Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Пока в голове нет идеи, глаза не видят фактов.
(Академик И.П. Павлов)
 

Аçтахар Плотников: Ҫӗршыв, эль, иль...

Аçтахар Плотников21.03.2021 08:394489 просмотров

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Ҫӗршыв тетпӗр эпир хамӑр ҫуралса ӳснӗ кӗтесе, тавралӑха, ҫаран-улӑха, ката-вӑрмана, ҫӗре-шыва юратса. Анчах ку вӑл хальтерех пулнӑ сӑмах, хӑйне евӗрлӗ ӑнлантару. Авал чӑвашсем ку пӗлтерӗше эл (эль) сӑмахпа ӑнлантарнӑ. Эл — ҫӗр-шыв, тӑван кӗтес, ҫуралнӑ тавралӑх. Чӑваш ҫӗршывӗ — чӑваш элӗ. Пирӗн аслаттейсем, авалхи пӑлхарсем, патшине элтепер (элтапӑр) тенӗ, ку ӗнтӗ эл (ҫӗр-шыв) тытса тӑракан тенине пӗлтернӗ пуль. Ӗлӗк чухне эл темиҫе пая пайланнӑ, пайӗсене ил (иль) тенӗ. Ил — область, вулӑс, тӑрӑх, удел. Илхан — удел ханӗ е йӑх ханӗ. Ханпа пӗр варти ҫын — кавхан е кӑвхан. Ку сӑмах хальхи пӑлхар чӗлхинче ҫак пӗлтерӗшпех упранса юлнӑ, ӑна кӑвапа сӑмахпа ҫыхӑнтараҫҫӗ, пӗр кӑвапаран тени ӗнтӗ апла вӑл. Чӑвашра илхан сӑмах каярахпа ят пулса юлнӑ. Эл, ил — чылай тӳрк чӗлхисенче халӗ те хӑйсен пӗлтерӗшӗпех пурӑнаҫҫӗ. Пирен кӳршӗсем те, ҫармӑссем, хӑйсен ҫӗршывне халӗ те Мариэль теҫҫӗ. Ку ӗнтӗ вӑл Мари ҫӗршывӗ тенине пӗлтерет. Вӗсем патне ку сӑмах авалхи пӑлхарсенчен пынӑ пуль.

Чӑвашстан, Чӑвашьен, Чӑваш ҫӗршывӗ, Чӑваш элӗ — хитре сӑмахсем, пурте пултӑрччӗ чӗлхере, ан ҫухалччӑрччӗ...

 

Хушса калани. Ку сӑмахсем пӗр енчен ҫӑмӑл пек те, тепӗр енчен ҫӑмӑлах та мар.

Чи пысӑк йывӑрлӑх, ӗнтӗ, вӗсемпе хальхи вӑхӑтра усӑ курманни кӑларса тӑратать. «Иль» пирки сӑмах та ҫук — унӑн йӗрӗ пирӗн чӗлхере тахҫанах ҫухалнӑ, чӑваш ячӗсенче ҫеҫ юлнӑ. Ҫапах Федотов та «Ил...»-пе пуҫланакан чӑваш ячӗсен малтанхи компоненчӗ авалхи тӗрӗк чӗлхинчи «il/el» сӑмахран тухни пирки асӑнать.

Эл сӑмах ҫавӑн пекех чӑваш ял ячӗсенче те сахал мар упранса юлнӑ. Инҫе кайма та кирлӗ мар — Патӑрьел ял ятӗнчех вӑл пур. Ҫавӑн пекех Сӑрьел, Вӑтаел, Энтриел тата ытти ятсенче «эл» сӑмах пытаннӑ.

Ытла нумай шыраса лармарӑм пулин те чӑваш чӗлхинчи ҫак сӑмахсем те кӑсӑклӑ: элем, элчӗ. Пӗрремӗшӗ ялавӑн синонимӗ. Хальхилле ӑнлантарса парас пулсан эле палӑртакан паллӑ. Элчи вара — пӗр-пӗр элтен килнӗ ҫын, унӑн представителӗ. Элтепер-пе те ҫавнашкалах — вӑл пӗр-пӗр тӑрӑхӑн пуҫлӑхӗ.

Ял сӑмах та ӗнтӗ «эл»-тен ытла инҫе кайман, вӗсем пӗр кӑкранах тухнӑ. Чӑваш «ялӗ» ытти тӗрӗк чӗлхисенчи «аулӗ»-пӗ ҫывӑх. Анчах та ӗлӗкрех вӗт-ха ял таврашне пӗр-пӗр йӑх ҫыннисем йӗркеленӗ. Халӗ вӑл ялта мӗнле кӑна йӑх ҫук пуль, ӗлӗк вара ытларах пӗр йӑхри ҫынсем пулнӑ, ҫавна пулах авланнӑ чухне хӗрсене тӑван ялта мар шыранӑ — кӳршӗрисенче. Апла тӑк, ял та авалхи тӗрӗк чӗлхинчи «il/el» сӑмахранах тухнӑ.

Ҫӗршыв сӑмаха илес пулсан вӑл чӗлхене нумай пулмасть кӑна кӗнӗ пулас. Те «патшалӑх» сӑмахпа усӑ куртарманран, те XX ӗмӗрти куҫаруҫӑсен пуҫарӑвне пула...

Ҫак статьяри Юхма Мишшин хӑш шухӑшӗпе чӑн та килӗшетӗп — вӗҫлесе каланӑ сӑмахсемпе. Чӑн та чӗлхере «ҫӗршыв» та, «эл» те, «ен» те, «стан» та пулмаллах. Ахаль калаҫура вӗсем, тен, пурте хӑйсен вырӑнне тупаймӗҫ, анчах чӗлхене ҫав-ҫавах пуянлатӗҫ.

 

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3068.56.1033
2021.03.21 11:26
Agabazar
Чăваш чĕлхинче çĕршыва пĕлтерекен «эл» сăмах пур-и?

Ку ыйтăва хускатаса питĕ тĕрĕс тунă.

Тĕррĕссĕпе тĕрĕк тенчинче «эл» тени «ил» теничен ватăрах.

Юлашки вариант тутар тата пушкăрт калаçăвĕсенче çеç тĕл пулать. Вăл сăмахра çеç мар, ытти нумай сăмахсенче.

Кунашкал пулăма тюркологире поволжский-перебой теççĕ.

Çапла вара, «эл» (йел) тени чăваш чĕлхинче çеç мар, тутар-пушкăрт чĕлхисенче те çук. Чăваш чĕлхинче вăл япалана ял тени тÿр килет. Çапла вара «эл» çук пек пулса тухать.

Анчах та ку чăнах та çапла-ши?

Тен, чăваш чĕлхинче «эл» тата «йел» тенисем те пур? Вĕсем унта хăшпĕр кыпчак чĕлхисенче хайхи поволжский-перебой текенни пуçланиччен кĕме пултарнă.

Калăпăр, казах чĕлхинче «йел» сăмах пур, чăнах та çĕршыва пĕлтерет (елбасы — Президент). Казах чĕлхи пушкăрт тата тутар чĕлхисенчен хайхи поволжский-перебой çуккипе уйрăлса тăрать. Вăл кыпчак чĕлхисенчен тутарсемпе пушкăртсен çеç пур (кун пирки темиçе хут та каларăмăр ĕнтĕ).
Agabazar // 3068.56.1033
2021.03.21 11:33
Agabazar
Ял тата авыл (аул) тенисем — когнатсем мар. Вĕсем ăнсăртран килсе тухнă пĕрпеклĕхсем çеç.

Тутар тата пушкăрт чĕлхисенче чăвашла ял тенине ил сăмах тÿр килет.

Тата тепĕр ыйту. Чăваш чĕлхинче «эл» сăмах çук пулсан, çармăс чĕлхинче епле çавă тупăннă-ши (Марий-Эл)?
Agabazar // 3068.56.1033
2021.03.21 11:49
Agabazar
тутар-пушкăрт чĕлхисенчи авыл (аул) сăмаха чăваш чĕлхинче мĕнле сăмах тĕл килет-ши. Пур-ши унта ку тĕлĕшпе тивĕçлĕ когнат?
Микула // 1372.89.3724
2021.03.21 17:28
Кас пирки манса ан кайӑр. Кас вӑл КАС ,стан ,штат тата ытти те. Кас тени -пӗрлӗх, ирӗклӗ, вырӑн , огуз тата ытти те. Ял тени вӑрҫӑ тухсан -военное подразделение пулса тӑнӑ. Ялав Тӑрӑх та ҫӑмӑллӑнах патшалӑх пулать. Тӗрӗксен халӑх тата патшалӑх ячӗ ытларах чух пӗрешкел илтӗннӗ. Халсӑр пулнӑ- хӳтлӗхсӗр юлнӑ. Халӑх хал йӑхӗ- род защитников. Ярл-предводителу викингов,правитель области. Хер Сир -сотник. Асы-викинги.
Agabazar // 4044.92.1986
2021.03.24 13:00
Agabazar
Эл тата ил хыççăн мехккий-снак çырмаççĕ.

Эл кÿлли. Пехил. Элкер. Ирçел. Пил.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики