Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Хорошему управляющему надо уметь слушать не меньше, чем говорить.
(Л. Якокка)
 

Надежда Кириллова: «Инкеклӗ телей» тата «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ»

Надежда Кириллова14.05.2021 13:395084 просмотров

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Совет Союзӗ ҫӗршывӗ ҫине фашистла Германи ешкерӗ тапӑнса килни 80 ҫул ҫитет. Ҫак вӑрҫӑ нуши-асапне фронтри ҫапӑҫусенче тӳссе ирттерсе сыхланса юлнӑ ӑру паян кунран-кун сахалланса та сахалланса пырать, «вӑрҫӑ ачисен» ӑрӑвӗ те – халь чи аслӑ ҫынсем. Анчах вӑрҫӑ историйӗ пире паян та калаҫтарать, шутлаттарать, унпа ҫыхӑннӑ асап йӗрӗ паянхи кун та пирӗн пурнӑҫ асӗнче. Патшалӑх архивӗсенче ҫӗнӗ документсене алла тытса вулама май килнипе вӑрҫӑ историйӗпе ҫӗнӗрен ҫӗнӗ тӗпчев ӗҫӗсем ҫырӑнаҫҫӗ, вӑрҫӑ темипе ҫӗнӗ кинофильмсем ӳкерӗнеҫҫӗ, следопытсен ӗҫӗ-хӗлӗ вӑрҫӑра вилнӗ чылай салтак виллине йӗрлесе тупса ӑна тӑван ҫӗре илсе килсе пытарма пулӑшать, нумаях пулмасть вӑй илнӗ «Вилӗмсӗр полк» акци халӑха пӗрлештерсе кашни киле пырса ҫапнӑ вӑрҫӑ нуши ҫинчен калаҫтарать, театрсенче вӑрҫӑ темипе лартнӑ спектакльсем кун ҫути кураҫҫӗ. Пирӗн чӑваш литературинче те вӑрҫӑ темипе ҫырӑннӑ произведенисем чылай темелле. Салтак нуши-асапне тӳссе вӑрҫӑ витӗр тухнӑ чӑваш писателӗсемпе поэчӗсем хӑй вӑхӑтӗнче чылай произведени кун ҫути кӑтартнӑ. Пӗлтӗр кӑна пирӗн халӑх ҫак хаяр вӑрҫӑ вӗҫленнӗренпе 75 ҫулне паллӑ турӗ пулсан, кӑҫал вара Чӑваш ҫӗршывӗнче ҫак вӑрҫӑн тепӗр манӑҫнӑ страници уҫӑлчӗ – вӑл - тӑшман эшкерӗ Мускав хулине илес хӑрушлӑх тухса тӑнипе Хусанпа Сӑр ҫывӑхӗнче 1941-мӗш ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа 1942-мӗш ҫулхи январь вӗҫӗччен хӳтӗлев чиккисем тунӑ ҫӗре хутшӑнса нушаланнӑ пин-пин ҫын: стариксем, хӗрарӑмсем, хӗрсемпе ача-пӑчасем ҫинчен каласа парать. Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫал ҫак истори ҫинчен халӑха паллаштарма кӗнеке те пичетлесе кӑларчӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗпе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗ те ку пулӑм айккинчен иртмерӗҫ, асап-нушаллӑ вӑрҫӑ вӑхӑтне хӑйсен спектаклӗсенче кӑтартса пама тӑрӑшрӗҫ. Икӗ спектаклӗ те пирӗншӗн ҫӗнӗ ӗҫ, ҫӗнӗ тема темелле. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Юлия Николаева калавӗ тӑрӑх Сергей Павлов инсцинировка тунӑ «Инкеклӗ телей» спектакльпе, Ҫамрӑксен театрӗ – хальхи вӑхӑтра пьесӑсем ҫыракан Владислав Николаевӑн «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ» драмипе паллаштарчӗҫ.

Кам-ха вӑл Юлия Николаева? Юлия Федоровна Николаева профессийӗпе вӑрман хуҫалӑх инженерӗ пулнӑ, турӑ пӳрнипе – илемлӗ сӑмах ӑсти. Вӑл Куславкка районӗнчи Муркар ялӗнче 1926-мӗш ҫулта ҫуралнӑ. 2001-мӗш ҫулта Кукеҫри типографире хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекине пичетлесе кӑларнӑ. Вӑл кӗнекене автор ҫырнӑ калавсемпе повеҫсем кӗнӗ, ҫав шутра «Инкеклӗ телей» калав та. Кӗнекене ҫыравҫӑ хӑй тӗллӗн кӑларма шут тытнӑ курӑнать, ҫавӑнпа та ман ҫак кӗнекене вӑл вӑхӑтра кӑларма хутшӑннӑ Ю.А. Силэм редактора тав сӑмахӗ калас килет. Чӑнах, питӗ интереслӗ автор Юлия Николаева. Кӗнеке вӑл вӑхӑтра пичетленсе тухман пулсан вӑрҫӑ историне тата урӑх енпе уҫса панӑ тепӗр чӑваш ҫыравҫине эпир ҫухатма та пултарнӑ. Мӗнпе интереслӗ-ха Юлия Николаева? Хӗрарӑм-ҫыравҫӑ чылай калавне арҫын ячӗпе ҫырни мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. «Инкеклӗ телей» калавра та хӑйпе пулса иртнӗ истори ҫинчен пире Аркадий Ильин каласа парать. Калава вулама интереслӗ, вуланӑ майӑн малалла тата мӗн пулассине пӗлес килет, автор сӑнласа пама ӑста тата, ҫав вӑхӑтрах, экспозиципе анлӑ усӑ курма пӗлет. Ҫавӑнпах пуль, Чӑваш кӗнеке издательстви чӑваш ҫыравҫисен ҫӗнӗ пуххине пичетлесе кӑларма хатӗрленнӗ май, вӗсенчен Чӑваш театрӗн ертӳҫи В.Н. Яковлев вӑрҫӑ темипе ҫырнӑ произведени тупса пама пулӑшу ыйтсан, вӗсем савӑнсах ҫӗнӗ автора, Ю.Ф. Николаева ҫырнӑ «Инкеклӗ телей» калава сӗннӗ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ чӑваш писателӗсен романӗ-повеҫӗсене инсценировка туса чылай спектакль сцена ҫине кӑларнӑ. Вӗсен шутӗнче: Л. Агаков «Пӗрре ҫуркунне», Н. Ильпеков «Хура ҫӑкӑр», Н. Мранькка «Ӗмӗр сакки сарлака», В. Алентей «Вӗлле хурчӗ – ылтӑн хурт», А. Артемьев «Салампи», М. Белов «Хурӑнлӑ ҫулпа», Д. Гордеев «Анаталла-тӑвалла»… Тӗрӗссипе каласан, ҫак произведенисем халь те сцена ҫинчен каймалла мар пек туйӑнать, анчах миҫе ӑру ӗнтӗ ҫак чӑваш классикӗсен произведенийӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсене сцена ҫинче кураймасть. Пулас ӑрусене тем сӑлтавпа кӑтартма юраман пирки театр вӑл произведенисене пысӑк тимӗр ҫӑрапах питӗрсе илнӗн туйӑнать.

Ҫапла вара, Чӑваш театрӗ прозӑлла произведени патне пӗрремӗш хут таврӑнмасть тейӗпӗр. Ҫапах та, пӗрремӗш хут теес килет. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен, ҫӳлерех асӑннӑ чӑваш писателӗсен произведенийӗсем: е романсем, е повеҫсем. Урӑхла каласан, пысӑк произведенисем. Пысӑк произведенире вара, диалогсем те нумай, ҫырса ӑнлантарса пани те чылай. Вӑл произведенисене сцена ҫине кӑларма хатӗрлекенӗн (инсценировка тӑваканӑн), шухӑш тӗлӗшӗпе хӑш-пӗр ҫӗрте ҫитеймен диалогсене е диалог вӗҫӗсене аталантарса, персонажсене пӗр-пӗринпе калаҫтарса, ҫӑмӑллӑнах ҫырса ҫитерме пулать. Калавра вара йывӑртарах. Мӗншӗн? Чи малтанах, вӑл кӗске произведени. Калавра тата диалогсем те сахал пулаҫҫӗ, тепӗр чух, пулмасан та пултараҫҫӗ. Юлия Николаева ҫырнӑ «Инкеклӗ телей» калавра диалогсем пур. Автор: Аркашпа Лисук, Аркашпа Роза, Аркашпа Амӑшӗ, Аркашпа Валя, Валяпа Халиль калаҫӑвӗсене аван ҫырса панӑ. Анчах та спектакль валли, паллах, ку диалогсем ҫеҫ ҫителӗксӗр. Автор прозӑлла произведенире пӗр-пӗр историне хӑй пек каласа парать пулсан, инсценировка тӑваканӑн вара ҫак произведенине мӗнле майлӑ сцена ҫинче кӑтартма май пурри пирки нумай шутламалла. Сцена ҫинче эпир персонажсене куратпӑр, вӗсен конфликтлӑ калаҫӑвӗсемпе, хӑйсене мӗнле тытнипе, эпир, вӗсене пӑхса ларакансем, е кулянатпӑр, е савӑнатпӑр. Куракана сцена ҫинчен каласа памалла мар, кӑтартса памалла. Анчах диалогласа (калаҫу формине кӗртсе) ҫырма ҫӑмӑл мар. Хальлӗхе вара ку инсценировкӑна хатӗрлекенсем театр валли мар, радио валли хатӗрленӗ тейӗн. Радиора кӑтартса параймастӑн, ҫавӑнпа та кӑтартма май ҫуккипе каласа ӑнлантарса паратӑн. Кунта та ҫавах. Каласа панӑ вырӑнсем нумай, вӗсене диалогланӑ формӑна кӗртсе вырнаҫтармалла пулнӑ. Сӑмахран: «Вальӑна ӑсатса ярсан уншӑн шутсӑр хытӑ тунсӑхларӑм. Темшӗн ӑна юлашки хут курнӑн туйӑнчӗ» — текен сӑмахсене артистӑн вылямалла, куракана каласа памалла мар ун ҫинчен. Ун пек вырӑнсем вара спектакль тӑршшӗпех. Уйрӑмах вӑл спектаклӗн иккӗмӗш пайӗнче туйӑнать. (Ырӑ хыпар илтнипе сурансем ыратнине те пӑхмарӑм, мӗнпур вӑйӑма пухса ҫуралса ӳснӗ килӗме васкарӑм. Килте мана ҫемье кӗтет, юратнӑ арӑм, анне, ачасем. Кашни утӑма вӑрӑмраххӑн пусса часрах киле ҫитме васкарӑм – тата ытти те). Эпӗ Юлия Николаеван «Инкеклӗ телей» калавне сцена валли инсценировка тунӑ Сергей Павлов ҫамрӑк артиста вӑрҫса айӑпласшӑн мар. Ӑна ку ӗҫе Валерий Яковлев режиссер хушнӑ, хӑй те ҫамрӑк артиста ку ӗҫре пулӑшма пулнӑ – мӗншӗн тытӑнса пӑхас мар? Пӗрремӗш хут сцена валли вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ калава инсценировка тума хӑрамалла пулнӑ-ши унӑн? Е мӗнле инсценировка пулса тухни тивӗҫтерет-и театра, пире? Ҫамрӑк артист телевиденипе интервью панӑ чух пытарса тӑмарӗ: нумай пулӑшнӑ ӑна инсценировка ӗҫӗнче спектакле сцена ҫине кӑларакан В.Н. Яковлев. Ҫапах та, пулӑшса ҫитереймен курӑнать. Ҫавӑнпа та ман ку произведенин сценари структурина мӗнле формӑлла тумалли пирки шутламанни ҫинчен пӗтӗмлетсе калас килет. Сценари структури спектакль мӗн ҫинчен каласа парас шухӑшне пӑхӑнса тӑмалла. Хальлӗхе форма ҫинчен пачах шутламан пек туйӑнать, калава илнӗ те пуҫламӑшӗнчен вӗҫне ҫитиччен каласа тата кӑтартса пама хӑтланнӑ. Спектакль пӗтӗмӗшле асаилӳ формипе те (спектальте - Халиль, амӑшӗ, Валя сценинче ӑна усӑ курнӑ) пулма пултарнӑ (анчах темшӗн, спектакль лартакан, ӑна пӗр сценӑра кӑна усӑ курать), асаилӳ формисӗр те – пуҫланса вӗҫне ҫитиччен ҫак историне кӑтартса панипе те – пулма пултарнӑ е тата урӑх вариант.

Авторӑн, Ю. Николаеван калав вӗҫӗ сцена кӑтартӑвӗ валли пӗтӗмӗшлех вӗҫленеймен пирки-ши («Ҫакнашкал ҫынсемшӗн тем те тӳсме юрать!»), театр шутласа кӑларнӑ вӗҫӗ те ӑнӑҫуллах мар тесе калас килет («Пирӗн икӗ атте!»)… Спектакльте психологи шухӑшлавӗ пачах ҫук, режиссер артистсен вылявӗнче вӗсем валли тӳрӗ тӗллев лартнӑ: (пирӗн атте мар – пирӗн атте – пирӗн икӗ атте). Юлия Николаева калавӗнче вара ачасем ҫав кунтах ашшӗне йышӑнаймаҫҫӗ-ха. Вӑл йышӑну – малта…

Мӗн ҫинчен каласа парасшӑн пулнӑ-ха авторӗ, Юлия Николаева? Калавшӑн, ман шутпа, вӗҫӗ питӗ вырӑнлӑ: «Ҫывӑхра тӑракан тухтӑрсемпе сестрасем сасӑ кӑлармасӑр куҫӗсене шӑла-шӑла тӑчӗҫ. Пирӗн сӑмахсем госпиталь ничальникӗн чӗрине хытах тиврӗҫ пулас – вӑл хӗрелсе кайрӗ. – Илтрӗр-и, юлташсем, - терӗ. – Ҫакнашкал ҫынсемшӗн темӗнле асап тӳсме те юрать. Пурте вӗсем пек пулсанччӗ… Пысӑк тав сире пирӗн ӗҫе хисеплеме пӗлнӗшӗн!»- терӗ. Унтан сестрасене: - Вӗсем ывӑннӑ, хумханса пӗтнӗ. Иккӗшне те укол тӑвӑр та апат ҫитерӗр, - тесе ҫирӗппӗн хушрӗ».

Спектакль лартакансен те, автор шухӑшӗпех, ҫакнашкал ҫынсем ҫинчен пире каласа парасшӑн пулмалла пек туйӑнать. Кам-ха вӗсем, ҫакнашкал ҫынсем: Амӑшӗ, Валя, Аркаш, Роза, Илья, врачсем… Ҫавӑн ҫынсем пулнипе тӑван ҫӗршыв кашни кун ҫӗнтерӳ патне ҫывхарнӑ. Апла пулсан, сценари структури те ҫавна пӑхӑнса тӑмалла, ун ҫак шухӑша уҫса памалла. Спектакльте, Амӑшӗпе Валя ал ҫине ҫырнӑ саспаллисене палласа илсе аманса пӗтнӗ танкиста хӑйсен ывӑлӗ, упӑшки тесе килне илсе килнӗ шухӑш пуҫламӑшӗ ҫук, завязка, теҫҫӗ ӑна. Юлия Николаева калавӗнче вӑл пур, ҫапла сӑнласа парать вӑл ку вырӑна: «Юлташсем мана ҫапла каларӗҫ: «Чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ чухне темле инкек те сиксе тухма пултарать. Ҫавӑнпа та хамӑр алӑсем ҫине е ята, е хушамата ҫырмалла, - терӗҫ. Каланӑ – тунӑ. Ҫавӑнтах тушь кӗленчи тупса килтӗмӗр те пӗр-пӗрин алли ҫине ята е хушамата ҫырса та хутӑмӑр. Пурнӑҫра ҫапла вӗт, ыррине мар, усаллине тума хӑвӑртрах вӗренеҫҫӗ. Юлташсем: «Санӑн хушамату ятунтан кӗскерех, ҫавӑнпа та хушаматна ҫырар», - терӗҫ. Ҫыриччен вӗсем, тутар ачисем, ҫемҫетмелли палла асра тытман-мӗн. Вара кача пӳрне ҫине харӑсах икӗ саспалли ҫырма тиврӗ – «ин». «Сӑпкари» ҫыннӑн вара шӑпах кача пӳрни ҫук. Ун ҫинче «я» та (Илья), «ин» та (Ильин) пулма пултарнӑ». Завязкӑн линийӗ малалла Аркадий сывалакан госпитальте тӑсӑлать. Тухтӑр Аркадие: «Эсир хӑвӑр та йӗркеллех сывалатӑр-ха, малтанхи пекех вӑйлӑ та тӗреклӗ ҫын пулатӑр. Паллах паянах мар, кӑшт каярахпа. Унччен тӳсме тивет. Сылтӑм аллӑрта икӗ пӳрнӗр… пулмаҫҫех ӗнтӗ», - терӗ. Завязкӑн кайранхи тӑсӑмӗ - Халиль госпитальте палласа илме ҫук танкиста курнӑ хыҫҫӑн: «Сасартӑк эпӗ унӑн сылтӑм аллинчи пӳрнисем ҫине ҫырнӑ саспаллисене курах кайрӑм. Хам та сисмерӗм кӑшкарсах ятӑм: «Юлташсем! Тӑхтӑр-ха!.. Ку вӑл… эпӗ палланӑ ҫын, Аркадий Ильин танкист вӗт!» терӗм».

Лисукпа Аркаш тӗлпулӑвӗнче Аркаш Лисука: «Лисук аппа, каҫхине пырса ларӑр. Тӑраниччен калаҫӑпӑр», - тет. Яла вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче салтак сывӑ таврӑнни пуриншӗн те пысӑк хыпар пулнӑ, ял халӑхӗ ӑна курма, унтан хӑй упӑшки, ывӑлӗ пирки ыйтса пӗлме васканӑ. Юлия Николаева хӑй калавӗнче акӑ еплерех сӑнласа парать ку эпизода: «Кӗҫех кӳршӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем хушшинче яла аманса таврӑннӑ фронтовиксем те пурччӗ. Пӗр-пӗринчен хӑш фронтра ҫапӑҫни ҫинчен ыйтса пӗлтӗмӗр, мӗнле ҫапӑҫни, ӑҫта аманни ҫинчен аса илтӗмӗр. Хӗрарӑмсем эпӗ вӗсен упӑшкисене, тӑванӗсене ӑнсӑртран фронтра курман-ши тесе ыйтса пӗлчӗҫ. Ахлатрӗҫ, ассӑн сывларӗҫ, куҫӗсене шӑлкаласа ларчӗҫ.» Ҫак сценӑсене, паллах, инсценировка структурине кӗртсе калаҫу мелӗпе (диалогпа) усӑ курса кӑтартса памалла пулнӑ. Театр пӗр-пӗр произведенине сцена ҫине кӑларма йышӑнать пулсан, унӑн автор кӑтартса панӑ картинӑсене, эпизодсене сӑнласа пама тӑрӑшмалла, уйрӑмах вӑл эпизодсем тӗп шухӑшпа ҫирӗп ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ пулсан. Юлия Николаева калавӗнче ҫакӑн пек интереслӗ ҫырӑннӑ эпизода, спектакль лартакансем пачах усӑ курман: «Сӑпка хуҫи» пӳрте ҫын кӗнине туйман-сисмен пек, йӑшӑл та тумарӗ. Ку ҫыннӑн хӑлхи илтместь-шим вара? Унӑн сылтӑм аллинче шурӑ хӑю. Унпа манӑн хӗрӗме, Розӑна, хулпуҫҫи урлӑ тата хул айӗнчен хӗресле ҫыхнӑ. Ялти ҫынсем сысна ҫурисене курӑк ҫиме урамра ҫапла ҫыхса кӑкаратчӗҫ. Сӑпкари арҫын ҫав хӑю вӗҫне, алӑ тупанӗ тавра яваласа, тытса выртать. Хӑйӑвӗ тӑлланса-чӑлханса пӗтесрен Розӑн ҫурӑмӗ хыҫне те пӗчӗк сӑран ункӑ ҫакса янӑ. Ҫав ункӑран хӑйӑвӑн пӗр вӗҫне ҫыхса хунӑ, тепӗр вӗҫне «сӑпкари» арҫын алли тавра яваланӑ».

Хушса ҫырнӑ диалогсемпе сценӑсем, текстсем те ӑнӑҫуллах мар, тӗрӗссипе, вӗсем «тӗрӗсех мар» тесе калас килет. Инсценировкӑра Сӑр картинине кӗртсе хӑварас шутпа Юлия Николаева ҫырнӑ «Юлашки самантчен» ятлӑ калаври пӗр сценӑна кӗртсе янӑ. Калаври ӗҫ тырӑ вырнӑ вӑхӑтра пулса иртет. Хӑйсен апат-ҫимӗҫне чикансем вӑрласа кайнине сиссе ҫамрӑксем кулаҫҫӗ, шавлаҫҫӗ: «Ан кулянӑр, пулас телейӗмӗр пысӑк, пӗр кун выҫӑ пурнасси мӗнех вара вӑл? Кӑнтӑр апатне колхоз ҫитерет. Каҫхине киле ҫитетпӗр. Эпӗ паян акӑ сирӗнпе хресчен ӗҫӗнче, кайран летчик-упӑшкам вӑрҫӑран таврӑнсан пысӑк хулана каятӑп. Ун чухне сире палламӑп та, - тесе шӳтлерӗ каллех Нина хӑйӗн пысӑк куҫӗсене вылятса. Оля Таиҫа ҫине пӑхса илчӗ. Таиҫа ӑна куҫран пӑхса ахӑлтатса кулса ячӗ. Хӑй ҫавӑнтах Нинӑна: - Эсӗ мӗн вара, ман летчика туртса илесшӗн-и? Мана та сана каланӑ сӑмахсене каланӑ-ҫке, мур илесшӗ, - терӗ. Вара вӑл варне тытсах кулма тытӑнчӗ.» Спектакльте вара ку сценӑна ҫынсем хӗлле, Сӑр тӑрӑхӗнче ӗҫленӗ пек туса кӑтартнӑ. (Хушса: Сӑр тӑрӑхне пӗтӗм халӑх пухӑннӑ та … Нивушлӗ тӑшман Сӑр шывӗ хӗрнех ҫитӗ? - текстсем кӗртнӗ). Ҫавӑнпа тата ҫакна та калас килет: истори докуменчӗсене тӗпе хурса пӑхса тухнӑ чӑнлӑх ҫитмест спектакльте. Ку спектакльте Сӑр хӗрне ӗҫлеме ҫынсем 1943-44-мӗш ҫулсенче тухнӑ пек пулса тухать. Аркаш Брестра пулса, тыткӑна лексе, унтан хӑтӑлса, Польшӑн тӗп хули Варшава хулине каякан ҫул ҫинчи кӗпере аркатса хӑварасран сыхласа аманать, аманнӑ хыҫҫӑн госпитальте выртса, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ илсе киле таврӑнма ҫула тухать – вӑл 1943-1944-мӗш ҫулсем. Ун хыҫҫӑн спектакльте пире Сӑр чиккинче ӗҫлекен ҫынсен хӗллехи сценине кӑтартаҫҫӗ. Сӑрпа Хусан чиккисен историйӗ вара 1941-1942-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ. Ку истори структурине инсценировка тӑвакансем пачах пӑхса тухманнипе ҫыхӑннӑ. Историпе ҫыхӑннӑ тӗрӗсмарлӑхсем тата пур спектакльте. Автор Ю.Ф. Николаева историлле ҫыравҫӑ мар. Автор йӑнӑшӗ те пулма пултарнӑ пек туйӑнать калавра. Автор ҫавӑн пек ҫырать хӑй калавӗнче: «Вара 1941-мӗш ҫулхи апрель уйӑхӗн вӗҫӗнче Валя ман пата пырса та ҫитрӗ. Эпир, тӗнчери чи телейлӗ мӑшӑр, ҫав ҫулхи илемлӗ каҫсенче Брест урамӗсем тӑрӑх алла-аллӑн тытӑнса ҫӳрерӗмӗр». Ку текста спектакле те кӗртнӗ, кӗртнӗ анчах мар тата хушса: «Уважаемые пассажиры! Славный город Брест приветствует вас! – тесе, унтан: Валя: «Тен, ирӗк парӗҫ мана кунта тата 2-3 куна юлма?» – Аркаш: «Ҫук, юрамасть, теҫҫӗ, – текен текстсем кӗртнӗ. Халь ҫак автор текстне те, спектакле хушса кӗртнӗ текстсене истори структурине пӑхӑнса пӑхса тухар. Истори фактчӗсене илсе кӑтартсан, ӗҫ-пуҫ вӑл вӑхӑтра ҫапларах пулнӑ иккен:

- к началу 1940-х годов в агрессивных замыслах фашистской Германии и ее сторонников сомневаться уже не приходилось. Советский Союз готовился к схватке;

- разведывательная информация о подготовке Германии к нападению на СССР из различных источников начала поступать в феврале 1940 г.;

- с января 1941 г. всего на границе с Германией возникло 187 различных конфликтов и инцидентов, 87 случаев нарушения границы германскими самолетами;

- 31 марта 1941 года начальник внешней разведки НКГБ СССР сообщил народному комиссариату обороны СССР о продвижении германских войск на советской границе и переброске туда новых соединений;

- по городу Брест уже давно сходили слухи о близкой войне с Германией, но, прочитав в газетах заявление ТАСС от 14 июня 1941 года, опровергающее их как неверные, все, в том числе и военные, успокоились, не подозревая того, что на расстоянии несколько сот метров от крепости, по ту сторону Буга, притаился враг для звериного броска на нашу советскую землю.

Ҫак документсем кӑна 1941-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче Совет Союзӗн Брест патӗнчи граница хӗрринче мӗнле пурнӑҫ пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Кунта ытлашши ӑнлантарса тӑма та кирлӗ мар, ман шутпа. Юлия Николаева хӑй калавне тӗрӗсех мар кӗртнӗ истори саманчӗ те, пирӗн шутпа, (1941-мӗш ҫулхи апрель уйӑхӗн вӗҫӗнче Валя ман пата пырса ҫитрӗ. Эпир Брест урамӗсем тӑрӑх алла-аллӑн тытӑнса ҫӳрерӗмӗр.) тата калава инсценировка туса спектакль лартакансем те (ҫак йӑнӑша малалла аталантарса тӑсакансем - Нумай юлмарӗ салтак пурнӑҫӗ, тепӗр ҫур ҫул. - Тен ирӗк парӗҫ тепӗр 2-3 куна юлма? - Брест урамӗсемпе уҫӑлса ҫӳрӗпӗр, сана чи илемлӗ вырӑнсене илсе кайӑп тата ытти те.) истори тӗрӗслӗхне пӑхӑнман. Аркаш амӑшне вӑрҫӑра мӗн тӳснине каласа панӑ сценӑра та (Виҫӗ ҫул ытла концлагерьте пурӑнтӑм. Чӗр тамӑкчӗ унта, анне. Ӗҫ выльӑхӗ вырӑнне те хуман пире. Концлагерьтен хӑтӑлнӑ хыҫҫӑн фашистсене хаяррӑн тавӑрма тытӑнтӑмӑр) «концлагерь» сӑмаха ҫине-ҫине асӑнни тӗрӗс мар. Ман шутпа, авторӑн та, инсценировка тӑвакансен те пысӑк йӑнӑш кайнӑ. «Концлагерь» сӑмаха вӑл вӑхӑтра та, вӑрҫӑ хыҫҫӑн та ҫывӑх тӑвансене те калама хӑрушӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен концлагере лекнӗ ҫын вӑл вӑхӑтра сутӑнчӑкпа танах пулнӑ. Сергей Смирнов вырӑс ҫыравҫи «Брест крепоҫӗ» ятлӑ кӗнекине 1956-мӗш ҫулта пичетлесе кӑларсан тин, асӑрханса, тыткӑна лекнӗ салтаксен историйӗсем ҫинчен ерипен каласа пама пуҫланӑ.

Эпӗ спектакле пӑхса ларнӑ май, фашистла Германи пирӗнпе вӑрҫӑ пуҫарнишӗн мӗншӗн Австри ҫӗршывӗн чаплӑ композиторне Вольфганг Амадей Моцарта айӑпланине те ӑнланаймарӑм (Мухтавлӑ Гетепе Моцарт ҫӗршывӗ…), ахальлӗн Гетепе Бетховен ҫӗршывӗ теесшӗн пулнӑ пулас та, спектакле лартакансем, арпаштарса янӑ-ши вара композиторсене?

Артистсем мӗнле вылянине те асӑрхаса хӑварас килет. Артистсем ытларахӑшӗ текст сӑмахӗсене тӳррӗн, подтекста (сӑмахӗ пӗр, шухӑшӗ урӑхла) усӑ курмасӑр выляҫҫӗ. Ытларах ку Лисук, Амӑшӗ, Аркаш сценисенче сисӗнет. Лисукпа Аркаш тӗлпулӑвӗнчи калас килекен, анчах калайман сӑмахне, ман шутпа, автор питӗ аван ҫырса панӑ: Лисук аппа мана курсан куҫне чарса, ҫӑварне карса пӑрахрӗ те пӗҫҫисене шарт ҫапса: - Турӑҫӑм, эй, турӑҫӑм! Ара, эсӗ… Аркаш мар пуль-ҫке, терӗ вӗҫӗмсӗр тӗлӗнсе. – Эпӗ! Эпӗ ҫав, Лисук аппа! – кӑшкӑрсах ятӑм та, костыльсене хул хушшине ҫирӗппӗнтерех хӗстерсе ун аллине хыттӑн тытса лӑскарӑм. Тепӗр икӗ хӗрарӑмӗ те ман пата пырса алӑ пачӗҫ, сывлӑх сунчӗҫ. Эпӗ вӗсемпе калаҫнӑ хушӑра Лисук аппа нимӗн чӗнмесӗр, ман ҫинчен куҫне самантлӑха та илмесӗр, ҫӑварне те хупма манса кайса хускалмасӑр пӑхса тӑчӗ.

Анчах Лисук рольне вылякан артисткӑсем (Н.Григорьева, А.Зайцева) Аркашсен килӗнчи «сӑпка ҫинче» «урӑх Аркаш» ҫулталӑка яхӑн выртни, ӑна ҫемье хӑйсен ывӑлӗ, ачасен ашшӗ тесе йышӑннине калас килни, анчах калайманнине кӑтартса парайман, вӗсен вылявӗнче вӑл туйӑнмасть, подтекст, иккӗмӗш план ҫук. Юлия Николаева, автор, иккӗмӗш плана палӑртса ҫапла ҫырать: «Лисук аппа мана ҫаплах вӗҫертесшӗн мар. Вӑл татах тем хыпарласшӑн, тем ыйтса пӗлесшӗн. Анчах, темшӗн, сасартӑк ҫӑварне хупларӗ.

Аркаш сӑнарне вылякан В. Павлов ҫамрӑк артист вӑрҫӑран киле ҫитсен темшӗн хаярланать, вӑрҫӑнма пуҫлать, текста каллех тӳррӗн, подтекстӑр калать. (Кӗтместӗр эппин! Кӗтмеҫҫӗ, чӗнмеҫҫӗ-ха апла.) Килте салтак 6 ҫул пулман, ҫыру та ҫырайман, килте вӑл ҫук чух мӗн пулса иртнине ӑнланса илме тӑрӑшнине вылямалла пек. Роза хӗрӗн сӑмахӗсем те: «Ҫук, эсӗ атте мар. Атте акӑ. Сахӑр та кирлӗ мар. Пирӗн аттене сахӑр килех килсе параҫҫӗ», - ҫав мӗн пулса иртнине ӑнланма тӑрӑшса вылямалли текст. Вӑрҫӑ нуши-инкекне тӳссе сывӑ юлса киле таврӑннӑ салтакӑн хӑрушӑ аманнӑ ҫын выртнине курсан, кӗвӗҫӳ туйӑмӗ мар, урӑхларах ӑнлану килмелле пек: «Чаршав хыҫӗнче хӑмасенчен ҫапса тунӑ пысӑк та сарлака вырӑн. Ӑна сӑпка тесен те тӗрӗсех пулӗ. Ҫав вырӑн ҫинче пӗр арҫын выртать. Куҫӗ вырӑнӗнче унӑн темӗнле шурӑ мӑкӑльсем. Куҫ шӑрҫисем пачах ҫук. Вӗсене шурӑ ҫурхах карса илнӗ. Ҫыннин икӗ ури те ҫук, вӗсене чӗркуҫҫирен ҫӳлерех татнӑ. Татнӑ вырӑнта хӗрлӗ, кӑвак ҫӗвӗсем. Пичӗ ҫинче, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кивӗ кӗпе-йӗме сапаланӑ пек – ҫӗвӗ ҫине ҫӗвӗ». Артист мӗн пулса-иртнине малтан ӑнланма тӑрӑшни, кайран ҫаксене курса ӑнланса илни патне пыни пулмалла ку сценӑра. Автор Юлия Николаева ӑна питӗ аван ҫырса кӑтартнӑ: «Сӑпкари» ҫыннӑн вара шӑпах кача пӳрни ҫук. Нивушлӗ ӑна аннепе Валя ку вӑл пирӗн Аркаш тесе йышӑннӑ? Ҫунса ҫӗвӗкленнӗ пит-куҫлӑ ҫынна паллама ҫӑмӑл мар-ҫке. Тата ҫынни те суккӑр, хӑлхасӑр, чӗлхесӗр. Паллах ӗнтӗ, вӑл хӑй ҫинчен нимӗн те пӗлтереймен. Ман пыра темле хытӑ чӑмӑркка капланса ларчӗ. Вальӑпа анне, ачасем мана мӗнле юратнине, кӗтнине, эпӗ сусӑрланса ҫын шутӗнчен тухас пулсан та мана ӗмӗр тӑршшӗпех юратса пӑхма хатӗр пулнине ӑнланса илтӗм». Ҫакна ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн малалла, Аркаша, ачисем хӑйне мӗншӗн ашшӗ вырӑнне йышӑнайманни те («Манан атте – пӳртре! Ку вара… санӑн пултӑр!») артист-выляканшӑн ӑнланмалла пулмалла. Ҫавӑнпа та ҫак ӑнлану хыҫҫӑн малаллахи хушса ҫырнӑ сценӑсемпе калаҫусем (Аркаш Вальӑпа тата амӑшӗпе хирӗҫни, Аркаш килтен тухса кайни, каялла таврӑнни – Аркаш: «Вилмерӗм, чӑтрӑм, тӳсрӗм», - Валя: «Эпӗ те хамӑн юратӑва чыслӑн упрама тӑрӑшрӑм») логика енчен тӗрӗс мар, калав авторӗн те ун пек сценӑсем ҫук, вӗсем кирлӗ те мар, вӗсем логикӑна хирӗҫле тӑраҫҫӗ. Автор Юлия Николаева хӑй калавӗнче логикӑна тӗрӗс тытса пырать.

Амӑшӗ ролӗпе (Н. Яковлева) ҫыхӑнтарса хушса ҫырнӑ сценӑсем те логика енчен тӗрӗсех мар. Сӑмахран, амӑшӗ Аркаш хыпарсӑр ҫухални ҫинчен илнӗ ҫыру. Авторӑн вӑл ҫук, ӑна инсценировкӑна кӗртнӗ. Кайран, вӑл ҫырӑва киле ҫитнӗ Аркаша амӑшӗн кӑтартмалла та пек, ыйтса та пӗлмелле пек. Амӑшӗ: «Ҫак вӑрҫӑран эс таврӑнасса нумай кӗтрӗмӗр. Ӑҫта ҫухалтӑн эсӗ?» - тени те пачах майне пымасть. Вӑрҫӑ пӗтмен, 1944 ҫул, салтак ӑҫтан вӑрҫӑран таврӑнтӑр? – тесе хуравлас килет амӑшне. Ҫавӑнпа та ку калава сцена ҫине кӑларма хатӗрлекенсем хӑйӗн ӗҫӗнче шалти выляв текстчӗсене те (работа с внутриигровыми текстами, теҫҫӗ вырӑсла) йӗркеллӗ пӑхса шутласа ҫырман.

Эпизодлӑ рольсем аванрах пулса тухнӑ. Халиль (А. Димитриев) рольне инценировка тӑвакансем урӑхлатнӑ пулсан та (вӑл та Вальӑна юратать иккен, Аркаш вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнине пӗлсен Вальӑна хӑй арӑмӗ пулма ыйтать, калавра вара ун пек мар), артист шалти туйӑмне ӑнланса вылять. Инсценировка тӑвакансем шутласа тупнӑ Халильпе ҫыхӑннӑ сценӑсем, каларӑмӑр ӗнтӗ, тӗрӗсех мар (тинтерех мӑшӑрланнӑ Вальӑпа Аркаш умӗнчех Халиль Вальӑна хӑй патне те ҫыру ҫырма ыйтни те), вӗсем Халилӗн ҫутӑ сӑнарне пӑсаҫҫӗ, сӑнарӑн логика линийӗ те пӑсӑлать. Калав тӑрӑх Халиль Аркашӑн чи ҫывӑх юлташӗ, тутар ачи, фронтра та вӗсем юнашар ҫапӑҫаҫҫӗ, аманаҫҫӗ. Юлия Николаева Халиль сӑнарне Валя каласа панипе ҫапла сӑнарлать: «Халиль пирӗн пата киличчен пӗр кун маларах ҫеҫ килне таврӑннӑ пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗпе, тӑванӗсемпе, ял-йышпа курнӑҫсан тепӗр кунне васкасах пирӗн пата тухса вӗҫтернӗ. Ҫавӑн чухне вара вӑл сана курни ҫинчен пӗлтерчӗ: «Ӑнсӑртран эпӗ суран ҫыхакан пӳлӗм алӑкӗ умне пырса лартӑм. Алӑкӗ уҫахчӗ. Унта шӑпах танкист суранӗсене тасататчӗҫ. Сасартӑк эпӗ унӑн сылтӑм аллинчи пӳрнисем ҫине ҫырнӑ саспаллисене курах кайрӑм. Хам та сисмерӗм кӑшкарсах ятӑм: «Юлташсем! Тӑхтӑр-ха!.. Ку вӑл… эпӗ палланӑ ҫын, Аркадий Ильин танкист вӗт!» терӗм. …Енчен чӑтӑм ҫитерейсен, ӑна текех ҫав госпитальте ан хӑварӑр, киле илсе килӗр. Эпӗ те сирӗнпе пӗрле пырӑп, ӑна илсе килме пулӑшӑп».

Спектаклӗн декорацисене Валерий Яковлев йӗркеленӗ. Режиссер-художник хӑй лартакан спектакльсенче тӗрлӗ ҫулсенче илемлетнӗ декорацисемпе усӑ курма ӑста, вӑл лартнӑ кашни спектакльтех тӗрлӗ ҫулсенче сцена ҫинче усӑ курнӑ япаласене асӑрхатӑн. Кунта та ҫавах. Ахӑртнех, ку «Инкеклӗ телей» спектакль валли малти плана вырнаҫтарса лартнӑ иконостассене театр музейне вырнаҫтарнӑ пулсан, вӑл пире 1987-мӗш ҫулта Чӑваш театрӗ Л.Н. Толстой пьеси тӑрӑх Валерий Яковлев лартнӑ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Станислав Кошкин илемлетнӗ «Ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмест» спектакль историйӗ ҫинчен каласа пани аванрах пулнӑ пулӗччӗ.

«Инкеклӗ телей» спектаклӗн вӗҫӗ-хӗрри ҫук, тем те пӗр кӗртсе ҫав тери вӑрӑмлатса янӑ. Кунта тем те пур: танкист ҫӑварне уҫса сӑмах калама пуҫлани те; ывӑлӗ Алеша: «Атте!» - тесе, ӑна йышӑнни те; Роза хӗрӗ: «Асанне! Ҫынсен пӗр атте те ҫук, пирӗн иккӗ!» - тени те; «Килтӗм, килтӗм тӑван патне» юрӑ янӑравӗ те; радиопа вӑрҫӑ пӗтни ҫинчен Левитан пӗлтерни те; ҫавӑнтах «Ӗмӗр асӑмра» тесе артистсем ҫутнӑ ҫуртасемпе тухни те… тем те пӗр кӗртсе тултарнӑ. Ҫавӑнпа та ҫине-ҫине пулакан ӑнсӑртлӑхсем ӑшӗнче «ҫухалса» кайнӑ артистсем, вӑрҫӑ вӗҫленнине те хаклама манса каяҫҫӗ. Спектакльшӗн вара ку – чи кирли.

Ҫапах та, Чӑваш театрӗ тепӗр ҫӗнӗ автора, вӑрҫӑ темипе нумай произведени ҫырнӑ талантлӑ чӑваш ҫыравҫине Юлия Николаевӑна тупни паха. Калавӗсем ун лайӑх, ӑнӑҫлӑ инсценировка тӑвакансем тупӑнсан тата хӑш-пӗр калавӗсене те сцена ҫине кӑларма май пур. Каларӑмӑр ӗнтӗ, вӑрҫӑ темипе ҫырнӑ произведенисем чӑваш прозинче сахал мар. Ҫак Сӑрпа Хусан чиккине тӑвакансем ҫинчен шутласа илсенех, ман асӑма тӳррех чӑваш халӑхӗн паллӑ ҫыравҫи Юрий Скворцовӑн «Уках хурӑнӗ» повеҫӗ аса килчӗ. Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӑрҫӑ пӗтичченех, тӑватӑ ҫул хушши тылри халӑх епле асапланнине ҫырса кӑтартнӑ вӑл унта.

Мӗн-мӗн курса тӳсмерӗ ӗнтӗ халӑхӗ! Никама та ҫӑмӑл мар: вӑрҫӑрисене те, ялтисене те. Авӑ халӗ пӗтӗм тырпула алӑпа выраҫҫӗ. Машинсене майлама ӑстаҫӑсем ҫук, машинне туртакан утне те тупаймӑн – пур вӑйпитти арҫын кӑна мар, лайӑх лашасем те ҫара кайса пӗтнӗ. Мӗнпур ака-суха ӗҫӗ хӗрарӑм ҫине тиеннӗ. Ҫапах та пысӑк ӗҫ тӑвать хӗрарӑм… Сахал кирлӗ-им фронта апат-ҫимӗҫ, тумтир?

Пӗр ушкӑн хӗрарӑм сӗлӗ вырать. Сӗлли лутра, ҫатра, сайра, пиҫенлӗ, вӗҫкӗнлӗ. Лутраскерне ҫӗр ҫумӗнченех вырнӑран – пилӗк хуҫӑлсах анать. Тӗл-тӗл вырма та ҫук ҫӗрте – кӑклаҫҫӗ. «Хӑҫан машинпа вырӑпӑр-ши?..» Вӑрҫӑ чарӑнсан… «Хӑҫан лашасемпе кӗлте турттарӑпӑр-ши?..» Вӑрҫӑ чарӑнсан… Хӑҫан хӗрарӑм, аллине лӑшт усса, пӗрре ларса курӗ-ши?.. Фронт вӗҫӗмсӗр хӗҫ-пӑшал, тумтир, апат-ҫимӗҫ ыйтать. Лав хыҫҫӑн лав, лав, лав… Тырӑ лавӗ, тумтир лавӗ, ҫыру лавӗ… Пурте фронт енне… Пурте – хӗрарӑм алли витӗр тухнӑ. Станок умӗнче хӗрарӑм тӑнӑ. Тимӗр тӑпри хӗрарӑм кӑларнӑ. Ҫӗр кӑмрӑк хӗрарӑм кӑларнӑ.

Вӗсем паян хӑйсен хушшинчен виҫҫӗшне каллех инҫе ҫула ӑсатаҫҫӗ: таҫта, тахӑш ҫӗре – торф кӑларма теҫҫӗ. Каякансем виҫӗ хӗр-тантӑш: Укахви, Хӗветли, Ольга… Хӑш ҫӗре яраҫҫӗ вӗсене? Мӗн вӑхӑт пурӑнмалла унта вӗсен? Ырлӑх кӗтет-и унта, хурлӑх-и? Куна вӗсем ыйтмаҫҫӗ. Хӑйсемех пӗлеҫҫӗ кукка патне мар иккенне. Ҫӗршыва кирлӗ пулсан – каймалла, усӑллӑ пултӑр ҫеҫ, тӑшмана часрах ҫӗнтерме пулӑштӑр ҫеҫ…

 

Аса килет тата Укахви хӑй ялтан окоп чавма тухса кайнине те…

Канаша ҫитнӗ ҫӗре Укахви, Хӗветли пек хӗрсем пӗр ҫӗр ҫынна яхӑн пухӑнчӗҫ. Е. хула ҫывӑхне илсе кайрӗҫ вӗсене… Ҫитсенех бригадӑн-бригадӑн уйӑрчӗҫ. Кашни бригадӑра – вӑтӑршар хӗр. Бригадирӗсем те хӑйсем хушшинченех. Блиндажсем, танксене чармалли окопсем чавтарчӗҫ вӗсене – танк пынӑ ҫӗртех унта кӗрсе кайса каялла чаваланса тухмалла мар шӑтӑксем. Кун пек окопа тӑваттӑн-пиллӗкӗн ик-виҫшер кун чавма тиветчӗ. Йывӑрччӗ ӗҫ. Ҫапах та ҫӗр шӑниччен, сивӗтиччен йывӑрлӑхӗ ытлах сисӗнместчӗ. Кайран вӑйсем те иксӗлчӗҫ пулмалла хӗрсен – тек-текех халран кайнине туя пуҫларӗҫ. Чи йывӑрри вара раштав, кӑрлач сиввисем ҫитсен пуҫланчӗ. Пуринчен ытла ҫамрӑк шӑм-шаксене сивӗ хуҫрӗ. Ҫил тумтир витӗр, ӳт-тир витӗр кастарса шӑмӑсенех ҫитсе кӑтӑклать, сулӑнтарса ярать; ҫӗр ҫумӗпе вирт кайӑк пек, сӑлпӑран кустарать. Пите кӑшт ҫиле хирӗҫ тытсанах тӑм илсе ярать, ҫул ҫинче те хӑяккӑн ҫеҫ, минутсерен ҫил енне ҫурӑмпа ҫаврӑна-ҫаврӑна утатӑн. Алла алса ӑшӗнчех чӑмӑртаса тытатӑн та – алса пӳрнескисем пушӑллах сулланса пыраҫҫӗ. Тӑм илтерсе янӑ аллисене хӗрсем сивӗ шыва чикеҫҫӗ те, ҫара алӑранах пӑр «перчетки» шӑнкӑлт! хывӑнса ӳкет. Кунсерен лум-кӗреҫе йывӑрланса пырать алӑра, хӗрсем чирлеҫҫӗ, вӗсем вырӑнне урӑххисем килеҫҫӗ… Вӗсем малтан кӑнтӑрла ӗҫлетчӗҫ пулсан, кайран ытларах ҫӗрле ӗҫлеме тытӑнчӗҫ. Ку вӑл пӗр-икӗ хут тӑшман самолечӗсем тылах вӗҫсе кӗрсе бомба пӑрахса хӑварнӑ хыҫҫӑн пуҫланчӗ. Укахви малтанхи хут юпа уйӑхӗнче илтрӗ бомба шӑхӑрса аннине. Чи хӑрушши иккен - бомба ҫӳлтен ӳлесе, шӑхӑрса анни. Пуҫ ҫинчех улать вӑл, шӑп та лӑп – никам ҫине те мар – сан пуҫ ҫине анать пек; ӳкет те – ҫук, кӑшт аяккарах ӳкнӗ иккен… Ҫавӑн чухне Укахвин чи ҫывӑх тусне – Иваново хулинчи пӗр хӗре, Соньӑна, вӗлерчӗҫ… Халӗ те-ха утти-тӑрри куҫ умӗнче, сӑмахӗсем хӑлхара…

Укахви унта килтен пилӗк мӑшӑр ҫӑпата, икӗ мӑшӑр хура ҫӑм тӑла илсе кайнӑччӗ.

- Хӗрача, - терӗ Соня, килсе кӗнӗ кунхинех Укахвине куҫ хывнӑскер. – Мӗн ку сан урунти, э? Ҫаврӑн-ха, ҫаврӑн, курам!

- Ҫӑпата, - терӗ Укахви.

- Ҫӑпата? – тӗлӗнчӗ хӗрача. – Халӗ те сирӗн чӑвашра ҫӑпатана пӑрахаймаҫҫӗ-и?

- Ма пӑрахас? – тет Укахви. – Ӗҫ ури вӑл пирӗн. Ӗҫленӗ чух сыраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен урана ҫӑмӑл тата ӑшӑ та.

- Ҫӑматӑран та ӑшӑ-и?

- Санӑннинчен ӑшӑрах ӗнтӗ, - тет Укахви.

- Укахви, сан урӑх ҫук-и ҫӑпата? Пар мана – эпӗ те сыратӑп.

Ҫапла вӗсем иккӗш те ҫӑпатапа ҫӳре пуҫларӗҫ. Тата мӗн тери хавхаланса каласа паратчӗ вӑл хӑйӗн савнийӗ ҫинчен. «Летчик вӑл ман, икӗ орден илнӗ…» - тетчӗ Укахвие ыталаса.

Чуна йывӑр ҫаксене аса илме… Ҫисе тӑранайманни те, ыйхӑ татни те пӗрре мар пулнӑ. Сирена кӑшкӑртса шуйхататчӗ те – ӗҫе пӑрахсах е ҫывӑрнӑ ҫӗртен сиксе тӑрсах хӳтлӗхе чупатӑн…

Ак, тархасшӑн, инсценировка ту та ку повеҫе, тыт та ларт сцена ҫинче. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑкӗсен театрӗ Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисен ҫулне халалласа хальхи вӑхӑтра ҫыракан драматург Владислав Николаевӑн «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ» ятлӑ драмине лартма шутланӑ. Пьеса ячӗ шутсӑр интереслӗ, драма содержанийӗ те ҫак ят витӗр пулмалла пек. Юрий Скворцов «Уках хурӑнӗ» повеҫӗнче окоп чавнӑ вӑхӑта ҫырса кӑтартнине вуласанах чун сӳлетсе каять, вӑл вӑхӑтри ҫынсем асап курнӑ нушасем куҫ умне тухса тӑраҫҫӗ. Хальхи ҫыравҫӑ пӗр-пӗр вӑхӑтри пурнӑҫа сӑнласа парасшӑн пулсан, унӑн ҫав вӑхӑтри пурнӑҫ мӗнле пулнине тӗплӗн пӗлмелле, хӑй каласа парас тенине ҫав пулса иртнӗ истори витӗр сӑнласа пама тӑрӑшмалла. Ҫӳлерех асӑннӑ «Инкеклӗ телей» спектакль ҫитменлӗхӗсем (истори структури, сценари структури, чӑнлӑх, ҫав чӑнлӑх витӗр калаҫу йӗркелӗвӗ тата ытти те) кунта та яр-уҫҫӑн тухса тӑраҫҫӗ. Автор шутласа кӑларнӑ тӗрӗсмарлӑх кунта кашни сценӑра. Спектакль пуҫламӑшӗнчех ҫамрӑк ача Ванюк (Н. Миронов) Совинформбюро хыпарӗсене (тӗрӗс мар хыпарсене: «Нимӗҫсен 20 самолетне персе антарнӑ» тата ытти те) питӗ нумай вӑхӑт вуласа тӑрать. Ҫӗр чавакансем 40 градус сивӗре (уйӑпсем те шӑнса хытнӑ вӑхӑтра!) нумай вӑхӑт хушши итлесе тӑраҫҫӗ. Ыйту тухса тӑрать. Нимӗҫсем Мускав патне ҫитнӗ, Атӑл ҫине бомбӑсем пӑрахаҫҫӗ. Пулма пултарать-и кун пекки, тӗрӗс-и ку сцена? Паллах, пулма пултараймасть. Герасим Петрова, НКВД ӗҫӗнче ӗҫленӗскере (Д. Петров), ҫак ҫӗр чавас ӗҫе йӗркелесе туса пыма хушнӑ. Ун ҫынсем тупмалла (ҫыннисем ҫитмеҫҫӗ: «ӗҫлекенсен шучӗ сахал», - тет вӑл хӑйех), ӗҫе йӗркелесе пымалла, блиндажсем тутармалла, ҫӗрпӳрт-блиндажсем тума йывӑҫӗ тата ытти материалӗ те, арҫын вӑйӗ те кирлӗ, вӑл вара кашни сценӑрах, ҫӗр чавакансен хушшинче тылри тӑшмана шырать. Никон Серов лейтенант (Николай Тарасов) савнине хӑй Мускав патне ҫапӑҫӑва кӗме кайнине пӗлтерме килет (тӗрӗссипе актер вылявӗнче паллӑ мар, халлӗхе портянка пама ҫеҫ килет), юратнӑ хӗре сивӗрен ӑшӑнма портянка илсе килнӗ (тӑла нуски, ҫӑматӑ, ӑшӑ тутӑр е алса илсе килмелле пулнӑ пулӗ, портянка мӗнле ӑшӑттӑр урана!), ҫав портянкӑна хӑй юратнӑ хӗрне 40 градус сивӗре урана мӗнле чӗркемеллине икӗ хут кӑтартать. Хрестин юратнӑ каччи фронта тухса каяссине пӗлсен хӑй те фронта каясшӑн пулать, амӑшне: «Медсестрасен курсне вӗренсе пӗтеретӗп та фронта каятӑп, эпӗ госпитальте ӗҫлекен медсестра пулатӑп», - тет вӑл. Ҫӗрӗн-кунӗн ҫӗр чавнӑ вӑхӑтра хӑҫан тата ӑҫта кайса вӗренме пултарнӑ-ши Хрестин медсестрасен курсне? – тесе ыйтас килет драматургран. Ҫтаппан тете (Н. Дмитриев): «Эпир нимӗҫсене ҫӗнтерсе пыратпӑр пулсан, окопсене мӗншӗн чаватпӑр?», - текен сӑмахсем те 1941-1942-мӗш ҫулсемшӗн вырӑнлӑ мар. Ҫавӑнпа та историлле чӑнлӑхсӑр, шутласа кӑларнӑ тӗрӗс мар конфликтсем, тӗрӗс мар диалогсем драмӑра нумай.

Спектакле илемлетнӗ художник (Л. Комиссарова) декорацийӗ шӑпах Сӑр ҫывӑхӗнчи хӳтӗлев чиккине сӑнласа парать тейӗпӗр. Анчах режиссер (Д. Михайлов) унпа анлӑ усӑ курма пултарайман. Ку ӗҫре режиссера художник пулӑшма тӑрӑшнӑ пулсан, драматург ытларах вӑл «чикӗрен» айккинче пулса иртекен сценӑсем кӗртсе тултарнӑ. Ҫӗр чавакансем кулиса хыҫӗнче «ӗҫлеҫҫӗ», сцена ҫинче мар. Ҫӗр чавакансене сцена ҫинче ӗҫлеттерсе (художник май туса панӑ терӗмӗр), 40 градус сивӗре пӗр хӗрарӑмӗ ӗҫлесе вӑйран кайнине, тепри ураран ӳкнине, виҫҫӗмӗшӗ шӑнса хытнине, тӑваттӑмӗшӗ ӗни пӑруланипе ҫӗр чавма кая юлса килсе ҫитнине (ун пек текст пур Герасим Петров сӑмахӗнче) кӑтартса панӑ пулсан, спектакль пахалӑхӗ те ӳснӗ пулӗччӗ, драматург вӑл вӑхӑтшӑн вырӑнлӑ та тӗрӗс ят панӑ «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ» драма тӗп шухӑшне те кӑтартса пама пултарнӑ пулӗччӗ. Минюк (О. Кашаева), Ҫинук (С. Степанова), Альтук (А. Агеева) сӑнарӗсене те драматург ним енчен те аталантарса кӑтартман, вӗсене пьесӑра уйрӑм ҫынсен ушкӑнне кӗртнӗ пулин те. Хальлӗхе вӗсене драмӑра ахаль ҫӗр чавакансен шутне те кӗртме пулать.

Чӑваш драматургине аталантарас енӗпе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗ юлашки ҫулсенче темиҫе фестиваль ирттерчӗ. Пьесӑсене пӑхса тухакан Мускав критикӗ Полина Борисова режиссерсене: «Мӗншӗн эсир сцена ҫине лартма юрӑхсӑр, пулса ҫитмен пьесӑсене илетӗр?» - тесе тӗлӗннӗччӗ. Кунта та пирӗн ҫавнах каламалла пулӗ: малтан инсценировкине йӗркеллӗ туса ҫитермелле, пьесине те сцена ҫине лартма юрӑхлӑ ҫырса пӗтермелле.

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗ А.С. Пушкин ҫырнӑ «Метель» повеҫӗ тӑрӑх (повеҫӗ кӗске, пӗтӗмпе те 5 страница!) Василий Сигарев инсценировкипе Пушкӑрт тата Тутар Республикисен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Байрас Ибрагимов режиссер лартнӑ спектакле сцена ҫинче кун ҫути кӑтартрӗ. Повеҫре диалогсем ҫукпа пӗрех, анчах драмӑллӑ сценӑсене пӗтӗмпех А.С. Пушкин ҫырса кӑтартнӑ шухӑшсемпе йӗркеленӗ, ҫав вӑхӑтри майсемпе, сӑрсемпе инсценировкӑн калаҫу йӗркине аталантарнӑ. Спектакль пур енӗпе те пысӑк шайра: инсценировка, режиссура, художниксен (декораци, свет, видео), актерсен вӑййи. Ку ӗнтӗ ӑсталӑх тата профессионализм. Пирӗн те пулмалла ӗнтӗ вӑл, пушкӑртсемпе тутарсен ҫеҫ мар.

Чӑвашсен паллӑ драматургӗ, «Телейпе Илем» историлле трагеди авторӗ Ираида Петрова хӑйӗн пьесине Чӑваш сцени ҫине кӑларас тесе чылай ҫул асапланнӑ, мӗншӗн тесен Х-мӗш ӗмӗрте Пулхӑр патшалӑхӗнче пурӑнакан вӑл вӑхӑтри чӑвашсем ҫинчен историксен те, ученӑйсен те иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче ҫителӗклӗ документсем пулман. 1976-мӗш ҫулта ҫеҫ, истори наукисен докторӗ В.Д. Дмитриев Пулхӑр патшалӑхӗ ҫинчен калакан документсем ҫителӗклӗ пулнине ҫирӗплетсе панипе, «Телейпе Илем» сӑвӑлла трагеди В.Н. Яковлев режиссер лартнипе сцена ҫинче кун ҫути курма пултарнӑ. Василий Дмитриевич Дмитриев пьесӑна хакласа ҫапла ҫырнӑ: «В основу сюжета исторической трагедии И.А. Петровой «На распутье» (Телей и Илем) легли действительные события, происходившие в начале Х века. И,А. Петрова в своей пьесе, опираясь на исторические события, драматургическими средствами убедительно отображает идеи социальной независимости, патриотизма, дружбы между народами».

80 ҫул каялла пуҫланнӑ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫинчен те пирӗн малашне тӗрӗссине ҫырасчӗ, сцена ҫинчен те тӗрӗссине ҫеҫ кӑтартасчӗ.

 

Надежда Кириллова

Чӑваш академи драма театрӗн тата Ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Станьял // 2719.39.5386
2021.05.14 19:24
Шанӑҫни! Тишкерӳшён тав .Кун хыҫҫӑн спектакльсене театрӑн лайӑх сӑвӑрмалла ёнтё!
Cвйт валли статьяна кёскетмелле те пвйламалла пулнӑ-ҫке!
Agabazar // 2310.58.6659
2021.05.14 20:37
Agabazar
Вуласа тухмалла пуль ку япалана.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики