Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Отсутствие опровержения, не является доказательством.
(С. Прокопенко)
 

Виталий Станьял: Уҫӑ ҫыру: Хурал фондне уҫма ыйтатӑп

Виталий Станьял23.04.2020 11:505704 просмотров

Чӑваш халӑх сайчӗн ертӳҫине Аҫтахар Плотникова,

Чӑваш халӑх хуралӗн ҫумпуҫлӑхне Тимӗр Тяпкина

Уҫӑ ҫыру: Хурал фондне уҫма ыйтатӑп

Чӑваш сайтӗнче ватӑ ҫынсене Чӑваш халӑх хуралӗ ячӗпе апат-ҫимӗҫ парса пулӑшасси ҫинчен хыпар вуласан, пӗрре савӑнтӑм, тепре хытӑ пӑшӑрханса илтӗм.

Мӗншӗн пӑшӑрхантӑм? Мӗншӗн тесен эпӗ хама, сывлӑхпа хуҫӑлтӑм пулсан та, кӑшӑлвируса пула пулӑшу памалли ҫын теместӗп. Выҫӑ лармастӑп, Пенси вӑхӑтра илетӗп. Кил-йышра мана сывӑ чухнехинчен те тимлӗрех — пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Ача чухне хирти ҫӗрӗк ҫӗрулми крахмалӗпе, серте-вӗлтренпе, ҫӑка ҫулҫи-турачӗпе ӳсрӗм, ҫапах кӗлмӗҫе каймарӑм. Халӗ вара ҫук ҫын вырӑнӗнче пулас-и?

Мана вӑй-хал сунса пӗр ҫаврӑм хура ҫӑкӑр, пӗр-ик панулми, тепӗр хӑмпӑ тӑварлӑ шыв килсе панине пысӑк хисеп вырӑнне йышӑнӑп.

Халӑх ӗҫӗшӗн пуҫ хума хӑрамасӑр тӑрӑшакан хӑюллӑ ҫынсене тата вӗсем тӑвакан пулӑмсене (сӑмахран, Аҫтахар, эсӗ тытса пыракан сайта) тӗкӗ парса тӑрсан вырӑнлӑрах пулӗ тесе шутлатӑп.

Мӗншӗн савӑнтӑм? Йывӑр вӑхӑтра ҫумра шанчӑклӑ ҫынсем, тӑвансем пурришӗн, вӗсем уҫӑ кӑмӑлпа пулӑшса тӑнишӗн. Пачах аякри ҫынсем инкеке ҫурмалла пайларӗҫ, кӗтмен ҫӗртенех уявсем туса хавхалантарчӗҫ.

Шухӑшлӑр-ха: хӑй те тӳрленмен урасемсӗр ларакан, ни ентеш, ни ӗҫтеш, ни хурӑнташ мар Николай Григорьев врач мана юбилей ячӗпе ятарласа кӗнеке ҫырса саламларӗ, Чӑваш таврапӗлӳ пӗрлешӗвӗн ҫумъертӳҫи Галина Соловьевӑпа ӑслӑлӑх ҫыруҫи Ольга Тимофеева хӑйсен укҫи-тенкипе сӑвӑ кӗнеки кӑларса, Наци вулавӑшӗнче хӳхӗм чыслав йӗркелерӗҫ. Унта шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ӑсчахсем, ӗҫтешсем, ентешсем районсенчен, Хусантан, Чӗмпӗртен, Тӗменрен, Мускавран тулли салам пани мӗне тӑрать! Мӗнле укҫапа виҫме пулать ҫак кӑмӑла? Эпӗ вӗсене ӗмӗрӗм вӗҫлениччен те ятран асӑнса хирӗҫле савӑнӑҫ парнелеймӗп, ҫав пӑшӑрхантарать.

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш халӑх хуралӗ Станьял ячӗпе ниме ирттерме йышӑнни пирки хам шухӑша пӗлтерес тетӗп.

Ниме — пирӗн халӑхӑн авалтан упранса пыракан таса йӑли, ӑна малашне те манмалла мар. Инкек-синкек ҫапсан е пысӑк ӗҫ пуҫарнӑ чухне ял-йышпа пулӑшнинчен пӗрлехи сӑваплӑ савӑнӑҫ туйра-ӗҫкӗре те ҫук пулӗ.

Халӑх хуралӗпе Чӑваш сайчӗ пархатарлӑ ниме ӗҫне анлӑ пӗлтерӗшпе пуҫарса тус-юлташсем урлӑ халӑха хускатнине ырлатӑп. Антив, ку ниме Халӑх хурал фончӗн никӗсӗ пултӑр, вӑл чӑвашлӑхшӑн паллӑ ӗҫсем тума кайтӑр. Сӑмахран, патшалӑх кӑларса паман кӗнекесене пичетлеме, чӑваш кӗрешӳҫисене (Охатер Томеева, Василий Григорьева, Мӗтри Юмана, Митта Ваҫлейне тата ыттисене) палӑксем лартма, Чӑваш керменне ҫӗклеме, наци йӑлин аслӑ уявӗсене ирттерме тата ытти те. Халӑх фондне эпӗ хам енчен ака уйӑхӗн пенсийӗнчен пӗр пин тенкӗ куҫарса паратӑп.

Паллах, уйрӑм ҫынна хисеп туни хаклӑ. Тӑван халӑх чысне ҫӗклекен курӑмлӑ ӗҫсем туни тата хаклӑрах.

Виталий Станьял

 

Редакцирен

Кунашкал акцие ирттерсе эпир сире, Виталий Петрович, пӗрре те ҫук ҫын вырӑнне хумастпӑр. Ку вӑл сире, тата чӑваш халӑхӗшӗн тӑрӑшса ирттернӗ ытти ҫынна пирӗнтен хисеп туни. Ҫавӑнпа та пирӗн пулӑшӑва хапӑл йышӑнасса шанас килет.

Ниме тенӗрен вара, шел те чӑваш халӑхӗ ӑна манса пырать пулас. Паянхи кун чӑвашсен хушшинче харпӑр хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшасси, хӑйсем пирки ҫеҫ пӑшӑрханасси йӑлана кӗрсе пырать. (Паллах, ниме йӑли пирки манманнисем те пур-ха! — ку савӑнтарать). Пулӑшас мар тесе мӗн кӑна шутласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ — «унӑн пенсийӗ пысӑк», «вӑл хӑтлӑ хваттерте пурӑнать», «ачи-пӑчипе мӑнукӗ пулӑшмалла», «мансӑрах пулӑшӗҫ» тата ытти те. Ҫак сӑлтавсене ман шутпа вӗсем хӑйсен хыткукарлӑхне, харпӑрҫӑлӑхне тӳрре кӑларма ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Сӑмахӗ вара пач урӑххи пирки пырать-ҫке: енчен те ҫын хӑй ӗмӗрне чӑваш халӑхӗшӗн ирттернӗ пулсан, эсӗ ху хӑвна чӑваш тесе шутлатӑн пулсан мӗншӗн сан ҫав ҫынсене хисеп тумалла мар-ха? Ӑнланатӑп, енчен те 200–300 тенкӗпе пулӑшсан ҫукка тӑрса юлӑн пулсан, ҫав укҫана куҫарнине пула выҫӑ ларма тивӗ пулсан... Кун пек чухне ӑнланма пулать.

Пуян пурӑнни, пенси пысӑк пулни, хваттерӗ хӑтлӑ пулни те ман шутпа чӑваш халӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ ҫынна пулӑшу кӳрессинчен хӑтӑлтаракан япала мар. (Тӗрӗссипе, чӑвашлӑхшӑн ӗҫлекен ҫынсем хушшинче эп чухӑннисене курман-ха — Тав Турра, Чӑваш Турри пурах, чӑвашлӑхшӑн ӗҫленине курать, ҫавна май пулӑшать те!) Чи кирли кунта — ҫынна хисеп тума пӗлнинче. Чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшнишӗн тав тума пултарнинче.

Ку е вӑл ҫын ман кӑмӑла каймасть, вӑл тӑвакан ӗҫ мана килӗшмест — текен шухӑш-кӑмӑла та сирме вӗренмелле. Килӗшет-и, килӗшмест-и — анчах ҫын чунне парса чӑваш халӑхӗшӗн ӗҫлет. Шӑп ҫакӑншӑн тав тума пӗлмелле те, хал ҫитермелле те.

Тав тунине, хисепленине йышӑнсан пулӑшакан чӗринче ҫав тери ҫӑмӑл пулса каять. Ӗнерпе паян ҫак акцие хутшӑнма май туса панӑшӑн миҫе ҫын тав тумарӗ пуль мана. Вӗсем пӗтӗм чунтан, пӗтӗм кӑмӑлтан пулӑшасшӑн — ҫав хисепе йышӑнсан аван пулӗччӗ.

Хурал фончӗ пирки

Хурал фончӗн ыйтӑвне «Чӑваш халӑх сайчӗсӗр» татса парасса шанатӑп. Пирӗн МИХ умӗнче ҫак акци валли укҫа пухма май туса парас ыйту кӑна тӑчӗ. Шел те, вӑхӑт ҫукран нимеҫӗ пулса та хутшӑнма май ҫук. Вӑй ҫитнӗ таран ҫак акцие хамӑр МИХра ҫутатма тӑрӑшасси пирки ҫеҫ сӑмах пама пултаратпӑр.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимер // 3796.47.3425
2020.04.23 13:05
Станьял пиччене кӑштах чӑкӑрташланма юратнишӗн эпир пурте хисеплетпӗр.Нихҫан та хӑйшӗн,чапшӑн,званишӗн,укҫашӑн хыҫкаланса ҫӳремен.Сенкер экранпа пӗрмай тӗрлӗ парти юхӑмӗсем волонтерсем урлӑ ватӑ ҫынсене пулӑшу пани пирки куратпӑр.Пирӗн те хӑйне евӗрлӗ чӑваш парти пултӑр.Май килнӗ чухне хамӑра хамӑр хисеплени кӑтартса парӗ те эпир чунпа чӑвашлӑха парӑннине.
Agabazar // 3980.54.3873
2020.04.23 15:43
Agabazar
Ниме тени вăл укçа пуçтарни çеç мар. Ниме тенине эп кăшт урăхларах ăнланатăп.

Ав Тимĕр пĕррехинче Угасловăн "Тус" стройккисенче пĕр-ик кун песплат ĕçлесе пама сĕннĕччĕ. Çапла майпа пухăннă укçана (пурлăха) чăвашлăх ĕçне уйăрма май пур имĕш.

Ку енĕпе нумай шухăшласа кайма пулать.

Акă В. Ф. Ермолаевăн чăх-чĕп хапрăкĕ пирки мĕн чухлĕ çухăрчĕç.

Пĕтĕм хулана çав нĕрсĕр сын шăршлантарать имĕш. Ĕнтĕ халĕ хапрăкĕ Ермолаевра мар. Урăх çынна (е çынсене) куçнă.

Çапла вара шăршлантару пирки пыракан шăв-шав та сасартăк таçта кайса çухалчĕ. Хапрăкĕ вара вырăнĕнчех ларать. Шăрши-марши те ниçта та çухалман.

Анчах та «пирĕн çын» (нимеçĕ?) хăй пекех чăваша, — Ермолаева,— айккинелле катертрĕ пулать те, çапла вара хăйне шутсăр телейлĕ тесе шутлать иккен.
Лешкукша // 3868.27.1765
2020.04.23 16:59
Шупашкарта е урӑх лайӑх вырӑнта чаплӑ Чӑваш Керменне ниме майӗпе лартма пуҫламалла тесе ҫырнӑччӗ Станьял.
Мӗншӗн тытӑнмастпӑр?Чӑваш ҫурт лартма маннӑ-и, пуҫ мими шӗвелнӗ-и? Угасловсӑр урӑх строитель юлман-?
Халӑхпа ниме тумалли стройка пуҫармалла Халӑх Хуралӗн!
Agabazar // 4142.12.7254
2020.04.23 22:19
Agabazar
Нимелле кулаксене тĕп турăмăр та колхозсем йĕркелерĕмĕр тенĕччĕ пĕр поэт.

Варнавăпа ытти сăваплăхçăсем пур тĕлте те нимелле чиркÿсем туса лартрĕç. Шучĕ çук!


Ют никпа çыракан Лешкукша, тĕслĕх ил Варанвăран, туса ларт республикăра пĕр аллă штук та пулин Чăваш Керменĕсем!
Тимер // 3796.47.3425
2020.04.23 23:29
Укҫа никама валли те ҫӳлтен ӳкместь.Угасловшӑн та Акапасаршӑн та.Ӗҫлесен пулать.Кедров юлташ валли вара чӑннипех ҫӳлтен ӳкет,ҫавӑнпа чиркӳсем кӑмпа пек ӳсеҫҫӗ чӑвашра.Унта вара вуншар мӗльюн каять.
Agabazar // 4142.12.7254
2020.04.23 23:51
Agabazar
Тата тепĕр «нимелле» ĕçе пĕлетĕп эпĕ. 1937-38- мĕш çулсенче «халăх тăшманĕсене» "нимелле" кăклани.
Лешкукша // 2601.37.6920
2020.04.24 01:09
Япаласен пичӗпе пӗрле тӳрчӗ те пур. Акапасар тӳртне хыҫма юратать.Мӗншӗн? Вӑл хӑй тӳнтер ӗҫсен маҫтӑрӗ мар=и?
Вот и // 1977.69.9930
2020.04.25 08:53
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики