Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +4.3 °C
Препядствия в любви только усиливают ее.
(Шекспир)
 

Виталий Станьял: Открытое письмо / Уҫӑ ҫыру

Виталий Станьял11.09.2024 08:217245 просмотров

Чебоксары, Эльтеберу (Главе) Чувашской Республики О.А. Николаеву

 

Хытӑ шанса тӑракан, пирӗн чи аслӑ ҫыннӑмӑр, Эльтеперӗмӗр Олег Алексеевич!

Сире чӑрмантарма (вӑхӑтӑр темле ҫук пулсан та!) икӗ пӗчӗк ыйтӑва тишкерттерессе хускатма хӑюлӑх ҫитеретӗп. Сирӗн шанчӑклӑ канашҫӑсем камне пӗлместӗп, ҫавӑнпа тӳрех хӑвӑра кӑна шанатӑп.

 

1. Марина Карягина тележурналистка, ҫыравҫӑ кандидатурине «Халӑх писателӗ» ятне илме тӑратнӑ чухне тӗкӗ пама темиҫе вулакан тата ҫыравҫӑ мана тахҫантанпах ыйтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна студент чухнеренпех лайӑх пӗлетӗп. Вӑл ун чухнех ӑслӑ, ҫирӗп, пултаруллӑ та ӗҫчен ҫилҫунатҫӑсем хушшинче танлаштарми таланчӗпе, анлӑ тавракурӑмӗпе палӑрса тӑратчӗ. Ҫак чыса хӑйӗн инҫекурӑмри ӗҫӗсемпе, илемлӗ сӑмахлӑх кӗнекисемпе ҫирӗплетсе пычӗ.

Марина Карягина кандидатурине халиччен кам мӗншӗн сирсе хӑварнине пӗлместӗп. «Ҫилҫунатра» унпа пӗр вӑхӑталла ӳснӗ Раиса Сарпие, Светлана Асамата хисепленӗшӗн тав тӑватӑп. Пултарусӑр, хӑйшӗн виҫесӗр тапаҫланакан Кипеч халӑх поэчӗ пулса тӑнӑ вӑхӑтра чӑнласа пултаруллӑ, халӑх ӗҫӗнче палӑрнӑ ҫыравҫӑсене сирсе хӑварни пӗлекенсене хытах пӑшӑрхантарать.

Марина Федоровна Карягина 55 ҫулӗ тӗлне республика хисеплӗ ятне илтме тивӗҫлӗ тесе шутлатӑп.

Кунта Сирӗн сӑмах ҫеҫ витӗмлӗ.

 

2. Чӑваш ачисем Пӗлӳ ани ҫинче нихҫан та ята яман. Анчах юлашки самана вӗренӳ ҫулне тӑван халӑхран, тӑван чӗлхерен, культурӑран ятарласа уйӑрса ячӗ. Пӗртен-пӗр чӑваш чӗмӗллӗ Герман Лебедев ячӗллӗ лицея, наци класӗсене, журналсене, хаҫатсен тӗллевлӗ ярӑмӗсене ултавлӑн хупрӗҫ. Мӑриккан Дж. Сорос миллиардер уҫса хӑварнӑ «Уҫӑ общество» Шупашкарти сутӑнчӑксене иртӗхтерсе хӑварчӗ. Чӑваш нацине вырӑссем, тутарсем, чеченсем умӗнче айванлатма хӑтланни ырра мар. Тӗлли-паллисӗр, ҫирӗпленнӗ йӑласемсӗр юлнӑ халӑх Патшалӑх хӳтӗлевҫи пулма пӑрахать. Халӑхсене пӗр пӗтӗмлетес шутпа патша вӑхӑтӗнчи пекех хӗстерни ҫӗршыва каялла таптарать!

Чӑваш Республикинче хамӑр халӑх историйӗпе, ӑс-хакӑл эткерлӗхӗпе ӗҫлекен ӑсчахсем пулччӑр тесен, наци чӗмӗллӗ, ҫивӗч пуҫлӑ ачасен ТӖСЛӖХЛӗ ШКУЛНЕ тата саланса кайнӑ чӑваш факультечӗсене чӗртмеллех. Таврара пурин те пур чухне чӑваш вара ҫуккипе малта! Пур та ҫӗтет, ҫук та ҫитет, пӗрех чӑваш тӗнчепе пӗрле анчах пӗтет.

Чӑваш халӑхӗн хырӑмне (экономикине) ҫеҫ мар, шӑпине хӳтӗлесси Сирӗн, хисеплӗ Эльтеперӗм. таса тивӗҫ, Халӑх Сире шанать.

 

Виталий Станьял, ватӑ таврапӗлӳҫӗ,

Шупашкар таври, Салтаккасси.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Станьял // 2078.27.7592
2024.09.13 18:38
Вулакан Ятпа кам ҫырнине тӗшмӗртетӗп
Кипечпе пӗрле пайтах ҫаврӑнтӑм эпӗ, унӑн ырӑ енӗсене тиркеместӗп. Чӑваш малашӗшӗн тӑрӑшнӑшӑшӑн вёл тава тивӗҫӗллӗ.
Поэзире вара Кипеч пачах графоман! Нимле те Элкер, Хусанкай, Ухсайпа юнашар мар. Тата эп. ӑна хӑй кӗнекисенче "вёрҫӑ ачи" ячӗпе суйса витӗннӗшӗн, "Нарспие" шёпаналла тиркенӗшӗн тарёхатёп
. Манӑна ахальтен мар тӗрӗс КАЛАНӑ СӑМАХШӑН Анатолий Ефимович умёнче Каҫару ыйтма йӳтӗм ҫук1
Евразиец // 3447.04.5759
2024.09.15 10:17
Этот комментарий удален. Причина: нарушение правил написания комментариев (пункт 1.11,1.12)
Сергеев // 4889.7.7060
2024.09.17 15:16
Ман шутпа , Василий Кервене " Чаваш халах поэче " хисепле ят памалла . Чапла , илемле сырать. Аста талмач.
Agabazar // 3438.04.2035
2024.09.19 09:09
Agabazar
Хисеплĕ ятсем, наградăсем, пайташлăхсенче тăнисем пултарулăх çыннине, лешĕ çавсене чăнах та тивĕçлĕ пулсан, питĕ кирлĕ пулма пултараççĕ. Вĕсем çук пулсан тепĕр чухне пĕтĕм ĕçпуç чарăнса ларать.
Керов // 3359.89.0670
2024.09.19 10:41
Тӗп ыйту кунта нацин ӑслӑ ачисем валли ШКУЛ КИРЛИ ҫинчен.
2024.10.13 10:35
Аçтахар Плотников
https://smallpdf.com/ru/file#s=25c1 ... 98-9e2b-8bd984cd40a4 — В. Станьял ӑна хуравланине ярса пачӗ.
Кибеч // 1094.06.1118
2024.10.14 13:14
Хисеплӗ Виталий Петрович,тавах сана ман ӗҫе пысӑк хак панӑшӑн.Пӗрле тӑрӑшнӑ,патакне те пӗрле ҫинӗ.Халӗ мӗншӗн купайманлӑх?Суя сӑмах та туллиех,"Нарспи" пирки те.Хурласа ҫырман."Тӑван Атӑлта"2007ҫ. тухнӑ "Нарспи"-чӑваш литературин палӑкӗ" статьяна сӗнетӗп.Мана никампа та танлаштарма кирлӗ мар.Сӑлтавӗ те ҫук.Мана хам пек пулни те ҫителӗклӗ.Юррӑмсене юрлаҫҫӗ,кӗнекесене вулаҫҫӗ,ҫӗтӗлнисем те пур теҫҫӗ,Чӗнсе каланишӗн те тав тӑваҫҫӗ,канашлама та килсе ҫӳреҫҫӗ.Маншӑн ҫакӑ хаклӑ.Пуҫ мимин чи йывӑр ӗҫӗ-ӐНЛАНАССИ/герменевтика/.Бах фугине итлекен ӑнланманшӑн Бах айӑплӑ мар,Эсӗ"Кашни ҫын вӑл-хӑй тӗнче"/2-мӗш кӑларӑм та пур/романа ӑнланманшӑн авторӑн айӑп ҫук.Кӑштах философи шайӗ кирлӗ ҫав.Эпӗ пурри хӑш-пӗрин чунне ыраттарни те паллӑ.Судья пулма пӑрах-ха эсӗ,Виталий Петрович/ман атте ятне юри пӑтраштаран пулас/.Ман пирки тем каласан та каҫаратӑп.Ман ҫумма нимле сурчӑк та ҫыпҫӑнас ҫук,тутӑхнӑ тимӗр мар эпӗ.Аристотель калашле,кашнин телейӗ хӑйне май.Телейлӗ пул,ман ҫула ҫитмелле пултӑр.Ырӑ сунса-Кибеч.
Agabazar // 1467.61.7990
2024.10.15 11:56
Agabazar
Кипеч мĕншĕн хăйĕн ятне «Кибеч» теессишĕн çине тăрать-ха?

Кун пирки вăл тахçан ăнлантарса панă. Анчах та вăл каланă шухăшсем — йăнăш.

Вăл çапла ăнлантарнă: çавăнта çав сасă янраса илтĕнет те, çавăнпа Кипеч мар, Кибеч темелле имĕш.

Анчах та кунашкал позицире сасăсене янраттарасси — чăваш çырулăхĕн универсалла йÿтĕмĕ.

Çаванпа та вырăсла шухăшласа чăваш çырулăхне хирĕç пымалла мар.
Кибеч // 1715.7.5998
2024.10.16 11:12
Хушса калани.В.Станьяла ахальтен тав сӑмахӗ каламастӑп.Вӑл тунӑ ырӑ ӗҫсем пайтах.Вӑл "Ваттисен сӑмахӗ"кӗнеке пирки те тӑрӑшнӑ.Унта:"Каланӑ сӑмаха тавӑраймӑн,ҫырнӑ сӑмаха хуратаймӑн"-тени пур."Чӑваш ен"хаҫатра /1997,33ном./В.Станьял ҫапла ҫырать:"Анатолий Кипеч 20 ӗмӗр вӗҫне хӑйне евӗрлӗ сӑвӑҫ пулса кӗчӗ.Сӑвӑрса тасатнӑ шухӑшсен ӑсти.Пиччесемпе аттесем вӑрҫӑ хирӗнче хӗҫ пулса хуҫӗлчӗҫ пулсан,пирӗн ӑрун хӗҫсенчен ҫурласемпе сухапуҫсем тума тиврӗ.Анатолий Кипеч вара кӗсле купӑссен хурҫӑ хӗлӗхӗ пулса тӑчӗ.Янра,янра,уҫӑ сасӑллӑ ҫирӗп хурҫӑ хӗлӗх."Ҫак сӑмахсене вуласан,татах та тӑрӑшса ӗҫлесси кӑна юлать.Ҫынна ырӑ сунни,хавхалантарни пӗртте ытлашши мар."Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе каланинче"ҫапла ҫырни пур:"Тавӑру ҫулӗ ҫине ан тӑрӑр.Кӗвӗҫ чунсемпе кӗрешсе вӑхӑтпа сывлӑха сая ан ярӑр.Ӗҫри,пурнӑҫри ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тавлашу сӑмахӗнчен ҫӗр хут вӑйлӑрах."Хам та ҫапла пурӑнас тенӗ.Ыттисене те ҫапла сӗнетӗп.
Agabazar // 2197.39.9778
2024.10.26 17:32
Agabazar
Ак çак кенекепе паллаашăр, тархасшăн, тен, усси пулĕ (çатăлтатса ларнинчен темиçе хут усăллăрах) — https://books-lib.com/books/istoric ... .html#fullstory-text

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики