., пурте-пурте вырӑсла ҫеҫ калаҫаҫҫӗ-юрлаҫҫӗ-ҫке-ха. Ҫакна куракан-итлекен ача вара, никам та ӑна вырӑсла калаҫма вӗрентмесӗрех, хӑех вырӑсла калаҫма вӗренет. Ашшӗ-амӑшӗсемпе аслашшӗ-кукамӑшӗсем те унпа вырӑсла ҫеҫ калаҫнӑран, чӑвашла калаҫманран, ача вырӑс чӗлхине ҫеҫ пӗлсе ӳсет.

Аслисем хӑйсен пепкипе чӑвашла калаҫманнин сӑлтавӗ мӗнре-ши ҫакӑн хыҫҫӑн? Ҫӳлте илсе кӑтартнӑ юлташ каланӑ пек, вырӑс сӑмахне илтсенех эпир чӑвашла калаҫма пӑрахакан йӑлара мар-ши, тетӗп эпӗ. Хӑйсен вырӑсла калаҫакан ачи умӗнче те, илсе кӑтартнӑ чӑваш хӗрарӑмӗ калашле, чӑвашла калаҫма именнинче пуль? Инстинктра, урӑхла каласан. Пирӗн чуна тарӑн кӗрсе ларнӑ катӑклӑх комплексӗнче. Ҫапла ӑнланатӑп эпӗ, эпир — чӑвашсем — хамӑрӑн ачасемпе пулсан та чӑвашла калаҫма именнин сӑлтавне. Каккуй унта вырӑс умӗнче чӑвашла калаҫасси ҫакӑн хыҫҫӑн? Вӑтаннипе сехре хӑпать! Кайран вара хамӑрӑн шӗвек чунсене ҫакӑншӑн: «Эпир пысӑк шайри культурӑллӑ ҫынсем пуласшӑн», — тесе йӑпатма тӑрӑшатпӑр.

Анчах ҫакӑ пире никам умӗнче те тӳрре кӑлараймасть! Мӗншӗн тесен, хамӑрах куратпӑр, эпир ҫапла пулни пирӗн ачасем чӑвашла калаҫма пӗлмесӗр ӳсни патне тата чӑвашла калаҫма пӗлекен ҫынсен шучӗ чакни патне илсе ҫитерет. Чӑвашла калаҫма пӗлекен ҫынсен шутне чӑвашсене ҫеҫ кӗртместӗп эпӗ, чӑвашла калаҫма вӗреннӗ ытти халӑх ҫыннисене те, ҫав шутра вырӑссене те, кӗртетӗп. Мӗншӗн тесен вырӑс та чӑвашла калаҫма вӗреннинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук, эпӗ ун пек маттур вырӑссене чылай курнӑ. Эсир те курнӑ пуль. Ҫакӑн евӗр вырӑссем хӑйсем вырӑнри халӑхӑн чӗлхине, культурине хисепленине ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ. Ҫынсем те ун пеккисене юратаҫҫӗ, хӑйсен ҫынни вырӑнне хураҫҫӗ. Чӑнах та ӗнтӗ, ҫынсем пӗрне-пӗри хисепленине мӗн ҫиттӗр? Эпир- чӑвашсем ытти халӑх ҫыннисене хисеплетпӗр пулсан, лешсем те пире хисеплемелле, тесе шутлатӑп эпӗ. Вӗсем пирӗн чӗлхене пӗлсе пирӗнпе чӑвашла калаҫни туслӑха тата та ҫирӗплетет мар-им?

Тепӗр енчен, эпир вырӑссем е урӑх халӑх ҫыннисем умӗнче вырӑсла ҫеҫ калаҫсан, чӑвашла калаҫмасан, ӑҫтан вӗренме пултарччӑр-ха вӗсем пирӗн чӗлхене? Пултараймаҫҫӗ, паллах. «Сахалрахӑшӗ нумайрахӑшне пӑхӑнать», «кашкӑр кӗтӳне лексен, кашкӑрлах ӳлеме тивет», — текен вырӑс сӑмахӗсене пурте илтнӗ ӗнтӗ эпир. Апла пулсан, чӑваш ялне е чӑваш ушкӑнне пырса лекнӗ урӑх халӑх ҫынни умӗнче ма-ха эпир хамӑр чӗлхепе калаҫма пӑрахмалла? Пачах урӑхла, ун умӗнче тата унпа чӑвашла калаҫса, ӑна та хамӑрӑн чӗлхене вӗрентме тӑрӑшмалла мар-им? Ушкӑнри е чӑваш ялӗнчи «сахалрахӑшӗ»-ҫке вӑл мӗншӗн тесен. Урӑхла каласан, «ытларахӑшне» пӑхӑнмалла вӑл, вӗсем пек калаҫма тӑрӑшмалла, вӗсен чӗлхине вӗренмелле.

Палланӑ учительницӑна куртӑм. Чӑваш чӗлхи учителӗ пулмасан та, тӑван чӗлхешӗн питӗ пӑшӑрханать вӑл. «Пирӗн хушша е пирӗн ялсене пырса кӗнӗ ҫынсемпе тата хамӑрӑн ачасемпе-мӑнуксемпе чӑвашла калаҫмасӑр, эпир хамӑрӑн чӗлхене сутатпӑр», — терӗ вӑл. Тӗрӗсрех калаймӑн. Диагноз лартӑнчӗ, чӗрӗлмелли юлать. Операципе е операцисӗрех иртӗ-ши ку чир? Ӑҫта тухтӑр?

 

Аркадий Русаков, Пушкӑртстан.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Микула // 9259.3.8429
2019.12.08 14:41
Тухтӑрӗ кирлӗ мар,мӗншӗн тесен ку пулӑм "чир" мар. Малтанах "манкрутсене" те калатӑп "глобализаци" те мар . Сӑлтавӗсем куҫ умӗнчех. Халӑха та айӑплама тытӑнар мар. Малтан, никӗсрен пуҫлас тетӗр пулсан ача сачӗсенчен пуҫламалла .
<br>Ачасене чӑваш пулса ӳстерессине пӗр ашшӗ-амӑшӗ ҫине тиемелле мар. Тӑхӑрвунтӑхӑр процент чӑваш пуласси шкула каичченхи тапхӑртан килеть. Ҫавӑн чухнех чӑваш ачисен ӳстерсе вӗрентмелли процессра ытларах пайӗ тӑван чӗлхе пулмалла. Кайран, шкулсенче хутте пилӗк чӗлхе вӗрентӗр. Тем тесен те паян чӑваш пулслӑхӗ ялсенче кӑна мар ытларах хуласенче. Хуласенче тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пулмасан ытти ниме те тӑман калаҫу пулӗ. Чӑваш театӑрӗ тесе ылтӑнран шӑратса ҫырма пултаратӑр,Акатуйне те эрнере пӗрре ирттерӗр, Сурхурине те ерне хушши уявлӑр,анчах пӗтӗмпех кая пулӗ. Мӗншӗн тесен чи кирли пирки ,ачасем пирки "манса кайса", чӑваш чӗлхи пирки калаҫни вырӑнсӑр.
Микула // 9259.3.8429
2019.12.08 14:57
Шкула ҫитмен чӑваш ачисен ача сачӗсенче вӗрентсе ӳстермелли (учебно- воспитателный) процесс пӗтӗмӗшле (90 процентран кая мар) тӑван ,чӑваш чӗлхипе пулмалла. Ӑнланма мӗнле ҫӑмӑл, Конституци те ирӗк парать,анчах та чарса пыракансем пулнӑ,пур,пулаҫҫӗ те. Чӑваша ачисене чӑвашла вӗрентме чарса пыракан "вӑйсем" пурах,ҫавӑнпа та вӗрентӳ чиновникӗсен тӗп шухӑшӗ "ашшӗ-амӑшӗ айӑплӑ" тесси пулмалла ? Кун пек ҫӑмӑл тата меллӗ,анчах та халӑхӗ кунран кун чакса пырӗ. Мӗншӗн тесен хулари чӑваша ачисене чӑвашла калаҫтарса ӳстерме хваттер кӑна питӗ сахал,ачан урамра та ,ача сачӗсенче те чӑвашла калаҫмалла.
Микула // 9259.3.8429
2019.12.08 15:32
Катаран пуҫлас тетӗр пулсан ӑнланас тенине аваллӑхран пуҫламалла. Чӑннипе каласан чӑваш халӑхӗнчен ун шухӑшне ыйтманни ӗмӗртен пыракан "йӑла". Мускав патшалӑхне кӗнӗ вӑхӑтра та ыйтман, тӗрлӗрен ремеслопа ӗҫлеме чарнӑ тата вӑйпа тӗнне улштарнӑ чухне те ыйтман. Пӗр вӑхӑт хуласенче пурӑнма кӑна мар хуласем ҫывӑхӗнче пурӑнма та унта суту илю тума та чарни пулнӑ. Кайран ,хуласенче пурӑнма ирӗк парнелесен,малтанахи хулари чӑвашсем сахаллӑн пулнӑ. Вӗсен чӑннипех чӑвашла "килте кӑна" калаҫмалла пулнӑ. Паянхи йӑласем ҫав вӑхӑтсенченех тӑсӑлаҫ пулмалла. Мӗнле чӑваш илтмен пулӗ "говори на нормальном языке" тенине ,"понаехали понарожали " тенине. Паян та "не пойдем на чувашские выборы" ,"чувашские колхозники", "чувашленок" тенине илткелемке пулать теҫҫӗ. Ку вӑл ҫемҫен каласан "бытовой национализм" пулать. Малтанхи хуласенчи чӑвашсен чӑннипех ачисене чӑвашла вӗрентме майсем ҫукпа пӗрех пулнӑ,анчах та паян та ҫӑмӑлах мар.
Микула // 9259.3.8429
2019.12.08 15:48
Бытовой национализма хирӗҫ чӑвашсем кӗрешме вӗренсе ҫитрӗҫ темелле,анчах та ЕГЭ тупӑнчӗ тата "госстандарт образования". Ӑна хирӗҫ паян чӑвашӑн та ытти вырӑс мар халӑхсен нимӗн те ҫук. Паллах "хирӗҫ" тени вӗреннине хирӗҫ тени мар. Шкулти чӑваш тата ытти халӑхсен чӗлхисене пачах кирлӗ мар предмет туса хучӗҫ. Кун пек "тискерлӗх" паллах кӗтмен ҫӗртрен пулчӗ. Мӗн тӑвас пулать,паллах хӳтӗленмелле, ытти халӑхсемпе пӗрлешсе,уйрӑмах тутарсемпе . Каллех, яланхи пекех,пирӗнтен нимӗн те ыйтман. Чӗлхене малтан вӗрентӳ стандартӗнче тата ЕГЭ ре кирлӗ мар тусан кайран ыйтнӑ пекки туни сйни тата улталани пулнине ытларах та ытларах ӑнланаҫҫӗ пулӗ?
Agabazar // 8387.6.0859
2019.12.09 10:42
Agabazar
Эх, капайчăк!
Мĕн "кĕрешÿçи" эсĕ? Арăмупа кĕрешетне?
Стандарт е программа текенни шкулта яланах пулнă. Ну унччен хальхи пекех хаяр пулман, тейĕпĕр. Анчах та пулнă!
Санран, паллах, никам та ыйтман, малашне те ыйтас çук.
Ыйтсан та нимĕнле ăслă шухăш та санран кĕтсе илеймĕн. Пархатар пĕтнĕ.

Хуть те шăналăк хыççан шăналăк хăвар кунта, ним усси те çук эс тем каланинчен.
Микула // 9259.3.8429
2019.12.09 17:58
Ҫӗтӗль ,ҫӗтӗль лайӑхрах . Тӑна кӗртме ҫук сан пеккисене мӗншӗн тесен тахҫанах вӗренме тата сӑнама пӑрахнӑ. Стандарт малтан пулман тесе сана кам каланӑ,стакан тӗпӗнчи мӗльку ? Каланӑ сана ӳсӗр пуҫпа мар ,урӑлсан ҫыр тесе . Анчах та урӑлсан та усси ҫук пулас ?
2019.12.10 10:11
Эх, мĕскĕнсем, эсир килĕрте те ачу-пăчусемпе вырăсла калаçатăр, ачăрсем анне-атте мар, папи-мами тесе чĕнеççĕ. Мĕскер вара кунта шкул пирки чăмласа ларатăр?
Малай // 1955.0.5758
2019.12.10 23:52
Микула, эс пĕр япалана ăнланмастăн, ача садике хăйтĕллĕн каймасть, ăна ашшĕ-амăшĕ ярать.Çавăнпа малтан шутласа пăх: хальхи чăваш ашшĕ-амăшĕсем ачисене ачине чăваш садикне ярĕç-ши?Миçе çемье шутласа кăларăн-ши?Шупашкарĕпе пĕр 10 çемье тупăн-ши?Çавăнпа чи малтан ашшĕ-амăшĕсен шухăшне улăштарас пулать.Ачисене садике яракан ашшĕ-амăшĕсем миçере вĕсем?20-30 çулсенче тейĕпĕр.Паянхи çав çамрăксене вырăс чĕлхине лайăх пĕлекенскерсене, чăваш чĕлхи?Мĕн тума кирлĕ?Пĕр-пĕринпе калаçма кăна-и?Вĕсем вырăсла та калаçма пултараççĕ пулсан?Чăваш чĕлхи пирки паянхи тавлашусенчи тĕп шухăшсенче чăваш чĕлхин функцине пĕр-пĕринпе хутшăнмалли хатĕр шайĕнче çеç.Паянхи чăваша ăна чăваш пулма хистекен мотиваци пулмасан пĕр çынна та чăваш тăваймастăн, ачине те садике яртараймастăн.Çавăнпа ачинчен малтан ашшĕ-амăшне чăн чăвашлатас пулать.Эппин паян тĕп задача шăпах çакă пулмалла.Эппин ку тĕлĕшпе ятарласа программа тумалла.Пустуй сăмах çапса лариччен çак программăна ту, стратегии тактика пирки шухăшла.Пысăк политиксем çапла ĕçлеç.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики