Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +4.3 °C
Я ненавижу людей, не умеющих прощать.
(Ницше)
 

Виталий Станьял: Муркашра миҫе Муркаш?

Виталий Станьял20.07.2020 13:285194 просмотров

«Хорӑн ялӗнчен уйрӑлса тӑватӑ вырӑнта тӑватӑ ял — Кӗсмӳ (шыв пуҫламӑшӗнче вырнаҫнӑ), Пашалукасси тата Чаканар ялӗсем пулса кайнӑ… Ялсем пысӑклансан, обществӑсем тунӑ вӑхӑтра, Мӑн Муркашне, Шаптакне тата Ҫӗньялне (ун чух Ҫурлатӑрри ялӗ пулман) пӗрле Перво-Васькинское общество тесе ят панӑ. Пирӗнне, тӑватӑ ялне пӗрле, Второ-Васькинское общество тенӗ... 1866 ҫултанпа вӗсем уйрӑм ялсемех шутланнӑ. 29. 08. 1963 вӗсене пӗрлештерсе пӗр Хорной ялӗ тесе ҫырма пуҫлаҫҫӗ», — тенӗ Н.Г. Петровский (1908-1984) хӑйӗн «Хыркасси-Муркаш: кунҫулӗ, ӑс-хакӑлӗ, ҫыннисем» кӗнекинче (Ш., Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2016). Кӗнеке тӑватӑ ҫул каяллах тухса саланса пӗтнӗ. Апла пулсан та, ӑна ытти ҫӗр-ҫӗр кӗнекерен уйӑрса, виҫ сӑмах калас терӗм.

Кӗнеке пуян, тирпейлӗ, кирек хӑш вулакана та килӗшмелле. Ӗлӗк-авалхи юмах-сӑмах, йӑла-йӗрке, Холавар халапӗ, Хоракасси пасарӗ, Пугачев вӑхӑчӗ, Шорча вӑрҫи, Чемей пӑлхавӗ, революцисем, элтешлӗх вӑрҫи, 1935 ҫулта Мускавра колхозние-ударниксен съездӗнче пулни, Чалтан (Отечественнӑй) вӑрҫӑсем... Колхоз аталанни те саланни, шкулсем уҫӑлни те хупӑнни, ӗҫпе ҫар паттӑр ҫыннисем, учительсем, председательсем-бригадирсем, механизаторсем, бухгалтерсем, тухтӑрсем, фермерсем. Паха мӗнтелсене историпе географи учителӗ, ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсен ушкӑнӗн ертӳҫи, шкул директорӗ, вӑрҫӑра рота командирӗ, колхозра парторганизаци секретарӗ пулнӑ Никита Германович Петровский нумай ҫул чарӑнмасӑр пухнӑ. «Хорной (Хыркасси-Муркаш) ҫинчен Никита Германович ҫулсем иртнӗ май тус-тантӑш, пурнӑҫӗнче хастар пулнӑ хисеплӗ ҫынсем сахалланса пынине чӗре витӗр кӑларса, ҫамрӑк ӑру иртнӗ вӑхӑта, хӑйсен несӗлӗ тӑванӗсене пӗлсех кайманнишӗн пӑшӑрханса, кӗнеке туса кӑларма хатӗрленнӗ», – тенӗ умсӑмахра кӗнекене калӑплаканӗ тата редакторӗ Евгений Ерагин (3 хутъен). Алҫыру Чӑваш тӗпчев институчӗн архивне кӑна лекме тивӗҫ илнӗ. Вӑл вӑхӑтсенче пирӗн хамӑр историе пӗлме те, ҫырма та юраман ҫав. Наци энциклопедийӗ пирки калаҫма та чарнӑччӗ! Кӗнеке кӑларӑшӗ йышӑнмасть, журналсем пичетлемеҫҫӗ. Питӗ лайӑх астӑватӑп ҫав «ирӗк, савӑк» вӑхӑтсене.

«Хыркасси-Муркаш» кӑларӑм халӗ авторӑн ывӑлӗ Петр Никитич Петровский учитель ӑшшӑн-пиллӗн тӑрӑшнипе пичетленнӗ. Вӑл юлашки тапхӑр хыпарӗсене хушса панӑ, Владимир Агеев, Николай Теветкел ятарласа ӳкерсе панӑ ӳкерчӗксене тирпейлӗ упранӑ. Маттур ҫын. «Мӗнле ашшӗ ун пек ывӑлӗшӗн савӑнмӗ!» (7 хутъен). Эпӗ кӗнеке халӑха килӗшнишӗн савӑнтӑм. Ӑна пичетлесе кӑларнӑшӑн Петр Петровскипе Евгений Ерагина тав тӑвас терӗм.

Татах нумай-ха килсенче, шкулсенче, вулавӑшсенче пичетленмен алҫырусем. Вӗсене ҫутта кӑларас текен тӑхӑмӗ-тӑванӗ те тупӑнсах тӑрать-ха. Вӗсем манӑн ватӑ чуна хытах савӑнтараҫҫӗ. Тавах ӑслӑ таврапӗлӳҫӗсен хастар ывӑлӗ-хӗрне, ашшӗсен пархатарлӑ ӗҫне-хӗлне тӗрӗс хак хурса, малалла ҫирӗп тӑсма пӗлнишӗн.

Пӗр аякри тав сӑмахӑшӗнех ҫыртӑм хамӑн ҫак йӑркесене, сире ырӑ сунса, вилӗмсӗр ӗҫ ӑстисем!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики