Илле // 1328.24.7042
2020.04.06 10:57 | |
Микула // 9259.3.8429
2020.04.06 13:53 | |
Хутшӑнмалла пулӗ таха,анчах та ертӳҫисем ҫук вӗт. Ялавне кам ҫӗклӗ? "Чувашская национальная интеллигенция" текеннисене, кӗрекесенче лараканнисене, куркаланӑ,анчах та пӗрне те ялавпа асӑрхаман. Тепӗр тесен ,миҫе ҫын курнӑ миҫе чӑваш илтнӗ е пӗлет ҫав "палӑках мар" Шупашкарти Иван пирки ?
Паян ытларах "короновирус" пирки шухӑшӗсем тата канмалли кунсемшӗн пурне те тюллешӗнех марри пӑшӑрхантарать . Укҫине памасан мӗн ҫимелле,мӗнпе сипленмелле,пиртен ҫӗленӗ маскисем пирки те усси те пур те ҫук,ҫавӑн ҫинчен шутламалла ? Чувашская тесшӗнех пулсан халӑхпа яланах тата пур ҫӗртре те пулмалла, уявсенче кӑна мар. | |
Agabazar // 1710.20.0293
2020.04.06 14:46 | |
Илле, ху кайса ала пус, вара пурте курăнать. Ху алă пусмасан — ним те курăнмасть.
Çын алă пуснисене курасшăн, хăй вара алă пусасшăн мар. Кун пирки вара кунта пĕлтерме те вăтанмасть. Мĕн тăван ыттисем алă пуснисемпе. енчен ху алă пусман пулсан? | |
Вулакан // 3601.16.5109
2020.04.07 17:40 | |
Кам-кам алă пусни курăнманни начар çав. Тен, çыннăн малтан камсем алă пуснине пĕлес килет, вара çавна кура вăл хăй те алă пусма е пусмасан пултарать. Хам та çаплах, тÿррипе каласан. | |
Илле // 1328.24.7042
2020.04.08 18:49 | |
Эп хам ятпах алă пусатăп-ха, çав Акапасар текенскер кам-ши? Чернов-и? Чернов пулсан, пит те йĕксĕкленсе кайнă вара, питĕ шел. Мана айăплав тăратма ăçтан пĕлет-ха вăл эп алă пусманнине? Тĕп çыру çине алă пуснисем хыççăн эп интернетра алă пусиччен унта Плотников çеç алă пусни курăнатчĕ. Шăпах Акапасар пек йĕксĕксем çапла тем те пĕр хура хыпар сарасран, кам алă пуснине тÿрех курăнмалла тумалла тесе сĕнÿ çыртăм. Мĕншĕн ман çак сĕнÿшĕн намăсланмалла? Мана хама хÿтĕлесе сут вăхăтĕнче "Ирĕклĕ сăмах" сайтра алă пуснисем тÿрех курăнса пыратчĕç, кам Иркутскран, кам Парижран. Халь те упранать унта. Кунта вара эп курмастăп. Тен, хам тупма пĕлменнипе çеç? Алă пуснă чухне курăнса илет пулсан, вара кашнинчех алă пусмалла-им? Нивушлĕ урăхла технологи çук? | |
Вулакан // 3601.16.5109
2020.04.09 13:28 | |
Ниушлĕ никам та кам-кам алă пуснине кăтартаймасть çакăнта? Çав Илле каланă пек тума çук-и вара? Е, тен, юри пытарасшăн такамсем кам-кам алă пуснине? | |
Agabazar // 3108.69.5966
2020.04.09 14:17 | |
Илле, кайса пăхрăн-им алă пуснисен йышне? Кайса пăхма май çук теттĕн-çке?
Халь те курма çукки пирки çирĕплететĕн. Эппин, ăçтан туртса калартăн темĕнле "Чернов" хушамат? Тĕлĕкре тĕллентĕн-и? Елена Енькка ашшĕ пирки калатăн-и? Виктор Семёнович Чернов пирки? Анчах та вăл ватă, алă пусассисем пирки питех шутламасть пуль. Кам алă пуснисене пĕлесси, ĕлĕкхи пекех, çав тери ансат: ху кай та алă пус, вара пурте сана курăнать. "Ирĕклĕ сăмах" сайтпа танлаштараймастăн, унта хуçисем хăйсем алă пусассине пуçарса янă. Кунта вара — петицисем çырмалли ятарлă сайт. Хуçисем урăх çынсем. Эппин çавсем тăваççĕ йĕркисене. Эс те мĕнле те пулин петици пуçарса яма пултаран. Анчах сайт хуçисене йĕрке пирки пÿрнепе тĕллесе кăтартаймастăн. | |
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048
2020.04.09 14:18 | |
Change.Org-ра эпӗ вырнаҫтарнӑран кам-кам сасӑланине эпӗ куратӑп. Анчах пурте ҫав списока кӑтартма килӗшӗҫ-ши? | |
Agabazar // 3108.69.5966
2020.04.09 14:32 | |
Тата тепĕр самант: Мĕншĕн ку Илле текенни Акапасара йĕксĕк тет?
Лешне вăхăта шелелмесĕр ăнлантарса паратăп алă пуснисен йышне еплерех курмаллине. Тĕрĕс-и е тĕрĕс мар-и меслечĕ — анчах та вăл пур. Акапасар вăхăтне шеллемесĕр ăнлантарса панăскер. Вара çавна май Акапасар «йĕксĕк» пулса тăрать-и? Чăннипе кун пек чухне йĕксĕклетмеççĕ, тав тăваççĕ "Тавтапуç хисеплĕ Акапасар ăнлантарса панишĕн!" — вăт çакăн пек каламалла. | |
Agabazar // 3108.69.5966
2020.04.09 15:19 | |
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048Чăннипе каласан, эп хам алă пусма хăтланса пăхрăм. Анчах та, — кашни çул-йĕрпех «укçа» текен япала патне пырса çаврăннăран, — тахăш тĕлте чарăнса ларчĕ. Хам юлашки утăм патне çитейменнине кура, Аçтахар хуравĕ çине мĕнле каламаллине пĕлместĕп. «Укçа» тенĕрен, ятарлă сумма хывма эп хирĕç мар. Анчах та, пур çĕрте те темĕнле шулĕксем пирки калаçнине кура, тытăнса тăтăм. Илле калашле, «йĕксĕксене» (!) пуйтарасах килмест. Çавă кăна. Ну леш курăнасси-курăнмасси пирки эп хам палăртнă пекех пуль тесе шутлатăп: кама алă пуснă çынна пурне те курăнать. Епле-ха унсарăн? Калăпăр, малашне эп хам алă пуснине вĕçне çитерес пулсан, мана та курăнмалла. |
2.Темшĕн çак заявлени айне кам-кам алă пусни курăнмасть. Тен, эпĕ çеç тупма пĕлейместĕп? Ман шутпа, кирлех.