Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Глупый, сознающий, что он глуп, уже не так глуп.
(Высоцкий)
 

Валери Туркай: «Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ...»

Валери Туркай29.02.2020 10:2120477 просмотровИзменить Удалить

Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче,

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

 

Ӑнсӑртран «ҫулпуҫ» вӑл пулчӗ.

Чӑн та пулчӗ ӑнсӑртран.

Влаҫӗпе пайтах ыр курчӗ,

Ыр курма юратнӑран.

 

Халӑха шута хумарӗ.

Кулчӗ ҫеҫ лӗх-лӗх унран.

Ун пек ӑслӑ ҫын та ҫукчӗ, —

Вӑл ҫапла шутланӑран.

 

Никама та пулӑшмарӗ, —

Ҫын лексен йывӑрлӑха.

Ӑслине вӑл ҫул памарӗ,

Пачӗ ҫул пур йӑх-яха.

 

...Аҫа ҫапрӗ те кӗрлерӗ

Аслати кӗтмен ҫӗртен!..

Ҫук «ҫулпуҫӑн» текех влаҫӗ!..

Ҫук ӑна хӗрхенекен!..

 

Ыттисем халь пысӑк влаҫлӑ.

Ман шанас килет: вӗсем

Халӑха, тен, шута хурӗҫ,

Пулмӗҫ нишлӗ йӗксӗксем...

 

...Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче.

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

 

Валери ТУРКАЙ,

Чӑваш халӑх поэчӗ

29.02.20

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Микула // 9259.3.8429
2020.03.02 14:49
Каллех Акапасар каланине кукӑртасшӑн. Халӑха мӗн кирлӗ тесе шутлан ? Пурнӑҫ лайӑхланни е Сидорова Петров вырӑнне лартни? Малта мӗн пулмалла ? Программа пулмалла. Николавӑн программине курнӑ-и эс ? Курман. Чӑваш культурине ,чӗлхине мӗнле майсемпе "хӳтӗлесшӗн" ,е малтанхи пекех "ахалех пирӗн питӗ аван" пулӗ ? Каллех пӗлместӗн. Акапасар тухса ыйт халӑхран депутатсем пирки халӑх мӗн шутланине .Микулашӑн статистика пекех килӗшет е килӗшмеҫ кӑтарту ку енпе пачах ҫук. Пирӗн малтанхисем чӑвашсемех пулнӑ ,анчах та ача сачӗсем те хуласенче чӑвашла ӳстермеллисем ҫук,ӗҫ укҫи те аялти шайра, халӑх валли ӗҫ те ҫителӗклӗ мар. Мораль кунта мӗнле? "Чӑваш тени отвлекающе -успокоительный фактор" кӑна ?
Agabazar // 1549.60.3763
2020.03.02 14:56
Agabazar
Ан тавлаш Микула. Луччĕ хăлхуна чанк! тăрат та çынсем каланисене тимлĕн итле. Хăшĕ-пĕри каланисем, авă, уçăлман та-ха. Çаплах симĕс тĕспе ешереççĕ.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.02 15:10
Атте пӗрмай калатчӗ :"тутар, ачисене, апла е капла ан ту тесе малтанах ятласа хурать, эпир чӑвашсем, кайран , "ӗҫне" тусан тин ятлатпӑр" тесе. Акапасар ниепле те тӑна кӗреймеҫ, Игнатьева паян тиркеме кая юлнӑ,малтанах хытӑрах асӑрхатитармалла пулнӑ . Микула каланин тӗп шухӑшӗ вӑл тиркесси мар, малтанах асӑрхаттарса каласси. Пӗрисем "элтебер" тесе ҫулланса ҫӳретчӗҫ,теприсем "чӑваш пулни паха" тетӗҫ,теприсем ҫемҫе пукан ыйтса ҫӳренӗ. Паян та ҫавсемех, тепри патне ,ҫав шухӑшпах,ҫав сӑмахсемпех ? Кайни те Акапасар нимех те мар,чару ҫук,мӗнле шухӑшпа каялла таврӑннине пӗлместпӗр эпир. Президент сӑмаха мӗнле майпа кирлӗ мар тунине аса илӗр те ,малалла сыхӑ пулӑр .Тытса пӑхмасӑр ан ӗненӗр.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.02 17:48
Азгар Шакиров: "Настоящий артист не может любить власть, а тем более преклоняться перед ней".
<br><br>( За свою долгую жизнь я вот что заметил: настоящий артист — неважно, какой национальности, — всю жизнь находится в борьбе с властью, с правительством. У меня нет доверия артистам, которые любят современное правительство. Настоящий артист не может любить власть, а тем более преклоняться перед ней. За что сегодня я особенно не люблю нашу власть? За имперское мышление. За насаждаемую народу точку зрения, что у России "кругом враги". Это неправда! Никто не хочет ни с кем враждовать, воевать. Все хотят мира и справедливости. Имперским мышлением не победить социальное неравенство, не сократить разрыв между богатыми и бедными, сегодня в нашей стране этот разрыв — гигантский.)
Микула // 9259.3.8429
2020.03.02 18:08
Халиччен Республикӑри пӗр "халӑх артисчӗ", е ыттисем "халӑх" сӑмаха тивӗҫнисем, влаҫрисене хирӗҫлесе мӗн те пуллин каланӑ ? Шупашкарта халиччен те пӗр "НАРОДНЫЙ " те "мӗншӗн хуласенче тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем ҫук" тесе аслӑ сцена ҫинчен те пуҫлӑхсемпе тӗл пулсан та шарланӑ? Куратӑр,Татарстанпа танлаштарсан, ӑнланатӑр мӗншӗн вӗсен пур ,пирӗн ҫук." Юрас,юрас татах та юрас,хутте кама пултӑр,ҫавах юрас"тесе тен пысӑк саспаллисемпе ҫырса хумалла, кашни мероприятинчех аса илтермелле ? Хӑйсемшӗн Кӑна тесе канаш,конгресс тата ыттисем ҫумне хушса ҫырмалла?
Agabazar // 2998.19.2818
2020.03.02 21:32
Agabazar
Чăвашлăха тытса пырассишĕн ĕçлекен пĕртен-пĕр çынсемпе ан çапăç, Микула.

Эс асăнакан çынсене тĕрмене хупнипе е урăхла катертнипе эс ним тăваймасăн. Ун пекки пулнă 1937-мĕш çулта.
Agabazar // 2998.19.2818
2020.03.02 21:32
Agabazar
Чăвашлăха тытса пырассишĕн ĕçлекен пĕртен-пĕр çынсемпе ан çапăç, Микула.

Эс асăнакан çынсене тĕрмене хупнипе е урăхла катертнипе эс ним тăваймасăн. Ун пекки пулнă 1937-мĕш çулта.

Мĕн енĕпе айăпа кĕчĕ сан умăнта, калăпăр, Вера Кузьминична Кузьмина, ЧАССР, РСФСР тата СССР халăх артистки?
Атнер // 6694.9.7732
2020.03.03 08:11
каланӑ сана акакпасар.кам каламан садик уҫмалла тесе вӑл халӑх тӑшманӗ.
Хантур // 2213.75.2941
2020.03.03 09:25
Эпир те çамрăк пулнă,
Тавлашнă тăшманпа.
Хăш чух шалча тӗлпулнă,
Вăй виçнӗ чăмăрпа.

Анчах эпир нихçан та
Выртакана çапман.
Йӗрсен те хисеплетчӗ
Пире уншăн тăшман.

Выртакана çапаççӗ
Хăракансем кăна.
Вӗсем вӗт çыртаймаççӗ
Тăрсассăн тăшмана.
Agabazar // 3897.20.7975
2020.03.03 11:19
Agabazar
Атнер, ма тата хăвна хальхинче Микула Павловски теместĕн

Апла-и, капла-и, Атнерсен те хăçан та пулсан, Валентин Сергеевич Шурчанов калашле, шалчи тулать.

Меххочăхпа иккĕш еплерех халлап çапаççĕ халлĕхе? Чăваш ачисем валли ача сачĕ кирлине чухлакан тĕнчипе те вĕсем иккĕш çеç имĕш.

Ухмахĕ купăс калать, тăрри шăтăк ташлать.

Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики