Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Любовь сильнее разлуки, но разлука длиннее любви...
(И. Бродский)
 

Виталий Станьял: Тури Выла ачисем...

Виталий Станьял26.01.2021 20:314325 просмотров

(Таврапӗлӳҫӗ типтерӗнчен)

Ватлӑх кунра савӑнӑҫ нумаях тупӑнмасть. Ҫавӑнпа пӗр савӑнӑҫ ҫинчен каласа хӑварас килчӗ.

Сакӑрвуннӑран иртсен тухтӑрсемпе, шураппасене (сестрасемпе санитаркӑсене эпӗ ҫапла чӗнетӗп — Aqabasar ятлать пулсан та) самаях чӑрмантарма тиврӗ. Васкавлӑ пулӑшу сыватӑшӗн Ҫурҫӗрти уйрӑмӗнче, Шупашкарти Ленин проспектӗнчи тӗп сыватӑшра тата Тракторҫӑсен аслӑ урамӗнчи Радислав Максимов ертсе пыракан уйрӑмри ӑстасене тимлӗхӗшӗн, чӑтӑмлӑхӗшӗн, ӑшӑ кӑмӑлӗшӗн мухтаса пӗтерейместӗп. Ятран каласа тухаймӑп — пӗри те тепри чӑваш хӗрӗсем (пӗтӗмпе пекех вӗсем ӗҫлеҫҫӗ) ырӑ кӑмӑлли, ӗҫченни курӑнать. Ҫак маттур та чӑтӑмлӑ шураппасене мӗнле медаль, мӗнле орден тивӗҫет-ши? тесе шухӑшласа выртаттӑм.

Ҫынна курса савӑнмалли килте те тупӑнать. Пӗринче юн пусӑмӗ итлеми хӑпарса кайрӗ те, васкавлӑ пулӑшӑва чӗнме тиврӗ. Часах ҫитрӗ, пӗртте кӗттермерӗ. Ушкӑнри Валентина Юрьевна Ерофеева, унӑн пулӑшаканӗ Дмитрий Ермаков вӑр-вар та тавҫӑруллӑ пулни тӳрех курӑнчӗ (ку хушӑра манӑн тӗрлӗ пулӑшуҫӑсене курма тиврӗ ҫав!).

Хӑрушлӑх иртсен питӗ ӑста врачпа шутсӑр тимлӗ пулӑшакана (ассистент темелле-ши ӑна?) тав тунӑ чухне чӑвашлах каласа ятӑм. Мӗтри кулса ячӗ те, «Эпӗ чӑвашла пӗлетӗп» тесе хушса хучӗ. Сиплев япалисене тирпейленӗ хушӑра кӑшт калаҫса илме те май пулчӗ. Элӗксем вӑл, Александр Артемьев ялӗнчен. Эппин, Тури Вылран, эпӗ питӗ хисеплекен ҫынсем — философи докторӗ Валериан Ермаков, хӑрушсӑрлӑх комитечӗн ертӳҫи Вячеслав Тихонов генерал ялӗнчен, Ураскильт енчен. Пулнӑ унта, Илле Тукташа, Карачӑм Харламьева, Микихвер Ваҫанккана, ватӑ шкула пуҫ тайнӑ.

Мӗтри Ермаков унта вӗреннӗ, чӑваш литературине Эльвира Николаевна Терентьева вӗрентнӗ. Мӗтри 2012 ҫулта, 10 класра чухне, районти ӑмӑртура «Манӑн Тӑван Ҫӗршыв» конкурсра экологипе таврапӗлӳ енӗпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Интернет ҫапла пӗлтерет.

Сисӗнет калаҫӑвӗнченех — ку студент ячӗшӗн пурӑнмасть, алран кайтӑр тесе вӗренмест те, ӗҫлемест те. Чӑваш литературине хӑшпӗр учительрен те лайӑх пӗлет. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ университетра лайӑх вӗренни мана иккӗлентермерӗ. Анчах мӗнле майпа чӑваш культурине сӑнаса пыма вӑхӑт тупни ҫинчен ыйтса пӗлесшӗнччӗ — пулмарӗ. Вӗсене тепӗр ҫӗре васкавлӑ чӗнсе илчӗҫ.

Дмитрий Ермаков сиплевҫӗпе темиҫе самант кӑна калаҫма май килчӗ. Ӗҫӗшӗн, ӑсӗшӗн, тирпейлӗхӗшӗн савӑнтӑм. Вӑл халӗ ҫамрӑк-ха, йӑлтах — умра. Малашне те Мӗтри Тури Выла ятне ямасса шанса юлтӑм.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 7117.5.3494
2021.01.26 20:52
Agabazar
Санитарка, сестра (сăмахсем) тĕлĕшпе нихçан та никама та «вăрçса» курман.

Шăпах çавнашкал япаласем пирки шутламалла та.

«Шураппа» сăмахăн пĕлтерĕшĕ пирки тахçан философи ăславĕсен кандидачĕ Юлия Силем ăнлантарса панăччĕ. Халĕ, шел пулин те, маннă.

Тен, кам та пулсан аса илтерĕ.

Петĕр Хусанкай «Тури Вылта туй сикет» поэмине Александр Артемьев туйĕнче пулнă хыççăн çырнă теççĕ. Чăнах та çапла-и?

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики